РФ финанс министрӗн ҫумӗ Сергей Шаталов Раҫҫей ҫыннисене пенсие каймалли ҫул ӳсессе хатӗрленме сӗннӗ. Чиновник шухӑшӗпе, ҫынсен "ҫак шухӑша хӑнӑхмалла".
Шаталов ӳсӗм ерипен пуласси пирки каланӑ — 15 ҫул таранах тӑсӑлма пултарать. Сӑмахран, пенсие каймалли вӑхӑта ҫуллен 1Ӗ3 ҫулталӑк чухлӗ пысӑклатса пыма пултараҫҫӗ. Ҫапла вара пенсие кайма вӑхӑт ҫитсе пыракан ҫынсем ҫак ӳсӗме туймӗҫ, ҫамрӑксем ку реформӑна "ӑнланса йышӑнӗҫ".
Шаталов Украина пенси ҫулне ӳстерни ҫинчен аса илтернӗ. Унта хӗрарӑмсем халӗчченхи пек 55-ре мар, 60 ҫулта пенсие каяссине ҫирӗплетнӗ. Европӑри чылай ҫӗр-шыв ҫак ҫул ҫине тӑнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.