Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Халăх, чарăнăр-ха! Сирĕн сăмах малалла пулĕ. Халь мана каласа пĕтерме ирĕк парăр! — халăх лăплансан, Çтаппан шухăшне малалла тăсрĕ: — Эсĕ ун чухне пире, Макçăм кумпа иксĕмĕре, вăрă-хурах тесе хур кӳтĕн. Çук, вăрă-хурах çеç те мар эсĕ. Санашкал пĕр самантрах çынна вĕлерсе, çаратса тата вут тĕртсе хăваракан вăрă-хурах Пакăш ращин çырми тĕпĕнче те çук пулĕ. Эсĕ вăрă-хурах та, тискер çĕлен-калта та. Уншăн халăх умĕнче сăмах тытăн. Эпĕ çакна çеç каласшăн: мана мăшăкăллани, ман кил-çурта çаратни сахал пулнă сана, эсĕ ман тӳрĕ те таса кинĕме намăса кĕртме хăйнă!
Халăх Çтаплан çине тĕленсе пăхрĕ те пушшех шăпланчĕ. Икĕ кун каярах çеç-ха вăл кинне чут çеç ылханса хăварманнине пурте пĕлеççĕ. Халь уççăнах ун хутне кĕрет, нивушлĕ кинĕ аскăнланнипе килĕшрĕ? Е кунта темĕнле ăнланмалла мар ĕç пулса иртрĕ-ши?..
Анук куçĕнчен савăнăç куççулĕ юхса анчĕ. Хуняшшĕ ăна каçарчĕ çеç мар, пĕтĕм халăх умĕнче тӳрре кăларма тăрăшать.
— Пĕлетĕн-и, каяннăй пуçĕ! Эсир сехмет йахĕ-тĕпĕ-мĕнĕпех ман кинен хăрах пӳрнине тăмастăр! — кун хыççăн Çтаппан халăх çине пăхрĕ; — Сирĕн хушăра та ман айăпсăр кин çине ал хума хăйнисем тупăннă. Хам уполномоченнăй чухне сирĕн хута кĕме тăрăшаттăм. Эсир пурне те мантăр. Куншăн пӳлĕхçĕ тиркештертĕр сире... Сана, Платон Сидăрч, çылăхна кура пӳлĕхçĕ айăпларĕ. Сан шăпу тулчĕ. Эсĕ усал ĕç тунине çĕрлехи тĕттĕм пытарĕ те, шывран йĕпенмесĕр тухăп тесе шутларăн пулĕ. Çук, тухаймарăн. Сан тискер ĕçӳсене тĕттĕм каç та пытараймарĕ. Ан тив, халăх ответ тыттартăр сана! — юлашки сăмахĕ çинче Çтаппан Платуна ал вĕççĕн çĕклерĕ те: — Мейĕр! Суд тăвăр ăна! — тесе, халăх çинелле ывăтрĕ. Лешĕ çĕре тăрăслатса ӳксен астутарчĕ: — Анчах ман кил умĕнче ан шавлăр! Ман мăнук çывăрать!
— Чăпăрккапа çунтарас хытăрах! — Пуçне чулпа çапса çурас! — юнаса шавларĕ халăх.
— Тăхтăр-ха, ан тивĕр! — чарчĕ Макçăм. —Кунта мар, хурал пӳрчĕ патĕнче пуçтарăпăр! Пире вăл хурăн хуллипе яланах хурал пӳртĕнче çаптарнă...
XXVI
Энĕшкассинчи юмăçа вĕлерсе пӳртне вут тивертнĕ хыпара Праски çăл кутĕнчен тупса килчĕ те алăк урлă каçнă-каçманах:
— Ах турă, Петĕр... тем курса ларăн... Энĕшкассинче ытла та хăрушă ĕçсем пулса иртни çинчен калаçаççĕ. Ваçухха юмăç килĕ çунса кайнă теççĕ, — терĕ.
Касмухха, тĕлĕнсе арăмĕпе пĕр кăмăллă пулас вырăнне, хаваслăн кулса ячĕ. Юмăç килĕ çунса кайни мĕнех вара!
— Эсĕ кулатăн-ха, Петĕр, — ӳпкелерĕ Праски, — пӳрчĕ çеç мар, хăй те çунса кайнă, теççĕ.
Касмуххана ку хыпар та пăшăрхантармарĕ. Вăл тата ытларах хавасланчĕ.
Кулмасан мĕн тумалла тет? Тухатмăшшĕнех куçсуль юхтарса лармăп ĕнтĕ. Çунса кайнă пулсан, таси паха. Вăл тахçанах çӳлти туррăн сучĕ умне тăма тивĕçлĕ.
— Эсĕ шӳтлессипех-ха. Ку ирсĕр ĕçе Платун тунă, теççĕ. Касмухха тин кулма чарăнчĕ.
— Платун?..
— Ийя. Малтан карчăка вĕлернĕ, вара карççын сапса вут тивертнĕ теççĕ.
— Ку хыпар тĕрĕсех пулсан, чăн та, хăрушла вара, — килĕшрĕ Касмухха, анчах юмăç карчăка шеллесе мар, тус-йышне аван мар пуласса сиссе. Платуна çĕр общинин уполномоченнăйне суйланăранпа вĕсем Ĕнел общини çĕрне ним чарусăр сутрĕç. Халь Праски тупса килнĕ хыпар тĕрĕсех пулсан, Платуна чĕрĕ хăварас çук. — Çакна çеç ăнланмастăп: мĕн çитменшĕн вĕлернĕ вăл юмăç карчăка, мĕн пайлайман вĕсем?
— Петĕр, ьгтла та сĕмсĕр эсĕ, — чеен кулкаласа тавăрчĕ Праски. — Юмăç карчăкăн шутласа кăларайми мул пулнă, теççĕ. Çав мул çине куç хывнă ĕнтĕ вăл. Платун патĕнче пир çеç икçĕр тăрăх ытла тупнă, теççĕ.
— Акă мĕнле этем пулнă Платун! — вĕчĕрхенме пуçларĕ Касмухха. Платун хăйĕн мулне туртса илме тапăннă пекех туйăнчĕ ăна.
— Пирне торги туса сутаççĕ тенĕ хыпар пур, — хушса каларĕ Праски.
Касмухха чĕри çуйлăн та выçланса тапма тытăнчĕ. Унта торги урлă мул сутаççĕ, вăл пур — ним пĕлмесĕрех пурăнать. Кунашкал чухнехинчен йӳнĕ хакпа хăçан мул туянма пулĕ?
— Эсĕ чанах калаçатăн-и?
— Çылăхран хăра, Петĕр, хăçан улталанă сана? Мана ĕненмесĕр вăхăта ирттериччен луччă тухса утасчĕ васкарах. Тен, сутса пĕтериччен ĕлкĕрĕн!
— Сан сăмах тĕрĕсех, Праски. Халех каятăп, — килĕшрĕ Касмухха.
Вăл, самантран тăрантас кӳлсе, икĕ витре эрех илчĕ те Энĕшкассине тухса вĕçтерчĕ.
Платун юмăç карчăка хăй вĕлерсе хăй вут тивертни çинчен халăха темиçе хут та каласа пачĕ. Анчах Энĕшкасси çыннисене ку çырлахтармарĕ. Вĕсем, юмăç карчăкăн укçа пулма кирлине ĕненсе, çавăн çинчен калаттарма тăрăшрĕç. Платун çав-çавах тунчĕ. Укçа вăрланине каланипе хăтăлас çука ăнланать вăл. Асаплантарнине тӳссе, укçана упраса хăварсан, унăн çемйи ĕмĕрлĕхех пуйса юлĕ.
Ним туса та калаттарайманнине кура, ял халăхĕ чи хăруша меслетпе тĕпчеме тытăнчĕ.
...Платун пуç шăмми халь çурăлас пек шăтăртатрĕ пулсан та, ăстăнне çухатмарĕ. Аран-аран тухакан сассипе:
— Хуть те вĕлерĕр... Эпĕ ниепле укçа та курман...— тесе пăшăлтатрĕ.
Касмухха шăп çак вăхăтра персе çитрĕ те, трантас çинчен анса, Платуна асаплантарнă çĕре пырса тăчĕ. Кунта мĕн хăтланнине курсан, çурăмĕ çине сив тар тапса тухрĕ. Тинтерех çеç хăйпе пĕрле Ĕнел общинин мулне çаратакан туй-йышĕ пуçне чут çеç каялла пăрса лартман. Куçĕсене чарса пăрахнă, çăварĕнчен кăпăк тухать... Анчах ăна шелленине палăртма юрамасть Касмуххан. Хăйне халăхпа пĕр кăмăллă пек кăтартма тăрăшса, юри хаярланса эхлетрĕ:
— Ав мĕнле староста пулнă эсĕ... Карчăка вĕлерсе çаратнă...
Макçăм пăркăчлама чарăнчĕ.
— Халăх, ман шутпа, урăх аппаланмалли те çук. Укçине тытман тесе тĕрĕсех каларĕ-и, тен. Хурал пӳртне кĕртсе пăрахар та, ыран, тиекпе стражник килсен, ăна ялтан хăвалама приговор йышăнăпăр!
Энĕшкассисем килĕшрĕç. Платуна хурал пӳртне кĕртсе пăрахрĕç. Анчах пĕри те киле саланасшăн пулмарĕç. Пурте пир-авăра сутса эрех ĕçес кăмăлпа тăчĕç.
— Халах, ку пир сире ним тума та кирлĕ мар. Луччă мана сутăр ăна! — сĕнчĕ Касмухха.
Халăх çак сăмаха çеç кĕтнĕн шавласа кайрĕ:
— Сутатпăр! Кала, мĕн чул паратăн?
— Икĕ витре эрех! — кăшкăрчĕ Касмухха.
Халăх самантлăха шăпланчĕ. Вĕсене пир мĕн хак тăни мар, икĕ витре эрех пĕрер черккен миçе çынна çитесси шухăшлаттарчĕ.
Макçăм пир мĕн хак тăрассине пĕлесшĕн, ăшĕнче шутлама тытăнчĕ: «Икçĕр тăрăх тейĕпĕр. Ан тив, унта çурă та-та чĕрĕк тăрăхли те пултăр. Пурпĕр, пĕтĕмĕшпе илсен, пĕр тăрăхĕнче вунă аршăнран кая мар. Аршăнне пилĕкшер пуса çеç сутсан та çĕр тенкĕлĕх ытла. Пасарта аршăнне сакăр пус ыйтаççĕ. Вăт кур эс ăна, йĕксĕк пуçĕ! Çавăн чул мулшăн вунпилĕк тенкĕлĕх çеç ĕçтересшĕн Касмухха кăштах кĕтсе тăнă хыççăн:
— Ну, мĕн калăр, халăх! Килĕшетĕр пулсан, вăхăта ахаль ирттерес мар! Пир-авăра ман трантас çине йăтса хурăр та икĕ витре эрехне илĕр! — терĕ.
— Килĕшетпĕр! — иккĕн-виççĕн кăшкăрса ячĕç.
— Килăшетĕр пулсан килĕр эрехне илме!
— Халăх, тăхтăр-ха!—кăшкăрчĕ Макçăм. —Ытла ан васкăр!
— Мĕн пулчĕ тата? — ыйтрĕ Касмухха.
— Мĕн пуласси... Халăх, хăвăрах шухăшлăр-ха, пĕри çынна вĕлернĕ, тепри, çав пăтăрмахпа усă курса, пире чавса тăршшĕ лартма килнĕ!
— Мĕнле хăятăн эсĕ? — çилленсе кайрĕ Касмухха. Макçăм ăна юплемесĕр малалла каларĕ:
— Мĕн тăвас пирĕн икĕ витре эрехпе; Кунта тăватă витрелĕхрен те кая мар! — халăх шутласа илеймессе шанса, пир чăннипе мĕн хак тăрассине шарламарĕ.
— Тĕрĕс!
— Касмухха, тата икĕ витре хуш! — шавларĕ халăх. Урăх чухне, хăйĕнчен ăмăртса илме пултаракан пулсан. Касмухха ним шухăшсăрах хушса парĕччĕ. Кунта вăл хăйĕнчен хаклăрах паракан пуррине курмарĕ. Çитменнине, Мăкçăм хутшăнни ăна вĕчĕрхентерчĕ.
—Сахал терĕр эппин? Апла-тăк Макçăм хаклăрах тӳлетĕр. Ман кунтан хаклă тӳлеме ытлашши укçа çук. Эпĕ панă хакпа килĕшсен, ал çапăпăр! Килĕшмесен —сирĕн тавар, ман укçа! Юлашкинчен çакна çеç астутарасшăн: ку хака сире урăх никам та парас çук! — Касмухха вăр-вар çаврăнчĕ те, халăх хушшинчен тухса, трантасĕ çине хăпарчĕ. — Мĕнле, килĕшетĕр-и? Эрехĕ кунтах! Кайса çӳремелли çук!
Халăх килĕшме та хатĕрччĕ, Макçăм каллех чарса тăратрĕ;
— Халăх, илтрĕр пулĕ, Касмухха ман çине йăвантарать. Кунпала вăл сире хăратасшăн, мана мăшкăла хăварасшăн. Мĕнех, эпĕ хам çине те илме пултаратăп. Тăватă витре паратăп! Килĕшетĕр-и?
—Килĕшетпĕр! — пĕр кăмăллăн шавларĕ халăх.
«Мĕне пĕлтерет ку?у» — мула аллинчен вĕçертме пултарасса туйса пăлханма тытăнчĕ Касмухха.
— Халăх, пилĕк витре паратăп!
— Кирлĕ мар ĕнтĕ! Ху çулупах çӳре! — халăх шавĕ Касмухха сассине путарчĕ. Тахăшĕсем ун лашине хăратрĕç те, лешĕ ĕрĕхсе кайрĕ. Касмухха тăрантас çинчен чут çеç сирпĕнсе юлмарĕ. Лашине лăплантарса чарнă çĕре пус хапхи патне персе çитрĕ.
* * *
Матĕрнепе крючниксем Çтаппан каçхи апат çиме таврăнасса кĕтрĕç. Лешĕ таврăнмарĕ. Çĕр иртрĕ, ир те пулчĕ. Çтаплан çаплипех çук. Тус-йышĕсем канăçсăрланма тытăнчĕç. Çтаппана полицейскисем тытса хупнă пек сунчĕç. Богданов, вĕсене эрех ĕçтерсе, Çтаппан полици аллине çакланманнине пĕлчĕ. Кун хыççăн хăшĕсем Çтаппан васкавлă килне кайнă пулĕ тесе калаçрĕç. Ку шухăша çирĕплетсе пама сăлтавне те тупрĕç: ахальтен-и вăл çав ир пит салхуччĕ. Никампа та калаçмарĕ. Ĕçре хăйне хăй ăсран тухнă çынпа, юри вилĕм шыранă пекех тыткаларĕ. Кунпала килĕшменнисем те тупăнчĕç. «Килĕнче инкек пулас-тăк, вăл ĕнерех кунта таврăнмĕччĕ. Таврăнсан та, инкекĕ çинчен тус-йышĕсене каласа парĕччĕ», — терĕç.
Богданов, Çтаппанпа малтанхи хут пăрахут çинче калаçнине аса илсе, вăл çухалнине хăйне май ăнланчĕ. Çтаппан ун чухне ĕçлеме юлсан та вăхăтлăха, çынсем суха патне тухиччен çеç юлма килĕшнĕччĕ. Халь, шăп çав вăхăт çитсен, вăл килне кайнă. Богданов аллă тенкĕне тепĕр хут панине тата пĕр эрне ĕç укçи малаллишĕн тӳленине те шеллерĕ. Аллă тенкĕшĕн Матĕрнерен йĕкĕлтесе те кулса пăхрĕ.
Анчах яланах çавнашкал пулать вăл: Çтаппан çинчен пер кун калаçрĕç, икĕ кун... Виççĕмĕшĕнче тем сăлтавпа аса илчĕç те кайран пуçĕпех калаçма пăрахрĕç. Ахметпа артельтен кайнă ытти крючниксем çинчен мăннă пекех, Çтаппана та манчĕç.
Пĕр Матĕрне кăна манаймарĕ. Çтаппан мĕншĕн çухалнине тавçăрма хăтланчĕ. Уйрăлас умĕн тĕл пулса калаçман пулсан, вăл ăна сывмар çемйи патне кайрĕ тесе шутлĕччĕ. Уйрăлас умĕн Çтаппан ытла та хаваслă пулнине аса илсен, ним шухăшлама та аптрарĕ. Матĕрне тунсăхлă та салху çӳре пуçларĕ. Пурин куçĕ умĕнчех улшăнса пычĕ. Сăмах ваклама пăрахрĕ. Пит-куçĕнчи кăмăллă кулăсем сӳнчĕç. Халиччен хуйхи-суйхине сирме пулăшнă крючниксенчен писе пуçларĕ. Ырă канлĕх тупнă пулĕмне те курас килми пулчĕ. Çтаппан валли хатĕрленĕ вырăнĕ çаплипех, никам пуç хумасăрах сарăлса тăчĕ. Хăй ыйхине ăçта кирлĕ çавăнта вырткаласа ирттерчĕ. Çӳлтен анакан кашни пăрахутах ун чĕрине калама çук вăркăштарчĕ. Темиçе пăрахут та иртсе кайрĕ ĕнтĕ, Çтаппан пурпĕрех таврăнмарĕ. Матĕрне юлашкинчен ĕçе пăрахса кайма шут тытрĕ. Крючниксем, ăна йăмăкĕ пекех шутласа, йăпатса хăварма тăрăшрĕç. Вăл килĕшмерĕ. Сывлăхĕ начарланни çине йăвантарчĕ.
Çтаппан çухални эрне çитнĕ кун Матĕрне крючниксене юлашки хут апат пĕçерсе çитерчĕ те, сĕтелсене шăлса пуç-тарсан, хăй пӳлĕмне таврăнчĕ. Анчах кунта та ларас-тăрас килмерĕ. Салху ăна пӳлĕмĕнчен хăваларĕ. Вăл, общежити умне тухса, тенкел çине ларчĕ.
Атăл леш енче унăн тăван ялĕ курăнать. Ыран Матĕрне унта пулĕ. Анчах килĕнче мĕн тăвĕ-ши? Тăлăх-турат пек пĕр-пĕччен юлсан пушшех тарăхмĕ-ши? Мĕншĕн килсе тухрĕ-ши çав? Мĕншĕн иккĕшĕ тĕл пулчĕç-ши? Тĕл пулман пулсан, вăл халь те лăпкăнах ĕçлесе пурăнĕччĕ. Матĕрне куçне куççуль хупăрларĕ. Вăл макăрса яраçран хăйне хытарма тăрăшрĕ. «Христос тиркештертĕр ăна... Урăх курнăçма ăраскал пӳрмерĕ пулмалла... чăнах, асăнмалăхах мĕн туса кăтартнă вăл мана? Хăй ырă кăмăллипе çеç манпа тăванла калаçрĕ. Иксĕмĕре те пĕр хуйхă шĕкĕлченипе пĕрне-пĕри ыттисенчен çывăхрах туйрăмăр».
Туран анакан пăрахут кăшкăртни илтенчĕ. Матĕрне чĕри каллех çуйлăн вăркăшма тытăнчĕ. Пуçĕнчен Çтаппана хирĕçле шухăшсем тухса ӳкрĕç. Яланхи пекех, çак пăрахума килессĕн туйăнчĕ вăл ăна. «Юлашки хут кайса лăхам-ха...» — шут тытрĕ те Матĕрне пристань еннелле уттарчĕ. Пăрахут çинчен тухма хатĕрленнĕ пассажирсем çине сăнаса пăхма тытăнчĕ. Вара унăн куçне палланă арçын тĕл пулчĕ. «Аннеçĕм, çавă мар-и ку!» — хăйне хăй те ĕненмерĕ. Юлашкинчен йăлтах палласа илчĕ Матĕрне. «Таврăнчĕ, таврăнчĕ!..» Пĕчĕк ача амăшне кĕтсе илнĕ пек хĕпĕртесе, хăй ăшĕнче калаçса илчĕ. Çавăнтах вăтанса кайрĕ. «Эпĕ кунтине курсан мĕн калĕ вăл? Хăвăртрах каяс пулать. Общежити умĕнче кĕтсе илес». Анчах чĕри пăхăнмарĕ. Кунтах кĕтсе илме хушрĕ... Чĕрипе пĕр каварлă урисем, пăтапа çапса лартнă пек, вырăнтан та сикмерĕç. Матĕрне парăнчĕ. Намăса хăй çинчен сиресшĕн пек çеç: «Ан тив, кирек мĕн шухăшлатăр. Маншăн халь нимĕн те хăрушă мар. Ыран пурпĕрех кунта пулас çук... — тесе шухăшларĕ.
Ыттисемпе пĕрле Çтаппан та тухрĕ. Матĕрне чĕрине тепĕр сăлтав хускатрĕ: «Асăрхĕ-ши мана? Е асăрхамасăрах иртсе кайĕ-ши? Асăрхасан — вăл та ман çинчен шухăшланă, асăрхамасăр иртсен — ман çинчен нихçан та шухăшламан. Вара эпĕ уншăн çунни те уссăрах пулать...»
Çтаппан асăрхамасăр иртсе кайма мар, Матĕрне тăнине пăрахут çинченех курнăскер, тӳрех ун патне пычĕ.
— Матрена Игнатьевна, салам!
— Салам, салам, Степан Иванович! Мĕнле кайса килтĕн?
— Питĕ аван, — хĕрарăм аллине çемçен чăмăртарĕ Çтаппан. — Пурнăçсем епле? Тус-йышсем мĕн тăваççĕ?
— Пурте сывах. Эсĕ çухалнăшăн çеç пăшăрханаççĕ.
— Пăшăрханаççĕ?.. Мĕншĕн?
— Ара, Степан Иванович, кайрăн та çухалтăн. Эпир сана таврăнать тесе шутламан.
Кĕтсе илни тата уншăн пăшăрханаççĕ тени Çтаппан чĕрине ăшшăн пырса тиврĕ.
— Куратăн пулĕ, таврăнтăм...
— Питĕ аван, Степан Иванович, — «эпĕ çав тери хавас» тесшĕнччĕ Матĕрне, хăю çитереймерĕ. — Эсĕ таврăннипе пурте хавасланаççĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Çемье мĕнле?
— Чиперех, Матрена Игнатьевна. Пурте чĕрĕ, пурте сывă.
— Апла эпĕ çав тери хавас, Степан Иванович.
Вĕсем çапла калаçкаласа общежити тĕлне çитрĕç. Çтаппанăн параднăй алăк еннелле пăрăнмаллаччĕ. Вăл Матĕрне хыççăн утрĕ. Шухăшламан çĕртен Матĕрне пӳлĕмне кĕнипе кăштах именчĕ, ку та вăраха пымарĕ.
— Килех, килех, Степан Иванович, — хыпăнсарах чĕнчĕ Матĕрне. Çтаппанăн карттусĕпе алсатулне кайса хучĕ те питшăлли илсе пычĕ. — Çăвăн-ха ĕнтĕ.
Çăвăнса тасалсан, Çтаппан кунта пуçламăш хут кĕнĕ чухнехи пек вăтанса тăмарĕ, тĕпелелле иртсе, пукан çине ларчĕ. Матĕрне васкаса апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Графинпа эрех кăларса лартрĕ.
— Степан Иванович, сĕтел хушшине лар-ха, тархасшăн! — Çтаппан тепĕр хут чĕнтерсе тăмарĕ. — Эреххипе ху хуçа пул, Степан Иванович.
Çтаппан, вырăс хĕрарăмĕ мĕн шутласа сĕннине тавçăраймасăр, шӳтлесе хуравларĕ:
— Çук, Матрена Игнатьевна, эпĕ пултараймастăп. Хăнана чĕнтĕн пулсан, хăвах тултарса ĕçтер!
— Степан Иванович, эсĕ кунта хăнара мар...— «Эсĕ кунта хуçи вырăнне» тесе каласшăнччĕ Матĕрне, анчах хăй шухăшĕнчен хăй вăтанчĕ. — ...Пĕрле ĕçлекен тус-йышу патĕнче... Тата килте арçын пур чухне эрех тултарасси хĕрарăм ĕçĕ мар.
Çтаппана, чăн та, килти пекех туйăнса кайрĕ. Татьяна пурăннă чухне ялан çакнашкалччĕ: арăмĕ апат-çимĕçне хатĕрлетчĕ, сăрине тултарса ĕçтеретчĕ. Эрехне Çтаппан хăй тултаратчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...