Шупашкарта ӗнер автовокзалта пултӑм. Паянхи мероприти ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн малтан илнӗ билета каялла тавӑрасшӑнчӗ. Пулӑшу паракан чӳрече (справочная) патне пырса тӑтӑм та — йытас терӗм епле билета тавӑрса укҫа илмеллине. Йытрӑм — мана нимӗн те хуравламасть. Укҫа хумалли хатӗрне тӗрӗслерӗ те темӗскер кӗтет. Пӑхрӑм та — унта пулӑшу илмешкӗн 3 тенкӗ тӳлемелле иккен! Укҫине патӑм та — хуравларӗ. :)
Укҫа памасӑр автовокзалта ҫаварӗсене те уҫасшӑн мар иккен! Пулӑшӑва ӑна ҫын валли тунӑ вӗт-халӗ! Ҫук, иккен, пулӑшӑва панӑшӑн вӗсем укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Еще противнее,когда за вход на ж.д. или автовокзал требуют билет. Т.е,если ВАм зимой надо подождать кого-то на автовокзале,могут быть проблему ,т.к Вы не купили билеты.