Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Муравьев пĕр сăмахсăрах сулахай аллине Уçкана пачĕ. Сылтăммипе Натюш аллине чăмăртарĕ. Юратнă чĕресем савăклăн вăркăшма тапратрĕç.
Ытти çамрăксем те самантлăха юрлама чарăнчĕç. Вĕсем ахаль те Натюшпа Марье ытла юсавлинчен тĕлĕннĕччĕ. Иккĕшин çийĕнче те çутă сатин кĕпепе кĕшемĕр тутăр. Урисенче — пушмак. Вĕсем Прахăр тарçă хĕрĕсем тата хăйсем те тарçăра ĕçлекенсем тесе кам калĕ! Çамрăксем тата çакна та астăваççĕ: çăварни эрни тухнă каç вĕсем чаплă урхамахпа, чаплă каччăсемпе катаччи чупнăччĕ... Акă халь те Микулан аслă приказчикĕпе Уçка вĕсене алăран тытнă. Ку ахальтен марри пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Ушкăнра кĕвĕçекенсем те сахал мар. Пĕр хĕрĕ, ахăртнех тăрăхласа, юрă пуçарчĕ. Ун хыççăн ыттисем те юрларĕç:
Пĕчĕкçеç путене
Сарă тулла юратать.
Юратать, юратать.
Чăнахах та юратать.
Павăл ачи Сахар пур,
Çав Натюшах юратать.
Юратать, юратать,
Чăнахах та юратать...
Натюшпа Муравьев пит-куçне вут хыпса илчĕ. Анчах халичченхи пек именнипе мар, савăннипе. Аллисем те пĕр-пĕрне хытăрах чăмăртарĕç. Çамрăксем тĕрĕсне каласа юрларĕç-çке. Вĕсем, чăн та, пĕр-пĕрне юратаççĕ... Вăхăт нумай та иртмĕ, пурнăç кунçулĕсем ĕмĕрлĕхе пĕрле тĕвĕленĕç. Çапах та хирĕç тавăрса юрламасан юрамасть. Тăмсай хĕрпе тăмсай каччă тесе кулĕç. Натюш, хăйсене тăрăхлама пуçарнă хĕр камне сăнаса юлма ĕлкĕрнĕскер, юрласа ячĕ:
Куккук çырли, куккук çырли —
Улит пур Ваççа пиччен.
Эрех черкки Кĕркури пур
Матви пиччен...
Çамрăксем кĕпĕрленсе пĕр çĕрелле чупнă вăхăтра Муравьевпа Натюш вĕçерĕнсе юлчĕç те ыттисем тепĕр хут карталаниччен хăпса кайма ĕлкĕрчĕç. Вăйă-кулă вĕсене те илĕртет, тата кĕçĕрхи вăйă-кулă юлашки, хĕрпе каччăлăх ĕмĕрпе сывпуллашмалăх кăна та, чун туйăмĕ хыççăн кайса хаклă вăхăта ирттерме çук. Ыран тул çутăлса килнĕ çĕре вĕсен харпăр хăй вырăнĕнче пулмалла. Муравьевпа Натюш алăран-алла тытса ним шарламасăр утрĕç. Хăлхисенче çав-çавах çамрăксен юрри янрать-ха. Сасартăк çамрăксен сасси татăлчĕ те, урам хушши шăпланчĕ. Вăйă саланчĕ пулмалла. Анчах урам шăплăхĕ вăраха тăсăлмарĕ: улмуççи пахчинче шăпчăк юрласа ячĕ. Пурнăç илемĕпе киленсе пыракан Муравьев аллине Натюш пилĕкĕ çине хучĕ. Хĕрĕ те пăрăнмарĕ, каччи çумнерех йăпшăнчĕ. Ял вересĕр качча тухасси çеç пăшăрхантарать ăна.
— Çынсем венчет тутараççĕ... Эпир вара... Телей пулĕ-ши капла?
— Ку пире килĕшӳллĕ сăмах мар. Эпир саманаран малта утакан çамрăксем. Эс пит кăмăлсăрлансан, пĕр майлă вăхăт тупса ют çĕре кайăпăр та венчет тутарăпăр...
— Эпĕ уншăн мар, Сахар... Микула пиччепе Анук аппа тата эсĕ вĕрентнисене те чĕрене хунă. Çапах та тĕлĕнмелле... Çынсем мăшăрланаççĕ те... тăван хурăнташĕсене пухса туй тăваççĕ. Ялйыш умĕнче савăнаççĕ. Пире апла та тума юрамасть...
— Темех мар, Натюш... Эпир мăшăрланассине тăванран хаклăрах тус-йышсем пĕлеççĕ. Ĕнен... Иксĕмĕртен телейлĕ мăшăр çĕр çинче те пулмĕ.
— Аванччĕ... — Вĕсем хапха умне çитсен, Натюш чарăнчĕ. — Сахар, кăштах тăхтар-ха... — Муравьев кĕресшĕнччĕ. Минутсерен пĕрлешес самант çеç мар, уйрăласси те çывхарать. Анчах вăл, хĕр кăмăлне парăнса, шарламасăр ирттерчĕ. Натюш малалла каларĕ. — Сахар, çĕнĕ пурнăçăн алăк пуканĕ урлă каçиччен çакна лайăхрах шухăшласа пăхар-ха... Эпĕ — чухăн çын хĕрĕ... Станувуй тарçи кăна... Эсĕ — учитель, Микула пиччен аслă прикащикĕ. Аçу-аннӳсем те лайăх пурăнаççĕ. Йышăнĕç-и вĕсем мана? Кайран ӳпкелемĕн-ши?
— Натюш... Кирлĕ маррине ан аса ил. Пирĕн çулсем иксĕмĕр пĕр-пĕрне юратнипе çеç мар, ĕçхалăх ирĕклĕхĕшĕн пуçăмăрсене хума та хатĕррипе пĕрлешеççĕ. Атте-анне пирки те кăлăхах иккĕленен. Вĕсем хаваспах йышăнĕç сана, мана юратнă пекех юратĕç.
— Ĕненетĕп, Сахар...
Прахăр килĕнче паян Микул уявне хисепленĕ пек çеç мар, мункуна кĕтсе илнĕ чухнехи пек пӳрт ăшчиккине тасатса, çимĕç пĕçерсе хатĕрленĕ. Çак савăнăçшăнах Прахăр та станувуйран ыйтса пĕр çĕрлĕхе киле таврăннă. Каçалапа Кĕтерук çитрĕ. Муравьев Натюш патне хăтана килессе пурте шанаççĕ те, Уляна чĕри вырнаçаймасть. Вăл ирĕксĕрех тахçан пулни-иртнисене аса илчĕ. Ун чухне те, кĕçĕрхи пекех, Кĕтерук патне Ваçлин евчĕ ямаллаччĕ. Пулмарĕ. Кĕтерук юратакан ачине качча тухас вырăнне такамран та путсĕр çын ирĕкне лекрĕ, ĕмĕрлĕхе хуйха кĕрсе ӳкрĕ. Пĕр шухăшласан, Натюш ăраскалĕ çинчен Анук калаçни ахальтен пек çеç туйăнать ăна. Çав чаплă каччă Прахăр хĕрĕ патне хăтана килет тесе кам калĕ? Улянана тата çак та канăçсăрлантарать: Муравьев каялла тумасан та, хĕрне венчет тумасăр, ял-йышран пытарса качча пама тивет.
Кĕçех хапха сасси илтĕнчĕ.
— Çавсем пулас?! — чӳречерен хăвăрт пăхса пĕлтерчĕ Кĕтерук.
Прахăр çемйи хаклă хăнана тивĕçлĕ йышăнма вырнаçиччен Муравьевпа Натюш тĕттĕм каçа сирсе тухнă уйăх пек кĕрсе тăчĕç.
— Килĕрех, килĕрех, ачасем... — саламларĕ Уляна. Упăшкипе юнашар пырса ларчĕ.
