Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Вăт, çапла... Матрена Игнатьевна... — тепĕр хут евĕклĕ сассине тупса чĕнчĕ вăл, — халлĕхе нимшĕн те çуйланмалли çук. Пур ĕç те ăнăçлă иртĕ. Хăвна ху тăнăçлă тыткалани кирлĕ. Типографине кил-çуртăнта вырнаçтарма ирĕк панăшăн, ыттишĕн те чун-чĕререн тав тăватăп... Халлĕхе сывă пул...
Матĕрне хыпăнса ӳкрĕ. «Турă çырлахтăр, мĕн турăм эпĕ? Сĕтел хушшине лартса хăна тăвас вырăнне кирлĕ-кирлĕ маррине сӳпĕлтетсе çиллентертĕм. Мĕн шухăшласа кайрĕ ĕнтĕ? Степа пĕлсен мĕн калĕ?» Вăл кил хушшине чупса тухрĕ. Кунта никам çуккине асăрхасан, тӳсеймерĕ — хăйне хăй ӳпкелесе макăрса ячĕ...
Нимле хăрушлăха туймасăр, вĕреннĕ çулпа тилхепине пушшăн ярсах юрттарнă май, Çтаппан ырă-тимлĕ шухăша путса пырать. Ĕнер забастовка пуçланнине илтнĕ вăл. Вут-кăвар çине краççын сапнă пек пулмалăхне хĕрӳллĕ листовкăсем илсе каять. Вĕсене кĕçĕрех салатĕç те, ăçта мĕн пулнине, кам айăплине пĕтĕм халăх пĕлĕ. Çемье тĕлĕшĕнчен те Çтаппан шăпи тăкамăннинчен те телейлĕрех-и, тен. Матĕрне малтанхи арăмĕ — Татьяна пекех, кăмаллă хĕрарăм. Вĕсем пĕри — чăваш, тепри — вырăс та, пĕр-пĕрне хисеплемесĕр хур кӳмелле сăмах нихçан хускатман. Вĕсен телейĕ татах çĕкленмелĕхне ăтăр пек икĕ ывăл ӳсет. Çтаппан кĕçех Энĕшкассине çитĕ те мăнукне ыталĕ. Ачипе, кинĕпе пурин çинчен те шăкăлтатĕ. Вăл, аслă çултан пăрăнса, Атăлкасси çулĕ çине кĕчĕ. Сасартăк хыçран лаша тăпăртаттарса килни сисĕнчĕ. Çтаппан çаврăнса пăхрĕ те çур анкарти тăршшĕнчен инçе мар юланутлă çын вĕçтерсе килнине курчĕ. Ăстăнĕ тавçăрса иличчен сыхлăхлă пулма хăнăхнă чĕри систернипе ку ырă юланут маррине чухларĕ. Ав «стой!» тесе кăшкăрчĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Малтанах Çтаппан ăна кĕтсе илсе ăнлантарасшăнччĕ. Казак-стражник тавраш çыхлансан, ларкăч айĕнчи листовкăсене тупас хăрушлăх кăмăлне тепĕр май çавăрчĕ. Усал çын аллине çакланма юрамасть. Энĕшкассине кайма та май çук. Усалсем ун хыççăн йĕрлесе пырса Микуласен тĕлне тупĕç. Çтаппан урхамахне каялла çавăрчĕ те тилхепине карт! туртрĕ. Урхамах вырăнтан тапса сикрĕ. Юланут юлнăçемĕн юлать. Çтаппан ăна хăварасса, куçĕнчен çухаласса шанать. Сасартăк пăшал сасси кĕрслетрĕ. Пулька Çтаппан хăлхи анинченех шăхăрса иртнĕн туйăнчĕ. Татах печĕç. Çтаппан ирĕксĕрех сехĕрленсе ӳкрĕ. Тарса хăтăлма шутланăшăн хăйне хăй ятласа, урхамахне чарчĕ. Тăрантас çинчен анчĕ. Юланутлă çын çывхарнăçемĕн çывхарчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, казак-çке ку... Ăçтан килсе тухнă вăл? Мана мĕн тума хăвалать? Миххана хӳтĕлеме, халăха хĕстерме килмен-и?» — çуйланса шухăшларĕ Çтаппан.
— Ăçта таратăн?.. Чарăн тенине илтмерĕн-им? — çитсенех юнаса кăшкăрчĕ казак.
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, господин казак — хăюллăн чĕнчĕ Çтаппан, — пытармастăп, хăраса чуптартăм. Пирĕн ку вырăналла вăрă-хурахсем ашкăнаççĕ те... Çав мар-ши тесе шутларăм.
— Эпĕ вăрă-хурах-и?! — çилли хăмла пек вĕçнипе хаярланчĕ казак, саламатне сулса ячĕ. Çтаппан лаша мăй айне кĕме ĕлкĕрчĕ. Казакăн мирлĕ çынсен чĕрине хăпартма хăнăхнă чунĕ пушшех тилĕрчĕ. Вăл лашине чĕвен тăратрĕ те, халь таптас пек хăтланса, саламачĕпе Çтаппана енчен енне çапма тытăнчĕ.
Юлашкинчен Çтаппан тӳсеймерĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, çăлăнма пĕр май çеç», — тесе тĕвтурĕ те пĕтĕм вăйĕпе лашана кăкăрĕнчен тĕкрĕ. Лешĕ, чĕвен тăнипе тĕрексĕр пулнăскер, каснă йывăç пек месерле кайса ӳкрĕ, казака хăй айне турĕ. Çтаппан тăрантас çине хăпарса тилхепене туртрĕ. Анчах инçе каяймарĕ, хыçра каллех кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Стой!
Çине-çине пăшал сасси янрарĕ. Çтаппана каллех шик кĕчĕ. Пĕр казакне лаша айне туса хăварнă хыççăн инкекрен хăтăлтăм тесе шутланăччĕ. Çул юппине çитсенех, Энĕшкасси еннелле çаврăнасшăнччĕ. Пулмарĕ иккен. Каллех хăвалаççĕ. Ĕнтĕ мĕн тумалла? Текех чарăнса икĕ казака хирĕç тăма май килмĕ. Хĕç-пăшаллăскерсем чăмăрпа çапса ӳкерме памĕç. Урхамах çивĕчлĕхĕ çине шанмалли çеç. Çтаппан тилхепепе тăсса çапрĕ. Урхамахĕ кайма пултарнă таран вирхĕнчĕ. Каллех пăшал пĕчĕç. Çтаппана çурăмĕнчен тăрслаттарнăн туйăнчĕ, ăшчикне пĕçертсе илчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр! — халлĕхе мĕнне ăнлансах мар, усала сиснĕн асăнчĕ вăл. Урхамахĕ çав-çавах вĕçнĕ пек пынипе хăтăлас шанăçне çухатмарĕ.
Сасартăк Çтаппан куçĕ хуралса килчĕ, алли лăнч пулчĕ. Нумаях каяймарĕ, урхамахĕ тапах чарăннипе тăна кĕчĕ. Тилхепи аллинчен тухса ӳкнĕ те кустăрмана явăннă. Çтаппан, мĕнпур тӳсĕмлĕхне пухса, тăрантас çинчен анчĕ, малти кустăрми патне пычĕ. Анчах ăшчикĕ вут çине пăрахнă пек çуннипе тӳсеймерĕ, кукленсе ларчĕ, хăй мĕнешкел инкеке лекнине йăлтах ăнланчĕ. Ав, юланутсем те çывхара пуçларĕç. Инкекрен хăтăлма пĕр май çеç: листовкăсене казаксен аллине лектермелле мар. Çтаппан листовкăсем чиксе тултарнă арчкене ларкăч айĕнчен кăларса тырă ăшне ывăтас шутпа тăма хăтланчĕ, тăраймарĕ. Ним тума пултарайман енне куçĕнче куççуль юхса анчĕ. Кĕçех казаксем çитрĕç те, тăрантас çинче никам çуккине асăрхасан, лавçи анса тарнă пек шутласа, лашисене йĕри-тавра чуптарса çаврăнчĕç. Урхамах çав-çавах вырăнтан хускалманнипе каллех тăрантас патне таврăнчĕç. Çтаппана асăрхарĕç.
— Кам эсĕ?
— Ма таратăн?
— Амантнă мана... — аран сасă памашкăн пултарчĕ Çтаппан.
Казаксем урхамах мĕншĕн тăнине, хуçи мĕншĕн кукленнине те тавçăрчĕç. Енчен юлташĕ вилсе выртнине, ун çывăхĕнче лаши вилеймесĕр тапаланнине курман пулсан, вĕсем Çтаппана тăрантас çине лартĕччĕç те тилхепине кустăрмаран вĕçертсе тăрантасран çыхĕччĕç, урхамаха хăй пĕлнĕ çулпа кайма ирĕк парĕччĕç. Юлташĕн ăраскалĕ ытла та ытарлă вĕçленни тата кирек кама та Атăлкассине тытса пыма хушни казаксен çемĕçме хăтланнă кăмăлне сирчĕ. Вĕсем, йĕнер çинчен анса, Çтаппана тăрантас çине хучĕç. Пĕр казакĕ, малти ларкăч çине ларса, урхамаха Атăлкассинелле çавăрчĕ. Çула май вилнĕ казака та илсе кайрĕç...
XXXIII
Анукпа ал тытса уйрăлсан та, Прахăр ăна çăлас ĕмĕт-шухăшне çухатмарĕ, анчах иккĕн тан хураллани, вĕсене пĕр вăхăтрах пĕтерме май çукки тăлласа тăчĕ. Çапла тем вăхăт иртсен, кил хушшине лавпа юланут кĕчĕç. Прахăр сарай айне пытанса сăнанă çĕрте казакне палларĕ. «Лавĕ камăн-ши, кама тытса килчĕç-ши?» Çӳрен лаша. Хушка пуç. Малти ури пакăлчакĕ шурă. «Кам лаши, ăçта курнăччĕ эпĕ ăна? Микула кумсем патĕнче мар-и? Çавăнта...» Вăл Çтаппан казаксен аллине çакланнине тавçăрчĕ. Анчах тăрантас çинче икĕ çын. Тепри кам-ши? Тата мĕншĕн хускалмасăр выртаççĕ? Вĕлермен-и вĕсене?
Тепĕр инкек, тепĕр хуйхă. Прахăр алăри пурттине чăмăртаса малалла сăнарĕ.
Тăрантас кӳлнĕ лава тăратрĕç.
— Дежурнăй стражнике систер те, хамăр офицере евитлеме каяс! — терĕ юланут çинчи.
— Пĕчченех кайса евитле. Юлташа ют çынсен аллине хăварни аван мар.
— Апла, тăрантас çинчен антарса, çĕре вырттарас мар-и?
— Тивес мар. Аслисем килсен мĕн тумаллине хушĕç.
— Юрĕ, эппин... — терĕ те юланутлă казакĕ тухса кайрĕ.
Кил хушшине юлнă казакĕ вилнĕ казакпа Çтаппана пăхкаласа илчĕ. Чикарккă чăркаса тивертрĕ. Тăрантас хыçĕ çине тайăнса туртма пуçларĕ.
Прахăр ним сас-чӳ тумасăр çывăха пычĕ. Пуртă тăршшипе казака пуçран çатлаттарчĕ. Лешĕ çĕре персе анчĕ. Прахăр ларкăч çине вăр-вар хăпарса ларчĕ те урхамаха хапха еннелле çавăрчĕ. Атăлкассинчен тухсан, хăрушлăх иртменнине тавçăрчĕ. Иккĕленмелли çук, кĕçех пĕтĕм казака ура çине тăратĕç те хăвалама тытăнĕç. Вĕсене йĕртен аташтармалла. Прахăр Хусаналла каякан çул çине тĕрлеттерсе кĕчĕ те вилнĕ казака пăрахса хăварчĕ. Вара, аслă çул çинчен тухса, сайра çӳрекен çул çине кĕчĕ. Урхамахне май пур таран хăваларĕ.
Тикĕс мар çул çинче ытла та кисрентернипе Çтаппан тăна кĕчĕ. Ыратнине тӳсеймесĕр йынăшса ячĕ. Прахăр ăна вилнĕ тесе шутланăччĕ. Вăл чĕрех-мĕн.
— Çтаппан кум...
Ку сасса Çтаппан палланă пек пулчĕ. Кисрентерни тӳсме çук асаплантарнипе йăлăнчĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ан чуптар-ха, тархасшăн... Прахăр ăнланчĕ. Урхамаха юртăпа ячĕ.
— Мухтав турра, Çтаппан кум... Эпĕ сана вилнĕ тесе хăранăччĕ!
Çтаппан хăйпе кам калаçнине ăнлансан тата казаксен аллинчен вĕçерĕннине ĕненсен, сасартăк листовка çинчен аса илчĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Прахăр кум... Хыçалти ларкăч айĕнче пичке пурччĕ... Çавăнтах-ши?
Прахăр урхамаха тăратса тĕрĕслерĕ.
— Пур, Çтаппан кум.
Ăшчикĕ тӳсмелле мар çунсан та, Çтаппан пит-куçĕнче хаваслăх вылярĕ. Чи хаклă япала казаксен аллине лекмен иккен. Вырăна та чиперех çитерĕ.
— Прахăр кум, тавтапуç... Пичкене хăвăртрах Энĕшкассине çитересчĕ...
— Энĕшкассине кайма май çук, Çтаппан кум.
— Ма тата?
Прахăр пĕлнĕ таран каласа пачĕ те, иккĕшĕ те чĕмсĕрленчĕç. Çтаппан хăй мĕнле майпа çакланнине ăнланчĕ ĕнтĕ. Кинне тытса кайнăшăн чун-чĕринчен пăшăрханчĕ, Макçăм сутни ăна питех тăвăллантарчĕ. Сывă пулсан, тем туса пăрахĕччĕ вăл. Халь:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... — теме кăна пултарчĕ те каллех тăнран ӳкрĕ.
— Ытлашши ан пăшăрхан-ха, Çтаппан кум. Сана Микула кумсем патне леçсе хăваратăп та хам стана таврăнатăп. Тен, Анук кумана та çăлма май килĕ... — Çтаппана йăпатса суранне çăмăллатасшăн пулчĕ Прахăр. Урхамаха ыраш ăшнелле тытса, çулран пăрăнчĕ.
XXXIV
Михха килĕнче ахăр ĕçкĕ пырать. Ыран ĕç ăнăçлă вĕçленессе, тарçисем каллех хăй умĕнче упаленессе ним иккĕленмесĕр шаннипе Михха, улпут-хуçасен йăлине мансах, казаксене чаплă хăнисене йышăнакан пӳлĕмĕнче хăналать. Эрех те пыл сăра ĕçсе хăюланнă казаксем асар-писер юрлаççĕ, ташлаççĕ. Икĕ хутлă пӳрт кисренсе кăна ларать. Исправникпе станувуй тата казаксен офицерĕ те калама çук хаваслă. Çапла вĕсем çулсене хураллама янă казак кĕнине те асăрхаймарĕç. Лешĕ офицер патне пырса чыс пачĕ те яланхи пекех парăннă та хисепленĕ сассипе чĕнчĕ:
— Ваше благородие!
Офицер пăтранчăк куçĕпе казак çине тĕллерĕ. Вăл ăçта пулнине, ăна улăштарма никама ямасăрах пăрахса килнине тавçăрса, сиввĕн ыйтрĕ:
— Мĕн хыпар?
— Ваше благородие, пысăк инкек сиксе тухрĕ!
— Инкек?!. Мĕнле инкек тата?
Казак сăмах пуçарсан, пӳртри çуй-шав лăпланчĕ. Каласа пĕтерсен, офицер ура çине тăчĕ:
— Ăçта вĕсем?
