Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Çук, Григорий Петрович, ман хăтапа аслă патша йĕркисем çине тапăнакан çынсем пирĕн тус-йышсем мар. Микулапа иксĕмĕр шухăшласа тăнран кайрăмăр вĕт, мĕншĕн çавсем пирĕн пата çӳреме пăрахрĕç тетпĕр? Ав мĕншĕн сивĕннĕ вĕсем... Чĕрисене хура çĕлен йăва çавăрнă иккен. Çакăнта пулсан, пĕринне çивĕтне тăпăлтарса илĕттĕм... Тепринне куçне чавăттăм...
— Хисеплĕ Анна Александровна, эсир çакнашкал шутласса шаннă эпĕ. Çавăнпа староста патне мар, сирĕн пата кĕтĕм. Тунмастăп, ку ман чеелĕх те. Староста патне кĕнине такам та асăрхĕччĕ. Кунта эпĕ ухтарма килнĕ тесе никам та шухăшлас çук. Тата айăплисем, ахăртнех, çĕрле килессе кĕтеççĕ-и, тен. Эпир вĕсене тăр-кăнтăрлах ярса илĕпĕр. Ваçлийĕ пирĕн алăра ĕнтĕ. Кĕтерукне те аякка ямăпăр. Акă вара, вĕсемпе мĕн тума кăмăл пур, çавна тума ирĕк парăп.
Анук пĕтĕм вăй-халне пухса кăна ӳкесрен тытăнса юлчĕ. Хăй мĕнле пулса кайнине пытарма Марье килсе кĕни пулăшрĕ. Вăл çамрăк хĕре хирĕç талкăшса пычĕ те хăтăрса тăкрĕ:
— Çак таранччен мĕн туса çӳретĕн! Григорий Петрович сана кĕтсе хăшкăлчĕ! Эсĕ, мĕн, вăл ача вăййилле выляма килнĕ тетĕн-им?
Марье хытса каясла тĕлĕнчĕ. Анук кунашкалне курманччĕ-ха вăл. Сăнран кайнине асăрхасан, мĕншĕнне тавçăрчĕ те:
— Иккĕшĕ те тухса шунă.. — терĕ хуллен. Çавăнтах хăйне айăпа хунă сасăпа станувуй илтмелле каларĕ: — Халь те васкарăм. Куçук пичче килте çуккипе тăхтама тиврĕ. Ĕнтĕ халех килетпĕр терĕç.
Анука аранах чун кĕчĕ. Вĕри юнĕ хăвăрт чупса питне сăн кĕртрĕ. Каллех, çамрăк хĕре ятланçи туса, кăмăлĕ улшăннине пытарчĕ.
— Килте çук-тăк, мĕн кĕтсе тăмалли пур ăна, килмеллеччĕ. Тен, урăххи патне чĕнме яратчĕç... — Тăнăçланса пынăçемĕн сывлăшне çавăрма чарăнчĕ те Анук хыттăн хушса хучĕ: — Пыр, нӳхрепрен пыл сăра ăсса кил!
Марье вĕçнĕ пек тухса кайрĕ.
— Тарçă тенине ăна самантлăха та ирĕке яма юрамасть. Яланах çирĕп тыткаламалла. Ирĕке ярсан, авă, мĕн айкашаççĕ вĕсем! — тăвăлни халь те иртеймен пек калаçрĕ Анук.
— Тĕрĕс, Анна Александровна... Тарçа ирĕке яни сиен кăна кӳрет...
— Ак тамаша, — халь çеç аса илнĕн хыпăнса ӳкрĕ Анук, — тарçă халапĕпе эпĕ кил хуçи арăмĕн йăлине те маннă. Григорий Петрович, десятскисем киличчен сĕтел хушшине ларăр-ха! — Васкаса çимĕç хатĕрлерĕ. Огуречников сĕтел хушшине вырнаçсан, эрех тултарчĕ. Ярса пама васкарĕ.
— Эпĕ тата çакна калама пултаратăп, Григорий Петрович... Аслă патша тăшманĕсене ним шеллемесĕр пĕтерĕр! Ан тив, вĕсем тĕрмерех çĕрччĕр!
Марье ăсса кĕнĕ сăрине Анук Огуречникова тултарса пачĕ. Анчах нумай ларма тивмерĕ, десятскисем çитрĕç те, Огуречников сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Ара, Григорий Петрович, ма васкатăр! .
— Кайрак, Анна Александровна. Халлĕхе пуриншĕн те тавтапуç! — пуçтарăнса десятскисене пӳртрен ертсе тухрĕ Огуречников.
— Ну, мĕн хыпар? — çамрăк хĕрпе иккĕшех юлсан ыйтрĕ Анук.
Марье Ваçлипе тĕл пулнине, аппăшне систернине каласа пачĕ.
— Мухтав... — пĕтĕм чун-чĕрнинчен савăнчĕ Анук. Çамрăк хĕре ыталаса чуптурĕ те йывăр çăк йăтса ывăннăн пукан çине ларчĕ.
Огуречников кил хушшинче пĕр ,стражнике хушрĕ:
— Эсĕ çак пунеттейпе Данилов патне кай та, ăна тӳрех хурал пӳртне илсе пырăр. Эпĕ унта пулатăп! — Тепĕр тăватă стражникпе икĕ десятскине Якурсемпе Прахăр килне хупăрлама ячĕ.
Хресченле тумланнă стражниксем урам хушшипе утнине энĕшкассисем йӳпсемерĕç те. Ял тăрăх çӳрекен ют çын сахал-и? Ăçта пурне те пĕлсе çитерĕк Огуречников çут пакунĕсене йăлтăртаттарса, хĕçне суллантарса Анаткасалла кайнине курсан, вăл нихçан та ырă ĕçпе çӳремессе аса илсе, ирĕксĕрех çуйланчĕç.
— Кам çавăнта? — терĕ Марине, пӳртне кĕнĕ çынсене палласа илеймен енне.
— Эпир — кантур таврашсем, — икĕ суккăр ватă çеç курăнни кăмăлне каймасан та евĕклĕрех хуравларĕ Огуречников.
Ватăсем шарт сиксе сăхха печĕç. Кантур тавраш тени камăн сехрине хăпартмĕ. «Мĕн инкек-ши? Ывăлĕ таçта аван мар ĕç тунăшăн ăна тытма килмерĕç-ши?» Ватăсем хăраса ӳкнине асăрхасан, Огуречников йăпатса лăплантарас вырăнне сассине хăпартрĕ.
— Ывăлу ăçта?
— Эй, тур папай, çăлсамах... пĕлместпĕр çав... — аран сассине кăларчĕ Марине.
— Кину ăçта?
— Темĕн-çке... упăшкипе шăн-шан туса илчĕç те, амăшсем патне тухса кăйрĕ пулмалла...
Карчăк ăнлантарни Огуречникова витĕмлĕн туйăнчĕ. Хăраса ӳкнĕ çынсем суйманнине пайтах курса чухлани вăл. Ĕçе ялан тĕплĕн тума хăнăхнăскер, вĕçне çитиех ĕненмен пирки стражниксене чĕнсе кĕртрĕ. Ухтарма хушрĕ. Икĕ стражник пӳртри пур хушăка кĕрсе тухса та ним тупаймарĕç...
X
Кĕтерук тухса кайсанах Уляна çакна аса илчĕ: иккĕленмелли çук, кĕтмен хăнасем кĕçех персе çитеç те унран çеç мар, ачасенчен те тĕпчесе ыйтĕç. Тӳре-шарасем ачасем урлă айăплă çынсене тăрă шыв çине кăларнă тенине сахал илтнĕ-им. Вара Кĕтерукшăн çеç мар, пĕтĕм çемьешĕн инкек пулĕ. Хăтăлма пер май çеç: ачасене килтен ăсатмалла. Вăл Анахвиспе Кольăна пуçĕнчен ачашласа:
— Ачасем, эсир Елин аппу патне кайăр-ха. Аçу татах килесрен хăрушă... Аннӳ таврăнсан, хамах пырса илетĕп, — терĕ.
Анахвиспе Коля турткаланса тăмасăрах килĕшрĕç, Огуречников Улянасем патĕнче Кĕтерука тытасса ним иккĕленмесĕр шанать. Малтанах икĕ килне те хурал тăратма ăс çитернĕшĕн хăйне хăй мухтать. Прахăр тĕлне çитсе урамалла тухакан икĕ чӳречи те çĕмрĕккине асăрхасан, тĕлĕнчĕ. Мĕн амакне тавçăрасшăн пек, кил хушшине васкаса кĕрсен, кунта та чӳрече çĕмрĕккине курчĕ. «Мĕне пĕлтерекен шала ку?» Огуречников хуралти стражниксем те сăмах хушмасăр пӳрте кĕчĕ. Кунта унăн тĕпчевлĕ куçĕ умне акă мĕн тухса тăчĕ: тенкелсем çинче, урайĕнче те кантăк ванчăкĕсем сапаланса выртаççĕ. Кăмака çумĕнче, урай вăта çĕрĕнче, икĕ мăн чул. Уляна путмар çинче сасăпах макăрать.
Огуречников кунта темле инкек пулнине сисрĕ. Тата Прахăр хăй патĕнче ĕçлемĕ пуçăннăранпа Уляна йăваш та йĕркеллĕ хĕрарăм иккенне чухласа çитнĕрен, мĕншĕн килнине манса, хута кĕнĕн чĕнчĕ:
— Уляна, ма макăртăн?
Лешĕ пуртре çын пуррине сиснĕн пуçне çĕклерĕ.
— Ах, Григорий Петрович... Манран телейсĕр амăшĕ тĕнчере урăх никам та çук...
— Ма аплах?..
— Ара, путсĕр кĕрӳ пур мар-и пирĕн? Кĕтерука хĕнесе пĕтернĕ. Ачисене хăваласа янă. Иçмасса, кĕпе кисĕпĕпе пенĕ-пенех, пуçне çурсах пăрахмаллаччĕ...
— Кам? Кама кисĕппе пенĕ?
— Ара, Кĕтерук кĕрӳне кисĕппе пенĕ. Пемесен те мĕнле тӳсĕн... Таçтан эрех кӳпсе килчĕ, тет те, ним сăлтавсăрах çапăçма тапратрĕ, тет. Пĕр хут аллинчен вĕçерĕнсен татах тытма хăваларĕ, тет. Вара пӳрт кĕтессинче тăракан кĕпе кисĕпне илтĕм, тет те, çамкинчен çапрăм, тет... Вилет-и вăл, мурçиесшĕ... Арăмне, ачисене хăваласа яни çитмен, тата кунта килсе чӳречесене çĕмĕрсе хăварчĕ... Кĕтерук вара «пĕрех хутчен ку çутçанталăка куçăм ан кур-тăр, вилем» тесе тухса кайрĕ. — Уляна аллипе питне хупăрларĕ те сасăпах ӳлесе ячĕ: — Эй, турă... вилмесен те тӳсме çук çав. Кушак пек ниçта тухмасăр пурăнакан арăмĕнчен кĕвĕçет, ăна ним сăлтавсăрах хĕнет. Тата мана мĕн кăна каласа хур кӳмерĕ-ши?
Огуречников инкек курнă амăшĕ çеç çак тери хурланма пултарасса ĕненчĕ. Çавăнпа пĕрлех иккĕлле шухăш та пырса кĕчĕ. «Мĕншĕн хăйне кисĕппе çапнине, чӳречесене çĕмĕрнине ним те шарламарĕ-ха Якур. Вăл, чан та, пуçне тутăрпа авраса çыхнăччĕ-çке. Арăмĕ амантнине мĕншĕн Прахăр кӳршисем çине йăвантарчĕ. Тата мĕншĕн вăл Кĕтерукпа Ваçли халь те çыхăну тытни çинчен малтан каламарĕ. Çапăçнăшăн элек пани çеç мар-и ку? Апла тесен, революциллĕ юрра ăçтан тупнă вăл? Максим Данилов ывăлĕ пурне те ăнлантарĕ-ха. Ана хурал пӳртне илсе те пычĕç-и, тен?..»
