Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Ермакова Надежда Васильевна: Н.В.Ермакова пухса хатӗрленӗ АШШӖ-АМӐШНЕ ХИСЕПЛЕССИ МӖНРЕН КИЛЕТ

Ермакова Надежда Васильевна12.12.2011 05:315018 Пурĕ пăхнă

Н.В.Ермаковӑпа Т.В.Горбунова пухса хатӗрленӗ

АШШӖ-АМӐШНЕ ХИСЕПЛЕССИ МӖНРЕН КИЛЕТ

 

"Ҫыннӑн чи пысӑк ӗҫӗ ҫынна ырӑ тӑвасси мар, ҫынна усал тӑвасран хӑйне хӑй чарасси. Эпӗ кирек мӗнле ҫынна та ҫапла каласшӑн: эсӗ мана ырӑ ан ту, анчах мана усал тӑвасран хӑвна ху чар", - тенӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Митта Ваҫлейӗ хӑйӗн кун-ҫул кӗнекинче.

Мӗн вӑл ҫынлӑх? Митта шучӗпе, хӑй асӑннӑ йӗркене тытса пырсан тӗнче йӑлтах чиперленсе улшӑнать. Анчах ҫапла пулма чун-чӗрере, кӑмӑл-туйӑмра, ӑс-пуҫра куна тума хистекен вӑй-хал ҫуралмалла вӗт-ха. Ҫынлӑха вӑратакан, ӑна сӗткен парса тӑракан ҫӑлкуҫран тухмалла вӑл.

Мӗн ӗлӗк-авалтанах, ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пуҫланса кайнӑранпах мӗн пур чӗр чун, ӳсен-тӑран пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса хӑйсен вырӑнне ҫӗнӗ ӑру хӑварнӑ. «Ача-пӑча пӳрт тултарать», «Ача -пӑча чун йӑпатать», — тет чӑваш ҫынни. Ватӑсем те туйра ҫапла пиллеҫҫӗ: «Ӑмӑрт кайӑк евӗр мӑшӑрлӑ пулӑр. Шӗшкӗ пек хунавлӑ пулӑр...»

Ача ҫуралнине ӗлӗкхи чӑваш турӑ парни вырӑнне хурса йышӑннӑ. Пепке ҫуралнӑшӑн питӗ хӗпӗртенӗ вӑл, пӗтӗм йӑх- ӑрупа пуҫтарӑнса ача чӑкӑчӗ ҫини йӑла туса ирттернӗ. Ял-йыш та ача ҫуралнине пӗлсен ҫапла калаҫнӑ:

— Ҫавсен «ҫӗнӗ кайӑк» тупса килнӗ!

— Ылтӑн—и, кӗмӗл—и?

— Ылтӑн! — тенӗ арҫын ача пулсан.

— Кӗмӗл! — тесе пӗлтернӗ хӗр ача пулсан.

Ашшӗ - амӑшӗ «ҫӗнӗ кайӑкра» малашне хӑйсене хуҫалӑхра, кулленхи ӗҫре пулӑшакана, ӑру несӗллӗхне тӑсакана тата хӑйсене ватлӑхра пӑхса упракана, вилме выртсан юлашки ҫула тивӗҫлӗ ӑсатакана курать.

Хаҫат-журналсенчи статьясенче, радиопа паракан передачӑсенче ашшӗ-амӑшӗсем ачасене пӑхса ӳстерес ӗҫре йӑнӑшсем туни ҫинчен час-часах пӗлтереҫҫӗ. Ачасем те ҫак передачӑсене итлеҫҫӗ, статьясене те вулаҫҫӗ. «Вӗсем ашшӗ-амӑшне хисеплеме пӑрахмӗҫ-ши?» — тесе шикленеҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.

Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсене ачисем хисеплеме пӑрахасран шикленеҫҫӗ. Пирӗн вӗсене тӗрӗс ӑнланмалла. Ҫамрӑк ӑрӑва тӗрӗс пӑхса ӳстересси чи малтан ачасем хӑй¬сен ашшӗ-амӑшне хисепленинчен килет-ҫке. Ачасен пӗчӗк чухне те, пысӑклансан та ашшӗ-амӑшне итлемелле ӗнтӗ. Вӗсем итлессипе итлес марри вара вӗсене мӗне вӗрентнинчен тата мӗнле вӗрентнинчен ҫеҫ килмест. Мӗн ҫинчен калаҫни, мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа калаҫни те сахал. Чи малтанах ачасемшӗн вӗсене вӗрентекен ҫын чи ҫывӑх ҫын пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Пур педагогсем те ҫакӑн ҫинчен ятарласа асӑрхаттараҫҫӗ.

Ваттисене хисеплесси мӗнрен килнине ятарласа сӑнанӑ пӗр ӑсчах: «Пӗтӗмпех пӗр япаларан — хӑвна тытма пӗлнипе пӗлменнинчен килет», — тенӗ. Кунта вара эсир мӗнле ӗҫлени те, мӗн шухӑшлани те, туйӑмсемпе интерессем те кӗреҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ хӑйсе¬не ялан йӗркеллӗ тытаҫҫӗ пулсан, ачисем те ҫитӗнсен йӗркеллӗ ҫынсем пуласса ҫирӗппӗнех шанса тӑма пулать.

Харпӑр хӑйне йӗркеллӗ тытмасӑр, темле урӑхла, ҫӑмӑлтарах майпа ачасене хисеплеттерме тӑрӑшни ҫав те¬ри сиенлӗ. Ҫапла майпа харпӑр хӑйне хисеплеттернине ӑсчахсем суя авторитет теҫҫӗ.

Суя авторитет паллисене хӑш-пӗр ҫемьесенче халӗ те асӑрхама пулать. Малалла эпӗ сав суя авторитет тӗсӗсене мӗнле ушкӑнлани ҫинчен каласшӑн.

Вӑйпа, хӑратса хисеплеттересси. Ку вӑл суя авторитетӑн чи хӑрушӑ тӗсӗ. Ҫапла майпа ытларах ашшӗсем хӑйсене хисеплеттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ун йышши ашшӗ¬сем ялан тулашса ҫӳреҫҫӗ, вак-тӗвекшӗнех тарӑхаҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ маршӑнах хӗнеҫҫӗ, хӑр-хар калаҫаҫҫӗ, кашни кӑлтӑкшӑнах айӑплама пӑхаҫҫӗ. Кун пек ҫемьере ачасем ашшӗнчен шикленме пуҫлаҫҫӗ, унран сивӗнеҫҫӗ, суйма вӗренеҫҫӗ, хӑравҫӑ ҫынсем пулса ӳсеҫҫӗ, ачаш чунӗсем хытаҫҫӗ. Ҫав ачасем пурӑна киле нӑйка, ниме юрӑхсӑр ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ, е хаяр чун-чӗреллӗ сынсем пулса, ӗмӗр тӑршшӗпех телейсӗр ачалӑхшӑн тӑвӑлса, тулашса пурӑнаҫҫӗ, ыттисене тавӑрма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ялан ӑс парса хисеплеттерни. Кун пек ашшӗ-амӑшӗсем ачисене кунӗн-ҫӗрӗн ӑса вӗрентме хатӗр. Кӗскен, кӑштах шӳтлесе пӗр-ик сӑмахпа калас вырӑнне вӗсем ачана ывӑнтарса, йӑлӑхтарса ҫитеричченех пакӑлтатаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене тӗрӗс тӑватпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Кун пек ҫемьесенче ӑшшӑн куласси, савӑнӑҫлӑн калаҫасси йӑлара ҫук. Пӗрмай вӗрентсе ҫеҫ калаҫакан ашшӗ-амӑшӗнчен те ачисем часах сивӗнеҫҫӗ.

Ырӑ пулса хисеплеттерни. Ку — чи айванла автори¬тет тӗсӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене тем тума та ирӗк парса, нихӑҫан та хирӗҫлемесӗр, хӑйсене итлеме вӗрентесшӗн, хисеплеттересшӗн. Кӳрентерессинчен хӑраса, вӗсем ачи¬сене нихӑҫан та вӑрҫмаҫҫӗ. Кӗҫех кун пек ҫемьере ачасем ашшӗ-амӑшне ним вырӑнне хуми пулаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫлеменнине кура ачисем чиккине пӗлмесӗр ыйтма, кутӑнлашма, хӑратма, мӗн тӑвас килет, ҫавна тума пуҫлаҫҫӗ. Хӑш чухне ашшӗ-амӑшӗ кӑштах хирӗҫлеме те пӑхать, анчах кая юлнӑ-мӗн: алӑран вӗҫерӗннӗ ачасене итлеттерме те ҫук иккен.

Укҫа е парне парса хисеплеттерни — суя авторитетӑн чи пӳтсӗр тӗсӗ. Кун пек чухне ачасене парне парса е мӗн те пулин тума пулса итлеттересшӗн. Ашшӗ-амӑшӗ хӑй тӗллевне ачисенчен пытармасть, пӗр шухӑшламасӑр ҫапла калать: итлесен вылямалли тете илсе парӑп; итлесен хулана кайӑпӑр, теҫҫӗ.

Хӑш-пӗрисем ачисене тӗрӗс мар пӑхса ӳстерни ҫинчен уҫҫӑн калаҫни сиенлӗ текен ашшӗ-амӑшӗсем ҫакӑн йышши суя авторитета хӳтӗлемеҫҫӗ-ши? Ҫынна йӑнӑшнӑшӑн хисеплеме пӑрахмаҫҫӗ. Йӑнӑша тӳрлетме тӑрӑшманшӑн вара хисеплеми пулаҫҫӗ.

Кун пирки ваттисен ҫапла калани пур: «Пӗр йӑнаш та туман ҫын чи ӑслӑ ҫын тени тӗрӗс мар. Ун пек ҫын ҫук, пулма та пултараймасть. Ӑслӑ сыннӑн та йӑнӑшсем пулаҫҫӗ, ӑна ун синчен асӑрхаттарсан, вӑл вӗсене ҫийӗнчех тӳрлетме пултарать». Тата акӑ мӗн тенӗ ваттисем: «Хӑвӑн йӑнӑшна йышӑнма хӑрамалла мар, хӑвӑн ӗҫе темиҫе хутчен тӳрлет¬ме те ӳркенмелле мар, ҫавӑн чухне вара пире ҫынсем те тав тӑвӗҫ». Ҫак сӑмахсене уйрӑм ҫынсем ҫинчен калаҫу пынӑ май каласа хӑварнӑ пулин те, вӗсем пурне те пырса тивеҫҫӗ.

Хамӑр атте-аннесемпе, унтан та ытларах асаттесемпе, мӑн асаттесемпе танлаштарсан, пире, хальхи ашшӗ-амӑшӗсене, ачасене пӑхса ӳстерме самай йывӑртарах. Кивӗ йӑласене пӑрахса ҫӗнӗ йӑласене йышӑнма ҫӑмӑл маррине пула эпир йӑнӑшма та пултаратпӑр. Ан¬чах та эпир хамӑр йӑнӑшсем ҫинчен калаҫмасан, ачасем вӗсене асархамӗҫ тесе шухӑшлани айванланни кӑна пулать.

«Манӑн аттепе анне тӗлӗнмелле характерлӑ ҫынсем. Атте аннене мӗн те пулин килӗшменнине каласанах, анне ӑна темӗн те пӗр каласа тӑкать. Атте вара, тем пек ҫирӗп чун-чӗреллӗ ҫын пулин те ҫухалса каять. Аттепе анне калаҫнине итлесе, эпӗ ман ӳсӗмре пӗлме юраманнине те пӗлсе пыратап.

Аттепе анне яланах вӑрҫнин, пӗр-пӗрне кӳрентерсе калаҫнин сӑлтавне пӗлместӗп эпӗ. Анчах кам та пулин килтӗр ҫеҫ, вӗсем пек туслӑ ҫынсем тӗнчере те ҫук тейӗн. Хӑш чухне вӗсем мӗнле хӑвӑрт улшӑннинчен тӗлӗннипе манӑн чӗлхе те ҫӗтет: пӗр-пӗрне ачашласа чӗнеҫҫӗ, пӗр-пӗриншӗн ҫав тери тӑрӑшаҫҫӗ... Мӗншӗн ҫапла икӗпитленеҫҫӗ-ши вӗсем?»

«Эпир шӑллӑмпа иксӗмӗр каҫсерен сӗтел хушшине ларатпӑр та хамӑр дневниксене аттене кӑтартатпӑр.

