Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Арҫури тата Шурале

Agabazar10.12.2016 05:577756 Пурĕ пăхнă

"Пурнӑҫ начар", "Чухӑн пурнатпӑр", "Укҫа ҫук" текелетпер пулин те, юлашки ҫулсенче пайтах палӑксем ҫӗкленчӗҫ. Мӗн кӑна ҫук-ши вӗсен хушшинче! Анчах та чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннисем ҫукпа пӗрех

Никола Тесла палӑкӗ. (Калас пулать, ку ӑславҫӑн палӑкӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Бакура та пур, ҫапах та ӑна унта "Эп — сана, Эс — мана!" меслетпе Азербайджан тата Серби патшалӑхӗсем лартнӑ: калӑпӑр, Белградра Гейдар Алиевӑн, Нови-Садра азербайджан композиторӗн палӑкӗсене вырнаҫтарнӑ). Чӑннипе, Никола Тесла та начар ҫын мар пуль ӗнтӗ (электротехника тӗлӗшпе — чӑн-чӑн "арҫури"). "Ытлашши" темӗпӗр ун палӑкне. Анчах та Чӑваша ҫӗклекен, ӳкме паман палӑксем сахалли касать — акӑ мӗн пирки пырать кунта сӑмах!

Тепӗр чухне юриех чӑваша чӑвашлӑхран пистерес шутпа ҫапла тунӑ пек те туйӑнать.

Танлаштарса пӑхӑпӑр. Акӑ Тутарстан, Хусан хули. Тинтерех ҫеҫ унта Садри Максуди палӑкне уҫрӗҫ. Ку пулӑм Шупашкарта Мӗтри Юман е Гавриил Алюнов палӑкне уҫнипе пӗрех. Нихҫан пулма пултарайман япала! Тутарсем, ав, курӑсӑн, пултарчӗҫ.

Шупашкрти чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ мӗн пур пек палӑксенчен ытларахашӗ — тахҫанхисемех. Тивӗҫлӗ шайрисем те нумаях мар. Н.В.Фёдорова "чӑваш национализмне хӗртнӗ тимӗрпе хӗртнӗшӗн" хытӑ тиркетпӗр-ха та, анчах шӑпах ун вӑхӑтӗнче "Управҫӑ Анне" палӑкӗ ҫӗкленчӗ. Чӑваша мӑшкӑлласа тенӗ евӗр ҫырса хуни те темех мар пек ("Лӑпкӑлӑх" пирки сӑмах пырать: калӑсӑн, чӑвашӑн, хӑй шутсӑр хаяр тата кӑра пулнӑран, "лӑпланса ларасси" чи пирвайхи проблеми, ыйтӑвӗ тейӗн. Е, аплах пулмасан та, чӗре патне тивекен сӑмахсемех* ҫук унта).

Хусанти ытти ҫӗнӗ палӑксене илсе пӑхар-ха.

Галиаскар Камал театрӗ патӗнчи Шурале палакӗ.

Мӗнле пек? Пирӗн Шупашкарта та, ав, Остап Бендер тата Киса Воробьянинов палӑкӗ пур теҫҫӗ. Литература геройӗсем имӗш.

Анчах та Арҫури те, Шурале пекех, литература геройӗ. Анчах та Шупашкарта Арҫури палӑкӗ ҫук. Чӑннипе вара "Арҫури" поэмӑн авторӗ, Михаил Фёдорович Фёдоров (1848-1904) шӑпах кунта чылай вӑхӑт ӗҫлесе пурӑннӑ. Ехрем хуҫапа та туслӑ пулнӑ, ҫыру ҫӳретнӗ. Апла пулин те темшӗн ҫынсен сав саманта ӗмӗрсем валли палӑк евӗр асра хӑварас шухӑш пачах та ҫук имӗш. Аптриш!

Нивушлӗ вара Шупашкарта Миххаил Хвётӑрччӑна тата ун поэмин персонажӗсене ҫав Ехрем ҫурчӗн ҫывӑхнелле майлаштарма майсем ҫук?

Шутласа кайсан, паллах, ытти шухӑшсем те пур. Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ те, ав, калӑпӑшӗпе пысӑк (капмар) пулсан та, бюст кӑна. Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкӗ те ахаль бюстран сахал уйрӑлса тӑрать.

Мӗн япала-ха вӑл тутарсен "Шурале" текенскерӗ? Шӑпах чӑвашсен "Арҫурийӗпе" тӗл килекен сӑнар. Кама мӗнле те, мана Михаил Фёдоровӑн "Арҫурийӗ" Габдулла Тукайӑн "Шуралинчен" хӑватлӑрах та пек туйӑнать.

Хусанти тата тепӗр палӑк.

Айвана та паллӑ: Кунта каллех тутарлӑх малта тӑрать.

Вӑт ҫапла пурӑнатпӑр. Ҫынсемпе тан пуласси пирки ӗмӗтленетпӗр.

"Ҫырана сӗве, сӗве,

Майӗпен юхать Сӗве. ©

Кунта тата ҫакна хушса калама пулать. Шупашкарта Водопровод (Шывьярӑш) урамӗ пур та, хӑшпӗр пирӗн инччелликенцисем ҫав ятран йӗрӗнме пӑхаҫҫӗ. Чӑннипе вара вӑл ят нихӑш енчен те начар мар. Куратӑр-и, тутарсем ав шыв турттаракан ахаль ҫыннах еплерех ҫӗклесе яма пултарнӑ! Скульпторӗ — Асия Миннуллина (Шурале вӑрттӑнлахӗ скульптурӑн авторӗ те вӑлах).

___________________________________________

* <<На пьедестале на русском (справа) и чувашском (слева) написано "Благословенны дети мои, живущие в мире и любви".>> © Сайтсенче чӑвашла ҫырни пуррине пӗлтерессе пӗлтереҫҫӗ, анчах, темшӗн, текстне илсе кӑтартмаҫҫӗ. Хам та тӗппипех астӑваймастӑп.

P.S. Википедире пур иккен чӑвашла текста кӑтартни: Килӗшӳпе юратура пурӑнакан ачамсем пиллӗхлӗ

Кунта "килӗшӳ" тенӗ. Вӑл вара "мир" тенине тӗл килсех каймасть. Килӗшӳ=Согласие. Чӑваша "мир" пирки асӑрхаттрама хӑтланни — ытлашши (е, ҫӳлерех каланӑ пек, мӑшкӑлланипе танах).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj