Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Йӗплӗ пралук хыҫӗнчи мӑнастир

Аçтахар Плотников16.07.2010 14:073477 Пурĕ пăхнă
Эп ӗҫленӗ ҫуртпа юнашар хӗрарӑмсен мӑнастирӗ вырнаҫнӑ. Вӑл кунта тахҫанах ларнӑ — совет тапхӑрӗнче унӑн ҫурчӗсене «Квазар» предприятине (пирӗн организаци ҫак предприятин пӳлӗмӗсене тара илет) панӑ. Пурне те мар, хӑш-пӗрисене.
Халӗ хӑш-пӗр ҫурчӗсене мӑнастире каялла тавӑрма пуҫларӗҫ. Таварччӑр ӗнтӗ, унта ман ӗҫ ҫук. Вӑт ҫав тавӑрнӑ ҫуртсене халӗ вӗсем пысӑк картапа, тимӗр бетонран тунӑскерпе, карса илчӗҫ. Таварнӑ ҫурчӗсенче нимӗн те туманни — юрӗ, хуҫи хӑйӗнне лайӑхрах пӗлет. Тен шӑтнӑ тӑррине те юсӗҫ...
Малтан хайхи ҫак пысӑк картапа карса тухрӗҫ. Унашкал уйарни ҫитмерӗ пулас — нумай пулмасть тата йӗплӗ пралук хушрӗҫ. Те мӑнастиртен тухса тарасран хӑраҫҫӗ, те мӑнастирти тем тери паха япаласене вӑрлама кӗресрен хӑраҫҫӗ. Леш «секретный объектсене» сыхланӑ евӗрех карса тухнӑ.
Мӑнастирти хӗрарӑмсен, пачӑшкисен вара ҫав йӗплӗ пралук хыҫӗнче нивушлӗ пурӑнма пултараҫҫӗ? Эп хам пулсан пурӑнаймасттӑм. Ирӗклӗхе пусарать-ҫке! Хотя вӗсене ирӗклӗх мӗн тума кирлӗ?.. Пӑхӑнуллӑх вырӑнлӑрах вӗсемшӗн.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj