Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
— Эпĕ ĕçе юрататăп! — йĕрсе ячĕ манпа юнашар тăракан шакла пуçлă Петĕр.
Иван тете аран лăплантарчĕ ăна. Эпир вара пурте çав пĕчĕк кĕнекене тытса куртăмăр.
Аслă юлташ çапла вĕрентсе калани маншăн тата манăн ӳсĕмри юлташсемшĕн пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕ. Пире пурнăç часах тĕрĕслерĕ темелле. Нимĕç фашисчĕ тапăнсан, эпир Тăван çĕршыва хӳтĕлеме карах тăтăмăр. Шел. Лукань те, Петĕр те вăрçăран таврăнаймарĕç, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Пурнăçĕ татăлман пулсан, вĕсем коммунистсен партине кĕретчĕçех. Хĕрлĕ билечĕпе мăнаçланатчĕçех. Иван тете пекех, хальхи ача-пăчана ăмсантаратчĕçех.
Хамăн хĕрлĕ питлĕ пĕчĕк кĕнекеме ытарайми пăхатăп. Манăн билетра та Ленинăн сăнĕ пур.
Парти райкомĕн бюровĕнче тухса калаçакансем ытларах манăн фронтри ĕçсем çинчен асăнчĕç. Мирлĕ саманари каçалăк умне эпĕ тин çеç тăнă-ха, мухтанмалăх нимех те туман темелле. Çапах та чуна парса ĕçленине асăрхаççех-мĕн. Хăшĕсем çакна асăнчĕç.
Эпĕ те, Иван тете пекех, юратнă Тăван çĕршывшăн пĕтĕм вăя парса тăрăшăп.
22
Тăршшĕпех эп халĕ çул çинче. Кабинетра сахал ларатăп. Секретарĕн ĕçĕ çавнашкал, яланах халăх хушшинче пулмалла. Юрать-ха, велосипед пур, утланатăп та тĕрлеттеретĕп.
Пыратăп, акă, вĕçтерсе, район чиккинчи Тимрек ялне кайма тухнăскер. Унта ман вăрлăх фондне тĕрĕслемелле. Ку ĕçе парти райкомĕ хушнă.
Йĕри-тавра сăнаса пăхатăп. Уй-хир пушанса юлнă. Çĕмелсем пачах çук. Тырра-пулла тирпейлĕн пухса кĕртрĕмер. Тĕл-тĕл çеç çĕрулми лаптăкĕсем курăнкалаççĕ. Çанталăк уяр тăни пулăшрĕ колхозниксене. Анчах та тухăçĕ ытла мухтанмаллиех çук-ха халлĕхе. Гектартан вунă центнер. Сахал ку. Уйрăм хуçалăхсем савăнтарчĕç. Акă Тимухха Иванĕ ертсе пыракан пирĕн ял колхозĕ вунпилĕк центнера çитернĕ. Симхапхари çамрăксен бригади вара рекорд кăтартнă: гектартан çирĕм центнер пухса кĕртнĕ. Виçĕмкун бригадăна комсомол райкомĕн куçса çӳрекен вымпелне патăмăр.
Çулăн икĕ айккипе вырнă уй-хир сарăлса выртать. Кĕркунне. Хăмăлсем çийĕн эрешмен картисем ирхи хĕвел шевлипе хурçă çип евĕр йăлтăртатаççĕ. Тĕлĕнтермĕш! Çав тери ĕçчен-çке эрешмен тени.
Лайăх чупать-ха ман велосипед. Тарăн вара анмалла чух çул урлă кĕтӳ каçма тытăнчĕ. Ĕне-сурăх çырма тăрăх ешĕл курăк çырта-çырта хăпарать-мĕн. Чарăнса кĕтсе тăрас килмерĕ.
— Аç-ăç! — хăвалатăп выльăхсене.
— Хас, хас! — кăшкăрчĕ пĕри хыçра çинçерех сасăпа. Ялт! çаврăнса пăхрăм. Хулпуççи урлă вăрăм пушă çакнă ача тăра парать. Пĕр-пĕр ӳкерчĕкрен анса тăнă пекех, ĕлĕкхи чăн-чăн кĕтӳ ачи. Велосппед çинчен сиксе антăм. Çийĕнче — кĕске пиншак, чавсисем — çĕтĕк. Пуçĕнче — сăмсасăр, тӳпи шăтăк кивĕ карттус. Пичĕ — хуп-хура, çук, ун пек те мар пулĕ, тĕксĕмленнĕ пăхăр тĕслĕ, шăлĕсем вара сахăр пек шап-шурă. Хăмăр куçĕ темшĕн салху. Çук, унăн çипуçĕ нимĕн чухлĕ те ман кăмăла хуçмарĕ-ха. Вăрçă вăхăтĕнче упăшкасăр тăрса юлнă хĕрарăмсене ачи-пăчи валли ырă тумтир туянма та çăмăлах мар. Мана акă мĕн пăлхантарчĕ: пĕтĕм ача — парта хушшинче, ку мĕншĕн кĕтӳ кĕтет? Чĕнмесĕр тӳсеймерĕм:
— Эсĕ, ачи, мĕншĕн шкула çӳреместĕн?
Пĕчĕк кĕтӳç куçне тартрĕ, пуçне айккинелле пăрчĕ. Сăмах-мĕн хушмарĕ. Унччен те пулмарĕ, каярах тăрса юлнă сурăхсен ушкăнĕ патне чупрĕ.
Эпĕ тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмесĕр пăрахса каймастăпах ĕнтĕ. Асăрхарăм: кĕтӳ пуçĕнче пĕр ватă тăрать. Аслашшĕ-ши?
— Килĕр-ха кунта-а!— кăшкăртăм ăна. Туртăнса-мĕн тăмарĕ. Утрĕ ман еннелле. Аллинче — патмар туя. Ытла йывăррăн пускалать. Ватти çитнĕ-тĕр ĕнтĕ. Çапах та кĕтӳ çӳретет. Пĕр шухăшласан, чăнах, хурланмалла. Ун вырăнĕнче çӳрес вăйпитти çын çапăçу хирĕнче выртса юлнă пулĕ çав. Ялйышăн ирĕксĕрех çакнашкал старик кĕтӳçпе килĕшме тивет.
Çывхарнăçемĕн кĕтӳçе сăнарах пăхма тытăнтăм. Ытла пĕкĕрĕлнĕрен-ши, самаях лутра курăнать. Вăрăм сăхман аркисене пилĕкне çыхнă çинçе сӳс кантра хушшине хĕстернĕ. Кăвак пир йĕмми ансăр. Хытканскерĕн чĕркуççи шăммисем палăраççĕ. Урине пир тăла сырнă. Çĕнĕ çăпата пуçĕ варланма ĕлкĕреймен. Çавăнпа сарă пушмак евĕр çуталса пырать. Пуç тăрне хăлхисене уснă мулаххай лартнă. Ман ума çитсен, качака сухалне хăрах аллипе якаткаларĕ те шывланарах тăракан куçĕпе мана чăрлаттарса пăхма пикенчĕ. Тинкернĕрен ĕнтĕ питĕнчи йĕрсем татах тарăнланчĕç.
Алă парса, хампа паллаштартăм.
— Эпĕ — Северттей мучи. Тем теесшĕнччĕ ĕнтĕ?
— Ку сирĕн мăнукăр-и? — пуç сĕлтрĕм ача еннелле.
— Джон-и? Э-э... нăрă сĕкесшĕ.
— Мĕн-мĕн? — тӳрех ăнланаймарăм мучи пупленине.
— Ачин ячĕ çапла-ха ун — Джон.
— Джон? — тĕлĕнетĕп.
— Ашшĕ чаплă артист пулнă тет-и, ывăлĕн ятне ыттисенчен уйрăмрах хурас тенĕ ĕнтĕ.
— Ашшĕ ăçта вара ун? Шкула вĕренме ярас чух мĕншĕн кĕтӳ хыççăн уттарать-ха ăна? — тарăхатăп.
— Ха, ашшĕ ăçта тетĕн пулать? Ачасен ашшĕсем ăçта пулччăр? Паллă... нăрă сĕкесшĕ.
Хам та çав. Чухламастăп пек. Калаçăва сыпăнтарма çийĕнчех сăмах та тупаймарăм.
— Амăшĕ пур-ха ун...
Ăнкарса илейместĕп старик шухăшне. Кама тӳрре кăларасшăн вăл: хăйне е ачана?
— Çуркунне килсе ячĕ те тек килсе кăтартмарĕ хăйне, нăрă сĕкесшĕ. Ачине хурламастăп. Шутсăр маттур. Ури çăмăл, çĕре тивмест. Мана шăпах çавнашкалли кирлĕ те выльăхсем хыççăн чупма.
— Сирĕн ял ачи мар-и-мĕн Джон? Эпĕ тĕрĕсех ăнлантăм-и?
— Тĕрĕсех. Карчăк юратать ăна. Мăнук вырăнне хурать. Пирĕн пĕртен-пĕр ывăлччĕ те — таврăнаймарĕ.
— Мĕнле-ха эсир ăна ним шикленмесĕр илсе юлнă?
— Нăрă сĕкесшĕ... Мĕншĕн шикленмелле тата? — пĕççине çат! çапать старик. — Ун çулхи ачасене вăрçăра тăшман тылне янă. Хаçат вулатăр пулĕ?
— Каларăн та, Северттей мучи, — тетĕп ачана хӳтĕлес шутпа.—Вăрçă вăхăчĕ вăл—тискер вăхăт. Пĕчĕкки-пысăккине уяман, пурне те пĕр виçепе лартса шайлаштарнă. Халĕ, лăпкă пурнăçра, пĕчĕккисене шеллер ĕнтĕ кăшт. Ачалăхĕ савăнăçлă пултăр.
— Э-э... Ĕçе хăнăхни пăсмасть, хăйсемшĕн усăллă.
— Пурпĕрех малтанхи хут кӳлнĕ тихана ытла йывăр тиесе пăсма юрамасть.
— Тиеместпĕр. Джон маттур-ха вăл. Уй-хир сывлăшĕ килĕшет ăна.
— Амăшĕ ăçтисем вара?
— Каланăччĕ те — мантăм.
— Ачана шкула ярас пулать. Хăвăра йывăр пулсан та. Вĕрентмеллех ăна. Паянхи кунпа кăна пурăнмастпăр-çке.
— Тĕрĕсех ку. Ун пек те юрать. Кайтăр эппин. Ватăпа сывпуллашсан та, пуçран тухмарĕ кĕтӳ ачи.
Шеллетĕп. Çурма тăлăх-çке вăл. Ашшĕсене вăрçă илсе юлнă ача миçе-ши пирĕн çĕршывра? Ахальтен мар ĕнтĕ тĕнче ылханĕпе витĕннĕ фашизм. Амăшĕ тата мĕншĕн маннă-ха ывăлне? Мĕншĕн килсе те курмасть? Мĕнпе пулăшма пултарăп эпĕ ку ачана?
Колхоза çитрĕм. Телее кура, мана кирлĕ çын — председатель — правленинчех. Часах ĕçе тытăнтăмăр. Вăрлăхлăх тырă — пӳлмесенчех. Йĕркеллех. Вăл çителĕклĕ.
Ял Советне кĕтĕм. Тĕллев пĕрре: кĕтӳ ачин шăпи пирки сăмах татмалла. Председателĕ те, секретарĕ те хыпăнса ӳкрĕç. Шкул директорне чĕнтерчĕç. Ял çыннисем те темиçен пур-ха кунта. Джон пирки сăмах-юмах тапранчĕ.
— Хамăр ял ачи мар та, ăна шкула явăçтарасси асра та çук, — тӳрре тухма пăхать директор. —Ыранах парта хушшине лартатпăр, ара.
Джон амăшне паллакансем те тупăнчĕç. Вăл ачине, ик-виç уйăхрискерне, упăшки патне пăрахсах килтен тухса тарнă имĕш. Çӳренĕ вара тĕнче касса. Тахăшĕ вăл фронтра пулни пирки асăнчĕ.
— Апла ăна çав териех тиркени килĕшмĕ те, — хушса хутăм.
— Ха-ха-ха, — ахăлтатрĕ хура тутăр çыхнă хĕрĕхелле çитнĕ хĕрарăм, — тиркеме юрамасть, ами, пăх халĕ. Кĕпине уçса вĕлтренпе çапсан та çылăх мар.
Ун халапне итлетĕп.
— Тăван ывăлĕ кăсăклантарнă-и ăна? Кĕтсех тăр. Фронтран та вăл пуç хунă упăшкин туприне кăна пайлама таврăннă. Упăшки артист пулнă, пуянскер, хăй çурт-йĕрлĕ пурăннă. Ачи те ăна тупра пайлама кăна кирлĕ пулнă.
Джон тăван амăшне палламан та, ашшĕн иккĕмĕш арăмĕпе пурăннă. Судпа шыраса илет вара ăна фронтран таврăннă амăшĕ.
— Çуртне уйăрнă-и вара?
— Унсăр мĕнле, паллах, пӳрт хакне çурмалла тунă. Темшĕн мана сасартăк Ира-Уркка аса килчĕ. Артистка, фронт тенĕрен-и? Пирĕнпе пĕрле пулнă Ира та ачишĕнех фронтран кайнăччĕ. Ыйтса пĕлем-ха терĕм.
— Амăшĕн ятне пĕлместĕр-и ăнсăртран?
— Ира тетчĕç пулас.
Тем тесен те çавах ĕнтĕ. Çавах. Ира-Уркка. Мĕнле намăс! Уншăн ман пит-куç хĕрелет.
— Часах килет ак, — алне сулса илчĕ çав хура тутăр çыхниех, — ачин ĕç укçине тăпăлтарма шăпах çитет.
— Ача айăплă мар амăшĕ çапла сӳтĕлсе çӳренĕшĕн. Ун шкулта вĕренмелле, — çирĕппĕн калатăп эпĕ.
— Эсир хушнă пекех пулать, Итемри юлташ. Ял Совечĕ ача пурнăçне йĕркелесе тăрĕ.
Председателĕн çак сăмахĕпе пирĕн калаçу вĕçленчĕ.
23
Ыйхăран сасартăк вăранса кайрăм. Çывăрса юлмарăм-и эпĕ? Кантăкран хура чаршав сирĕлни палăрмасть-мĕн-ха. Стена çинчи сехет кĕввине тăнлатăп: шăкки-шакки, шăкки-шакки... Хăш чух вăл чарăнса ларни те пулкалать, халĕ ак чиперех ĕçленĕн туйăнать-ха. Шăрпăк çутса пăхрăм. Тăваттă иртни вунпилĕк минут. Çулла ку вăхăтра тĕнче вăй вылять. Эх, çав хĕвеле, тиркет хĕл кунне. Хăрать-и шăнасран? Тепĕр чух хăйне кун каçа та кăтартса илмест. Пĕчĕк лампăна çутрăм та пуçтарăнма тытăнтăм. Сас-чӳ кăларас мар тесе, шăппăн пускаласа çӳретĕп. Анне пурпĕрех сисрĕ.
Чăнах, кайăк ыйăхĕ ун. Вăл, кăмака çинче çывăраканскер, кăштăртатса анчĕ.
— Мĕншĕн питĕ ир вăраннă эсĕ, Талюна хĕрĕм? Чиперех пулĕ-çке, ик-чак?..
— Йĕркеллех, — тетĕп. — Ман «Социализм» колхоза каймалла. Паян унта пăрусене çĕнĕ витене куçараççĕ.
Тепĕр ĕç пирки шарламарăм. Колхоз председателĕпе эпир, Иван Капитоновичпа, çамрăксене тата тепĕр пысăк ĕçе явăçтарас пирки калаçса татăлнăччĕ.
— Хĕрĕм, çула тухма сана халь кирлех марччĕ пулĕ те. Шикленмелле. Кампа каян? — Анне сасси питĕ пăшăрхануллă. Ăнланатăп-ха мĕншĕнне те.
— Пĕчченех.
— Лав параççĕ-и? — çаплах канăçсăррăн тĕпчет.
— Лавĕ кирлĕ мар. Манăн ытларах уткаласа çӳремелле. Тухтăрсем çапла хушаççĕ.
— Çапах та, хĕрĕм, кирлĕ марччĕ кайма. Кирлĕ мар. Ĕçне сансăрах тăваççĕ-ха. Ан кай, э-э, ик-чак... Вĕçне çитнĕ ĕнтĕ. Ĕçне тахçанах пăрахмаллаччĕ-çке те. Çул çинчех çуратса пăрахăн та, акă, типшар курăпăр, Турă сыхлатăрах.
— Паян-ыранах мар-çке, кăшт çӳремелле, — шантаратăп аннеме.
Вăл васкаса тумланать. Урине кăçатă тăхăнчĕ. Манпа пырасшăн. Анне темерĕн çав, ӳксе ванасран тӳшек сарать ĕнтĕ ман валли. Аран-аран ӳкĕте кĕртрĕм. Çапах та апат çитермесĕр кăларса ямарĕ.
Урам пуш-пушах. Пӳрт çумĕпе хывнă сукмакпа утатăп. Ялăн тепĕр вĕçĕнче автан сас пăчĕ, йытă вĕркелесе илчĕ. Урăх пĕр сас-чӳ те. Таврара тĕттĕм. Укăлчаран тухрăм. Кунта утма тата та йывăртарах. Виçĕмкун çил-тăман асар-писер ахăрчĕ. Çуна çулне юр хĕвсе кайнă. Такăрлатма ĕлкĕреймен. Аташассинчен çапах та хăрамалла мар-ха. Çулăн икĕ айккипе улăм çурăмĕнчен майланă маяксем лараççĕ, хура шалча пек курăнса.
— Эсир килмесрен питĕ пăшăрханнăччĕ эпир паян, — тет председатель мана. — Ринарх шутсăр кĕтетчĕ.
— Вăл килте-и вара?
— Ĕнер персе çитрĕ. Ху ертсе пынă ĕçĕн тулăкне курас килет, паллах. Унсăрăн мĕнле?
Хĕрлĕ кирпĕчлĕ вите аякранах курăнса тăрать. Чăннипех хӳхĕм.
Çитрĕмĕр. Вите алăкĕ умĕнче çынсем йышлăн пухăннă, Кĕçтенкки папай та пур. Ринарх чупсах пычĕ ман пата. Ал тытрăмăр. Ун хыçĕнче Юльттине тăра парать. Ку мана питĕ телĕнтерчĕ.
— Эс тата мĕнле майпа? — ыйтатăп унран.
— Хăнана килтĕм, — йăл-йăл кулкалать хĕр. Икĕ рет шап-шурă шăлĕ илемлĕн курăнать.
Варук каланăччĕ-çке: «Юльттине «Социализм» колхоз çĕрне сухаланă чух ял çамрăкĕсемпе питĕ туслашнă кăна мар, Ринарх ятлă каччăпа савниленнĕ, тет». Мĕнех, ырламалла. Иккĕшĕ те маттур, çутă тĕнчене пĕри теприншĕн килнĕ темелле.
Председатель митинга уçрĕ. Хăй сăмахĕнче вăл колхоз çамрăкĕсен строительство бригадине тав турĕ çакăн пек вите туса лартнăшăн. Ринарх бригадирпа Кĕçтенкки папай, Серафима Капитоновна тата темиçе çамрăк колхоз парнине илме тивĕçлĕ пулнă.
Манăн та тухса калама тиврĕ. Комсомол райкомĕ ячĕпе хастар строительсене саламларăм.
Ринарх тухрĕ халăх умне.
— Эпир, çамрăксем, — терĕ вăл, — колхоз хуçалăхне тĕреклетесшĕн ялан тăрăшăпăр.
Юлашкинчен Иван Капитонович ферма заведующине, Романова юлташа, вите уççи тыттарчĕ. Эпир йышпа витене кĕшĕлтетсе кĕтĕмĕр. Таса кунта. Урайĕсене улăм сарнă. Кĕтесе çăка çулçи милĕкĕ çакнă.
Акă виçĕ хĕр кивĕ сăхмансемпе чĕркенĕ пăрусене çунашкапа туртса килчĕç.
— Пăх-ха, мĕнле чыслаççĕ вĕсене, уттармаççĕ те, — ахăлтатрĕ пилĕклĕ кĕрĕк тăхăннă пĕр йĕкĕт.
— Эс, алхарин, питĕ айван-çке, нимĕн те чухламастăн,— куçне чăлтăртаттарчĕ çӳçеллĕ, чечеклĕ тутăр çыхнă хĕр. Палларăм: ку — Ульпи-çке. — Пăрусене юр çийĕн уттарма юрамасть. Урисем шăнсан, варвиттипе чирлеççĕ.
Илсе килнĕ кашни пăрăва уйрăм пӳлĕме ячĕç.
— Çĕнĕ хваттерпе саламлатпăр! — кулкаларĕç çынсем. Виçĕ хĕр кивĕ витерен ытти пăрусене те туртса килчĕç.
— Лайăх пăхса ӳстермелле пултăр, — хĕрсене ырă сунтăмăр.
Йăла-йĕркисем вĕçленсен, эпĕ çамрăксемпе правлени çуртне кайрăм. Комсомолецсен уçă пухăвне ирттеретпĕр, клуб лартас пирки калаçу тапратасшăн. Çамрăксене ку сĕнӳ хавхалантарса яче пулас: пĕр вăхăт шавласа кайрĕç, пĕр-пĕринпе тавлашрĕç, ахăртнех, клубне хăш вырăна хăпартса лартас пирки пулас. Анчах калаçу строительство материалĕсем пирки кĕрсе кайрĕ те, пурте тăруках шăпланчĕç.
— Вăрман касма сире валли ирĕк паракан хут илсе килтĕм. Акă вăл! — пĕлтертĕм эпĕ.
Пуху тепĕр хут шавлама пуçларĕ. Савăнаççĕ çамрăксем. Эпĕ кĕсъерен çав хута кăларса, комсомол организацийĕн çĕнĕ пуçлăхне — Силменев юлташа паратăп.
Иван Капитонович та хăй савăннине пытараймасть:
— Ялта клуб пулсан, эх, мĕн тери лайăх пулать. Кино, спектакль, тĕрлĕрен ĕç...
— Каятпăр вăрман касма! Ыранах! Килĕшетпĕр-и? — ыйтать секретарь юлташĕсенчен.
Çак вăхăтра ман сасартăк вар касса кайрĕ. Пилĕк тытни мар-и ку? Пĕтрĕм. Çамрăксем мĕн калаçни те хăлхана кĕмест. Кăштахран иртнĕ пек туйăнчĕ ыратни. Унтан — каллех.
Серафима Капитоновна çакна асăрхарĕ пулас. Пирĕн куçсем тĕл пулчĕç. Ăна пуç сĕлтрĕм те, сĕтел хушшинчен тăрса, коридора тухрăм. Вăл ăнланчĕ, çийĕнчех ман хыçран тухрĕ.
— Талюна, тем сăну питĕ улшăнчĕ. Ыратмасть пулĕ те?
— Вар-хырăма каса-каса илет.
— Пилĕк тытать эппин.
— Темскер, кунашкал хĕссе килменччĕ.
Серафима Капитоновна хăй патне илсе кайрĕ. Вăл юнашарах пурăнать. Лăплантарать мана. Пĕртте хăрамалла мар иккен. Амăшĕ пулма пӳрнĕ кашни хĕрарăм çак ырату витĕр тухать, тĕнче тытăмĕ çакăнта имĕш. Калать те вара. Хăй лаша кӳлсе килме тухса вĕçтерчĕ. Мана хăвăртрах больницăна леçмелле-мĕн. Эпĕ пĕчченех юлтăм. Вĕçĕ-хĕррисĕр айлататăп. Йĕресшĕн мар хам, куççуль хăй тĕллĕнех шăпăртатать. Акă, лăш ячĕ пек, ыратмасть. Çав самантрах ыйхă пусрĕ. Хăнк пултăм. Каллех çатăрласа тытрĕ. Мĕншĕн Серафима Капитоновна халĕ те таврăнмасть-ши? Çур кун иртнĕ пек туйăнать. Анне, ăçта эсĕ? Вилетĕп. Вĕри куççуль юхса анчĕ. Ĕсĕклетĕп. Сасăпăх. Алăк уçăлса хупăнчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ килчĕ тинех.
— Мĕнле? Ыратни чарăнмасть-и?
— Вилетĕп.
— Мĕн кирлĕ мара пуплен, Татьяна? Килĕшмест сана, — ятланă пекех калать Серафима Капитоновна. Вăл çапла калани ман кăмăла хытарчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...