Дневник ҫинче отметкӑсем пулмасан, атте пире вӗрентме тытӑнать. Яланах вӑл хӑй пӗчӗк чух мӗнле лайӑх ача пулни ҫинчен, шкулта тӑрӑшса вӗренни ҫинчен калать. Атте хирӗҫ чӗннине чӑтма пултараймасть.Ҫавӑнпа вӑл калаҫнӑ чухне пирӗн сӑмах чӗнме те, калаҫма та юрамасть. Эпир вара нимӗн шарламасӑр тахҫанччен ӑна итлесе ларатпӑр. Хӑш чухне мана темӗн пулать: эпӗ атте ҫине пӑхатӑп, анчах вӑл мӗн каланине илтместӗп».

«Аттепе анне килти библиотека валли пӗрмаях ҫӗнӗ кӗнекесем туянаҫҫӗ. Ҫав кӗнекесене эпир стенасем ҫумӗнчи стеллажсем ҫине хуратпӑр. Вӗсем пирӗн хваттере илем кӳреҫҫӗ. Анчах пире, аппапа иксӗмӗре, ҫак кӗнеке¬сене илсе вулама юрамасть. Килте пур кӗнекесенех эпир юлташсенчен илсе вулатпӑр. Хамӑр вара никама та ву¬лама памастпӑр, мӗншӗн тесен эпир вӗсене майлаштарса хунӑ-ҫке, «йӗркелӗхе» пӑсма юрамасть пире.

Тыткӑнри кӗнекесем! Тен, вӗсем те пирӗн пекех ҫак никама тивӗҫтермен «йӗркелӗхе» тиркеҫҫӗ!»

«Аттепе анне эпӗ усал ачасемпе ҫыхланса каясран питӗ хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем мана пӗччен ниҫта та ярасшӑн мар.

Вӗсем мана юлташсене те хӑйсемех суйласа параҫҫӗ. Эпӗ хирӗҫлесен лӑпкӑн ҫеҫ ҫапла каласа хураҫҫӗ:

— Эсӗ Нюрӑна килӗштерместӗн эппин, эпир Люсьӑна килӗштерместпӗр. Люсьӑна кала: вӑл пирӗн пата килсе те ан ҫӳретӗр.

Ҫав тери йывӑр мана атте-аннене каласа ӗнентерме!»

«Аннен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ ӑнман. Мӗншӗн ҫапла пулса тухни ҫинчен эпӗ нумай шухӑшласа пурӑнтӑм, тӗрлӗ фактсене танлаштарнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ турӑм: пурнӑҫӗ ӑнманшӑн анне хӑех айӑплӑ тесе шутлама пуҫларӑм.

Вӑл аттерен мӗншӗн уйрӑлнине эпӗ пӗлместӗп ӗнтӗ. Анчах та кайран анне тата икӗ хутчен качча тухнӑ-ҫке, иккӗшӗнче те ӑна упӑшкисем пӑрахса кайнӑ. Мӗн пир¬ки? Вӑл нихҫан та ҫынна ырӑ сунса курман, ҫав тери чӑкӑлташ хӗрарӑм, хӑйне ҫеҫ юратать. Ҫавӑнпа унпа пӗрле пурӑнма мана та, тӑван хӗрне, ҫав тери йывӑр».

«Манӑн атте ответлӑ вырӑнта ӗҫлет, ҫавӑнпа эпӗ ӑна сайра-хутра, кӑна куратӑп. Эпӗ шкула кайнӑ чухне вӑл ҫывӑрать, шкултан килетӗп—вӑл ӗҫре. Каҫхине те вӑл е ӗҫре пулать, е канса выртать. Вырсарникун ва¬ра ирех пулла каять, мана нихӑҫан та хӑйпе пӗрле илмест.

Эпӗ аттепе пӗрре те чунтан калаҫса курман. Вӑл манпа пачах та интересленмест, эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен те нимӗн те пӗлмест пулас. Ан тив, хальлӗхе эпӗ, атте калашле, айван ача кӑна пулам-ха. Анчах та чӑннипех туслӑ килйышра ҫынсем пӗрле пулма юратнине аван пӗлетӗп».

Ку сӑмахсене сочиненисенчен илнӗ. Калас пулать, ачасем хӑйсен вӑрттӑн шухӑшӗсене ҫапла шанса ҫырса кӑтартасси вӗсем учителе хытӑ шанса тӑнипе ҫыхӑннӑ.

Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем ачисем сочиненире ҫемье ҫинчен ҫырса кӑтартнӑшӑн учительсене ҫилленме пӑхаҫҫӗ. Куншӑн ҫилленме кирлӗ мар. Учительсен тӗллевӗ ҫемьери «вӑрттӑнлӑхсене» пӗлесси мар. Вӗсем, сочиненисем ҫыртарса, ашшӗ-амӑшне тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку таранччен асӑрхасах кайман тӗрлӗ пулӑмсем ҫинчен асӑрхаттарасшӑн.

— Эпӗ ывӑла хӑтарса тӑксан, мӗн шутлӗ-ши вӑл тесе шухӑшласа пӑхма хушасшӑн-и эсир мана?—текен аш¬шӗ-амӑшӗсем те пур-ха.

Хӑш-пӗрисем вара ачисемпе ҫывӑх туслашмалли, пӗр-пӗринпе чунтан калҫмалли майне пӗлмеҫҫӗ, теприсене ку ыйту пачах та интереслентермест.

Пурнӑҫ йӗрки ҫапла. Кампа та пулсан чуна уҫса калаҫмалла-ҫке, кама та пулсан чӗрери вӑрттӑн шухӑшсене каласа кӑтартмаллах, кампа та пулсан хуйха-суйха, савӑнӑҫ-хаваслӑха пӗрле пайламаллах, йывӑрлӑхра камран та пулсан пулӑшу ыйтмаллах. Апла пулсан, ҫыннӑн чунӗ хӑех ыйтать - ун ҫумӗнче ӑна ӑнланакан ҫывӑх ашшӗ-амӑшӗ кирлӗ. Вӗсем шанчӑклӑ, ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, хастар та маттур пулмалла. Усал та кӗвӗҫ чунлӑ, чӑркӑш та юлхав ашшӗ-амӑшӗнчен ним усси те ҫук. Лайӑхпа пӗрле ҫӳреме те кӑмӑллӑ, калаҫма та шанчӑклӑ, пурӑнма та хаваслӑ. Аҫу-аннӳ кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пуянрах пулни хӑвна та ун пек пулма хистет. Хӑв та ырри, илемли, лайӑххи патне туртӑнатӑн, чунпа пуянланса, кӑмӑлпа ҫӗкленсе пыратӑн. Вара санӑн кулас-савӑнас, ӗҫлес-ӗмӗтленес, ҫут тӗнчепе киленсе пурӑнас килет. Вӗсем саншӑн тем тума та хатӗр пулнине, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма-йӑпатма пултарнине пӗлсе-сиссе тӑратӑн пулсан - каҫ выртсан та канлӗ ҫывӑратӑн, ир тӑрсан та лӑпкӑ ҫӳретӗн.

Калас пулать, ачасем пире хӑйсене тӑрантарнӑшӑнах хисеплесси тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ. Общество ӳссе ҫитӗнекенсенчен ҫеҫ мар, вӗсене пӑхса ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗсенчен те хытӑ ыйтать. Хальхи вӑхӑтра ачисем ашшӗ-амӑшӗсене чун-чӗре пуянлӑхӗшӗн, вӗсем хӑйсене йӗркеллӗ тытма, ачисене кӳрентермесӗр калаҫма, пӑхса ӳстерме пултарнишӗн хисеплеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерес тесен, пирӗн хамӑра йӗркеллӗ тытма вӗренмелле, пӗлӗве ӳстерес тесе тӑрӑшмалла.

Ачасене ҫемьере пӑхса ӳстерме, ку ӗҫре тӗл пулакан ыйтусене тӗрӗс татса пама пулӑшас, йӑнӑшсем тӑвасран асархаттарас тесе пысӑк калаҫу пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ачасе¬не пӑхса ӳстерес ӗҫ кӑткӑслансах пырать терӗмӗр. Ашшӗ-амӑшӗн ҫак ӗҫне тепӗр чух иккӗмӗш професси теҫҫӗ. Ытти пур професси пекех, ку професси те ашшӗ-амӑшӗ¬сене ҫӗнӗ пӗлӳсем туянма, ӑсталӑха ӳстерсе пыма ый¬тать. Ҫак профессие хӑвӑрт вӗренсе пыракан ашшӗ-амӑшӗсене ачисем чунтан-чӗререн хисеплесси пирки иккӗленӳ ҫук.