— Стан кил хушшинче, ваше благородие! Офицерпе исправник, станувуйпа темиçе казак командăпа пынă пек, стан кил хушшине кĕчĕç. Кунта нимле лав та çук иккен. Казак вĕсенчен куласшăн-им?
— Лав ăçта, сукин сын? — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ офицер.
— Çакăнтахчĕ, ваше благородие! — чĕтресе хуравларĕ казак.
Офицер казака çупса яма та хатĕрччĕ, тепĕр казакĕ чĕнни чарчĕ.
— Ваше благородие! — терĕ лешĕ, Прахăр пуртăпа çапса хăварнă казака асăрхаса, — Ивашук выртать!
Пурте ун патнелле кĕпĕрленчĕç.
— Мĕне пĕлтерет ку?
— Ним калама та аптратăп, ваше благородие. Манран тăрантас çинче ларса юлчĕ.
Кунта инкек сиксе тухнине пурте ăнланчĕç ĕнтĕ. Мĕнне пĕлес тесен, казака тăна кĕртмелле.
— Господа, эпĕ хвершăл патне çын ярам-ха, дежурнăй стражниксене тĕпчем! — тесе хăварчĕ станувуй.
Вăл дежурнăй пӳлĕмне пычĕ те пĕр стражнике хвершăл патне васкатрĕ, тепринчен кил хушшинчи лав пирки ыйтрĕ.
— Мĕнле лав, ваше благородие? — ăнланмарĕ лешĕ.
— Казаксем тытса килнĕ лав.
— Пире ун çинчен систермен-çке. Хамăр кил хушшине тухман та ним те пĕлместпĕр.
Станувуй тăшман вăрттăн тапăннине тавçăрчĕ. Ун пуçне тепĕр шухăш пырса кĕчĕ: «Арестленисене кăларса кайман-ши?» Вăл Анука хӳпнă пӳрте уçтарса кĕчĕ те:
— Анна Александровна! — терĕ. Анук, асаплантарма илсе каяçсăн суннипе, сасартăках сасă памарĕ. Станувуй чӳрече умне васкаса пычĕ, решеткене хыпашласа тĕрĕслесен, шартах сикрĕ. Йăнăшман иккен. Чăн та, хăтарма хăтланнă. Решетке тимĕрĕ ахальтен авăнман. Хăйне хăй лăплантарасшăн татах чĕнчĕ: — Анна Александровна, ма шарламастăр?
Анук, стена çумĕнче кукленсе лараканскер, станувуй решетке тимĕрне хыпашланине аван курчĕ. Çавăнтах вăл, кил хушшинче станувуйсене хускатнă темле ĕç сиксе тухнине сиссе, хăйĕн ăраскалĕ çинчен шухăшлама пăрахсах сасă пачĕ:
— Мĕн шарлас ман, ваше благородие...Шарлама юраманнине, халиччен сире хисеплени те ытлашшине лайăх кăтартрăр.
Станувуй урăх пĕр сăмах каламасăр тухрĕ.
Çак хушăра хвершăла илсе килчĕç, вăл выртакан казак ал тымарне тытса пăхрĕ. Казак чăн та чĕррине ĕненсен, тем шăршлаттарчĕ. Казак йăшăлтата пуçларĕ. Хвершăл тăратса лартсан, вăл тăрăлса çитеймен куçĕпе йĕри-тавра тăракан çынсене тинкерчĕ.
— Ивашук!
Офицер чĕннине илтсен, казак тăма хăтланчĕ тăраймарĕ.
— Юрать, ан хускал! Каласа пар-ха, мĕн пулса иртнĕ кунта, кам анратса хăварнă сана?
— Ваше благородие, эпир пĕр çынна лавĕ-мĕнĕпех тытса килнĕччĕ. Хураллама юлтăм та, тăрантас хыçĕ çине тайăнса, табак туртас тенĕччĕ. Пуçран темпе çапнине туйрăм. Урăх ним те астумастăп.
Темле май тĕпчесен те, казаксем тытса килнĕ çын Çтаппан иккенне чухламалла каласа параймарĕç. Пуриншĕн те çакă паллă ĕнтĕ: тытса килнĕ çынна ятарласах илсе кайнă пулсан, вăл ахаль çын мар. Атăлкасси таврашнелли лару-тăрупа çыхăннăскер. Ку çын инçетрех мар-и, тен, хуса çитмелле пек суннипе офицер команда пачĕ:
— По коням!
Çтаппан урхамахĕ хыççăн чупса курнă казак: «Хăвалама хăтланни усăсăр, хуса çитес çук», — тесе астутарасшăнччĕ, начальникĕ хушнине пĕр сăмахран тӳма хăнăхнăран шарламарĕ. Ыттисемпе пĕрлех вĕçтерчĕ.
— Ваше высокоблагородие! — кил хушши пушанса юлсан, исправнике чĕнчĕ станувуй, — кабинета атьăр-ха, ман сире пĕлтермелли пур... — Кабинета кĕрсен, хăйне канăçсăрлантаракан шухăшне пĕлтерчĕ: — Ваше высокоблагородие, пăлхавçăсем казака анратса такама лавĕ-мĕнĕпех кăларса кайнипе çеç çырлахман. Вĕсем Анна Александровнăна та хăтарма тапăннă... — Исправник ĕненмен пек пăхнине асăрхасан тата тимлесерех çирĕплетрĕ: — Çапла, ваше высокоблагородие, тимĕр решеткене çĕмĕрме хăтланнă. Ман шутпа, вĕсем Анна Александровнăна ирĕке кăларма тата килмелле. Николай Степанович унсăрăн лăпланас çук. Вăт... Анна Александровнăпа теприне Хусана ăсатсан шанчăклăрахчĕ.
Забастовка пуçарнă бурлаксене çăмăллăнах парăнтарма çуккине, вĕсем хĕçпăшалпа та ним шеллемесĕр кĕрешме хатĕррине исправник аван курчĕ ĕнтĕ. Ахальтен-и пĕр стражникĕпе казака вĕлернĕ, уретникпе тепĕр стражникĕн куçне сиктерсе кăларнă. Çапах та станувуй сĕннние килĕшесшен пулмарĕ. Ку вара ытла хăравçăланнине, тăшман хăватлине пĕлтерĕччĕ.
— Хуралçăсен йышне хушатпăр. Ан тив, килсе капкăна çакланччăр.
— Тĕрĕс, ваше высокоблагородие, хуралçăсен йышне камсемпе хушăпăр? Стражниксемпе-и? Вĕсен ахаль те сехри хăпнă, çавăнпа шанăç сахал. Казаксене тăратас, ыран халăха хăвалама каяс вăя чакарма тивет. Анна Александровнăсене Хусана ăсатсан, хураллама тăратас вăйпа урăх çĕрте усă курăпăр. Тата Хусанти следовательсем пирĕнтен хăвăртрах чĕлхисене уçĕç. Пирĕн телейшĕнех-и, тен, тепĕр çур сехетрен пăрахут анмалла. Исправник килĕшрĕ.
Юланутлă казаксем сиккипе уя тухрĕç те çул икĕ еннелле уйрăлнă çĕре çитсе чарăнчĕç. Сулахай енчи — Хусаналла, сылтăмри Ĕнел общинин ялĕсене кайнине чухлаççĕ вĕсем. Çтаппана хăваланă казак каласа панă тăрăх, стана тытса пынă çын Хусан енчен килнине аса илсе, офицер çак çул çине пăрăнчĕ. Кĕçех çула урлă çын тăсăлса выртнă тĕле çитрĕç. Офицерпа темиçе казак, йĕнер çинчен анса, çывăха пычĕç. Çухалнă казакне палласан, ирĕксĕрех карттусĕсене хывса чĕмсĕрленчĕç. Офицер çилли тăвăлса килчĕ. Вĕлерекене тытасчĕ кăна, йăхĕ-тĕпĕпе пĕтерĕччĕ. Казак виллине Атăлкассине илсе кайма хушрĕ.
Офицер лав йĕрри ăçталла кайнине йĕрлеме хăтланчĕ. Вĕт чулпа хутăшлă хĕрлĕ тăпра нумаях пулмасть çуса кайнă çумăр хыççăн тимĕр пек хытса ларнипе нимле йĕр пурри те палăрмасть. Вара вăл ытларах пайне хăйпе пĕрле Хусан еннелле илсе кайрĕ. Тепĕр пайĕ Энĕшкасси еннелле вĕçтерчĕ. Анчах тем чул çӳресе те, никампа тĕл пулаймасăрах таврăнчĕç.
XXXV
Микуласем Кĕчĕере çитнĕ çĕре икĕ лаши те йĕп-йĕпе тара ӳкрĕç, хашкаса кăна сывлакан пулчĕç. Анчах куна йӳпсеме вăхăт çук. Лашасене стрелок хапхи тĕлне тăратрĕç те алăка шаккарĕç. Кил хушшинче йытă хаяррăн вĕрме тапратрĕ. Кĕçех ăна арçын сасси лăплантарчĕ.
— Кам унта?
Микула хирĕç сасă парсан, пĕчĕк хапха уçăлчĕ те Ганият курăнчĕ. Вăл, Микула килес вăхăт маррине астунипе тата икĕ лав патĕнче икĕ палламан çын пуррине асăрхасан, теме сиснĕн хумханса ыйтрĕ:
— Мĕн çăмăлпа Николай Степанович?
— Ун çинчен кайран калаçăпăр, Ганият. Халь акă мĕн: Саначин çĕрпӳрт ăçтине пĕлет вĕт?
— Пĕлмесĕр, ара.
— Вăт... Эсĕ пушă лавне кил хушшине кĕрт те Саначина кунта кăлар. Хăвăн икĕ лашуна кӳлсе хатĕрле. Тислĕк айĕнчи япаласене кăларса урапа çине тие. Сана çак юлташ пулăшма юлать, — Микула наборщик çине тĕллесе кăтартрĕ. — Эпир çĕрпӳрте кайса килнĕ çĕре хатĕрлĕр.
Ганият лашана кил хушшине кĕртрĕ. Кĕçех Саначин тухрĕ.
— Аркади пичче, вăрманти çĕрпӳрте ертсе кай пире! — хушрĕ ăна Микула.
Саначин вăл мĕнле ĕçпе килнине ыйтса пĕлесшĕнччĕ, хăяймарĕ.
— Атьăр! — тесе кăна йыхăрчĕ.
Вĕсем прачакпа вăрманалла кĕчĕç. Таврара ним сас-чӳ те çук. Кайăк-кĕшĕксем те канаççĕ пулмалла.
— Çитрĕмĕр, лашана тăрат! — терĕ юлашкинчен Саначин, хăй кăна асăрхама пултарнă мăкăль тĕлне çитсен.
Вĕсем ансăр шăтăкран пĕшкĕнкелесе шала кĕчĕç. Саначин чухпах тупма хăнăхнă лампине çутрĕ те, Микуласен куçĕ умне самаях аслă ăшчиклĕ çĕрпӳрт тухса тăчĕ. Çĕре касса тунă сак çинче улăм сарăлса выртать. Ĕлĕк кунта кăмрăк çунтарнине аса илтерекен пысăк çăварлă кăмака çĕмрĕкĕ кăна тăрса юлнă.
— Фома Семенович, мĕнле, килĕшет-и? — ыйтрĕ Микула.
— Кунта килĕшмесен тата ăçта килĕштĕр? Кашласа ларакан сĕм вăрман. Ир тăрсан, кайăк-кĕшĕксем саламлĕç. Каç пулса çывăрма выртсан та, ырă каç сунса юрă шăратĕç. Дачăри пекех пурăнăпăр! — Микула кăмăлĕ май шӳтлерĕ Ильин.
— Ĕнтĕ ĕçе тытăнмалли çеç. Тул çутăлнă çĕре наборласа пичетлеме ĕлкĕрсен питех аванччĕ. Хатĕр листовкăсене стрелокран парса яратăн.
— Пурте эсир каланă пек пулĕ, Николай Степанович.
Вĕсем ал тытса уйрăлчĕç. Çĕрпӳртрен чылай аякка кайсан, Микула сăмах пуçарчĕ.
— Ну, вăт... Аркади пичче... Эсĕ ĕç çук тесе пăшарханаттăн. Ĕç сан валли те тупăнчĕ...
Саначин ĕçсĕрленсе пурăннипе йăлтах тунсăхласа çитнĕччĕ. Çавăнпа вăл хаваслансах сăмах хушрĕ:
— Юлашкинчен те пулин ырă хыпар илтетĕп. Ывăç тупанĕ çине хăпарса тухнисем те пĕтрĕç ĕнтĕ. Ку вара тимĕрçĕшĕн алсăр тăрса юлнăпа пĕрех. Анчах мĕнле ĕç-ши?
Ĕçĕ лаçра мăлатукпа шаккассинчен кăшт урăхларах, Аркади пичче. — Саначин ăнланмасăр пăхнине асăрхасан, юлашки кунсенче мĕн пулса иртнине каласа пачĕ те шухăшне çапла вĕçлерĕ: — Хăвах куратăн ĕнтĕ, Аркади пичче, пурнăçа лайăхлатасшăн сехмет çăткăнлăхне хирĕç тапраннă кĕрешӳ малтанхи калăпĕнчен тухрĕ. Улпутпа мул хуçи çине тайăннă патша пуçпулса тăракан саманара йăла условишĕн пыракан кĕрешӳ патша стройне хирĕçле кĕрешĕве куçать.
— Нивушлĕ хĕçпăшалпах çалăçма тивĕ? — йăлтах ăнлансан та ĕненес килмерĕ Саначинăн.
— Эсĕ мĕн, казаксене камит кăтартма янă тетĕн-и? Çук, Аркади пичче, вĕсене патрона шеллемесĕр пеме хушнă. Тĕрĕссипе, юнлă çапăçу пуçланнă та ĕнтĕ. Сирĕн, хĕç-пăшалланнă юлташсен, забастовка тăвакан çынсен пурнăçне, пурлăхне упрама тивет. — Саначин темшĕн чĕмсĕрленччĕ. Ку Микулана килĕшмерĕ. — Аркади пичче, пăшăрханатăн мар-и? Ирĕксĕр илсе каймастпăр!
Саначин шартах сикрĕ. Микула çине кӳреннĕн пăхса хуравларĕ:
— Николай Степанович, эсир мана ним сăлтавсăр хур кӳретĕр!
— Иăнăшрăм пулсан каçарăр, Аркади пичче, — хăй шухăшне тӳрлетме васкарĕ Микула. — Ытла та ним шарламасăр пынипе иккĕлентĕм.
— Эсĕ илсе килнĕ хыпарсем минретнипе кăштах чĕлхе çыхланчĕ. Çавăнпа сасартăках ним чĕнеймерĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ сирĕнтен пăрăнса юлас çине çыхланмăттăм та. Кĕрешӳ хĕрӳ тапхăра куçнă самантра тепĕр хут та çакна шантаратăп: тăван халăхшăн пуçăма хума та хатĕр!
— Ĕненетĕп, Аркади пичче! — Тимĕрçĕ аллине чăмăртарĕ Микула.
Стрелок кил хушшинче пурте хатĕр. Ганиятăн канса тăнă лашине кӳлнĕ. Пытарса усранă пăшалсене те кăларса тиенĕ. Тухса каймалли çеç юлнă. Саначин арăмĕпе сывпуллашиччен кĕтсе тăма лекрĕ.
— Вăхăта ытлашши ирттерес марччĕ, Аркади пичче! — астутарса ăсатрĕ Микула.
— Николай Степанович ма килнĕ? — хăйне хумхантаракан ыйтăвне пачĕ Наталле упăшкине.
— Мана Энĕшкассине илсе кайма.
Наталле хавасланчĕ. Унти лару-тăру лăпланнă, киле таврăнма май пур пек туйăнчĕ ăна. Пӳртне-çуртне, выльăххи-чĕрлĕххине, чăххи-чĕппине курасшăн вăл.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...