Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

: Кун пек кӗтсе илсе курманччӗ-ха Ҫӗнӗ ҫула!

09.01.2007 11:554390 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Ку Ҫӗнӗ ҫула ялта кӗтсе илтӗм. Пӗрре те каяс килмесчӗ унта малтан. Аннепе аттене тахҫанах курманнипе ҫеҫ ялалла кайрӑм.
Халь пӗрре те кулянмастӑп!
31-мӗшӗнче каҫпа ял клубне тухрӑмӑр. Вӑт тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм вара!!!! Кунта ҫур ял пуҫтарӑннӑ пулӗ!!! Ватти те, вӗтти те пур клубра!Чӑрӑш тавра хоровод тӑваҫҫӗ, такмаксем калаҫҫӗ, сӑвӑсем вулаҫҫӗ аслисем те пӗчӗккисемпе пӗр танах!
70 ҫулхи карчӑксем те тухнӑ ҫак уява!!!!
Ялӗ пӗчӗк ҫеҫ пулсан та, клуб лӑк тулли!
12 хыҫҫӑн тепре тухрӑмӑр. Ҫынсем килӗсене кайман та тейӗн!!! Клуб, ҫыннисемпе пӗрле, ташласа ҫеҫ тӑрать!
Хампа пӗрле юлташ ачине илсе аннӑччӗ. Вӑл пит тӗлӗнсе те савӑнса кайре вара хулана. Пирӗн ялсем 10-15 ҫул каяллах кунашкал пӗрле пуҫтарӑнса уявлама пӑрахнӑ тет.
Вӑт, усал сӑмахсем ялта ҫамрӑкки те, ватти те ӗҫме ҫеҫ пӗлет, ӗҫлемес тесе сӑмах сараҫҫӗ. Пӗрре те ун пек маррине ӑнласа килтем халь :)
Кун пек хаваслӑ кӗтсе илсе курманччӗ-ха Ҫӗнӗ ҫула!
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2007.01.09 15:53
питё тёленмелле вара:)
2007.01.09 16:10
Аçтахар Плотников
Аха, эпĕ те ăмсанатăп. Пирĕн патра, хула çывăхĕнче, ӳсĕрскерсем çеç посёлок тăрăх утса çӳретчĕç...

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj