Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Шупашкарти чӑрӑшран хаклӑраххи пур-и?

  11.12.2016 21:47 | 4979 Пурĕ пăхнă

Ҫӗнӗ ҫул… Асамлӑ вӑхӑт. Шупашкар урамӗсем каҫсерен тӗрлӗ тӗспе ҫуталса куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Чылай урамра чӑшӑр лартнӑ. Тӗп чӑрӑш – Республика тӳремӗнче. Аякаран пӑхсан, тен, хӑшӗ-пӗри елка теме те хӑяймӗ, конус пек ларать.

Кӑмӑла каять-и е ҫук-и вӑл – хакӗ вара ай-яй ҫыртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем шутланӑ та — унӑн кашни метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтармашкӑн хула хыснинчен 6,6 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ.

Пӗлтӗр РЕН-ТВ телеканал Раҫҫейри чи хаклӑ чӑрӑшсем пирки сюжет кӑтартнӑ.

Далее...

 

Культура министрне кам пулӑшса пырӗ?

  11.12.2016 15:35 | 4816 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗсенчи хаҫатсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрне Татьяна Казакована унчченхи пуканран хӑтарнӑ хыҫҫӑн ку ыйтӑва хытах сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.

Хӑшӗсен шучӗпе культура министрне Константин Яковлева та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫрен хӑтараҫҫӗ имӗш, Ҫӗнӗ ҫула должноҫе ҫухатма пултарать-мӗн. Хӑйсен шухӑшне палӑртакансенчен теприсем паян пирӗн республикӑра профессионалсем хисепре мар тесе каласшӑнни сисӗнет.

Далее...

 

Урамри шӑрҫаллӑ арҫын: ӑслӑ-и вӑл е айван-и?

  10.12.2016 21:28 | 3299 Пурĕ пăхнă

Ҫитес ҫуркунне мода хӑйне евӗр япаласем сӗнет. Вӗсем хитре те, анчах тӗлӗнтермелли те самай.

 

Кӗпе ҫийӗн — бюстгальтер

Модӑпа килӗшӳллӗн тӑхӑнакансем ҫитес ҫулхи ҫуркунне малтан кӗпе тӑхӑнма юрӗ, унтан — лифчик тата бра-топ. Капла тӑхӑнни ҫӳллӗ шайри люкс тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Арҫынсен чокерӗсем

Коллекцири бандажа Нобуёси Араки Япони фотографӗн куравӗпе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑл нумаях пулмасть Парижри мода эрнине пырса ҫитнӗ.

Далее...

 

Твиттертисене мӗн калаҫтарать?

  10.12.2016 20:38 | 2963 Пурĕ пăхнă

Twitter компани Раҫҫей ҫыннисене кӑҫал уйрӑмах калаҫтарнӑ ҫынсене тата пулӑмсене пӗтӗмлетнӗ. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен Владимир Владимир Путин тата Британи актёрӗ Алан Рикман ытларах пуплеттернӗ. «Евровидение» конкурспа Леонардо Ди Каприона «Оскар» преми пани те Твиттертисен хушшинчи сӑмах-юмах ҫуратнӑ.

Ҫак халӑх сечӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, блогерсен шучӗпе ҫулталӑк ҫынни тесе ҫӗршыв ертӳҫине Владимир Путина каламалла.

Британи актёрӗ Алан Рикман («Гарри Поттер» ҫинчен калакан фильмсен ярӑмӗнче вӑл Северус Снейп рольне калӑпланӑ) ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ракпа вилни те калаҫтарнӑ.

Далее...

 

Арҫури тата Шурале

  10.12.2016 05:57 | 7764 Пурĕ пăхнă

"Пурнӑҫ начар", "Чухӑн пурнатпӑр", "Укҫа ҫук" текелетпер пулин те, юлашки ҫулсенче пайтах палӑксем ҫӗкленчӗҫ. Мӗн кӑна ҫук-ши вӗсен хушшинче! Анчах та чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннисем ҫукпа пӗрех

Никола Тесла палӑкӗ. (Калас пулать, ку ӑславҫӑн палӑкӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Бакура та пур, ҫапах та ӑна унта "Эп — сана, Эс — мана!" меслетпе Азербайджан тата Серби патшалӑхӗсем лартнӑ: калӑпӑр, Белградра Гейдар Алиевӑн, Нови-Садра азербайджан композиторӗн палӑкӗсене вырнаҫтарнӑ).

Далее...

 

О первом упоминании названия «чуваши»

  08.12.2016 18:23 | 16323 Пурĕ пăхнă

О первом упоминании названия «чуваши» вместо исторического «волжские болгары» в летописи и фальшивой карте

 

Внимание: Карта указанная выше, является фальшивкой!

Совсем скоро в 1521 году для чувашского народа, если верить первой "Типографской летописи", наступит еще одна круглая дата. Это 500 летняя годовщина первого упоминания названия «чуваш» в русских летописях. Некоторые исследователи называют иные даты, и сильно искажают историческую истину.

Далее...

 

Спасение чувашского языка: технологический аспект

  07.12.2016 06:28 | 5801 Пурĕ пăхнă

Мы исходим из того, что чувашский язык действительно нуждается в СПАСЕНИИ. То есть, не в развитии (развиваться некуда), не в возрождении, не в так называемой популяризации, а именно в СПАСЕНИИ. Это видно невооружённым глазом даже людям с очень плохим зрением.

Ака 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ - День чувашского языка

Что значит спасти чувашский язык? Может быть, это означает, что следует сохранить каким-то образом пару чувашеговорящих деревень и их, этих оставшихся последних чувашей, так сказать, холить и лелеять?

Далее...

 

Ҫыравҫӑсен тимсӗрлӗхӗ выговортан хӑтарчӗ

  06.12.2016 20:38 | 5537 Пурĕ пăхнă

Пилӗк-ултӑ ҫул каялла Шупашкарти пӗрремӗш типографин тимӗр хапхи кашни кунах чӗриклетсе уҫӑлса каятчӗ, унтан йывӑр тиенӗ КАМАЗсем мӗкӗрсе тухатчӗҫ, тин ҫапнӑ паха кӗнекесене Мускава, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене леҫсе паратчӗҫ. Чӑваш кӗнекеҫисене те полиграфистсем лайӑх продукципе савӑнтаратчӗҫ.

Уйрӑм ҫын аллине куҫсан та ҫак типографи пӗр хушӑ чиперех ӗҫлерӗ. Анчах хушӑран-хушӑ начар хыпарсем те илтӗнкелетчӗҫ, ун хуҫисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен малалла тапӑлтатас темен, предприятине панкрута кӑларса ӑна хупма шутланӑ.

Далее...

 

Тӗлӗнмелле йывӑҫсем

  04.12.2016 21:55 | 5149 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере тӗлӗнмелле йывӑҫсем пур. Унашкалисем пирӗн ҫӗршывра ӳсмеҫҫӗ.

1. Дракон йывӑҫӗ вӑл Сокотра утрав ҫинче ӳсет. Вӑл таврӑннӑ сунчӑка аса илтерет. Йывӑҫ 10 метр ҫӳллӗш. Мӗншӗн дракон йывӑҫӗ теҫҫӗ? Хӗрӗ сӗткенне пула ҫавӑн пек ят панӑ.

2. Австралири баобаб кӗленчене аса илтерет, ҫавӑнпа ӑна «Кӗленче йывӑҫӗ» теҫҫӗ. Вӑл Намиби тӑвӗсем ҫинче ӳсет. Сӗткенӗ наркӑмӑшлӑ. Ӗлӗк сунарҫӑсем унпа хӑйсен сӑннине сернӗ.

3.

Далее...

 

Скворцов Михаил Иванович ырӑ сӑнарӗ асӑмӑртах пулӗ

  02.12.2016 19:34 | 3155 Пурĕ пăхнă

Чӑваш халӑхӗн чӑн-чӑн ывӑлӗ — Скворцов Михаил Иванович — чӑваш тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, пурнӑҫран уйрӑлса кайни питӗ пысӑк ҫухату. Тӑванӗсемпе, тусӗсемпе пӗрле хурланатпӑр, кулянатпӑр.

Хӑй пурнӑҫӗнче халӑхӑмӑршӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, сӑваплӑ ӗҫсем туса хӑварма пултарнишӗн унпа мухтанатпӑр.

Унӑн ырӑ сӑнарӗ асӑмӑртах пулӗ.

 
Paĝoj: 1, ... 188, 189, 190, 191, 192, [193], 194, 195, 196, 197, 198, ... 372
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)