Пуян


Акă мĕнле


Мăн хырăмлă, мăнтăр,

Хаваслă та ӳсĕр,

Ялан çухрашать.

 

Тарçăн тăварлă тарĕ

Çак пурнăçа ăна панă;

Ку вăл — пуян.

 

Вĕçсĕр тар тăкнипе

Типсе хăрнă,

Сăнĕ те çук.

 

Выçă, çĕтĕк тумтирĕ,

Тертлĕ, асапла;

Ку вăл — чухăн.

Чухăн çын юрри


Анаталла-тăвалла,

Пирĕн ăçта каймалла.

Çитмен пурнăçран тарма,

Çăкăр чĕлли шырама.

 

Каяс пулсан тăвалла,

Лашана тăвармалла:

Пирĕн лаша пит ырхан,

Çиттĕр пуяна ылхан.

 

Лашана тăвармалла,

Каяймасть вăл тăвалла.

Мăшкăллать пире пуян,

Уншăн савăнăç паян.

 

Лашана шеллемелле,

Хамăрăн кӳлĕнмелле.

Пуян каять сиккипе,

Эпĕ утап пĕкĕпе.

 

Чухăн çыннăн пурлăх çук,

Пуян çыннăн ырлăх çук.

Çиес килет — çăкăр çук,

Укçа-тенкĕ тупма çук.

 

Урапана тăвалла

Туртса хамăн каймалла.

Шеллемелле лашана

Ярăнтарса нушана.

 

Анаталла-тăвалла,

Пуян кайрĕ тăвалла.

Пултăр тамăк ун валли,

Çăлăнăç — пире валли.

 

23.09.2007.

Пуянсем... телейсĕр


Тăвана сума сăватпăр,

Мĕн ыйтсассăн та паратпăр,

Пулăшатпăр пĕр-пĕрне

Чухăн пурăннă чухне.

 

Ăмсанатпăр, хапсăнатпăр,

Харкашатпăр, хăмсаратпăр,

Айăплатпăр пĕр-пĕрне

Пурлăх уйăрнă чухне.

 

Пĕр-пĕрне инкек сунатпăр,

Мулсăр тăк — пуçна усса тăр.

Пуянсем хăйсем телейсĕр,

Пуянсен тĕнче илемсĕр.

 

Кĕл тăваççĕ, ӳкĕнеççĕ,

Çăлăнăç çӳлтен кĕтеççĕ,

Каçараççĕ пĕр-пĕрне...

Çăвана каяс чухне.