Чӑваш Патшалӑх канашӗн депутатчӗсем ( "Единая Россия" ушкӑнӗ ) ҫак тискерлӗхе туса хучӗҫ. Игорь Моляков, Виктор Ильин, Андрей Кулагин депутатсем ҫеҫ хирӗҫ тӑрса каларӗҫ. Паян - Президентсӑр, ыран - Республикӑсӑр, тепӗр кун - чӗлхесӗр тӑрса юлӑпӑр. Чӑваш Республикин Конституцийӗне халӑхпа калаҫмасӑр, унтан вӑрттӑн, Пӗрлех Раҫҫейӗн " чаваш уписем" пӗр шутламасӑрах "Республика Хуҫи" ҫине ылмаштарчӗҫ. 90-мӗш ҫулсенче чӑваш паттӑр ачисем Президент туса хурас тесе нумай вӑй хунӑ, митингсем иртернӗ, "голодовка" тытнӑ.
Ӑҫта кайса пӗтрӗҫ ҫакӑн пек патвар та хапӑр чӑваш арӗсем?
Ҫак кун Чӑваш патшалӑхне пӗтерес пӗрремӗш утӑмӗ пулчӗ. "Чаваш уписен" хушшинче хӑйсене " эпӗ- чӑваш халӑх ачи" тесе нумай кӑкӑра ҫапакан депутатсем пур. Анчах та чӑваш халӑхне ура ҫине тӑратас , мӗскӗнлӗхе пӗтерес ҫӗртре - шыв сыпнӑ пек лараҫҫӗ.
Чӑваш нации конгрессӗ Президента хӑварас пирки нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫавӑнпа Авӑн 2-мӗшне малашне каледарьте - чӑваш халахӗн хура палли туса хума чӗнетеп.
http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page ... 2287/1091256/1094515
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.