Çапата


Асатте çапати


Эп ачаран ялта-çке ӳснĕ,

Унтах эп çăкăр тутине

Çул иртнĕ майăн пĕлсе çитнĕ,

Хресченĕн йывăр нушине.

Асаттерен астунă лайăх.

Ахальтен мар ун çăпати

Сыхланнă, ĕмĕр асăнмалăх,

Çав кивĕ ĕмĕрĕн пайти.

Шур чăланта, музейри евĕр,

Çаплах тăрать вăл çакăнса.

Эпир, мăнукĕсем, ӳсетпĕр

Ăна унта кăна курса.