Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Кума... Паянхи асран кайми кун чăваш хĕрарăмĕсем хăйсем те çын иккенне лайăх палăртрĕç. Пуринчен ытла, кума, эсĕ хăватлă сăмах каласа хĕрарăмсен чĕрине çунатлантарнăшăн савăнатăп!
— Темле çав, мĕн кирлине пĕтĕмпех калайрăм-ши? Ытла пăлханнипе чĕлхе çыхланнăн туйăнчĕ.
— Уншăн ним те ан шухăшла, кума... Çакна та шанатăп, эс сашă хĕлхем çынсен чĕринче нихçан та сӳнмĕ. Анчах полицисен хăлхине пырса кĕресрен хăрушă... |
— Ан тив, пĕлччĕр, кума! Эпĕ халь никамран та хăрăмастăп. Ку таранчченхи пурнăçран начарри урăх ниçта та çук. Маншăн каторга килтех. Хăвах шухăшла-ха, ку-ма... Тискер самана мана савнă çынран уйăрчĕ, çамрăк пуçăма çирĕ. Малтанхи ача хĕр çуралнипе мĕн тери терт куртăм. Маншăн кашни турам çăкăр шĕл-кăвар пулнă. Кунтан асаплă пурнăçа тамăкра та тупаймăн. Тата кĕре-шӳре ним те çухатмастпăр тесе ахаль вĕрентнĕ-и пире. Ирĕклĕхшĕн пуçа хума та хатĕр!
— Рейдăран мĕн хыпар? Ытти çĕрте мĕнле-ши? — ыйтрĕ Кĕтерук.
— Ĕç пур çĕрте те ăнăçлă пырать. Миххан мĕнпур тарçи кĕрешĕве тухнă. Анчах çак çеç пăшăрхантарать. Сан Якуру каллех Михха хутне кĕрсе хуçана парăнма чĕннĕ.
— Вăт, ман пурнăç мĕнлине хăвах куртăн ĕнтĕ. Эсĕ мана туре-шарасемие хăратасшăн. Çук, кума, урăх тӳсейместĕп. Курайман килтен тухса каятăп.
— Килтен унсăр та тухса кайма тивĕ-ха... Полицейскисем алла усса ларманни паллах. Халь пирĕн умра тепĕр хăрушлăх тăрать. Вĕсем пире тытса хупассипе çеç хăратмĕç, таçти ялсенчен хăваласа килнĕ çынсене ĕçлеттернипе парăнтарма тапăнĕç. Вăт, сехмет пуссине никама та кĕртес марччĕ.
— Тăрăшăпăр, кума. Сыхлама кашни ялтанах вуншар хĕрарăм тухма килĕшĕпĕр.
— Питех аван, кума. Ĕнтĕ çырла çитерем-ха сана.
— Тепĕр чухне, кума. Халь васкатăп. Çăкăр пĕçерме хатĕрленĕччĕ. Тем сиксе тухиччен пĕçерсе хăварма ĕлкĕрес тетĕп...
Килĕ тĕлĕнче Кĕтерука хĕрĕпе ывăлĕ кĕтсе илчĕç. Пӳрт умĕнчи тăпрас çинче хуняшшĕпе хунямăшĕ лараççĕ. Вĕсем мăнукĕ çуралнăшăн питех савăнаççĕ, ăна хăйсенчен пĕр утăм та хăптарăсшăн мар.
Ывăл çурални Кĕтерука та калама çук савăнтарать. Анчах хăйĕн ырлăхĕшĕн çеç мар, ытларах йăмăкĕсемшĕн. Ĕнтĕ Прахăр хĕрĕсем хĕрача çеç çуратаççĕ тесе никам та хурлаймĕ.
— Анне! Анне! — хавасланса чупрĕ Анахвис. Кĕтерук ăна ыталаса илчĕ: — Эпĕ пӳрт урайне, çенĕкĕ те шăлтам, кил хушшине те тасатрăм.
— Маттур, маттур, хĕрĕм... — ăшшăн каларĕ Кĕтерук.
Коля та чупса çитрĕ.
— Анне, анне! Эпир Анахвис аппапа вылятпăр!
— Выльăр, выльăр!.. — ывăлне чуптурĕ Кĕтерук.
— Эс ма ир килтĕн тата? Сан мĕн, килте ĕмĕртекен ача пур-и? — кинĕ ĕçрен вăхăтсăр таврăннипе кăмăлсăрланчĕ Марине.
— Сехмет ĕçне тăвас килмерĕ, çавăнпа пăрахса килтĕм, — хуняшшĕпе хунямăшĕ пурпер ăнланас çуккине астунăран айăпне хăй çине илсе хуравларĕ Кĕтерук.
— Апла иккен... Çын ĕçне тумасăрах пуйрăн-и?.. — тата ытларах вĕчĕрхенчĕ Марине.
— Ия... Çав пуянлăха эсир курса савăнайманшăн кăна пăшăрханатăп, — ытарлăн каласа хăварчĕ Кĕтерук.
— Мĕн пулнă ăна? Мĕнле пуянлăх çинчен сӳпĕлтетет вăл? Тата сасси те яланхи мар, — сăмах хушрĕ Тихăн.
— Кам пĕлет. Халиччен те ăслах марччĕ те... йăлтах пăсăлнă курăнать. Кун варринчех ĕç пăрахса килнине ялйыш пĕлсен мĕн калĕ? Эх-ха-ха... Пирĕн тĕлех тупăнчĕ ку путсĕр кин... — эрленчĕ Марине.
Пӳртре юрлани илтĕнчĕ:
Çак саманара ĕçлекен выçă вилет-çке,
Шăп тăрас-им малалла, юлташăм?
Пирĕн ĕçе тăвакан çамрăксенĕн
Эшафотран хăрас çук куçĕсем.
Çак çапăçура ӳкнĕ çынсенĕн
Чыслă ячĕсене асра тытмалла!
Ĕççыннисем çапăçса çĕнтерсен,
Вилекене ĕмĕр чап пулмалла!
Танлăхшăн юнлă
Вăрçа пуçланнă;
Ут малалла,
Ĕççынни, вăрçалла!..
Тихăнпа Марине куçлă çынсем пекех пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Кинĕ ку юрра ют çыксенчен веренсе килнине тавçăрчĕç. Анчах мĕн сăлтавшăн, мĕн савăнăçшăн юрлать вăл?
Мăнукĕн сасси Тихăнна Марине шухăшне татрĕ.
— Атте! Атте! — тесе чупрĕ Коля.
— Ывăлăм... — ачине ыталаса илчĕ Якур. — Ытла та маттур вĕт эс ман. Çавăнпа кучченеç илсе килтĕм сан валли... — Кĕсйинчен пĕр шушкă кăларса пачĕ. — Мĕн каламаллачĕ-ха ĕнтĕ?
— Тавтапуç...
— Çапла кала çав...
Ватăсем ывăлĕн сасси илтĕннĕ еннелле çаврăнчĕç. Кинĕ вăхăтсăр ĕçе пăрахса килнĕшĕн пăшăрханни иртменччĕ, ывăлĕ те çавнах тунă иккен. Çитменнине, вăл ӳсĕррине те туйрĕç. Ытла та кăмăлсăрланнипе Марине ывăлне палласа илеймен пек юттăн чĕнчĕ:
— Кам çавăнта?
— Эпĕ, анне... — хаваслăн хуравларĕ Якур.
— Ма ĕçлеместĕр?
— Пастовка тăватпăр.
— Мĕн тăватпăр терĕн? — ăнланайман пирки тепĕр хут ыйтрĕ Марине.
— Пастовка тăватпăр. Михха хак ӳстермесĕр те ĕçе тытăнмастпăр тени пулать.
Марине пурпĕр тăна сӳпĕлтетни ăна тарăхтарчĕ.
— Эсир паян, чăн та, пăрахса килчĕ. Ĕнтĕ эсĕ...
— Кĕтерук та ĕç пăрахнă-и? — сӳрĕкленчĕ Якур.
— Эпĕ ĕçлемесĕрех пуян, тет. Ав, итле, хăй савнине качча тухма хатĕрленекен хĕр пекех юрлать.
Якур самантлăха тимлесе тăчĕ. Кĕтерук чăнах та юрлать. Кунашкал илемлĕ те савăк сасса вăл арăмĕ хĕр чух юрланă самантра çеç илтнĕ. Тата кĕвви, сăмахĕсем те ытла тĕлĕнмелле:
Пур тĕнчери тирана кураймастпăр,
Халăх тертне, сăнчăрне хисеплер.
Халăх юнĕпе хĕрелнĕ тронсене
Хамăр тăшман юнĕпе хĕретер.
Пур харамçа та, пур тăшмана та
Пĕр хĕрхенмесĕр каялла тавăрар!
Тавăрупа вилĕм пултăр патшана,
Чаплă çĕнĕ вăхăт инçе мар!
Танлăхшан юнлă
Вăрçă пуçланнă;
Ут малалла,
Ĕççынни, вăрçалла!..
Упăшки хыттăн чĕнни Кĕтерук юррине татрĕ.
— Юрлатăн эппин?.. Мĕн хаваспа? Упăшки сутăнчăк этемне аса илчĕ те Кĕтерук, кăмăлĕ пăсăлчĕ. Ăна çавăнтах тӳрĕ сăмах каласа чыхăнтарас килчĕ.
— Пурнăç лайăхран савăнса юрлатăп. Нумай хуша пит-пуçăма вĕри куççульпе çуса пурăнтăм... Нумай хушă турăран вилĕм ыйтса кĕлтурăм. Ухмах пулнă çав. Пурнăçăн пархатарлăхĕ ăçтине сисмен, эпĕ хам та çын иккенне пĕлмен.
Якур арăмне ăнланмарĕ. Ун сăмахĕсем кулăшла туйăннипе вăл ахăлтатма тытăнчĕ.
— Эсĕ çын-и?.. Çук, эсĕ çын мар, хĕрарăм кăна!
— Çак сăмаха тăм-ухмахсем çеç калаççĕ. Çапах та сана çын шутлакан ăслă çынсем камне пĕлесчĕ ман?
Кĕтерук упăшки сăмахне ăçталла илсе пырасшăнне тавçăраймарĕ.
— Кунашкал çынсем пур. Анчах вĕсем çинчен сана каласа пама та кирлĕ мар. Эс пурпĕр ăнланас çук Якур хăйĕн арăмĕ революциллĕ юхăма хутшăннине туйманнипе тӳрех Ваçлипе иккĕшин хушшинчи лару-тарăва аса илчĕ те тилĕрсе кайрĕ.
— Суятăн, эпĕ ăнланатăп çеç мар, эсĕ кам çинчен калаçнине те витĕр куратăп... Пыр, ун чунĕ тамăка лекесрен хăтарма çурта ларт! Эпĕ ăна ĕмĕрлĕхех хам çул çинчен сиртĕм.
Кĕтерук вутлăн-хĕмлĕн пулчĕ. Вăл упăшки ирсĕр ĕç тунине сисрĕ.
— Кама, ăçта сирсе пăрахрăн?
— Ахă-ă... — арăмĕ пăлханнине асăрхаса рехетленчĕ Якур — Пакартуна тиврĕ-и? Эпĕ йăнăшман иккен!
— Эсĕ йăнăшнипе йăнăшманни мана кирлĕ те мар. Çакна çеç пĕлесчĕ: тата мĕнле киревсĕр ĕç турăн?
— Эпĕ нимле киревсĕр ĕç те туман. Сан Ваçлине çеç хам çул çинчен сиртĕм. Анчах ытла йӳнĕ кайăк пулчĕ вăл. Мĕнпурĕ те пĕр тенкĕ çеç тулерĕç. Ĕненместĕн-и? — Якур кĕсйинчен темиçе пăхăр кăларса сĕтел çине хучĕ. — Акă, кунта пĕр тенкĕн юлашки. Ил те çурта кайса ларт.
Кĕтерук йăлтах ăнланчĕ те чĕри çурăласла ыратнине тӳсеймесĕр:
— Эсĕ, мĕн, полицейскисене сутăнтăн-и? — терĕ.
— Çук, эпĕ никама та сутăнман. Эпĕ аслă патшан шанчăклă тарçи кăна. Элĕ халь станувуйпа тус-йышлă, — Огуречников сăмахĕсемпе хуравларĕ те Якур хушса хучĕ: — Ваçли леккисем ман çумра шăна кăна. Ав мĕнле Якур халь эпĕ! Кур та савăн!
Кĕтерук уменче çын мар, çĕлен-калта тăрать. Вăл тӳсеймерĕ, ултă çул хушши пухăнса йӳçнĕ хаяр кăмăл-шухăшне ирĕк пачĕ:
— Эсĕ ирсĕр çынне тахçанах пĕлнĕ. Çак териех тесе çеç шутламанччĕ...
— Хуп çăварна! Мĕнле хăятăн! — кăшкăрашрĕ Якур.
— Хытăрах кăшкарса юл. Паянтан урăх санпа, ие çăпатипе, нихçан та сăмах хушмăп!
— Эсĕ мана хурлама-и, сучка?
Якур Кĕтерук еннелле ыткăнчĕ. Çывăха çитсен, чарăнса тăчĕ, тытмарĕ. Хăраса таракана йытă пушшех хăвалать, хăраманра-и — хăй тарать. Якур та арăмĕ тарма хăтлансан, пушшех урса каяканччĕ, хуса çитсе тытсан, алли каниччен тиверекенччĕ. Халь Кĕтерук тарма мар, вырăнтан та сикмерĕ. Куçĕ Якур çине хĕлхем сирпĕтет. Хирĕç тапăнас пек аллисем чăмăрланнă. Якурăн çапăçас шутлă чăрсăрлăхĕ арканчĕ. Вăл пӳлĕннĕ лаша пек хашкарĕ.
— Урнă йытă пек ан сик, пурпĕр хăрамастăп! Паян эсĕ ман сăмаха вĕçне çитиех итлеме тивĕç! — Малалла каларĕ Кĕтерук, — эсĕ ман çамрăк ĕмĕре çирĕн, ултă çул ытла чурăсла тарăхтарса усрарăн. Уншăн эпĕ сана каçаратăп. Уншăн эсĕ çеç айăплă мар. Çитменнине, тата çамрăклăха, юратăва та каялла тавăрма çук. Анчах эсĕ маншăн çеç мар, ху пек чухăнсемшĕн те тăшмана тухрăн. Çук, эсĕ Ваçлине мар, эсĕ Энĕшкассипе ытти ял чухăнĕсене сутнă. Вĕсем сехмете хирĕç кĕрешме пухнă вăй-хăватне пĕтерме кĕрĕшнĕ. Сана тĕрĕсех Иуда тесе ят панă. Çакă ман юлашки сăмах тата санран йĕрĕнни пултăр! Кĕтерук упăшки еннелле сурчĕ, алăк патнелле утса кайрĕ.
Якур тинех тăна кĕчĕ, хур кӳнĕ арăмне тавăрмасăр кăларса ярасран хăраса ӳкрĕ, хыçран ыткăнчĕ.
Кĕтерук çенĕкрен тухма ĕлкĕрейменччĕ, Якур хуса çитсе тутăрне сӳсе илчĕ. Кĕтерук çакна манмарĕ ĕнтĕ: кирек ăçталла тарма хăтлансан та, упăшки унран хăпас çук, урамра тĕркĕшсен яла култарăн. Лешĕ çав-çавах çӳçрен ярса тытма хăтланчĕ. Кĕтерук, ун аллинчен вĕçерĕнме ĕлкĕрсе, çăлăнма май шырарĕ. Вара пӳрт кĕтессинче кĕпе кисĕппи тăнине аса илчĕ те хăвăрт ярса тытрĕ, хаяррăн астутарчĕ:
— Ан çыхлан, çапса пăрахатăп!
Якур арăмĕ çапасса шанмарĕ, ун патнелле пычĕ.
— Апла иккен, сучка... Питрен сурма та çапăçма пикентĕн-и!
Кĕтерук чипер хăтăлма çуккине ăнланчĕ. Хăй мĕн тунине те чухлаймасăр упăшкине кисĕппе пуçĕнчен çапрĕ, Якур куçĕнчен хĕлхемсем сирпĕнчĕç. Ку ăна пушшех астарса ячĕ. Вăл арăмĕ еннелле уртăнчĕ. Кĕтерук каялла чакнă вăхăтрах ăна ăçтан лекнĕ çăвăнтан патлаттарчĕ. Якур тӳсеймерĕ, çĕре персе анчĕ, кăравул кăшкăрса ячĕ. Темиçе çул хушши асаплантарнин тарне кăларас пек, упăшкине выртнă çĕрте те ислетме чарăнмарĕ. Çуй-шава илтсе, Анахвис чупса çитрĕ:
— Анне, анне! Мĕн тăватăн эсĕ! — çуйлăн чĕнчĕ. Кĕтерук тăна кĕрсе кисĕпне ывăтрĕ.
— Атте, атте! — Анахвис Якур патнелле пырасшăнччĕ. Кĕтерук чарчĕ ăна.
— Аçу мар вăл, çĕлен-калта... Атя, кайрăмăр кунтан! Картиш алăкĕ патне Тихăнпа Марине çитрĕç. Ывăлĕ кăшкăрашни вĕсен чĕрине хускатрĕ.
— Мĕн çуйхашатăр?
— Сирĕн ачаш ывăлăр урса кайнă. Савса йăпатăр! — пуçламăш хут сиввĕнрех каласа хучĕ те Кĕтерук урамра çӳрекен ывăлне йăтса чупрĕ.
Хĕрĕ çара пуçăн ачисемпе кĕрсен, Уляна ку ырă енне маррине сисрĕ.
Кĕтерук тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Ах, анне... Эпĕ пуçĕпех тухса тартăм...
Уляна черине тепĕр вут хыпса илчĕ. Ан тив, вăл упăшки тата хĕрĕсем мĕнле ĕçе çыхланнине пĕлет, хăй те, вĕсен кăмăл-шухăшĕпе килĕшсе, пурнăç çине ытти хĕрарăмсенчен урăхларах пăхать те, пурпĕрех хĕрĕ упăшкинчен уйрăлма шутлани кăмăлне каймарĕ. Ара, Энĕшкасси çеç мар, хĕрарăм упăшкине пăрахса хăварнине прихутра та никам курман. Е хăйне Прахăр тарăхтарманччĕ-?? Вăл çаплах тӳссе ирттерчĕ. Тӳсекене турă та пархатарлăх кӳрет тенĕ. Ав, Прахăр халь сар çу пекех. Хĕрĕн пурнăçĕнче те çакнашкал килсе тухĕ.
— Мĕнле таврăнмастăн? Мĕн аташатăн эсĕ? — сӳрĕккĕнрех чĕнчĕ Уляка.
— Урăх тӳсме çук, анне. Çавăнпа таврăнмастăп, — терĕ те Кĕтерук, кăмăлĕ йӳçсе çитнине ирттереймесĕр, сак çине выртса макăрчĕ.
Уляна самантлăха ним тума аптраса ларчĕ, Хĕрĕ кунашкал хурлăхлине вăл Михха тапăннă хыççăн çеç курнăччĕ. Хăй ытлашширех каланăн сунса, хĕрне йăпатасшăнччĕ, витĕмлĕ сăмах тупаймарĕ. Кĕрӳшĕ килсе харкашма пултарасса аса илчĕ те васкавлăн çенĕке пинтĕрсе кĕчĕ. Мăнукĕсене ыталаса йăпатма хăтланчĕ. Тӳсеймерĕ, хăй те макăрса ячĕ.
Вăхăт нумай та иртмерĕ, çенĕк алăкне шалтăртаттарчĕç Кĕтерук пуçне çĕклерĕ. Ыттисем те макăрма чарăнчĕç. Çенĕк алăкне тата хытăрах тӳнлеттерчĕç. Арçын хаяррăн кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Ав, мĕнле тухатмăш эсĕ!.. Сучка хĕрне çенĕке питĕрсе çăлса хăварасшăн!
Нихçан илтмен сăмахсем Улянана чĕтретсе пăрахрĕç, вăл аптăранипе пит-куçне аллипе хупларĕ.
Унччен те пулмарĕ — чӳрече чăнкăр! çĕмĕрĕлчĕ, пӳрте чăмăртан пысăк чул кĕрсе ӳкрĕ. Кĕçех урам енчи чӳречесем арканчĕç.
Якур, тата тем шутласа, пуçран пысăк чул тытнăччĕ, ĕлкĕреймерĕ — Прахăр кӳршисем сиксе тухрĕç те ун енне ыткăнчĕç.
— А-а, Иуда?! Пире сутни сахал сана, чипер пурăнакан çынсен сехрине хăпартса çӳрес тетĕн-и! — тесе çăлса илчĕç те Якура ăшаласа ăсатрĕç.
Урам хушши шăплансан, Кĕтерук йăлтах тăна кĕчĕ, Халь ĕнтĕ ун куççуль çук. Амăшĕ ытла та хурлăхлине асăрхасан, ăна ыталаса йăпатма васкарĕ:
— Анне, анне, ан макăр... Ирсĕрĕн чĕлхи намăслантарма мар, йĕрĕнтерме çеç пултарать. Путсĕр сăмах таса çын çумне çыпçăнас çук. Тархасшăн, ан макăр, анне...
— Турă çырлахтăр, тем илтĕн... Тем курăн...
— Анне, уншăн урăх ним курмалли те çук. Чӳречесене каллех юсаса лартăпăр. Эпĕ унта урăх таврăнмастăп. Вăл та пирĕн пата килмĕ. — Кĕтерук сасартăках Якур Ваçлине сутнине аса илчĕ те ĕшенсе ӳкрĕ. — Анне, эсир те, ачасем, мĕн хурланнипе çитĕ. Лăпланăр та чипер ларăр. Ман кайса килмелли пур-ха.
— Ăçталла? — ыйтрĕ Уляна.
— Анук кума патне, — терĕ те Кĕтерук васкаса кайрĕ.
VIII
Якур киле патакпа ватнă йытă пек сӳсленсе çитрĕ.
Пĕтĕм инкек Кĕтерука качча илнĕрен сиксе тухнăн туйăнать ăна. Мĕнле тавăрас? Тилĕрнĕ чун-чĕрене мĕн туса лăплантарас? Тăхта, Огуречников Кĕтерука та шанмасть мар-и? Ахальтен Ваçлипе çыхăну тытнипе тытманни çинчен тĕпчесе хăшкăлчĕ-и вăл? Тăхта, Кĕтерук мĕнле юрă юрларĕ? Аслă патшана хирĕç мар-и? Кайса çеç каламалла... Вара хуть те мĕн туччăр. Эпир пурпĕр пĕрле пурăнас çук. Ачасене кукамăшĕ пăхĕ...
Якур пуçне кипкепе авраса çыхнине асăрхасан, Огуречников çуйланчĕ:
— Мĕн пулнă сана? Пуçна ма çыхрăн?
Якур арăмĕ кисĕппе ислетнине, хăй хунĕсен чӳречисене çĕмĕрнĕшĕн патак лекнине те каламарĕ, суйса кӳршĕсене пĕтерме шутларĕ.
— Палюкпа Карачăм хĕнерĕç!
— Мĕншĕн?
— Хуçа хутне кĕнĕрен терĕç. Тепле пурăнмалла ĕнтĕ. Хуть те чĕрĕллех тупăка кĕрсе вырт.
Огуречников Якура аван ăнланать. Вăл кăтартнă çынсене тытса хупма та нимех мар, анчах усси пулĕ-ши? Ăна хĕненĕ çынсене халех пуçтарсан, вăл килсе евитленине тавçăрĕç те Якура урама тухсанах шаккаса пăра-хĕç. Вăл халăх шухăшне пĕлни паха. Анчах пĕлтерӳçе йăпатмасан та юрамасть.
— Егор Тихонович, — хута кĕнĕн чĕнчĕ Огуречников, — ан пăшăрхан... Вĕсем пирĕн алăран вĕçерĕнес çук. Вăхăт çитсен, тытса та хупăпăр...
— Хупасчĕ çав, ваше благороди!
— Шан, Егор Тихонович... Эсĕ çавна хыпарлама çеç килтĕн-и?
— Çук, çук, ваше благородн... — станувуй кăмăлне юрама васкарĕ Якур, — эпĕ урăх хыпар илсе килтĕм... Ман арăм Ваçлипе çыхăну тытнă...
Огуречников хăй ĕмĕрĕнче нумай ирсĕр ĕç тунă та, арлă арăмлăх ĕмĕрлĕхĕ тесе шутланипе, Якур арăмне килсе сутасса кĕтменччĕ. Çавăншăн пĕр ĕненмесĕр те пĕр тĕлĕнсе ыйтрĕ:
— Лайăх пĕлетĕн-и? Йăнăшмастăн-и?
— Йăнăшмастăп, ваше благороди... Ытларах та пĕлтерме пултаратăп. Вăл темле киревсĕр юрă юрланине те илтрĕм.
— Мĕнле юрă?..
Якур, кĕввине картана кĕртме хăтланса, тăна хума ĕлкĕрнĕ сăмахсене каларĕ:
Пур харамçа та, пур тăшмана та
Пĕр хĕрхенмесĕр каялла тавăрар!
Огуречников аякĕнчен çĕçĕпе чикнĕн сиксе тăчĕ.
— Лайăх астăватăн-и, çаплах юрларĕ-и?
— Çапла ваше благороди... Киревсĕр юрă юрланăшăн çилĕ килчĕ те кăштах çеç çапса пăрахмарăм. Иккĕленмелли çук, ваше благороди, ăна Ваçлирен урăх никам та вĕрентмен. Çав таçта та çапкаланса çӳренĕ. Халь те çапкаланса пурăнать.
Огуречникова ĕнтĕ ун станĕнче листовкăсем тупăнни нимех те мар пек туйăнчĕ. Вулама пултаракансене станра пӳрнепе шутласа кăларăн. Юрă тесен, ним чару та çук. Ăна хут пĕлекеннипе пĕлменни те çăвартан çăвара сарĕ. Кĕтерук текенĕ паян хĕрарăмсем хушшинче сăмах калани те ăнсăртран мар иккен. Вăхăта ирттермесĕр Ваçлипе иккĕшне тытса хупмалла та тĕпчемелле.
— Пысăк хыпар илсе килтĕн эсĕ, Егор Тихонович, сана куншăн парнелеме те тивĕç. — Огуречников ăна каллех пĕр тенкĕ кăларса пачĕ. — Кĕпĕрнатăра евитлетĕп те, вăл сана хăй тав тăвĕ. Халь пĕчĕк хут тăвар-ха. — Огуречников васкаса протокол çырчĕ те Якура ал пустарчĕ. — Ĕнтĕ кайма та юрать. Кунта пулнине пĕр сăмах та ан шарла: каллех шăммуна ислетĕç.
Якур тухса кайсанах, Огуречников дежурнăй стражнике чĕнсе илчĕ. Урăх ĕçре пулнипе çакна Прахăрпа Натюш ним пĕлмесĕрех юлчĕç.
IX
Энĕшкасси пус хапхинчен вăтамран çӳллĕрех пӳллĕ арçын кĕчĕ. Улача кĕпе, кăвак йĕм, кивĕрех карттус тăхăннă, тăла-çăпата сырнă. Çавăнпа ун çине никам та йӳпсесе лăхмарĕ. Палламан çын, тăкăрлăк хĕрринчи кил чӳречи умне пырса, шыв ыйтрĕ. Виççĕ-тăваттă сыпсанах юлашкине çĕре сапнине те кил хуçи арăмĕ асăрхамарĕ. Палламан çын, куркине тавăрса парсан, сăмах пуçарчĕ: — Инке, кала-ха тархасшăн». Ваçли ăçтарах пурăнать çакăнта?
Кил хуçи арăмĕ кун хыççăн та камне тĕпчесе пĕлме шутламарĕ. Иртен-çӳрекенсем энĕшкассисене шыракансем сахал-им? Ялта Ваçли ятлă çын нумай пулнăран кăна вара:
— Кам Ваçлийĕ кирлĕччĕ сана? — терĕ.
— Староста ывăлĕ.
— Апла турех кай! — аллипе сылтăм еннелле сулса кăтартрĕ кил хуçи арăмĕ. — Унта, урам вĕçĕнче, пĕр-пĕччен шурă пӳрт ларать.
Рейдăра уççăнах хирĕç тухса каланă, бурлаксене забастовка тума чĕнсе кăмăлĕсене çирĕплетнĕ хыççăн Ваçли ялта урăх пурăнма май çуккине ăнланчĕ. Якур сутнине пĕлтерсен, Анук ăна вăхăта ирттермесĕр килтен тухса кайма хушрĕ. Ан тив, кунашкалне кĕтнĕ, хатĕрленнĕ те, вăхăт çитсен Ваçли ирĕксĕрех пăшăрханчĕ. Икĕ çул хушши хутнă-хутмасăр пурăннă пӳрте пăрахса хăварма шел пек туйăнчĕ ăна. Кунта вăл, пĕччен пулсан та, тăнăçлă пурăнма хăнăхнăччĕ. Çине тăрса вĕренни тата ĕçхалăхĕн кĕрешĕвне хутшăнса çĕкленнĕ кăмал-шухăшĕ тунсăхламă ирĕк паманччĕ. Полицейскисем ухтарма е çынна тытса хупма яланах çĕрле çӳренине астуса, питех васкаман енне Ваçли урай шăлчĕ, пӳртри япаласене тирпейлерĕ. Икĕ кĕпçеллĕ пăшалне тасатса, авăрласа тенкел çине хучĕ. Сунара çӳрекен сумкине таса кĕпе-йĕмпе ытти кирлĕ япаласене вырнаçтарсан, сĕтел пуçне ларса шухăша кайрĕ. Ашшĕ-амăшĕпе сывпуллашмалла мар-ши? Тен, вĕсемпе урăх курнăçаймăн та... амăшĕн кăмăлне хуçасран хăрани чарчĕ. Ашшĕшĕн каймах та кирлĕ мар. Харкашни кăна пулĕ. Ваçли ĕнтĕ çула тухма та хатĕрччĕ. Кĕтмен çĕртен ют çын килсе кĕни чăрмантарчĕ.
— Аван пурăнатăн-и? — саламларĕ лешĕ, çулăмлă куçĕпе пӳртри япаласене сăнаса. Вара тенкел çинче выртакан пăшалпа сумка çине тинкерчĕ.
Ваçлине малтанах хăйсен çынни кĕнĕн туйăнчĕ. Анчах ку шухăш çав самантрах сирĕлчĕ. Микулапа Анук хушса яман çын ун патне килмелле маррине, вĕсем халь никама та яма пултарайманнине аса илсен, ирĕксĕрех çуйланчĕ. Паçăрах тухса кайманшăн е çенĕке питĕрменшĕн хăйне хăй ятларĕ.
Палламан чăваш, Ваçли пăлханнине сисмен тата кам патĕнчине чухлайман пек курăнма тăрăшса, сăмах пуçарчĕ:
— Чăрмантарса çӳренĕшĕн ан çиллен те-ха... Эпĕ Макçăм Ваçлийĕ тĕлне шыраса килнĕччĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...