Сир, анне, чӳрече каррине, Кармашать кун ҫути тӳпене. Ах, аннеҫӗм-анне, кӗҫӗр йӑмӑк ҫукран Чӗлкӗм куҫ ҫӗрӗпе эп хупман. Ах, пулманччӗ капла нихӑҫан, — Йӑмӑк халь те килмен вӑйӑран. Уҫ, анне, кантӑка ик енне, Ҫӗмӗрт кӑчӑк туртать хӑй патне. Ах, аннеҫӗм-анне, мӑшӑрпа вӑйӑран Йӑмӑк килчӗ киле — суя мар. Ах, кӗмерӗ киле хапхаран, Сывлӑм ҫийӗн ик йӗр юнашар. Тух, аннеҫӗм, тух алӑк умне, Именет пуль ҫӗн мӑшӑр кӗме. Ах, аннеҫӗм-анне, йӑмӑка ан ятла, Ыр сунса ыр кун-ҫул халалла... Ҫил ачи сиксе шӑпӑр калать, Шур сиренӗм туй ҫумӗ суйлать.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)