Ăстампул


Ăстампул...


Ăстампул.

Кĕпер юпи.

Икĕ çĕр –

ик çул юппи.

 

Кай ене е малалла? –

ăçталла халь каймалла?

 

Мал ене кайсан –

малаш,

Кай ене кайсан –

каяш…

 

Чăвашсенĕн утмаллах.

Чăтнă.

Чăтать.

Чăтмаллах…

Сывă пул, Ăстампул...


Сывă пул,

Ăстамбул,

чыс-мухтав

сан Мускав —

самолет чиперех вĕçсе анчĕ.

Тĕрлĕ сăн,

тĕрлĕ çын

çăксемпе,

тюксемпе

пасара е ăçта-тăр саланчĕ.

Тĕрĕкри –

тĕлĕкри

пурнăçсем,

курнăçсем

пиншер байт-асăмран епле тухĕç?

Е канас,

ИКАНАС?

Тăн-ăспа,

тăнăçпа –

ак епле тĕллевсем лартать тухăç.

Мĕн унта,

мĕн кунта,

кам апла,

кам çапла

пулнине чухласа эпĕ илтĕм.

Тĕрĕксен

тĕррисен

эрешне,

ĕретне

ăнланса, улшăнса халĕ килтĕм.

 

17.09.2007. Мускав. Ир кӳлĕм.

«Ăстампулта виç тинĕс...»


Ăстампулта виç тинĕс,

Сапса йăлтăр хумне,

Илемлĕн, лăпкăн, тикĕс,

Кăваккăн, тĕксĕм-симес

Кăтартрĕç хăй сăнне.

 

Çăтмах çапла-ши тетĕп

Е тамăк çакăн пек?

Пăхатăп, тĕлĕнетĕп,

Ăшчикĕмпе телейлĕн

Савса çуйлантăм эп.

 

Хам ăнланман чĕлхе те,

Хам калайман сăмах

Манра çуратрĕ хевтĕ,

Раскаллă эпĕ тетĕп,

Инçет те ман çумрах!

 

Аэропорт - Вакиф - Полис еви.

«Шавлă-шавлă пин хутлă хула...»


Çевги Еренерола,

хулапа паллаштарнă ханума

 

Шавлă-шавлă пин хутлă хула

Ик тĕнче варринчи Ăстампул!

Эп сана саваканĕ пулам —

Эсĕ ман кăмăла хапăл ту!

 

Урлă-пирлĕ утсан сан тавра

Ман ура айĕнчи капăр чул

Чăваш çăлтăрĕ пек сапăнса

Кăмăла шуйлантарчĕ тем чул.

 

Сакăр вĕçлĕ чăваш çăлтăрне

Босфор çумĕн хитре керемре

«Чаракан» сăмахпа юнашар

Çырса хунă ахах-мерченпе.

 

Кам алли, кам хевти ман чуна

Авалхи ăс-халпа палăртса,

Ĕненсе эп килсе курасса

Чăвашла картса хунă кунта?

 

Манăн халь пуç тайса тăмаллах

Мăн маçак йĕр хăварнă çĕрте.

Турă пур! Турă пур! Эй, алла!

Çуртасем кунта саккăр чĕртем!

 

1997, çу. 18.

Ортăкĕй, Чаракан керемĕ.

«Тавар. Укçа. Пасар. Суту-илӳ...»


Арслан Семенова,

Мармар университечĕн студентне,

Каçал-Çĕрпӳел каччине

 

Тавар. Укçа. Пасар. Суту-илӳ.

Хаклашасси те вăлтасси — ăсталăх.

Пухасчĕ манăн та кăштах пĕлӳ

Илсе-сутса сапăрланса пăхмалăх.

 

Ик-виççĕ тухрăм Аксарай тавра,

Ик-виç çурта кĕрсе анса хăпартăм;

Нӳхрепри пек выртать тем чул тавар,

Чыхса тултарнă хаклă ăпăр-тапăр.

 

Çӳрес те килчĕ Шелепи пулса...

Ăстампулта кашни кĕтес пасарлă.

Çырас пулсан — типтер ларать тулса,

Çырса пĕтереймесĕр йĕрсе ярăн.

 

Суйлать-суйлать сутуçă Ăстампул.

Улпучĕ те вăр-вар, тарçи те йăрă.

Ку хулара хăш кĕтесре ан пулл —

Улшуçă мар тăк — çӳремешкĕн тăвăр.

 

1997, çу, 24.

«Никам та ман тăвансенчен...»


Тураy Язган ăсчаха, тĕрĕк вакăхĕн ертӳçине

Никам та ман тăвансенчен

Ăстампуяа килсе курман...

Ларатăп та пинре пĕччен,

Йĕри-тавра пăхса темччен

Куратăп пек — утать тăван

Аслă хула урамĕнче...

 

Никам та ман тăвансенчен

Босфор шывне ишсе курман...

Тăхта-тăхта тем каличчен,

Шутла-ха сĕрĕм тивиччен —

Асту, иртни асран кайман

Пин-пин çулсен ытамĕнче...

 

Пулнах-тăр ман тăвансенчен

Пĕри çар пуçĕ е султан...

Ахальтен мар тип çĕр çинче

Ик аслă тинĕс пырĕнче

Антарнă кимĕ-карапа

Чăваш манман-ха халиччен.

 

Авал чăваш тăвансенчен

Нимле ĕçре ӳксе юлман...

Çĕн чĕрĕлӳ малашĕнче

Тепре чăмăртанма чĕнсе

Вĕри чĕреллĕ бей Туран

Каларĕ несĕлсем çинчен...

Асилтĕм: хумпа хум çапсан та

Чăваш карапĕсем путман-ха!

 

1997, çу, 22

Вĕрентӳçĕсен хăнакиле.