Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Бичурин музейӗнче пулса куртӑм

Аçтахар Плотников15.11.2010 16:253957 Пурĕ пăхнă
Ку музее тахҫанах кӗрсе тухасшӑнччӗ — тем тесен те Шупашкар районӗнчи тӗп музейсенчен пӗри-ҫке. Тепринче, Ишекринче, тахҫанах пулсаччӗ. Кӳкеҫре музей ҫул хӗрринчех вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче ӑна самай капӑрлатрӗҫ — аякран курӑннӑран кӗрсе тухас шухӑш яланах вӑйлӑччӗ. Анчах та, ҫуммӑн мӗн чухлӗ иртсе ҫӳремен пулӗ — кӗрсе тухма май тупӑнмарӗ.
Чӳкӗн 8-мӗшӗнче вара хам тӗллеве пурнӑҫларӑмах — ҫак музее кӗрсе унпа паллашрӑмах.
Музей тулашӗнче кӑна мар, шалашӗнче те питӗ хӑтлӑ. Пӳлӗмсене хальхилле илемлетнӗ — патшалӑх пулӑшни куҫа кӗрет (энтузиастсен ӗҫӗ вӑл энтузиастӑнниех ҫав...). Музейҫӗсем те мана тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — хайсен ӗҫӗ пирки каласа пачӗҫ, куравсемпе паллашма тата ӳкерме ирӗк пачӗҫ.
Музейра Бичурин пурнӑҫӗпе паллашнисӗр пуҫне ытти тематика та пур: Шупашкар районӗн кун-ҫулӗ, Апаш улӑп тӑприсем, район ҫутҫанталӑкӗ. Унсӑр пуҫне уйрӑм куравсен пӳлӗмӗ те пур — хальхинче унта шашкӑлла выляса чемпиона тухнӑ Кириллов Леонид Кириллович (Чӑрӑшкасси ҫынни) ҫинчен калакан курав ӗҫлетчӗ.
Эп тунӑ сӑнсемпе кунта паллашма пултаратӑр. Хӑвӑр кайса курсан — чылай усӑллӑрах :).

Музей Шупашкартан инҫе мар. Кӳкеҫе ҫитес тесен вара пӗр йывӑрлӑх та ҫук — маршруткисем пӗрин хыҫҫӑн тепри Шупашкаралла вӗҫтереҫҫӗ. Чарӑнура 5 минут та тӑраймастӑн... (маларах ман Кӳкеҫе тепре ҫитмеллеччӗ — чарӑнӑва ҫитнӗ-ҫитмен 3 маршрутка иртсе кайрӗҫ, пӗри мана лартса кайрӗ). Музейӗ вара ҫул хӗрринчех ларать — тупма йывӑр мар.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj