Пирĕн чăвашсен клонунĕсем татах та нумайрах. Хăйсем вырăсла пĕлмесĕрех ачи-пăчипе йăнăш çине йăнăш туса ют чĕлхепе калаçаççĕ. Кайран тата, çитменнине, эп чăваш патриочĕ тесе кăкăр çапса кăшкăраççĕ. Хăть вăл юрлатăр. Вăл юрăсенче чăвашла йăнăшсем туни те килĕшÿллĕ. Пирĕн хăш-пĕр чăваш «çăлтăрĕсем» пек пĕр юрăра çĕр йăнăш туниех мар
Аттила // 4149.54.6935
2011.11.01 01:03
Дипендри Мани лайăх юрăç..Вăл чăваш халăхне хисеплесе чăвашла юрлать..а ухмах -ÿсĕр çынсем такама та тапăнĕç.Чăваш çамрăкĕсем чăваш чĕлхи çине лачлатарса сураççĕ..ют çын чăваш чĕлхипе юрлас тесе тăрăшать..Эх халăх..намăссăр çынсем те нумай çав чăвашсем хушшинче..Хисеплемелле Дипендри Манине ..ухмахĕ тапăнать..сурăхран çуралнă вăл Канаш районен çынни
Ман шутпа вара, чăвашла юралкан ытти халăх юрăçисен хушшинче фестиваль тумалла, Калăпăр - Чăваш Республикин кунĕнче. Çак утăм каллех халăха хамăр юрăсене хисеплеме вĕрентĕ.
Чăнах та,ăна хисеплес килет.Пуçласа вăл пирĕн пата Пушкăрта килсе курчĕ.Халăха питĕ килĕшрĕ.Вăл чăваш чĕлхине юрататăп тата хисеплетĕп терĕ.Эпир вара унран вĕренмелле тăван чĕлхене хисеплеме.
Вăл индилле те пĕр вăтанмасăр юрларĕ,хăй кам иккенне те пирĕн патриотсем пек пытармасть тата ман çумра ларакан кинеми çапла каларĕ:"Çак Шупашкар чăвашĕсем юрланине ăнланса çитерейместĕп,кăна(Дипендра Мани)вара ăнланса пулать".Çапла вăл чăваш,паллах пурте мар...