Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Иҫӗм ҫырлин вӑрри кариесран сыхлать

Галина Никитина26.05.2014 15:593231 Пурĕ пăхнă

Хӗрлӗ эрех тата иҫӗм ҫырлин вӑрри кариесран тата ҫӑварти инфекцирен сыхлать. Кӑна эрех сыпма юратакан ҫынсем хӑйсен усал йӑлине тӳрре кӑларассипе шухӑшласа кӑларман, ученӑйсем палӑртнӑ.

Ӑслӑлӑх ҫыннисем асӑрханӑ тӑрӑх, иҫӗм ҫырлинче полинефол текен япала пур. Ҫавӑ бактерисем йышланасран асӑрхать. Ӑсчахсем ҫӑварлӑхри бактерисене лабораторирех ӳстернӗ. Унта туса илнӗ биологилле пленкӑсене хӗрлӗ эрехре, алкогольсӗр эрехе, иҫӗм ҫырлин вӑрринчен тӑракан шыва ярса пӑхнӑ. Шухӑшлани тӳрре килнӗ, иҫӗм ҫырлинчен тунӑ хӗрлӗ эрех усвси куҫкӗрет иккен.

Сӑмах май каласан, кариеспа, пародонтпа Ҫӗр ҫинче пурӑнакансен 90 проценчӗ аптӑрать. Кайран шӑл тухса ӳкесси те часах. Маларах асӑннӑ чир-чӗр ҫӑварта аталанакан бактерисенчен пуҫланать. Фторлӑ паста тата микробран ҫӑвара чӳхени те шӑлсӑр юлассинчен сыхласа пӗтереймест. Ҫапах та хӗрлӗ эрехе чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ тесе йышӑнма кирлӗ мар. Кирек япалан та виҫи пулмалла. Виҫе ҫукки пӗтерет те чылай чух ҫынна.

http://medvesti.com/news/world/2904 ... riy_polosti_rta.html

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj