Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхин аталанӑвне пӑхса тухма пухӑннисене ЧӖНСЕ КАЛАНИ (чӳкӗн 30-мӗшӗнче)

Аçтахар Плотников28.11.2010 22:024857 Пурĕ пăхнă
Чӑваш патшалӑх канашӗнче чӑваш чӗлхин аталанӑвне пӑхса тухма шутлани, ӑна сӳтсе явни питӗ лайӑх. Ырлатӑп.

Чӑваш чӗлхишӗн чи пӗлтерӗшлӗ утӑмсем (ман шутпа):
● чӑваш чӗлхине усӑ курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаҫтарнӑ май унта тӳрех чӑвашла ҫырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вӗсене уйрӑммӑн лартмалла мар (пушкӑртсен пек) /Microsoft ахаль ҫынсене итлесшӗн мар, патшалӑх шайӗнче тухсан — ку ӗҫе вӗсем тума тивӗҫ/; тавар упаковкинче чӑвашла ҫырни пач та курӑнмасть — ҫырмалла ман шутпа («Акконд» кӑларакан канихвет курупки ҫине, тӗслӗхрен, вырӑсла та, казахла та ҫырнӑ — чӑвашла вара ҫук).
● чӑваш наци радио ӗҫне вӑйлӑлатасси. 50-60% мар, 100% пулмалла — мӗншӗн тесен ытти радиосемпе чӑвашли ҫавах ҫук.
● чӑвашла телевидени пуҫарса ярасси.
● республикӑн официаллӑ тӗп сайтне чӑвашлатасси.
● чӑваш чӗлхине популяризацилесси.
● хӑҫан та пулин чӑваш чӗлхи ҫулталӑкне ирттересси.

Пӑшӑрхантарни: чӑвашла реклама пач ҫукки (юлашки вӑхӑтра уявсемпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсене те чӑвашла Шупашкарта сахалрах ҫакнӑ пек); вокзалсенче маршрутсене чӑвашла сайра-хутра ҫеҫ пӗлтерни (20 ҫул каялла кашни рейса чӑвашла та вырӑсла та пӗлтеретчӗҫ); пульницасенче чӑвашла ҫырни пи-и-и-тӗ сайра тӗл пулни (Шупашкар район пульницинче, сӑмахран, эп курмарӑм); ялсемпе ытти пурӑну вырӑнӗсен ячӗсене ҫул хӗрринче, чарӑнусенче (районсенче) чӑвашла ҫырманни; чӑвашла картта ҫукки (ял халӑхӗ хӑйӗн тӑван ялӑн ятне манать!)

Ҫавӑн пекех кӳршӗсен опытне усӑ курма вӑтанса тӑмалла мар.
Хӑшӗсем калӗҫ — чӑваш чӗлхи мӗн тума вӑл кирлӗ? — тесе. Унашкал шухӑшсене итлесе тӑмалла мар. 100 ҫул каялла «Хыпар» хаҫата кӑларма пуҫланӑ чухне те ҫапла каланисем пулнӑ — мӗн тума чӑваша хаҫат? — тенӗ. Анчах та хастарсем кӑларнӑ-кӑларнах. Вӑл та кӑна мар — чӑваш халӑхӗ СССР патшалӑхӗнче чи нумай вулакан наци таран ҫӗкленме пултарнӑ. Хальхи вӑхӑтра та пирӗн тӑван чӗлхе ҫӗнӗ технологисене кӗрсе каймаллах. Компьютерта, интернетра, сайтсенче чӑваш чӗлхи кирлех.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2010.11.28 22:24
Аçтахар Плотников
alparuh // 2840.48.0462
2010.11.28 23:20
Вара унта пыма юрать-и?
2010.11.29 06:48
Аçтахар Плотников
Михаил Васильевичран ыйтмалла пулĕ... :)
2010.12.10 20:09
Аксар Чунтупай
Питĕ тĕрĕс каланă.... 100 проценчĕпех килĕшетĕп
2010.12.11 14:57
Аксар Чунтупай
Эпир мăшăрăмпа иксĕмĕр чăваш чĕлхипе профиль класĕ уçрăмăр. Анчах ăна халĕ ЕГЭ (ППЭ) çук тесе хупрĕç те урăх ĕçлеттермерĕç. Ман шутпа, кун пек пулмалла мар Чăваш Республикинче. Чиновниксем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлас тесе тем те хăтланаççĕ (чăваш чĕлхине хирĕç). Атьăр-ха, министерство ĕçченĕсенчен ыйтса çак çивĕч ыйтăва та хускатар. Мĕншĕн районсенче чăваш чĕлхипе пĕр профиль класĕ те çук.Обрнадзор ма тĕрĕслемест?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj