Ӗнер хамӑн ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн киле ҫитрӗм те cap.ru сайта кӗтӗм. Тӗрӗсрех каласан, Алимасов куравӗ пирки тата чӗлхе комиссийӗн ларӑвӗпе ҫыхӑннӑ хыпар ҫук-ши тесе кӗтӗм-ха. Хайхи асӑрхарӑм — Чӗлхе саккунне хатӗрлеҫҫӗ иккен, халӑха ӑна пӗрле сӳтсе явма чӗнеҫҫӗ. Тӗплӗ вуламарӑм, 11-мӗш кун валли хыпар унсӑр та нумай вырнаҫтарнӑччӗ те вырсарникун, паян ӗнтӗ, ҫынсене пӗлтерӗп тесе шухӑшларӑм.
Хайхи паян кӗтӗм — тимлӗрех вуларӑм. 8-мӗшӗнче хыпара вырнаҫтарнӑ (11 сехетре), 10-мӗшӗччен сӗнӳсем парса ӗлкӗрмелле. Шутласан — вӗсен проектне пӑхса тухма, сӗнусем тӑратма — 1 кун ҫеҫ уйӑрнӑ. Вӗсен хыпарне нумай ҫын та курман ӗнтӗ. Курнисем те кая юлнӑ. Асӑрхӑр: полици (милици) ҫинчен калакан саккуна ҫынсем умне Раҫҫей правительстви темиҫе уйӑхлӑха тӑратрӗ — ҫав хушӑра мӗн чухлӗ сӗнӳ ҫырмарӗҫ пулӗ. Кӑсем вара 1 кун ҫеҫ уйӑрнӑ. Ячӗшӗн ҫеҫ туни палӑрать.