Паян Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулне кайса килтӗм. Сӑлтавӗ пурччӗ — пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче эп хамӑн кивӗ флешкӑна ҫухатрӑм. Чулхула-Шупашкар автобусран тухнӑ чухне кӗсьерен тухса ӳкнӗччӗ. Сисмен те. Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗрентекенӗ вара ӑна тупнӑ иккен. Тупнӑ ҫеҫ мар, флешкӑри файлсене тишкернӗ хыҫҫӑн хушамата пӗлсе пӗлӗшсем урлӑ мана шыраса тупнӑ. Маларах май пулмарӗ, халӗ вара пушӑ вӑхӑт тупӑннӑран кайса килес терӗм. Пуш алӑпа каймарӑм — ҫав ырӑ ҫын валли ҫӗнӗ флешка туянса кайрӑм.
Шкула ҫитнӗ-ҫитмен мана пӗр япала тӗлӗнтерчӗ — алӑкран кӗрекенсене чӑвашла стенд кӗтсе илет иккен! Тӗплӗ тунӑ, ячӗшӗн мар! Кунашкаллине чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче те тупаймӑн...
Интереслӗ, чӑвашла стендсен ӑмӑртӑвне ирттерсен мӗнле пулӗ-ши?..
//сӑмах май ҫамрӑксен клубӗ ҫине ыттисенни пек «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» вырӑсла шухӑша мар, чӑвашлине — «Килсемӗр!» — вырнаҫтарнӑ. Шкулӗ ҫине те чӑвашла анчах ҫырнӑ — «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!», вырӑслисӗр...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.