Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

: Чӑваш такмакӗсем хушӑр

29.08.2010 10:3422088 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Хам тахҫанах уҫнӑ сайта http://takmaksem.ucoz.ru/ ҫӗнӗрен такмаксем вырнаҫтартӑм. Камӑн кунта такмак хушас кӑмӑл пур: вырӑсли-и, чавашли-и - тархасшӑн
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Натали Андреева // 4063.73.0548
2011.02.09 11:18
Эпир Елюккасысем,
Цивильский районĕсем.
Начар хĕрсен каччисене
Туртса илекенĕсем.

Ах, савни, сатана,
Юрататăп эп сана.
Кушак çури пулнă пулсан
Хăйма парăттăм сана

Эх, шăм-шакки
Яш чухне те,
Вилсен тăпра пулмалла -
Унччен усă курмалла.
2011.02.09 17:36
Аксар Чунтупай
Пĕр хĕрарăм такмакĕсем - уникальнăй! Вĕсене сайта лартрăм. Наталия Андреевăн такмакĕсем ытти такмаксенчен уйрăлсах тăмаççĕ çав.
Пер херарам // 2553.48.0790
2011.02.09 22:58
Сарă чечек,сарă чечек
Сарă чечек вăхăчĕ
вун çиччĕре. вун саккăрта
Хĕрпе каччă вăхăчĕ.

Трактор суха сухалать
Сухаламан çĕрсене
Эп савнине сдавать турăм
каччă курман хĕрсене.

Хапха умĕнче вăкăр тăрать
Мăйракипе мухтанать
Хăй пĕчĕк, хырăмĕ пысăк
Каччă тесе мухтанать.

Пĕрре çапать, иккĕ çапать
Çавă сехет пулать-и?
Пĕр каç килет, пĕр каç килмеси,
Çавă савни пулать-и?

Эх, савниçĕм саттана,
Хуть те ăçта хур мана,
Хуть те шыва, хуть те вута,
хуть те хупа ил мана.

Çарма хĕрринчи валашки
кĕпе кивсе сарăхнă.
Çакă ялăн каччисем
чĕлĕм туртса сарăхнă.

Хура пурçăн тутрине
Хурап чăматан тĕпне.
Эп савнишĕн макăрап
сухан шуратнă чухне.

Трактор суха сухалать,
сеялки акса пырать.
Авланайман каччăсен
Сухалĕ шăтса пырать.

Урайĕнчи хăмăшне
Илсе çакăр пăтана.
Çакă ялăн ачисене
Тĕртсе ярăр çырмана.

Мана савни тиркерĕ,
Хура, пĕчĕккĕ терĕ,
Кайса туптăр саррине,
Хăмла шалчи тăршшĕне!

Трактор путнă çырмана
Бензин тесе кăшкăрать.
Ман свнине пыйтă ернĕ,
Мунча тесе кăшкăрать.

Эс те хура костюмпа,
Эп те хура юбкăпа.
Эсĕ урăх хĕрпе пулсан,
Эп те урăх каччăпа.

Эх, пуласчĕ, пуласчĕ,
шофер арăм пуласчĕ.
Хам курайман çынсене
Кабинăран сурасчĕ.

Кайсан-кайсан юпа пур,
Татах кайсан тата пур.
Мана савни пăрахсан
Савакансем татах пур.

Кăмакари шарккăвĕ
Ула кушак юлашки.
Çакă ялăн каччисем
инке-арăм юлашки.

Эп савнине хитререн
Сдавать турăм лавккана.
Продавецĕ сутса янă
Пĕр ланчашка майрана.

Хĕрсем, кайăр пасара,
Илĕр хура саппун.
Качча кайăр,калла килĕр,
Халь çавăн пек саккун.

Çап-çутă сăмавар
Пĕр пуса та кирлĕ мар.
мăн кăмăллă каччăсем
тархасшăн та кирлĕ мар!
2011.02.10 14:42
Аксар Чунтупай
Пысăк тав, Пĕр хĕрарăм! Кунта лартса ятăм: http://takmaksem.ucoz.ru/load
Натали Андреева // 4063.73.0548
2011.02.22 09:38
Пулă çирĕм, пулă çирĕм,
Тепре шыв ĕçес килет.
Хам пĕчĕккĕ пулсассăн та -
Качча каяссăм килет.

Кай, кай Ивана.
Ма каймастăн Ивана?
Кайса куртăм Ивана -
Тăваймарĕ вăл мана.



Пер херарам // 3730.01.2162
2011.02.22 18:14
Турĕ,турĕ,турĕ,турĕ,
мана кăна тумарĕ.
мана та тăватчĕ пуль,
алиментран хăрарĕ.
2011.02.23 09:16
Аксар Чунтупай
Тавтапуç, Наталия Андреева! Такмаксене кунта лартса ятăм: http://takmaksem.ucoz.ru/load/natal ... _takmakesem/1-1-0-55 Татах çырма хавал пултăр!
акулина // 9745.9.1000
2011.03.11 19:19
Савни, часрах качча ил,
Хырăм ÿсе пуçларĕ.
Те Алтатти, те Çтаппан
Йăшăлтата пуçларĕ.
Галина Семёновна // 3474.1.6430
2011.03.12 10:05
Аякка, аякка
Юпа лартса хăвартăм.
Юпаран та аякка
Савнă туса ăсатрăм.

Военкомат, военкомат
Пăрах воевать тума.
Вун саккăрти са ачине
Пар мана гулять тума.

Военкомат крыльци çинче
Начальниксем тăраççĕ.
Çавсем ĕнтĕ ман савнине
Салтака ăсатаççĕ.
2011.03.12 20:30
Аксар Чунтупай
Çĕнĕлле такмаксем кирлĕ! Кусем кивĕлле...

Paĝoj: 1, 2, 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj