Паян Эктор Алос и Фонт ыйтнипе Чӑваш халӑх сайтӗнчи хыпарсен текстне пӗр вырӑна пухрӑм. Тӗпчев валли кирлӗ тет те — усӑ курччӑр ӗнтӗ.
Уҫласа илнӗ хыҫҫӑн ман Уҫӑ оффис аран-аран ӗҫленине кура шухӑша путрӑм — чӑн та, ҫак пӗтӗм текста пичетлесе кӑларас тесен питӗ хулӑм кӗнеке пулмалла! 12 кегллӗ шрифтпа тунӑскер 610 страница йышӑнчӗ. Пуҫелӗкӗ таврашӗ те, хыпарсен датисем те ҫук пулин те — хӑй тексчӗ кӑна.
Статистикине те пӑхса илме шутларӑм: 8500 ытла абзац (8508), 250 пин ытла сӑмах (255 402), 2 миллиона яхӑн саспалли (1 930 473). Кунта пушпаллисем те кӗреҫҫӗ пулин те сахал мар. Танлаштарма: Мария Ухсайӑн «Кӑра ҫилӗсем» пӗтӗмӗшле 1 131 000 миллион саспаллирен тӑраҫҫӗ (3 кӗнеки), Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗ» (2 кӗнеке) 990 пин саспаллирен. Хветӗр Уярӑн «Танатипе» «Таркӑнӗ» (пӗрле «Шурча таврашӗнче» ярӑма кӗреҫҫӗ) те 1 473 пин саспалли кӑна йышӑнать. Пахалӑхӗпе, паллах, ҫак хайлавсемпе танлашас ҫук, калӑпӑшӗ вара пур ӗнтӗ.
Хыпарӗсем хальхи пек нумай хушӑнса тӑрсан — ҫитес вӑхӑтра ак 2 000-мӗш хыпар пичетленнине те уявлӑпӑр. Хальлӗхе 1 814 кӑна-ха...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.