Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.6 °C
 

Reklamo

: ХАЙ, КАРАПАЙ!

14.06.2010 11:031518 Пурĕ пăхнă

ЕЛЧӖК ТУРХАНӖСЕНЧЕН ЕВГЕНИЙ ТУРХАНПА АСЛӐ ЫВӐЛӖ АНДРЕЙ ЕЛЧӖКСЕМПЕ ТУРХАНСЕН ЫТАМӖНЧЕ



2010 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Евгений Турхан чӑваш ҫыравҫин 60 ҫулне хӑй ҫуралса ӳснӗ Чӑваш патшалӑхӗн Елчӗк районӗнче паллӑ турӗҫ.
Хаклӑ хӑнана тата унӑн аслӑ ывӑлне Андрее тата юлташӗсен ушкӑнне Елчӗк Енӗн тӗп майтанӗнче районти тӗп вулавӑш пуҫлӑхӗ Людмила Зайцева, Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Владимир Кузьмин, район музейӗн йӗркелӳҫи Валентина Вастулова, Роберт Бобылев ветеран кӗтсе илчӗҫ, районӑн «тӗп хулин» калама ҫук капӑр «Кремлӗпе» паллаштарчӗҫ: ӗҫлӗ ҫуртсем те, кану керменӗсем те капмар, майтан варринче – Ҫӗр чӑмӑрӗн глобусӗ… Енсене кӑтартакан сӑнӑсем те таҫти темле хуласене мар, кашни чӑвашӑн чунне ҫывӑх Шупашкара, Чӗмпӗре, Хусана… ҫитес ҫулсене виҫеҫҫӗ! Часавай та пур иккен. Чӑннипех те ӗненекенсене - Аслӑ хӑватсемпе тӳрремӗн мар, чиркӳ урлӑ хутшӑнакансене пулӑшма ӗнтӗ. Сӑмах май, аслӑ Турхансем те – Якку, Хӗветер, Энтри – Турра ҫирӗп ӗненнӗ, ӗненӳ халӑха та усӑ кӳтӗр тесех, чӑвашсен хӑйсен автокефальлӗ (ыттисенчен уйрӑм, тӳрремӗн ыттисене пӑхӑнман) чиркӳ пулмаллине ӑнланнӑ, ҫавӑншӑн тӑрӑшнӑ – ют чиркӳсенче кӗлӗ туса пухӑннӑ хӑват ют халӑх ырлӑхне кайнине ун чухнех ӑнланнӑ вӗсем. Вӗсем, ҫавӑн пекех, тӑван чӑваш халӑхне малашне те упранса юлса аталанмашкӑн ҫыруллӑ литература кирлине ӑнланнӑ чи малтанхи ӑрӑвӑмӑрсенчен.

/Танлаштарса хамӑра тӗрӗслеме: паянхи хӑш-пӗрисем пек, Турхансем те, ҫӳлтен хушмасӑр, тӑван чӗлхепе сӑвӑ-калав ҫырмасӑр та пурӑнма пултарнӑ, чӑваша уйрӑм чиркӳ кирли тавра шухӑшласа пуҫа ыраттармасӑрах пупра ӗҫлесе саркаланма, ҫапла вара пуҫлӑхсем умӗнче «шанчӑклӑ» курӑнма, ҫав вӑхӑтри влаҫ – влаҫ вара вӑл хуть те хӑҫан та пӗрех - паракан ырлӑхсемпе май пулнӑ таран усӑ курма пултарнӑ тата ытти те, тата ытти те… Паллах, чӗмсӗр чура мар, хӑй пек пуласшӑннисен шӑпи ҫӑмӑл мар – ҫакна та уҫҫӑн асӑнмалла: вырӑс тата тӗнче культуринче паян та паллӑ Рерихсемпе тата Мускаври революцичченхи ытти мал шухӑшлӑ ҫынсемпе тан хутшӑнусенче тӑнӑ Якку Сталин лагерӗсенче Ҫурҫӗрте пӗтнӗ, Хӗветӗр Улатӑрти лагерьте «йывӑҫ айне» пулнӑ, нимӗҫле те, французла та чӑвашлапа вырӑсла калаҫнӑ пек калаҫнӑ-вуланӑ, «Марсельезӑна» революцичченех чӑвашла французларан тӳрех куҫарма пултарнӑ ӑс-тӑн хуҫи Энтри ӗмӗрӗ тӑршшӗпех хӑйӗн Тур панӑ таланне (талантне) пусарса пурӑннӑ… Ҫапла! Анчах этемлӗхӗн кӑмӑл-сипечӗн чи аслӑ аталанӑвӗ пире чуралла чӗркуҫленсе пурӑниччен кӗрешӳре пуҫ хуни сӑваплӑрах тесе вӗрентмест-им-ха? Шӑпах эпир – чӑваш халӑхӗн ытларах пайӗ – паян каҫса кайса ӗненекен вырӑс тӗнне никӗсленӗ еврейсене мар-и-ха Муҫҫа (Моисей) Мӑсӑр-Мӑнсӑр (Египет) тыткӑнӗнчен илсе тухса чуралӑх туйӑмне ас тӑвакан ӑрусем вилсе пӗтиччен пушхирте аташтарса ҫӳремен-и-ха? Чуралӑх туйӑмӗ сӗврӗлнӗ еврейсем вара паян хӑйсен никама пӑхӑнман патшалӑхне те туса хунӑ, кирлех-тӗк, тӗнчене те тытса тӑраҫҫӗ… /
Районти тӗп вулавӑшри тӗл пулура Евгений Турхан пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ. Юбилейҫӗне райадминистраци пуҫӗн ҫумӗ Леонард Левый саламларӗ, парне пачӗ. Хӑнасем районӑн ҫичӗ асамне халалланӑ сӑнӳкерӳ фильмне пӑхса киленчӗҫ. Район музейӗ те – хӑй пӗр парне. Унта ҫав-ҫавах-ха ытларах историмӗрӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗсене хавхалануллӑн кӑтартнӑ пулин те, аслӑ ӑрури Турхансен сӑнӗсем те пур (Алюнов-Блиновсемпе «хамӑрӑн» тесе мухтанма шикленни курӑнать пулин те…).

