Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Всеумейка» ачисем чаплӑ мультфильм курнӑ...

Аçтахар Плотников15.01.2012 22:324144 Пурĕ пăхнă
Ҫапла пӗлтерет Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ. «Всеумейка» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрекен ачасем хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ кӑна мар иккен, канма та пӗлеҫҫӗ. Шупашкарти «Мир Люксора» кайса «Иван Царевичпа Кӑвак кашкӑр» мультфильм курса тӗлӗннӗ тет. Уйрӑмах вӗсене режиссёр фантазийӗ, спецэффекчӗсем (каҫарӑр та ку сӑмах валли чӑвашла вариантне шырама вӑхӑт ҫук. Эсир сӗнсен — аван пулӗччӗ) кӑмӑлӗсене тыткӑнланӑ иккен.
Мӗн калас ку мультфильм пирки хам та пӗр-ик сӑмах ҫырас шухӑш пурччӗ. Эп ӑна хам та куртӑм (укҫа тӳлемесӗр пӑхнишӗн хама хам пӗрре те айӑпа кӗнӗн туймастӑп — эп вӑл хайлавпа паллашнӑ кӑна тейӗпӗр), анчах пӗрре те чаплӑ япала пек куранмасть вӑл мана.
Ни сюжечӗ, ни тарӑн шухӑш ҫук унта. Пӗрре пӑхса кӑларса пӑрахмалли япала ҫеҫ. Раҫҫейри пурнӑҫ вара питӗ лайӑх сӑнланса юлнӑ ман шутпа. Пурте тӑван кӗтесре мар, ют ҫӗрелле талпӑнаҫҫӗ — Иван Царевич, ав, ют патшалӑхалла ҫул тытать; патша хӗрӗ те пӗлӳ илессе чикӗ леш енче илнӗ (МГУ пирки те сӑмах пымасть-ҫке).
Критиксен шухӑшӗсене те пӑхса тухрӑм — кусем мӗн ҫыраҫҫӗ-ши тесе. Пӗри те пысӑк хак паман (ҫавна пулах ҫырмарӑм ӗнтӗ).
Хайхи хальхи «чӑваш» ачисене килӗшнӗ иккен. Режиссёр фантазийӗ, спецэффектсем... Тьху... Ун вырӑнне совет тапхӑрӗнче ӳкернине кӑтартас.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj