Сайтӑн пуҫелӗкне менлерех тӑвас-ши тесе пуҫа самай ватрӑм. Пӗр тӗрле ӳкертӗм — килӗшмест, тепӗр тӗрлӗ — илемлӗ мар. Паян вара тӑватӑ сехет ларнӑ хыҫҫӑн таки хама килӗшекен вараинт турӑм-турӑмах. «Супер!» теейместӗп, анчах та малтанхинчен лайӑхрах пек.
Пирĕн сайт патшалăх сайчĕ мар. Сайта логотип кирлĕ — вăл вара çук... Пурнăç йывăççине вырнаçтармаллах пулĕ теп. Тата 3 хĕвеле.
Усă курнă элементсем:
- сулахайри: «Духовный взлет, воля»
- сайт ячĕ айĕнчи пĕчĕк тĕрĕсем: «Сплочённые сородичи»
Халĕ Чăваш Ен гербĕ çинчен калакан саккуна ятарласа вуларăм. «Воспроизведение изображения и использование государственных символов Чувашской Республики, кроме случаев, оговоренных законодательством Чувашской Республики, осуществляется только с разрешения специального органа, образуемого Кабинетом Министров Чувашской Республики.» — вĕсем ирĕк памасар усă курма юрамасть тет. Çавăн пекех продукцире усă курас тесен те ирĕк ыйтмалла. Тепĕр майлă каласан, гербсăр хуйхи сахалрах.