Шӑпах хамӑрӑн ҫак ҫӗр ҫинче, юнашар пурӑннӑ, ӳссе ҫитӗннӗ ҫыннӑмӑрсен, ҫав шута хамӑрӑн тӑван чӗлхене, тӑван юрра-кӗвве, тӑван тӗрре-ҫемӗне те кӳртсе, тӑван культурӑн пуянлӑхне тата аслӑлӑхне хаклама та упрама, унтан вара – аталантарма пӗлесси ҫинчен пычӗ калаҫу Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулти тӗл пулура. Акӑ, Турхансен аслӑ ӑрӑвӗ пирӗн чӑваш литературин никӗсне хывнӑ Константин Ивановран та маларах чӑвашла ҫырнӑ, куҫарнӑ. Турхан Яккӑвӗ «Нарспин» пулас авторне шкулта вӗрентнӗ ҫын, тен, шӑпах ун витӗмне пулах Слакпуҫ ачи каярах литература ҫулне суйласа илнӗ-тӗр?
Чӑннипех те капла та куштан елчӗксене те мухтанмалӑх пур! Анчах шӑпах кирлӗ чухне кирлӗ чухлех мухтанма та, мухтама та пӗлейместпӗр иккен-ха. Шкулти калама ҫук пуян тата ӑста калӑпланӑ музейре питӗ тӗрӗс ҫырса хунӑ: «Хӑйӗн историне пӗлмен халӑхӑн малашлӑх ҫук». Анчах истори вӑл ялти ҫырмара тупнӑ мамонт шӑмми, ӗнер сырнӑ ҫӑпата тата йӗтӗн-кантӑр тылли ҫеҫ мар-ҫке. Истори вӑл, чи малтанах, халӑх шухӑшлавӗн-ӑнланӑвӗн аталанавӗ. Аслӑ ӑрури Турхансем, каларӑмӑр ӗнтӗ, ку енӗпе – самана таппипе (чӑваш самана таппипе!) тан утнӑ. Тен, маларах та.
Вӗсен паянхи янташӗсем вара? Халӑхӑмӑр ыран та упранса юлтӑр тесен, аслӑ ӑрури Турхансем ӗмӗтленнӗ чылай ӗҫе пирӗн паян пурнӑҫа кӳртмелле-ҫке! Анчах йӑшсах пыратпӑр: тӗнчери тата Раҫҫей Федерацийӗнчи саккунсем ирӗк панӑ ҫӗртех, кашни чӑваш пепкине шкулта йӑлтах тӑван чӗлхепе пӗлӳ илме май туса парас вырӑнне шкулта йӑлтах – вырӑсла, тӑван чӗлхепе литература урокӗсен сехечӗсен шучӗ - мӑшкӑлтӑк вырӑнне ҫеҫ (эрнере 28-30 сехет вырӑсла вӗренеҫҫӗ, акӑлчанла – 6 сехет, чӑвашла… - 2-3 сехет!), шкул ҫурчӗ тулли – вырӑсла пӗлтерӳсем. Лайӑх вӗренекенсене те вырӑсла ятласа мухтатпӑр иккен – «наши отличники»… Чӑвашри университетсенче вара чӑвашла вӗренсе нимӗнле пӗлӳ илме те май ҫук! Ялта пурӑннӑран, шкул сакки ҫинче 11 ҫул хушшинче пусарсах ҫитереймен чӑвашлӑха Шупашкарти университетсенчех «Говори на нормальном языке!» тесе хӑмсарса та хӑратса тӗп туса хураҫҫӗ. Ҫавӑнпах паян Чӑваш патшалӑх университечӗ (ятне итлӗр!) ятлӑ аслӑ шкулта ӗҫлекен ятлӑ-сумлӑ курӑнакан чӑвашсем вӗрентсе кӑларнӑ чӑваш ачисенех чӑвашлӑх ыйтӑвӗпе (ӑнлан – тӑван (!) халӑхӗн (!) шӑпипе ҫыхӑннӑ ыйтупа!) 120-130 ҫул каялла пурӑннӑ аслӑ ӑрури Турхансем чухлӗ те ӑнлавӗ ҫук. Ӑнлавӗ ҫук ҫеҫ мар – чӑвашлӑхран йӗрӗнӳ пур, чӑвашлӑха курайманлӑх пур. Вӗсен ачи-пӑчи вара, паллах ӗнтӗ, – «папӑ-мамӑ» анчах. Ҫавна пулах 2002 ҫулхи халӑха ҫырса шута илӳре чӑваш шучӗ чӗрӗк миллиона яхӑн чакрӗ, шучӗпе ҫӗршыври тӑваттӑмӗш халӑхран пиллӗкмӗш пулса юлчӗ. 2010 ҫулхи шутлавра, паллӑ ӗнтӗ, кӑтартусем тата та тискертерех пулӗҫ…

Урӑхла каласан, хӑйсен этем тата халӑх правине пӗлмесӗр е, пӗлсен те, ӑна пурнӑҫлама ыйтма хӑяймасӑр, ҫак самана (самани те мар – влаҫри вӑйсен) шайӗ ыйтнин шайӗнче кӑна, шухӑшӗ-тӗллевӗпе те пулин унтан пӗр шит те айккине тухмасӑр, халӑх йышӗнче-обществӑра е ертӳлӗх тытӑмӗнче вырнаҫса-юраса пурӑнма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫырлахса е, унтан та намӑсрах – киленсе-мухтанса, пурӑнакан паянхи ӑрусен ӗмӗрсем каяллах ҫак тӑрӑхра ҫуралса ҫитӗннӗ, ҫакӑнти таврара пурӑннӑ, вӗсен шӑмми-шакки те ҫакӑнтах ӗмӗрсемлӗх канлӗх тупнӑ, чунӗсем ҫакӑнтах – пирӗн хушӑмартах аслӑ ӑрусен хӑйсен самани ыйтнипе тан е маларах та шухӑшлама-курма пултармалӑхах аталаннӑ еткерлӗхне тивӗҫ пулмалли яваплӑхӗ пурах!
Ыттисем мӗнле – кунта хак парар мар, Евгений Турхан вара пултарнӑ таран ҫав яваплӑха туйса пурӑнать тата ӗҫлет.

Малтанхи пӗлӗвӗпе вӑл ялхуҫалӑхне – тӳрремӗн «ҫӑкӑрлӑ» вырӑна ҫывӑх пулнӑ пулин те (зоотехник, ферма хуҫи те пулнӑ), еткерлӗх яваплӑхӗ туртнипех-тӗр, ҫыравҫӑ-шухӑшлавҫӑ ӗҫӗ енне сулӑннӑ. Чылай ҫул хаҫат-журналта ӗҫленӗрен, унӑн «каҫалӑкӗ» анлӑ – унта тӗрленчӗксенчен-очерксенчен пуҫласа кулӑш жанрӗ таранах, сӑвӑсенчен тытӑнса роман таранах пур. Халь вӑл йӑх тата чӑваш историйӗпе те ҫыхӑннӑ романсен трилогине вӗҫлесе пырать.
Чи кирли вара ҫакӑ: чӑваш патшалӑхӗн тӗп хулинчех чӑваша «лапотник», «трахомник», «дерёвня», «колхоз», «говори на нормальном языке!» тесе хӑртнӑ чухнех, унӑн тӑван чӗлхине ячӗшӗн «патшалӑх чӗлхи» статусне панӑ пулин те, ниҫта та усӑ куртарман чухнех, ҫав мӗскӗнлӗх-нишлӗлӗх халӑхӑн хӑйми-элити пулса ертсе пымалли пултарулӑх ҫыннисен ӑсне-тӑнне те тӑвар пек касса лартнӑ ҫӗртех, чӑваш улӑпӗсене сӑнарланӑ чухне те ӑна ҫӑпата сыртарассинчен мала каяйман чухнех Евгений Турхан чӑвашсене турхансен (князьсен) шайӗпе сӑнлать. «Ку вӑл (ҫав) ҫыравҫӑ юхтарни мар!» - тесе хакланӑччӗ Евгений Турханӑн «Юлашки элтепер» романне Аристарх Дмитриев ҫыравҫӑ.
Юбилейҫӗ ҫыравҫӑмӑра тӑван тӑрӑхри ӑшпиллӗ тӗлпулусем малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме хавхалантарасси пирки иккӗленӳ ҫук. Хӑй тӑватӑ ҫул вӗреннӗ Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче кӗтсе илӳ ҫӑкӑрӗ-тӑварӗ (чӑвашла ҫӑкӑрӗ-чӑкӑчӗ те пулӗ-ха), ватӑ вӗрентекен Зинаида Краснова, библиотекарь пулнӑ Луиза Викторова (Евгений ҫав вулавӑшри чылай кенекене вуласа ҫитӗннӗ), Игорь Турхан ӳнерҫӗ, Ольга Шмелева, Галина Петрова, Зоя Шумилкина юрӑ ӑстисен саламӗсем ӑша яланлӑхах вырнаҫрӗҫ.
Тата – йышлӑ Турхансен тунсӑхласа ҫитнӗ тӑванла ытамӗ: чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑвашсемпе тырпул та ҫӗрулми ҫитӗнтерес ӗҫе юхӑнтарман «Клевер» хуҫалӑх ертӳҫи Ростислав, яланах юнашар ашшӗ - Анатолий, хӑй ӗмӗрне чӑвашӑн пӗртен-пӗр тӗрекӗ - выльӑх-чӗрлӗх сывлӑхне упрас ӗҫре тата ҫӗр ӗҫченӗн правине хӳтӗлесе ирттернӗ, халӗ пенсири Алексей, Евгенийӗн тӑван шӑллӗ Василий тата ыттисем те… Кӗҫӗн Пӑла ҫийӗн Раиса Аввина, Владимир Мясников, Светлана Воронова, Галина Векова аллисем янтӑланӑ сӗтеклӗ кӗреке сасси чылайччен янӑрарӗ: «Хай, Карапай!»
(Ку тӑрӑха пӗлменнисене ӑнлантарар: Турхан ялӗ вырӑсла – Карабаево. «Хура пуян» эппин. Историри халапсене кура, яла Ҫӗрпӳ-Канаш енчен куҫса килнӗ икӗ пӗртаван – Карапайпа Йӗкӗтпай пуҫарса янӑ теҫҫӗ.)
Ҫак хыпара ытармалла мар тӗлпулури пӗлтерӗшлӗ симвӑл-паллӑпа вӗҫлем.

Ҫӗнӗ Пӑва шкулне пырсанах куҫа хуралҫӑ умӗнчи ҫыру тӑрӑнчӗ: «Турхан должник!»
Ку ҫак шкулта вӗреннӗ, анчах халӗ сайра килсе ҫӳрекен Евгений Турхана хӑйӗн тивӗҫне ҫапла асилтереҫҫӗ пуль-ха терӗмӗр.
Ҫук, иккен – парӑмлисем хушшинче яш Турхансем те пур-мӗн. Тӗп чӑваш ялӗнче пӗр-пӗрне асилтерекен ҫакӑн евӗр пӗлтерӳсене ют чӗлхепе ҫырни питӗ кулянтарчӗ пулин те, ун йӳҫҫине Турхансен йышӗ хунанин савӑнӑҫӗ пылаклатрӗ.
Пӗлтерӗшӗ вара чуна ларса юлчӗ:
Женя Турхан, эсӗ парӑмлӑ! Тӑван Турхан тӑрӑхӗ умӗнче. Чӑваш халӑхӗ умӗнче. Аслӑ Турхансен асӑмӗ умӗнче. Ҫырман хайлавусемпе парӑмлӑ. Турхан йӑхне тасан упрассипе парӑмлӑ. Парӑмусене татма пуҫу сывӑ пултӑр! Шупашкарти тӗл пулура Лукуҫ Йукур Кули (Н.Лукианов) каланӑ пек: «Тӑшман пуҫӗ каялла, тӑван пуҫӗ малалла!»
Тата манӑн шкул хуралҫи патӗнче ҫапла ҫырса хурас килсе кайрӗ: «Турхан ялӗн халӑхӗ, Елчӗк Ен халӑхӗ – эсӗ парӑмлӑ!»
Турхана, Елчӗк Ене вилӗмсӗрлетнӗ Турхансен асӑмӗ умӗнче, чӑвашлӑх умӗнче. Ыран ҫӗр ҫинче пӗр чӑваш сахаллансан та, пӗр чӑваш сӑмахӗ манӑҫсан та, санӑн ҫылӑхна нимӗнле чиркӳсенче те каҫарса пӗтерме май пулмӗ.
Илле ИВАНОВ
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj