Илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсене вулама юратап. Чӑн чӑваш чӗлхипе ҫырнисене. Уйрӑмах хӑш-пӗр сӑмах ӑстисен хайлавӗсене вулама кӑмӑллӑ. Халӗ Иван Мучин калавӗсене кӗртетӗп — чӑн-чӑн ӑста пулни хайлавсенчи кашни предложенире курӑнать. «Капкӑнра» пичетленекен ҫыравҫӑсен ман шутпа ун калавӗсене пӗр ҫӗр хут вуласа тухмалла вара тин алла калем тытмалла. Шел те, хальхи «Капкӑнра» Иван Мучи шайӗнчи сахал. Ҫук тесе каламӑп — тен, пур та. Кӳрентерес мар. Ун калавӗсем хальхи саманашӑн кивӗ ӗнтӗ, анчах чӗлхи... чӗлхи питӗ чаплӑ! Пӗрре вуланӑ хыҫҫӑн тепре вуласа тухас килет. Ӑста, мӗн тейӗн урӑх.
Паян «Кӗрхи кунри тамаша» калавне вуланӑ май унта тӗл пулнӑ вырӑнсемпе сире паллаштарас терӗм. Вӑл усӑ курнӑ сӑмахҫаврӑнӑшсене сире кӑтартас килчӗ.
● «ман чышкӑсем санӑннинчен йывӑртараххине лайӑх туйтартӑм та» — еплерех ҫавӑрттарма пултарнӑ :)
● «хирӗҫ тавӑрас шухӑшупа»
● «саранча пек сырса илнӗ»
● «— Эх, мур ҫӑпатин хӑрах кантри» :). Интереслӗ, Эддисон Патмарӑн «Ан ятлаҫ» кӗнекинче кунашкал ятлаҫу сӑмахӗсем пур-ши?..
● «ҫӑкӑр-тӑвар кирек хӑҫан та хире-хирӗҫ» — кӑна пурте пӗлетпӗр...
● «кайӑк-кӗшӗк пытанмалӑх ҫитӗннӗ калчине» — кунашкал сӑнарлӑ калама сӑмахсем тупмалла-ҫке. Пуринчен те пулмасть. Хальхи чӑваш кулӑш ӑстисен пулмасть...
● «Шӑртне ӗнтнӗ сысна тирӗ пекех туса ярӑр»
● «Мӑн Салари мӑн кӗтӳ пек... ял выльӑхӗ пӗтӗмпех уйра.»
● «Шакла пуҫ пек туса янӑ»
● «качака сухалӗ пысӑкӑш»
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.