Муравьевпа Натюш Прахăрпа Уляна умне чĕркуçленчĕç. Муравьев сăмах пуçарчĕ:
— Прахăр пичче... Уляна аппа... Хăвăр пĕлетĕр, йăла хушнă пек туса ирттерме вăхăт çук пирĕн. Çавăнпа тӳртен калнăшăн ан çилленĕр. Эпир Натюшпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне юрататпăр. Пире кунçулăмăрсене пĕрле тĕвĕлеме ирĕкпе пиллĕх пăрсамăр...
Муравьевпа Натюш аял пуç тайрĕç. Уляна куçĕ шывланчĕ.
Кĕтерук вăрттăн макăрчĕ. Йăмăкĕшĕн савăнса, хăйĕн телейсĕр ăраскалне аса илсе хурланчĕ.
— Хамăр шухăша каличчен ман çакна пĕлес килет, Захар Павлович... — Пăлханнине пытармасăр сăмах хушрĕ Прахăр. — Натюш пирĕн айван хĕр кăна-ха... Вăл хăй мĕн тунине, кăчча тухса арлă-арăмлă пуласси çын пурнăçĕнче мĕн тери пысăк ĕçне те чухлаймасть. Уншăн халь чĕре туйăмĕн хăвачĕ ăстăнĕнчен тимлĕрех. Эсир вĕреннĕ, пурнăç кукри-макрине те самаях курнă çын. Вăт... пирĕн хĕрĕн айванлăхĕпе усă курса, вăйă-кулăшăн çеç авланасшăн мар-и?
— Прахăр пичче... — чун-чĕринчен ӳкĕтлерĕ Муравьев. — Сирĕн умра тупа тусах калатăп: Натюш маншăн пĕртен-пĕр юратнă, пĕртен-пĕр ĕмĕтленнĕ хĕр...
Прахăр ĕненчĕ, савăнчĕ те. Вара хĕрĕнчĕн ыйтрĕ:
— А эсĕ... Эсĕ юратсах каятăн-и?.. Е ача вăййилле-и?
— Юратса, — çирĕплетрĕ те Натюш именнипе куçне пытарчĕ.
— Асту, кайран ан ӳпкеле... Эпир сана ирĕксĕрлесе памастпăр. Тата хĕр ĕмĕрĕ те ватăлса ларман-ха сан...
— Çук, çук, атте...
— Апла мĕнех вара. Уляна, эсĕ çуратнă ăна, пăхса ӳстернĕ. Малтанхи сăмахĕ те сана тивĕç...
— Эпĕ мĕн... Эпĕ килĕшетĕп...
— Ну, вăт... Пиллемелли çеç юлчĕ. — Уляна иккун илме тăрсан, Прахăр ăна чарчĕ. — Кирлĕ мар. Иккунпа пачăшкă пиллетĕр. Эпир чиркӳре мар. Пирĕн пил сăрланă хăмаран хăватлăрах. — Уляна кӳренсе хирĕç каласшăнччĕ-и, тен, упăшкипе хĕрĕсем тĕн çине тӳнтерле пăхнине аса илсе шарламарĕ. Прахăр ачисене ура çине тăма хушрĕ. Лешсем тăрсан, аллине Муравьев хулпуççийĕ çине хучĕ. — Хисеплĕ кĕрӳ... Çаплах чĕнетĕп ĕнтĕ... Эпир сан иреке хĕр ӳстерсе паратпăр. Упрама, пăхма тăрăш. Вăл куна тивĕç... Телей сунатăп сире... — Муравьева ыталаса чуптурĕ, унтан хĕрне каларĕ: — Эсĕ... упăшкуна хисеплеме тăрăш... тепĕр тесен, мĕнле пурăнмаллине хăвăр та вĕренсе çитĕр-ха, — терĕ те хĕрне чуптурĕ. Улянапа Кĕтерук та пил парсан, арăмне сĕнчĕ: — Ĕçки-çикине хатĕрле-ха... Иçмасса, кĕрĕве кăштах та пулин хăна тума ĕлкĕрес. Тул çутăлнă çĕре Атăлкассине çитмелле.
Уляна васкаса ĕçме-çиме хатĕрлерĕ. Натюш, вĕçсе каяс пек çӳресе, çенĕкри чăлантан тиркĕпе мăйăр кĕртсе лартрĕ. Пурте сĕтел хушшине вырнаçсан, пĕрер черкке эрех ĕçрĕç. Хумханнипе-ши, Прахăр хăй ӳсĕрĕлнине туйрĕ, кăмăлĕ çемçелчĕ.
— Кĕрӳ... — евĕклĕн чĕнчĕ вăл, — паян сан умăнта çакна та каламасăр тӳсейместĕп. Эпĕ арăма ĕмĕр тăршшĕпех тарăхтарнă. Вăл мана ылтăн пек хĕрсем ӳстерсе пачĕ... Эпĕ вĕсене те тивĕçлипе хисеплеме пĕлмерĕм... Эсĕ манашкал ан хăтлан...
— Атте, атте!.. — харăс чĕнчĕç ашшĕне Кĕтерукпа Натюш, — иртсе кайнине ан тапрат, тархасшăн...
— Çук, ачасем... Маншăн иртмен вăл. Иртес те çук. Ăна эсир те манаймăр. Вăл манмалла пурнăç мар. Çавăншăн ман яланах чĕре çунать... Уляна... Эсир те, ачасем... каçарăр мана — ăссăр аçăра...
Уляна та, хĕрĕсем те хирĕç шарламарĕç. Вĕсем ашшĕ ырă кăмăллишĕн савăнчĕç.
Прахăр сăмахĕсем Муравьев чĕрине те тиврĕç.
— Хуньăм, эсĕ уссăрах пăшăрханатăн... Ачусем сана çилленмен те. Тата эс калакан инкексем сан кăмăлран мар, ылханлă самана йăлисенчен тухнă. Эпир Натюшпа хамăр ирĕкпе килĕшсе пурăнма сăмах паратпăр...
Ĕçкĕ-çикĕ вăхăчĕ ямшăкпа чупать çав. Тепĕр черкке çавăрса шăкăлтатма çеç пуçланăччĕ — Анук килсе кĕчĕ.
— Анук кума, килех! Сĕтел хушшине иртсе лар-ха!
Анук пĕр пăхса Муравьевпа Натюш юнашаррине, пурте хаваслине асăрхама ĕлкĕрсен, кунта кĕтнĕ пекех иртнине тавçăрса, чун-чĕререн савăнчĕ.
— Сĕтел хушшине ларасси тармĕ-ха... Малтан çĕнĕ çынпа упăшкине ырă сунма ирĕк парăр! — терĕ те Анук Муравьевпа Натюш патне пычĕ. Лешсем ура çине тăчĕç. — Захар Павлович... Натюш... Телейлĕ пулăр... — Иккĕшне те ыталаса чуптурĕ.
— Микула кум ма килмерĕ?
— Микула сире хамăр пата пырасса кĕтет. Эпĕ чĕнме килтĕм.
— Хăнасем саланчĕç-и вара?
— Саланчĕç. Хамăр çеç юлтăмăр. Урам хушшинче пĕр çын та курăнмасть. Атьăр хăвăртрах!
Ытла васкаса кайма тивни Улянапа Прахăр кăмăлне хурлантарчĕ. Çурма çĕр иртнĕ ĕнтĕ. Прахăрпа хĕрĕ çутăлнă тĕле Атăлкассине çитмесен, станувуй ятлаçасран, шанăçсăра кăларасран хăрушă.
— Апла тесен вăхăт, ачасем... — килĕшрĕ Прахăр. Пурте сĕтел хушшинчен тухса пуçтарăнма тытăнчĕç.
Çуркуннехи сулхăн çил шăнтасран Натюш, алкум чăланне тухса, пасар пуставĕнчен çĕлетнĕ хысне тăхăнчĕ, малтанах хатĕрлесе хунă çыххине илсе кĕчĕ.
Ануксем патĕнче вĕсене Микула, Çтаппанпа арăмĕ, Наум тата Марье кĕтсе илчĕç, Муравьевпа Натюша сума суса ыталарĕç.
Микула Кĕтерук патне пычĕ.
— Кума, сана та ырă сунма тивĕç.
— Мĕншĕн?
— Паян эсĕ пупсене тăрă шыв çине кăларма пулăшрăн. Ан тив, тилĕрччĕр вĕсем. Сăваплă иккун тĕлĕнмелле хăват кăтартнă камите малалла тăсчăр. Пуп арăмĕ ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн пата килмен. Пĕлетĕр-и, часовня туса памалла, тет, ăна. Вара кĕлтума унта куçать, тет. Пурпĕр паян мĕн пулса иртнине пытараймĕç. Ку хыпар таçта çитиех сарăлĕ.
— Çапах чун ыратать... Сывмар çынсене ертсе анса патак çитертĕм.
— Куншăн, чăн та, тарăхмалла. Анчах ним тума та çук! Çавăншăн вĕсем сехметсем. Ĕненекенсем куна та тивĕçлипе хакларĕç. Эпир вĕсене тата лайăхрах ăнланма пулăшăпăр. Тавтапуç, кума...
Анук пурне те сĕтел хушшине вырнаçтарчĕ. Микула кашни умнех эрех тултарса лартрĕ.
— Йӳçĕ! — терĕ Матĕрне.
— Йӳçĕ! — Матĕрне хутне кĕчĕç Микулапа Анук, Çтаппан та вĕсенчен юлмарĕ.
Муравьевпа Натюш йĕнчесе ларчĕç. Чăваш хушшинче çук йăлана тума сĕнни вĕсене вăтантарчĕ.
Хăнисем çав-çавах хистерĕç.
Юлашкинчен Муравьев хăйса Натюша чуптурĕ. Натюш именнипе пуçне усрĕ. Çын умĕнче, пуринчен ытла ашшĕпе амăшĕ умĕнче, чуптума лекессе кĕтменччĕ вăл.
— Пире кайма та вăхăт, — сехет çине пăхса астутарчĕ Муравьев.
Тата кăштах ларсан та Атăлкассине çитме ĕлкĕрессе пурте чухлаççĕ, анчах тăхтама сĕнекен тупăнмарĕ. Вĕсем иккĕш çеç пулса курасшăнне пурте тавçăрчĕç, сĕтел хушшинчен тухрĕç.
— Захар Павлович, Натюш... Ытла ан васкăр-ха. Эпир хамăр шутланине туса пĕтерейменччĕ! — терĕ те Анук шалти пӳлĕмрен çыхă йăтса килчĕ.
Микулапа Анук юнашар ларчĕç те:
— Акă мĕн, Захар Павлович... Натюш... — чĕнчĕ Микула, — пире, аслă пиччупе аслă аппу вырăнне хисеплесе, эрехпе сăра тултарса парăр-ха.
Çĕнĕ çынсем, пĕри эрех, тепри сăра йăтса, Микулапа Анук умне пычĕç.
Микула кĕсйинчен укçа кăларчĕ.
— Чунтан юратакан шăллăмла йăмăкăм... Хаклă тус-йышсем... Сирĕн пурнăçри хаваслă самантра эпир, арăмпа иксĕмĕр, кăштах парне пама тĕвтурăмăр... Акă тыт... Кунта виççĕр тенкĕ... — Муравьев илесшĕн маррине çинерех тăрса каларĕ: — Тыт, тыт, Захар Павлович, кунта ытлашши ним те çук, тивĕççи кăна.
Анук çыхха Натюш еннелле тăсрĕ:
— Натюш, ку сан валли...
Илмесĕр ирттерме çуккине ăнланса, Натюш йышăнчĕ.
— Хаклă тус-йышсем, шел... Ял-йышсем пек туй тăваймарăмăр... Иçмасса, хамăр çеç чухне те шăкăлтатса лараймастпăр. Çапах пăшăрханмăпăр. Вăхăт çитсен, çĕр çĕмĕрттерсе туй тăвăпăр... Халь телейлĕ пулăр та пур пулăр... Улмуççи турачĕ пек сарăлăр!.. Çапла калаççĕ-и-ха çавна? — шӳтлесе ыйтанçи турĕ Микула.
Ĕнтĕ Атăлкассинелле çул тытмалли çеç юлнă.
— Анне, ман унта хама кирли пурте пур. Алăри мула ниçта хума çук. Çавăнпа ăна киле хăваратăп! — терĕ те Натюш Анукран илнĕ çыхха амăшне пачĕ.
Муравьев та укçана Уляна еннелле тăсрĕ.
— Хăвна парнеленĕ япала хăвăнтах тăтăр!
— Ани, ан турткалан, тыт! Натюш калашле, унта пирĕн мĕн кирли пурте пур.
Кил хушшине тухсан, Прахăр малти ларкач çине тилхепе тытса ларасшăнччĕ.
— Сана, ват çынна, ямшăк вырăнче, мана, çамраккине, хуçа вырăнче пыни килĕшӳсĕр. Ав, Натюшпа юнашар лар та, кайрăмăр! — терĕ те Муравьев ларкăч çине хăпарса вырнаçрĕ.
Муравьевсем кайсан, Улянапа Кĕтерук та нумай тăмарĕç. Урамра вĕсем, харпăр хăйĕн шухăшне путса, шарламасăр утрĕç. Уляна пурнăçĕнче çĕнĕ телей килнипе савăнать. Вулăсĕпе паллă та чаплă каччă — вĕсен кĕрӳшĕ. Венчет тутарманни аванах мар та ĕнтĕ... Хăйсенне хăйсем пĕлĕç...
Кĕтерук, ăраскалне аса илсе хурланнăскер, халь те çав кăмăлпах пырать, Пурте телейлĕ, пурте савăнаççĕ. Мĕншĕн вăл телейсĕр-ши?.. Телейсĕрех-ши вара? Вăл юратакан каччă ăна та юратать-çке. Телей мар-и ара ку? Кĕтерук амăшĕнчен уйрăлчĕ кăна — Ваçлине курас шухăш пырса кĕчĕ. Ан тив, вĕсем улаххăн тĕл пуйса çын умĕнче намăсланмалла сăмах хускатман е ĕç туман та, паян ку йăлана пăссан та нимех мар. Вăхăт та майлă. Ире яхăн кашниех йывăр çывăрать. Никам та асăрхамĕ. Кĕтерук утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса Уйкасалла вĕçтерчĕ. Акă Ваçли кил-çурчĕ те. Картиш алăкĕ умĕнче самантлăха чарăнса тăчĕ вăл. «Ма килтĕн тесен, мĕн хуравлас? Кирек мĕн каласан та, пурпĕр мар-и ара», — терĕ те кил хушшине кĕрсе çенĕк алăкĕ патне пычĕ. Çенĕк алăкне çăрапах питĕрсе хăварнă. Вăл суйласа илнĕ вунă çамрăкпа пĕрле Ваçли Кĕчĕере пăшал тыткалама, тĕл пеме вĕренме кайнине пĕлмесĕрех юлнă иккен.
Кĕтерук кăштах аптраса тăнă хыççăн Ваçли çуккишĕн хĕпĕртерĕ. Самантлăха ăсран тухнипе арлă-арăмлăх чысне пăсса намăса кĕресрен хăтăлчĕ. Киле çитнĕ çĕре упăшкипе ывăл ачи çывăраççĕ. Ваттисем выртайман-ха. Ахалех патак çини ыйхине вĕçтернипе вĕсем халь пăшăлтатса калаçаççĕ. Кĕтерук хуллен кĕрсе сăхманне илсе тухрĕ. Çенĕк урайне сарса выртрĕ.
Атăлкассине çитерехпе Прахăр трантас çинчен анчĕ?.
— Ну, телей пултăр... Натюш, эсĕ ытлашши нумай ан тăр унта, станувуй арăмĕ ыйхăран вăраниччен çитме тăрăш, — тесе астутарчĕ.
— Юрать, атте! — сăмах парса уйрăлчĕ Натюш.
Муравьев урхамаха хытăрах хăваларĕ. Кĕçех çитсе урхамаха тăварчĕç те пӳрте кĕчĕç. Кунта ĕнтĕ, хăйсем çеç çĕрте, Муравьев Натюша ыталаса пăшăлтатрĕ:
— Чунăм... Эпĕ çак савăнăçа курассăм сунманччĕ.
— Эпĕ те, Сахар... — Ĕнтĕ пĕтĕмпех парăнса та ачашланса хуравларĕ Натюш.
Вĕсем ăш хыпса килнĕ çĕртен сим пыл ĕçнĕ пек чуптурĕç.
— Натюш, ман сана валли парне пурччĕ. Çук, апла мар-ха... Çынсен йăлине пурне те тума юрамасан, юранине те пулин тăвар! — терĕ те Муравьев сĕтел сунтăхĕнчен икĕ ылтăн çĕрĕ кăларчĕ. Пĕр çĕррине — Натюш пӳрнине, теприне хăй тăхăнчĕ.
— Ай, хӳхĕм... — савăнчĕ Натюш.
— Вăт, ĕнтĕ эпир те венчет тунă майлах пултăмăр... — Натюш тĕксĕмленнине асăрхасан, Муравьев тĕлĕнсе ыйтрĕ. — Мĕншĕн салхулантăн эсĕ?
— Ку йăла та пирĕншĕн мар, Сахар... Ман пӳрнери ылтăн çĕрре çынсем, пуринчен ытла станувуй арăмĕ, курсан мĕн калĕç?..
— Тĕрĕсех... — ĕнтĕ Натюш шухăшĕпе Муравьев та килĕшрĕ.
Упăшки пăшăрханнине сиссен, Натюш ăна йăпатма васкарĕ:
— Сахар, уншăнах кăмăла пăсас мар-ха. Эпĕ çĕрре пĕрле илсе çӳремелли майне тупрăм. Хăю пур-и?
— Тем çав. Ман хваттерте хĕрарăм тавраш пулса курман та...
— Çук-тăк кирлĕ мар. — Натюш çивĕт вĕçĕнчи хăюсене салтса илчĕ те çĕрре ун çине тирчĕ, мăйне çакрĕ, хĕвне чиксе пытарчĕ. — Вăт вырнаçрĕ те... Пӳрне вĕçĕнчи пек мар, яланах чĕре çывăхĕнче... — терĕ.
— Натюш... — Каллех арăмне ыталарĕ Муравьев.
— Ай, Сахар... — шарт сикнĕ пек пулчĕ Натюш. — Курмастăн-им, тул çутăлнă... Ман кайма вăхăт.
— Ма халех?
— Сахар, Сахар... Самантлăха ырлăх курасшăн пурнăçа пĕтерсе лартас мар... Атя, ăсат мана... Хапхана уçса пăх-ха. Урамра никам та çук-и?
Муравьев тухса пăхрĕ: никам та çук иккен.
Натюш хăюлăх çитерсе упăшкине ыталарĕ.
— Сахар, пăрахса хăварнăшăн ан çиллен, ан кӳрен. Хамăн та каяс килмест. Анчах ним тума та çук...
— Хăçан курнăçăпăр-ши?
— Ку манран çеç килмест, Сахар...
XXVIII
Çеменпе арăмĕ Микуласем патĕнчен çур çĕр иртсен тин таврăнчĕç те чи малтанах Энтрей çуккине асăрхарĕç. Çак таранччен нихçан та çухалса çӳремен ывăлĕ килте марри вĕсене тĕлĕнтерчĕ, анчах ытлашши йӳплесех каймарĕç, часах выртса çывăрчĕç.
Ывăлĕ ирхине те таврăнман иккен: вырăнĕ пуçтарăнсах тăрать. Çеменпе арăмĕн ывăлĕ пирки пăшăрханма сăлтавĕ те пур. Вăл тĕрмерен тухнăранпа никампа калаçса чунне йăпатма çук пек аптраса пурăннине вĕсем тахçанах сиснĕ. Çемен арăмĕ ирхи апат хатĕрленĕ чухне сĕтел çин-е хут татăкĕ пуррине асăрхарĕ те:
— Çемен, мĕнле хут выртать кунта сан? — терĕ.
— Энтрей хăварнă пулĕ?..
— Çăкăр-тăвар тыткалакан çĕре хут тавраш хуракан марччĕ-çке çав?
Арăмĕ усала туйнăн калаçни Çемен чĕрине сасартăках хавшатса пăрахрĕ. «Мĕн хучĕ, мĕн çырса вăл? Хăй ăçта?» Çеменĕн унта мĕн çырнине пĕлес килчĕ. Анчах кама вулаттарас? Вара пуп патне çитсе килме шут тытрĕ.
Пуп килĕнче паян та тамăк-ха. Арăмĕ ĕнер ĕçкĕрен тăратса хăварнăшăн ирех кӳлешме те ятлаçма тапратрĕ. Пуп ним туса та лăплантарайман енне аллине сулчĕ. Арăмĕ тем чул харкашсан та, хăй шутланă пек пуласса шанать вăл. Тата ăна ытла пысăк ĕç кĕтет. Михха çăлкуçĕ патне часовньăпа пурăнмалли çурт лартма сăмах пачĕчĕ. Тен, тытăнĕç те-и? Кăтартмасан мĕн тума пĕлĕç вĕсем?.. Пуп тухса кайма хатĕрччĕ — Çемен килсе кĕчĕ.
— Пачăшкă, вула-ха, мĕн çырнă унта?
Пуп вулама пуçларĕ, аллисем чĕтрерĕç. Акă мĕн çырнă иккен: «Юратнă аттепе анне!.. Эсир ман çырăва тунса вулаттарнă чухне эпĕ çут тĕнчере пулмастăп. Урăхла май çук ман. Е каллех тĕрмене каймалла е вилмелле çеç. Тĕрмере манран ал пустарса юлчĕç. Эпĕ ун чухне ку мĕне пĕлтерессе питех тăна хураймарăм. Мана тĕрмерен ахаль кăна, полици майлă ĕçлеме, саманана хирĕç пыракансене вăрттăн тытса пама кăна кăларса янă. Станувуйпа уретник, кама та пулин сутмасан, каллех тĕрмене хулассипе тинкене илчĕç. Юлашкинчен хупатчĕçех вĕсем. Ман тепĕр хут тĕрмене çакланас килмерĕ. Пĕтнишĕн хама çеç айăплатăп. Аслă та хăватлă çынсем мана хăйсен ретне илме тăрăшрĕç. Эпĕ ăнланайман пирки пăрăнса юлтăм. Тата сирĕн сăмаха итлеменни пĕтерчĕ. Вĕренсе тухсанах атте ĕçне хутшăннă, ытти çынсем майлах шăла çыртса пурăннă пулсан, нимле инкек те курас çукчĕ... Юратнă аттепе анне! Маншăн, çултан аташса кайнă ывăлăршăн, хуйхăрса хăвăра хăвăр ан ватăр. Йăлăхтарса çитернĕ пурнăçран ним шеллемесĕр уйрăлатăп. Инçех ан шырăр. Атте, анне! Сыв пулăр, каçарăр мана. Сирĕн путсĕр ывăлăр Энтрей».
Пуп вуласа пĕтерчĕ. Куçне çаплипех хут çинчен илеймест. Чĕри хӳтлетсе тапать. Анчах Энтрее е ашшĕпе амăшне шеллесе мар. Ĕнерхи сас-хура та чут çеç ураран ӳкерменччĕ ăна. Каллех турă йĕркисене хирĕçле ĕç тупăнчĕ.
— Пачăшкă, мĕн çырнă унта? — пуп вуласа пĕтернине туйса ыйтрĕ Çемен.
Пуп шартах сикрĕ, умĕнче хăй ирĕкĕпе леш тĕнчене куçнă çыннăн ашшĕ тăнине, вăл ывăлĕн ăраскалĕ çинчен пĕлесшĕн çуннине аса илчĕ. Мĕнле сăмах тупса сасартăках чĕри çурăласран çăлас ăна?
— Семен Матвеевич... Эпир пурте турă ирĕкĕнче — паян пур, ыран çук. Тăпраран пулнă — тăпрах пулатпăр. Çавăншăн пире турă ку тĕнчери пурнăçшăн хыпăнма, ытлашши тăрăшма хушман. Тем сиксе тухсан та тӳсме пилленĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...