Кулак


Юрату


Ман чĕрере — виçесĕр юрату,

Çĕршывăм,

Санăн айлăму-сăрту,

Пучахсемпе хумханакан инçет,

Манăн куçра телей пулса çиçет.

 

Тăван çĕре манмастăп ĕмĕрне.

Эпир — туссем —

Саватпăр пĕр-пĕрне:

Эпĕ çĕре — вăл ман анне пулнишĕн,

Çĕрĕм мана — эп уншăн юн тăкнишĕн.

 

Пире тахçан хĕненĕ пĕр туя.

Ялти кулак тухсаччĕ çĕн уя,

Çĕре çапса ылханчĕ: «Хăрттăр çил...»

Унтан мана: «Çĕр кирлĕ-и? Ак, ил,

Камун чĕппи...»

Эп çыртрăм аллинчен.

 

Çак юрату пурнать хам виличчен.

Тикĕс килмен ĕмĕр


Çăрахви инке, тин çеç тултан кĕнĕскер, аллисемпе чӳрече янаххи çине тĕреннĕ те урамалла пăхcа тăрать.

— Ай-уй, халăхĕ те çав, килеççĕ те килеççĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Ялавсемпех... Чечексем тата... Ăçтан тупнах ун чухлĕ чечек? — тĕлĕнсе кайнă Çăрахви ваштах каялла çаврăнчĕ те урлă сак çинче пуçне усса ларакан упăшки еннелле пăхрĕ. — Кайса курмаллах пуль.

Çăрахви инке чăлана кĕрое çийĕнчи тутăрне, саппуна улăштарса тухрĕ, упăшкине хирĕç пырса тăчĕ.

— Ашшĕ! Эсĕ пымастăн-им? — ыйтрĕ Çăрахви инке унăшкинчен.

Çтаппан шартах сикрĕ, анчах хăйне алла илме тăрăшрĕ.

— Пуç ыратать. Шарламан та эп сана, иккĕмĕш эрне аптратăп. Ыратать те ыратать.

— Кур-ха эс, пĕтĕм район пухăннă. Çăмăл машинисем пулкипе килчĕç. Шупашкартан та пур, теççĕ. Ял-ялĕсем тата. Хамăрăн ĕнтĕ ачи-пăчисем те тăрса юлман. Атя, тухса уçăл, пуç ыратни те иртпе кайĕ. Пӳртрен те тухса курмастăн та, епле-ха ан ыраттăр ĕнтĕ.

— Ан та минрет, пыраймастăп терĕм сана, — çилленерех тавăрчĕ упăшки.

Çăрахви инке кăмăлсăрланчĕ, анчах урăх йăлăнса тăмарĕ. Пӳрт алăкне кăна хытăрах хупса хăварчĕ. Упăшкинчен иртме хăнăхман вăл.

Малалла