XI
Огуречников, стражниксем тытса пынă ывăлне кăтартса, Макçăм сехрине хăпартма шутларĕ. Ытла тăнăçлăн пурăнать-ха. Хăй ялĕнче кам забастовка пуçарнине те пĕлесшĕн мар. Тен, юри каламасть... Вара вăл Макçăма чĕнтерсе кăларчĕ те лешĕ яланхи пекех парăнса та евĕклĕн саламланине йӳпсемесĕр:
— Хурал пӳрчĕ патне каятпăр. Унта сана мыскара кăтартатăп! — терĕ,
Станувуй яла килсе хăй патне кĕмесĕр чĕнтернине пĕлсен, Макçăм питех хăраса ӳкрĕ, халĕ вăл çăварне шыв сыпнăн шарламасăр утрĕ.
Çапла вĕсем хурал пӳртне çитрĕç. Кунта никам та çук иккен, Огуречников вĕчĕрхенме тытăнчĕ. Мĕншĕн халь те çитеймен вĕсем? Васкатас шутпа Огуречников Ваçли патне тепĕр стражникне яма та хатĕрччĕ, унта кайнисем таврăнни курăнчĕ. Станувуй ирĕксĕрех çуйланма та тилĕрме пуçларĕ. «Мĕншĕн иккĕшĕ çеç? Айăплă çынни ăçта? Стражниксем çывхарнăçемĕн унта та ĕç ăнăçсăр иртнине сисрĕ. Ун çинчен Макçăмпа десятскисем умĕнче калаçасшăн мар, стражниксене тӳрех хурал пӳртне чĕнсе кĕртрĕ. Кунта вăл Ваçлине хупăрлама янă стражник çине шур куçне кăларса пăхрĕ те:
— Ну, айăплă çын ăçта, ма илсе килмерĕр? — терĕ.
— Вăл... тарчĕ... ваше благородие... — хăранипе чĕтресе каларĕ стражник.
— Мĕн терĕн?!. — Огуречниковăн тултисем илтесрен юри пĕчĕклетнĕ сасси йытă хăрлатса вĕрнĕн илтĕнчĕ.
Умĕнче тĕпсĕр шăтăк пулсан, стражник ним шухăшласа тăмасăрах сикĕччĕ те станувуйăн çисе ярасла куçĕнчен хăтăлĕччĕ. Халĕ ниçта кĕрсе кайма çуккипе вилесле пулса хуравларĕ:
— Вăл мана кĕнĕ-кĕмĕнех пăшалпа печĕ те... Эпĕ анранă вăхăтра темпе çапса ӳкерчĕ, кайран тенкелтен çыхса хăварнă. Хам мĕнле чĕрĕ тăрса юлнине те пĕлместĕп, халь ак стражник хăтарчĕ...
Тепĕр чухне Огуречников хăйне парăннă стражник хутне кĕрĕччĕ. Тăшмана тытма хăтланнă çĕрте темле инкек те тупăнĕ. Халь шанса килни ытла та сая кайнине тӳсеймен енне шăлне шатăртаттарчĕ:
— Пăшалпа пенĕ... Çапса пăрахнă иккен... Аманни ăçта? Юн тухни ăçта? Ма вĕлермен вăл сана?! — Огуречников стражник револьверĕ çуккине асăрхарĕ те çынсем илтесрен хăранине те манса кăшкăрса пăрахрĕ: — Хĕç-пăшал ăçта сан?! — Лешĕ ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса тăчĕ. — Шарламастăн-и, сукин сын! Хĕçпăшална та тăшмана парса ятăн-и? — Огуречников сиксе пычĕ те енчен енне çутăлтарчĕ. — Суда паратăп, сукин çын! Çĕпĕре яратăп! — Стражник ним хускалмасăр та ним чĕнмесĕр çаптарчĕ. Огуречникова тепĕр сисчĕвлĕ шухăш пырса кĕчĕ. «Тăхта, Прахăр хĕрне тытма килнине Ваçли çак ăçтиçукран тĕпчесе пĕлмен-и? Çак каласа панă тăрăх тухса тарман-и лешĕ? Чӳрече, чулсем, Уляна макăрни — куçа сĕрес ятне кăна мар-и?» Огуречников стражнике хĕнеме чарăнчĕ.
— Чăннине кала, сукин сын! Хăратса вăлтмарĕ-и вăл санран? Эпир Прахăр хĕрне тытма килнине каласа памарăн-и?
Стражник хурал пӳртĕнче никам çуккине астусанах, Кĕтерук та тарса ĕлкĕрнине тавçăрчĕ. Огуречниковăн ыйтăвĕ куна йăлтах çирĕплетрĕ. Енчен станувуй хĕнемен, тем каласа сехрине хăпартман, хута кĕререх те йăпатса ыйтнă пулсан, стражник ним пытармасăр каласа парĕччĕ. Халь тепĕр майлă шухăшласа илчĕ: Ваçлине алăран вĕçертнĕшĕн, револьвере çухатнăшăн та тем курмалла? Полицисен йăрăсне тăшмана каласа панине пĕлсен, пушшех хытă айăплĕç. Сутăнчăка никам та шеллес çук. Инкекрен çăлăнас тесен, тунмалла кăна. Хăй калашле, Ваçли ун çинчен никама та евитлемĕ.
— Çук, ваше благородие, — ура çинче аран тăрса, хуравларĕ стражник, — çапса анратнипе эп пĕр сăмах та чĕнеймен. Тăна кĕнĕ çĕре вăл тухса кайма ĕлкĕрнĕ.
Огуречников ĕненчĕ. Прахăр хĕрĕ стражник сутнипе тарнă тенине илтме пушшех те йывăрччĕ ăна. Вара унран Уляна мăшкăлласа кулни пулĕччĕ.
— Стана илсе кайса сивĕ çĕре хупăр ăна. Унта хăех пурне те тĕплĕн кăтартса парĕ!.. — аллине сулчĕ Огуречников. Стражнике илсе кайсан: — Ĕнтĕ старостăна чĕнĕр! — терĕ. Макçăм кĕрсенех, ăна тапăнчĕ: — Ахă, эсĕ староста-и-ха?!. Каласа пар ĕнтĕ, сана шанса панă ял çыннисем мĕнле пурăнаççĕ?.. Аслă патша тытăмне пăсма хăçан вĕрентсе çитернĕ эсĕ вĕсене?!.
Макçăма тĕнче пĕтсе килнĕн туйăнчĕ. Анчах ним чĕнмесĕр тăрса та инкекрен хăтăлас çуккине ăнланнипе:
— Ваше благородие, Энĕшкасси çыннисем пăлханнăшăн тем таранах пăшăрхансан та, çакна çирĕплетме хăятăп: кунта эпĕ айăплă мар. Хăвăрах пĕлетĕр, эпĕ вĕсемпе явăçмастăп... Кунĕн-çĕрĕн арманта нушаланатăп... Çавăнпа старостăран кăларма та ыйтнăччĕ. Теме курса тытса усраççĕ...
— Ăхă, эсĕ вĕсемпе явăçман иккен?.. Кала-ха тархасшăн: сан шутпа кам пăлхатать вĕсене?
Макçăм кӳçĕ умне сасартăках, ултă çул каярах пулса иртнисем тухса тăчĕç. Ун чухне те çак пӳртрехчĕ. Çтаппана тенкел çине çыхса вырттарчĕç те, Мошков хурăн хуллипе çунтарчĕ. Огуречников шутласа пычĕ. Макçăм хăйне çапасран хăранипе тӳсеймерĕ, кăравул кăшкăрса ячĕ. Урамри халăх пӳрт стенине темпе тăрăслаттарни, юнаса шавлани Огуречниковăн татах çаптарас кăмăлне аркатрĕ. Макçăм çăлăнчĕ. Халь пыршă татăласла кăшкăрсан та, çакăнтах вĕлерсен те, никам килсе хута кĕрес çук. Станувуй ыйтăвĕ çине нимĕн те пытармăсăр каласа парсассăн хăтăлăн та... Микулапа хăй ачисене мĕнле хăйса сутас.
— Ма шарламастăн, сукин сын! Халăха кам пăлхатать?!. Кам ертсе. пырать?!. — хаярланчĕ Огуречников.
— Ваше благородие, паçăрах каларăм...
— Ăхă, паçăрах: каларăн иккен... Халăха пăлхатаканĕ сан ывăл мар-и?.. Халь ăçта вăл?! Каллех пĕлместĕн-и, сукин сын! — Макçăма çӳçĕнчен çăлса илчĕ те тапкăпа ислетме тытăнчĕ. Ывăннипе хĕнеме чарăнса сывлăшне çавăрсан, юнаса астутарчĕ: — Ку малтанлăха кăна. Енчен ывăлна тытса памасан, пăлхава ертсе пыракансене тупмасан, аякна хăвармастăп! Çĕпĕре ăсататăп! Тата çакна та ан ман: халь мĕн курни-илтнисене ял çине кăларсан, пуçна каялла пăрса лартатăп!
XII
Станувуй ытла та сӳсленнине асăрхасан, Анук пĕтĕм чун-чĕринчен савăнчĕ.
— Килĕрех, килĕрех, Григорий Петрович... Паçăр та ытлашши васкаса кайрăр. Ĕнтĕ хăна тумасăр кăларса ямастăп. Тӳрех сĕтел хушшине ларăр-ха!
— Хаваспах, Анна Александровна...
Анук эрех тултарса пачĕ те малалла шăкăлтатрĕ:
— Григорий Петрович, ман сире ятлас кăмăл пур.
— Мĕншĕн, Анна Александровна?
— Ара, хăвăр калашле, айăпла çынсене тытсан, эсир мана систерессе кĕтнĕччĕ. Вĕсен пичĕ çине сурам тесе шутланăччĕ. Эсир хăвăр сăмах çине тăмарăр. Мана кăтартмасăрах Атăлкассине ăсатрăр-и, тен?
Огуречников Анук йĕкĕлтенине туйма мар, вăл ыхлаçлăн ӳпкеленине ĕненнипе паян ытла та тарăхни çинчен каласа парса чунне йăпатасшăн пулчĕ.
— Мана ятлама тивĕç, Анна Александровна. Эпĕ, чăн та, хам сăмах çине тăраймарăм. Анчах сирĕм кăмăла тивĕçтермесĕр хăварас шутпа мар, ирĕксĕртен. Тĕрĕссипе, айăплисене тытаймарăмăр.
— Мĕнле апла? — тĕлĕнчĕ Анук. — Сирĕн пек ăста çын аллинчен вĕçерĕннĕ тенине ĕненес килмест!
Анук сăмахĕсем станувуй мăнкăмăллăхне тиврĕç. Вăл хăйне тӳрре кăларма тăрăшрĕ:
— Пур ĕçе те хам çеç тусан, чăн та, вĕçертместĕмччĕ. Хăшпĕр ĕçсене çынсем урлă тумалли пĕтерчĕ. — Унтан Огуречников пĕр стражникĕ Ваçлине мĕнле тартнине каласа пачĕ те: — Прахăр хĕрĕ çинчен халлĕхе ним шухăшлама та аптратăп, Уляна килĕнче мен курни-илтни шалтах тĕлĕнтерчĕ мана. Вăт, çавнашкал пурнăç, Анна Александровна... Пире кашни утăмрах ĕç ăнманни е вилĕм хăрушлăхĕ кĕтет. Ирĕкре çӳрекен хĕçпăшаллă тăшманшăн хӳтлĕхрен тăрăслаттарасси нимех те мар... — тесе вĕçлерĕ сăмахне.
— Мĕн калаçасси пур вара, Григорий Петрович... Çапах та ахалех пăшăрханатăр эсир. Ан тив, паян тарма ĕлкĕртĕр. Ыран пурпĕр çакланĕ.
— Хăталаймасса хам та шанатăп... Паян çеç питех тарăхмалла килсе тухрĕ.
— Эй, тата... тупнă хуйхăрмалли... Луччĕ ĕçĕр те çырткалăр-ха...
Ĕçки-çики, пуринчен ытла кил хуçи арăмĕ Огуречников кăмăлне патех килентерет. Тепĕр чухне пулсан, вăл саркалансах ĕçĕччĕ. Анчах Энĕшкассинче ĕç ăнăçсăр иртни, станри лару-тăру тăнăçлă марри ирĕк памарĕ. Вăл тултарнă сăрана ĕçрĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Ара, Григорий Петрович, ма çиместĕр эсир...
— Пурте сĕтел çинче, пурте умра, Анна Александровна. Чыса пĕлме те вăхăт...
— Çук, уншăн мар эсир, Григорий Петрович... Микула çукран васкатăр ĕнтĕ... Хĕрарăм тени хăна тума пĕлет-и вара?
— Анна Александровна, — хĕре пуçланă шухăшĕнче мĕн пуррине каласа пама шутларĕ Огуречников, — сирĕнтен вашават хăналакан хĕрарăм çуралман-ха... Сăмаха тӳртен янăшăн ан çилленĕр те... Сирĕнтен евĕклĕ, маттур та илемлĕ хĕрарăм урăх çуралман. Сирĕн алăран сăра курки тытасси маншăн чи пысăк телей. Уншăн тесен, паян та сĕтел хушшинче тем чухлех ларăттăм... Чунилли май кайса хальхи пăлхавăрлă саманана манма юраманни хуплать. Ман ĕçен шăпи çавнашкал ĕнтĕ, ним тума та çук... Пуриншĕн те тавтапуç, Анна Александровна...
Атăлкассине çитсе Мошковпа тĕл пулсанах, лешĕ Михха темиçе хут та чĕнтернине пĕлтерчĕ.
Огуречников пырса кĕнĕ çĕре Михха килĕнче старшина, тиек, Лаврский лараççĕ.
— Сударьсем, — старшинапа станувуя çапла чĕнсе сăмахне пуçарчĕ Михха, каçарăр та, паян сире чăннине каламасăр тӳсейместĕп... Эпĕ сире яланах çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Ĕç çинчен яланах сĕтел хушшинче те тав курки умĕнче сӳтсе явнă. Ырă пурнăç курмалăхне пулăшма тăрăшнă. Эсир те ман пурнăçăмпа пурлăхăма упрасса шаннăччĕ. Ахалех пулчĕ. Эсир ниме юрăхсăр сăрнайсем кăна иккен... Тăшмансене сăмса айĕнчех шăтса ӳсме ирĕк панă. Ним курмасăр, ним илтмесĕр пурăннă. Вăт ĕнтĕ, мана ăс парса нушаран хăтарăр!
«Ху айăплă, мĕншĕн бурлаксене улталаса хăвна хирĕç тăратрăн, акă ĕнтĕ мĕн акнине вырса илетĕн», — тесе калас килчĕ старшинан, хăранипе чĕлхине çыртрĕ.
Огуречников та шыв сыпнă тейĕн — сасă кăлармасăр ларать. Ваçлине алăран вĕçертнĕшĕн тарăхни иртменччĕ, чĕрине Михха тăрмалама тытăнчĕ. Халь ĕнтĕ кавар тунине сирейменшĕн çеç мар, бурлаксене улталама май тупса панăшăн та хăйне хăй çилленчĕ.
— Ма ним те шарламастăр? Е эсир те забастовка тума шутларăр-и.
Вара Лаврский мăйне тăсса сăмах каларĕ: — Господа, чăнах та, киревсĕр ĕç сиксе тухрĕ. Хут пĕлмен сĕмсĕр чăвашсем забастовка тăваççĕ. Ним иккĕленмелли те çук, ку ĕçе ăслăрах çынсем хатĕрленĕ. Вĕсене пĕтересси Григорий Петровичпа ун çыннисен тивĕçĕ. Пирĕн хамăра тивĕç ĕçсем мăй таранах. Пусăра тырă тăкăнма пултарать. Çанталăк çумăра кайсан, ути те улăхрах çĕрĕ. Çил-тăвăл килсе рейдăри йывăçсене салатса Атăл тăрăх юхтарĕ. Вăт Михаил Петрович пире çынсене мĕнле ĕçе кăларасси çинчен канаш пама хушать те.
— Тĕрĕс» Константин Сергеевич, çавă кирлĕ те мана... — чĕрĕленсе сăмах хушрĕ Михха.
Лаврский хăй шухăшне малалла тăсрĕ:
— Ман шутпа, акă мĕн тумалла: чи малтанах, Округ сучĕ йышăннине ним пăркалăнмасăр пурнăçламалла. Енчен ыран ĕçе тухмасан, лаша пурринне лашине, сурăх пуррине сурăхне çавăтса тухмалла, ним çуккинне хуралтне салатмалла. Пурлă-çуклă пурлăха никамăнах та пĕтерес килмĕ.
— Килĕшетĕп, Константнн Сергеевич, суд йышăннине халех пурнăçлама тăрăшăп! — сăмах пачĕ Огуречников.
Лаврский шухăшне малалла тăсрĕ:
— Маткă тăвакан, берда çапакан ăстасене укçана шеллемесĕр сутăн илмелле. Чăхăмласан. тытса килсен те нимех мар. Йывăç тиекенсене пинĕ-пинĕпе тулăпăр. Сулă тăвакан çармăссем челена çине тиеме пултараççех ĕнтĕ. Филипп Спиридонович паянах, халех çармăссене пухма кайтăр!
Лаврский канаш пани Миххана шанăç кӳчĕ. Ĕç тухсан, Енел халăхне пуриншĕн те тавăрĕччĕ!
— Ма Хĕлип çеç, çармăссен енне эпĕ те каятăп. Ман унта паллакансен шучĕ çук. Хамăн ĕçри кашни подрядчикех тус-йыш. Маткă тăвакансене сутăн илме те пулĕ! — килĕшрĕ Михха.
Эпĕ хам енчен саласене çавăрăп, — шантарчĕ Лаврскии. — Вĕсем ыранах ĕçе тухĕç. Тата пултарулăхĕпе те Ĕнел халăхĕнчен юлмĕç. Ĕмĕр тăршшĕпех Атал хĕрринче пурăнаççĕ. Господин Озерова çакна тума сĕнес килет: вăл паянах старостăсене чĕнсе илтĕр те тырă вырма, утă çулма çынсем пухма хуштăр. Тиек кӳршĕ вулăса çиттĕр те унти старшинана, старостăсене пухса калаçма сĕнтĕр. Вара, господа, ыран пур çĕрте те ĕç вĕресе кайĕ;
— Завода мĕнле ĕçлеттермелле? Выльăх-чĕрлĕхе пăхма кама тупас? — канăçсăр шухăшне пĕлтерчĕ Михха.
Лаврский ку ыйту çине те хурав тупрĕ.
— Выльăх-чĕрлĕхне пăхма старостăсем пухса янă çынсенченех суйласа илме тивет. Завода мĕнле ĕçлеттермелли çинчен тепĕр хут сӳтсе явăпăр. Унта пусăри пек пачах юхса тухмалли ним те çук. Атăл та йывăçа салатмĕ. Малтан вăраха тăсма юраман ĕçсене пуçтарар-ха!
— Тавтапуç, тавтапуç, Константин Сергеевич... Ырă канаш парса ман кăмăла çĕклерĕн.
Хуçан мĕнпур ырă сăмахĕ вакката çеç тивни Огуречникова кĕвĕçтерчĕ. Халиччен хуçана кирлĕ канашсене яланах вăл параканччĕ. Паян хăйĕн ĕçсем ăнманнипе анрана тухнăран пĕр сăмах хушаймасăр ларчĕ. Юлашкинчен те пулин ырă ят илтесшĕн:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...