 

«Чӑваш хушшинче пӗр-пӗр килӗшӳсӗр ӗҫ часах пулкалать. Эпӗ ҫавна пӗрре анчах курман. Ҫапла акӑ чӑвашранах хӑшӗ те пулин мала туха пуҫласан, ыттисем ӑна такӑнтарма пӑхаҫҫӗ, ҫулне пӳлеҫҫӗ. Вара унӑн та ырӑ ӗмӗчӗ татӑлать, ҫине пыракансем хӑйсем те тип-типӗ тӑрса юлаҫҫӗ. Эсир апла ан пулӑр. Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен, вӑл вара хӑй сире аялтан ҫӳле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа куҫсан, хыҫалти унран юлмасть. Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнласа пурӑнни, пӗрне-пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать. Ҫакна хытӑ шанса тӑрӑр", - тенӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн улӑпла ӑсчахӗ Иван Яковлевич Яковлев "Чӑваш халӑхне" чун халалӗнче.

"Мӑнланнӑ чӑваш чӑвашах ҫиет", - теҫҫӗ халӑхра. Чӑнах, тепӗр чухне ӳсӗм туса малта пыракан чӑваша ура хурса такӑнтарасси, унӑн ӗҫне чарса тӑрасси паян кунчченех пур-ха пирӗн хушӑра. Мӗнрен пуҫланать вӑл ҫак ырӑ мар йӑла? Унсӑр пурӑнма ҫук-им?

Ҫыннӑн кил хуҫалӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнса пырать-и, пушӑ вӑхӑта шеллемесӗр ӗҫ укҫи ытларах ӗҫлесе илсе ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнма тытӑнать-и, пикенсех ҫӗнӗ ҫурт лартать-и, укҫа-тенкӗ ҫитерсе ҫӑмӑл машина туянать-и - камӑн ҫапларах пурӑнас килмест-ха. Хӑш-пӗрисем, ӗҫ-пуҫ патне туртӑм питех ҫуккисем, кахал-наяна сулӑннӑскерсем, хаваслӑ та шухӑшсӑр ӗҫкӗ-ҫикӗне хӑнӑхнӑскерсем, пуҫлаҫҫӗ ҫак пултаруллӑ чӑваша ӑмсанма. Ма пирӗн ҫапла ӑнмасть-ха, ма пирӗн алла кӗмест ку телей теҫҫӗ."Ӑмсанакан карта урлӑ та курать", "Ӑмсанаканӑн куҫӗ - тӗпсӗр авӑр", - теҫҫӗ халӑхра кун пеккисене. Ҫапла ӑмсану хуллен кӗвӗҫӳ патне илсе ҫитерет.

Халапра та ҫапла вӗт-ха. Ҫылӑха кӗнӗ ҫынна тамӑкра сӑмала янӑ пы-ы-сӑк хурансене ярса вут ҫинче вӗретсе асаплантараҫҫӗ. Кашни халӑх валли - уйрӑм хуран. Еврейсен ҫунакан хуранне питӗ нумай шуйттан хураллать тет. Кашни еврей пуҫне пӗр мӑйракалли. Енчен те пӗри те пулин тапкаланса тухма тытӑнать - ӑна шуйттан юман патакпа пуҫран пӗрех ҫапать, лешӗ хуран тӗпнелле анса каять. Вырӑссене виҫӗ шуйттан хураллать. Еврейсенчен пӗри те пулин ҫав хурантан тухать - хӑй хыҫҫӑн пурне те туртса кӑларать имӗш. Асапланакан чӑвашсен хуранӗ умӗнче пӗр шуйттан та ҫук. Вӗсене хураллама кирлӗ мар, мӗншӗн тесен пӗри ҫеҫ йӑраланса тухма хӑтлантӑр, ӑна юнашарти чӑвашӗ уринчен каялла туртса-сӗтӗрсе антарать. Халап кӑна, анчах тӗрӗсси те ҫук мар-тӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj