Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Чăнах та, Михалан пĕрре хыттăн шавласа илмелех сăлтавĕ пулнă: паян ирхине вăл улма пусси урлă килнĕ те унта ĕçлекенсем çĕрулми нумай тăккаласа хăварнине курнă. Шултра çĕрулмисене тăпра ăшĕнчен алăпа чавса кăларса хăй тĕллĕн такама вăрçса тăнă вăл унта. Анчах уншăн, тем тесен те, килтисене мар, бригадирсене вăрçас пулать. Килтисене вăл сайра-хутра çеç хăтăрать. Ара, фермăра лайăх ĕçлекен Кĕтернене е колхозра пур ĕçре те малта пыракан Укахвипе Анушкана начар ĕçлетĕн тесе епле вăрçăн? Яйăпсăр айăплас йăла ун çемйинче пулман. Ун çемйи ĕçре яланах ырă ятлă пулнă, ялти çынсем хăйсен ачисене ăса вĕрентнĕ чухне тӳрех Кăтра Михала ачисем çине тĕллесе кăтартнă. «Ав, Укахви, Анушка мĕнле ĕçлеççĕ, çавсенчен те пулин кăшт намăса пĕлĕр», тенĕ. Çук, ĕç пирки вăл хĕрĕсене вăрçма пултараймасть.
Кĕтерне куç айĕн упăшки çине пăхса ларчĕ-ларчĕ те юлашкинчен чăтса тăраймарĕ, чĕлхе веçĕнчи сăмахне каласа хучĕ:
— Хĕрсем, эсир сисетĕр-и, сирĕн аçу фронтран епле куштанланса таврăннă, тулхăрса çеç тăрать? — терĕ.
Хĕрĕсем ун çине «Мĕн тума каларăн? Вăрçтаратăн акă» тенĕ пек пăхса илчĕç.
Ашшĕ вăрçмарĕ, чăн япалана хăех йышăнчĕ:
— Ăна эсир те асăрханă-и? Чăнах та мана тем çитмест, ăшăм тулашса кăна тăрать, — терĕ.
— Ху мĕншĕн тулашнине пĕлетĕн пулĕ ĕнтĕ, мĕн те пулин пулнă пулĕ? — терĕ Анушка, хăюлланса.
— Мĕн пултăр? Нимех те пулман. Чĕрене вăрçă вучĕ ĕнтсе илчĕ курăнать, çавă çеç. — Михала пичче сĕтел хушшинчен тухрĕ те питшăлли илсе тарланă çамкине хыттăн пусса шăлчĕ, унтан, хăйĕн ăшĕ вăрканине пытармасăр, питшăллине тĕпелти вырăн çине ывăтса ячĕ. — Эх, сире илсе кайса кăтартасчĕ çавăнта, вара эсир вăрçă мĕн иккенне кăшт та пулин пĕлнĕ пулăттăрччĕ!
— Ăна каймасăрах пĕлетпĕр-çке, чĕрепе туйса тăратпăр, — ашшĕ сăмахĕнчи ӳпкеве йышăнманннне систерсе каларĕ Укахви.
— Темĕн, пĕлетĕр-ши вара? Ман шутпа, эпир кунта вăрçă мĕнне пачах пĕлместĕр. Самолет вĕçмесг, бомбăсем ӳкмеççĕ. Пурăнатпăр çапла çăкăр çĕртсе, ĕçлем пекки тăватпăр...
Ашшĕ ытла хурласа калаçни Анушкана та кӳрентерчĕ курăнать, вăл та чăтса тăраймасăр сăмах хушрĕ:
— Начар ĕçлетпĕр пулать-и вара? Патшалăха икĕ эрнере тырă парса татрăмăр.
— Тырă парса татрăмăр тетĕн, а çĕрулми? — чĕрре кĕчĕ ашшĕ. — Çĕрулми юр айне юлать.
— Хăвармастпăр, йĕпере те пулин кăларса пĕтеретпĕр.
— Кăларса пĕтеретĕр! — йĕкĕлтерĕ Михала. — Куртăм эпĕ паян, пĕлетĕп эсир мĕнле кăларнине. Йăрансене хуратса тухатăр та, ĕçĕ те пĕтрĕ, çĕрулми çурри ытла тăпрапа варăнать.
— Вăл иккĕмĕш бригадăн, пирĕн пĕр улма та юлмасть, — çав-çавах парăнмарĕç хĕрĕсем.
— Пурин те çавах пулĕ-ха. Эсир те иккĕмĕш бригадăран тĕплех туман пуль...
— Терĕсле ара. Вара кала.
— Тĕрĕслетĕп акă, ĕлкĕрĕр.
— Çитĕ ĕнтĕ хивреленме, — чарчĕ упăшкине арăмĕ. — Менле вăл ялан çавăн пек калаçасси пултăр? Кăшт лăплансан юрамасть-и?
— Çук ĕнтĕ, — тата татăклăрах каларĕ Михала. — Манран лăпланасси пулмĕ, сире те ытла лăпкă пурăнма памăп. Ăнлантăр-и?
— Пирĕншĕн ан хăра, — пурин хутне те кĕчĕ Анушка. — Эпир çынтан ӳксех юлмăпăр.
— Халиччен намăс кăтартманччĕ, малашне мĕнле пулĕ. Каласа хуни ытлашши пулас çук: сирĕн çинчен ун пек-кун пек сăмах илтмелле ан пултăр, пуринчен те пикенерех ĕçлер. Нихçан та çăмăл ĕç ан шырăр, хăвăр çине йывăр ĕç илме тăрăшăр. Çавăн пек, ачамсем...
* * *
Вахăт чылая çитнĕччĕ ĕнтĕ, Кĕтерне вырăн та сарса панăччĕ, анчах Михала çывăрма выртас вырăнне Левентей патне тухса кайрĕ. Тырă парса таврăнсан председателе Йалăма1 каçнă терĕç, çавăнпа та Михала правленине тепре çитсе курма шут тытрĕ. Куннинче Левентей хăйĕн пӳлĕмĕнчех ларатчĕ. Çавăншăн юратать вара Кăтра Михала çамрăк председателе — каçхине ăна яланах правленинче е ял Советĕнче курма пулать, вăл сехет тăрăх ĕçлемест, ĕç пулсан, çутăличченех правленинче ларать.
— А-а, Михаил Михайлович! Кĕр-ха, кĕр! — хăйне куричченех, алăк хыçĕнче ӳсĕркеленинчен палларĕ старике председатель. — Эпĕ сан патна: те каяс, те çывăрма выртрĕ, тесе ларатăп.
— Эп хам та эс киле пырасса кĕтрĕм. Кунта килме хăратăп, — сывалнă-и-ха тесе тĕплĕн сăнаса алă тытрĕ Михала пичче.
— Ак тата. Мĕншĕн хăратăн?
— Ара, фронта сан вырăнна каймалла пулчĕ те...
— Эй, вăл пурĕпĕрех мар-и? Эс мĕнле кайса килтĕн? Çавăн çинчен кала.
Левентей, хăй умĕнчи кĕнекесене этажерка çине илсе хурса, Михала çывăхне куçса ларчĕ, унран нумай интереслă япала илтессине пĕлсе, тăнлавне сылтăм аллипе тĕрĕнтерсе итлеме хатĕрленчĕ.
Михала, вăхăт шутне çухатнăскер тата канасси çинчен пачах манса кайнăскер, калавне делегаци Канашран мĕнле ларса кайнипе пуçларĕ те хăйсен колхозне мĕнле çитсе кĕнипе пĕтерчĕ. Левентей ăна пӳлмерĕ темелле, хăш-пĕр чухне çеç «Кăна пухура калама манса ан кай, ку питĕ кирлĕ» тесе асăрхаттара-асăрхаттара пычĕ.
— Пухура каласа памалла пулать-и çакна йăлтах? — ыйтрĕ Михала, ун калавĕ хыççăн пит-куçран телейлĕн çуталса ларакан Левентей çине ытараймасăр пăхса.
— Каламасăр. Хамăр ялта çеç мар, кӳршĕ ялсенче те докладсем тутараççĕ пулĕ-ха. Ку вăл халăха питĕ кирлĕ хыпар. Сана итленĕ хыççăн хамăн та чунăм савăнсах кайрĕ. Ĕçлер апла, Михаил Михайлович! Часрах çĕнтермелле пултăр çав эсремете!
— Вĕçлес пулать, Леонтий Петрович, ĕçлес пулать. Пирĕншĕн халĕ ĕçрен хакли нимĕн те çук.
Михала сăмаха пĕр хускатнă япала колхозри ĕçсем, çинчен те калаçасшăн пулчĕ курăнать, анчах, Левентей киле кайма хатĕрленнине туйса, çине тăмарĕ. Хăйĕн заместителĕн калаçу мехелне пĕлсе çитнĕ тата вăл мĕнле пăхкаланинченех ун шухăш-кăмăлне йăнăшмасăр тавçăракан пулнă Левентей Михала тем каласшăн иккенне сисрĕ те картусне илме тăнă çĕртен хăйĕн вырăнне ларчĕ.
— Васкамастăн пулсан, лар-ха, хамăр ĕçсем çинчен те калаçса илер, тен, эсĕ çĕнĕ шухăшсем илсе килнĕ пулĕ, — терĕ вăл.
— Çĕнни-масарĕ, нимех те çук-ха, — терĕ Михала пичче, — çĕннине шухăшласа кăларма ман пуçăм мăкалчĕ пулĕ ĕнтĕ. Ват çын вăл киввипех супать.
— Апла каллех эртел пирки пулĕ? — кулчĕ председатель.
— Çавăн çинченех, Левентей. Кирек мĕн кала та, эртел пире кирлех. Ăна пĕтермелле марччĕ. Çул çинче тăршшĕпех шухăшласа пытăм та санпа таврăнсанах калаçас терĕм...
— Ав мĕнле çирĕп кĕрсе ларнă иккен вăл сан пуçна, ниепле те тухма пĕлмест! — пĕтĕм шăмшакĕпе каялла ыткăнса тенкел хыçĕ çине тайăнчĕ Левентей.
— Çапла, Левентей, — ытларах хавхаланчĕ Михала. — Ун пирки эпир санпа калаçса татăлаймарăмăр. Тĕрĕссипе, ун чухне эп килте пулман, хам курсра вĕренмен пулсан, эпĕ промысла эртелне тем тусан та пĕтерттерместĕмччĕ. — Вăл, Левентее ӳкĕте кĕртме пултаракан сăмахсем шыраса, чарăнса тăчĕ. — Акă санпа эпир фронт валли ĕçлесси çинчен калаçрăмăр. Пĕр-пĕрне ăнлантăмăр темелле.
— Питĕ лайăх ăнлантăмăр, — хавасланчĕ Левентей.
— Апла пулсан, кала-ха: хĕл каçиччен мĕн тăватпăр ĕнтĕ эпир?
— Вăрман касатпăр, çуракине хатĕрленетпĕр. Еçĕ вăл мăй таранах.
— Ку ĕçсене ăна чи начар колхоз та туса пырать. Пире таврара вăйлă колхоз тесе шутлаççĕ. Эпир пысăк ĕçсем тума пултаратпăр. Ну, юрĕ, эсĕ каланă пек пултăр, колхозниксен пĕр пайĕ вăрман хатĕрлеме кайĕ, тейĕпĕр. Ыттисем, сăмахран, ман пек стариксем мĕн тăвĕç? Кĕрĕк арки йăвалĕç-и? Эртел пулнă пулсан, вĕсенчен кашни виççĕр корзинка аватчĕ тата тепĕр вунпилĕк çуна тăватчĕ.
— Эх, Михала пичче! — лăплантарма пăхрĕ ăна Левевтей. — Эпĕ ĕçлеме çын ăçтан тупас-ши тесе пуç çĕмĕрсе ларатăп, эсĕ ара çынсем ĕçсĕр ларасран хăратăн. Эртел пĕтнĕ ĕнтĕ вăл, ăна эпĕ пĕтермен, вăрçă пĕтернĕ.
Ак вăрçă хыççăн ун пек мар чаплă эртел туса хурăпăр...
Кăна Михала пĕрремĕш хут кăна илтмест. Эртел пирки сăмах хускатсан, Левентейĕн яланах пĕр юрă: вăрçă вăхăтĕнче тырă акса тумалла, корзинкăсемпе çунасем туса аппаланмалла мар, эртел вăл халĕ пире пулăшмасть, колхозра ĕçлеме çеç кансĕрлет. Мĕн каласси пур -çамрăк пулсан та, председатель хăйĕн сăмахĕ çинче çирĕп тăрать, ваттисем тем пек ӳкĕтлесен те, Атăл леш енчи хăвалăха тасатма çын ямарĕ. Халĕ те авă эртеле хупнине тĕрĕс тесе шутлать.
— Апла пирĕн хăвалăх пĕтрĕ, кăçал хăва касма каймастпăр, — хăйĕн тахçанхи ĕмĕчĕ татăлнă пек хурлăхлăн каласа хучĕ Михала.
— Май та çук, — терĕ Левентей. — Хăвах шухăшла: çынсене хăва касма ярса çĕрулмине юр айне хăвармалла-и е мĕнпур халăха çĕрулми кăларнă çĕрте ĕçлеттермелле-и?
Михала ăна нимĕн те тавăрса калаймарĕ. Унăн пуçне, вăхăтлăха кăна пулин те, Левентейпе килĕшес шухăш килсе кĕчĕ. Тен, чăнах та вăл ыйтăва тĕрĕс лартать. Тен, чăнах та промысла эртелĕ вăл вăрçăчченхи ĕç кăнă пулĕ?
Старик председатель сĕтелĕ çинчи сехете пăхрĕ. Ун стрелкисем çурçĕр иртни сехет çурă çитнине кăтартаççĕ. Михала сисрĕ: калаçу ытла вăрăма кайрĕ, ăна кĕскетме те вăхăт.
— Пĕлетĕн-и халĕ манăн мĕнле туйăм, председатель? — терĕ вăл, ура çине тăрса.
— Мĕнле?
— Эпĕ хам алăпа хам çĕрĕн-кунĕн снарядсем тăвăттăм, вĕсене вагонпа фронта ăсатса тăрăттăм.
— Ăна рабочисем туччăр ĕнтĕ, пирĕн ĕç вăл — фронт валли ытлă-çитлĕ апат-çимĕç хатĕрлесси, — çакна Михала ăнланман пек, вĕрентсе каларĕ Левентей.
— Çапах та эс мана, Левентей, паянтан пуçласа йывăртарах ĕç хушсах тăр-ха.
— Сан шутпа мĕнле ĕç чи йывăрри пултăр? Мĕнле ĕç хушсан кăмăлу тулĕччĕ?
— Вăрман касма яр.
— Санăн кунта та ĕç нумай.
— Хĕл — çу вăхăчĕ мар, Левентей, мана эс вăрмана яр-ха, эпĕ халĕ кăтьăр-катьăр ĕçпе канăçма пултараймастăп.
— Ун пирки калаçса татăлăпăр-çке, — çемçен сăмах хушрĕ Левентей. — Вăрмана сана бригадир туса ярăпăр та çĕмĕрттер кăна! Кăçал ахаль те план пысăкрах пулма кирлĕччĕ, иксĕмертен пĕрин вăрмана каймаллах пулать.
— Мана яратăн, — тепĕр хут ыйтрĕ Михала.
— Юрĕ. Эс каланă пек пултăр. Тата мĕншĕн варçатăр мана? — кулса пăхрĕ Левентей старик çине.
— Вăрçмалли нумай, — унăн шӳтлесе каланă сăмахне йышăнмарĕ Михала. — Çĕрулми пирки калаçасшăнччĕ эпĕ санпа.
— Кала, кала, — çумăр çумасть-и-ха, тесе чӳрече енне пăхса илчĕ председатель.
— Хире улма юлать. Бригадирсем тĕрĕслесе тăмаççĕ курăнать, йĕпе çанталăк тесе эпир çĕрулмине ячĕшĕн çеç кăларса хире хăварма пултараймастпăр, Леонтий Петрович.
— Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, Михала пичче. Юр айне хăварас мар тесе-çке ытла васкарăмăр пулас çав. Ыран бригадирсемпе калаçса пăхас-ха.
— Калаçмалла пулать, — çирĕплетрĕ Михала. — Кăçал выльăх апачĕ те çителĕксĕр пек-ха, улмаран аптрамалла ан пултăр. Çĕрулми вĕт вăл иккĕмĕш çăкăр, Михаил Иванович Калинин çапла каланăччĕ пулас?
— Çапла, Михала пичче, — пуçне сĕлтрĕ лешĕ.
— Тата калам-ха сана, председатель: çĕрулми çĕрме пултарать, çавăн çинчен те шухăшламалла.
— Нӳхрепсене хуриччен уçă çĕрте тытмалла пулать çав.
— Тытасах пулать. Иртнĕ çул витнĕ сарайне аслăлатмалла пулĕ тетĕп эпĕ.
— Мĕнле, Михаил Михайлович, çав ĕçе Сахрун пиччене, хушсан, хăйĕн бригадипе туса пăрахĕ-и ăна? — çийĕнчех сĕнӳ пачĕ Левентей.
— Мĕншĕн тумалла мар? — хăйĕн сăмахне тăрăшса итленипе хавхаланчĕ Кăтра Михала. — Хăма çителĕклĕ унта, вĕрлĕхлĕх йывăç тупса витмелле çеç. Килĕшетĕн пулсан, ку ĕçе эпĕ хам çине илетĕп. Хутран-ситрен пулăшкалăп, час-часах пуртă тытмасан манăн ывăç тупанĕсем кĕçĕтме пуçлаççĕ. Тем тесен те, платник вĕт...
— Вот, ку мана килĕшет! — калаçу вĕçленнине систерсе аллине лампă сӳнтерме тăсрĕ Левентей. — Çийĕнчех туса пăрахас та хиртен турттаракан çĕрулмине типĕтме тытăнас. Тĕрĕс сан сăмаху: çĕрулми вăл иккĕмĕш çăкăр.
III
Атăл хĕрринчи кукăр-макăр сукмакпа çар тумтирĕ тăхăннă çын утать. Аллине вăл çĕçĕпе якатса тунă кукăр туя тытнă, çурăмĕ çинче симĕсрех сарă кутамкка. Вăл туйи çине таянса хытă уксахласа пырать. Те утма питĕ йывăр пулнăран, те ывăннăран, хăй пĕрре те васкамасть, -хутран-ситрен чарăна-чарăна тăрать, куçĕпе тем шыранă пек, йĕри-тавраналла çаврăна-çаврăна пăхать.
Çывăхарах çитсен çакна асăрхама пулать: çыннăн сулахай ури чĕркуççирен хуçланмасть те, ăна тӳрĕ хăма татăкĕ çумне çыхса лартнă тейĕн. Утнă майăн кӳлепи йывăрăшĕ çак ура çине куçнă чухне çар çынни кашнинчех кĕске туя çине сулăнарах таянать.
Сăн-питрен вăл самаях имшеркке, кĕлеткинчен вара питех те тĕреклĕ. Хăй тин çеç госпитальтен таврăнать пулмалла. Çапах та çак вăхăтра ун пит-куçĕ савăнăçлăн çутăлса тăрать, çакăнтан тата йĕри-тавралăха пит пăхкаласа пынинчен вăл хăйĕн тăван уй-хирĕ тăрăх пынине чухласа илме пулать. Апла пулсан, вăл халь чунтан савăнать ĕнтĕ. Пĕр икĕ çул ĕлĕкрех тухса кайнă та вăл тăван кĕтесрен, халь акă кунта каялла таврăнать. «Тăван кĕтес, ырă кĕтес! Мĕнле юрататăп эпĕ сана, çак мĕнпур çырма-çатрана, тăван вăрманлă улăха, çак чуна кăмăллăн хумхантаракан тавралăха, ăна витсе тăракан кăвак тӳпене!» тенĕ пек мăкăртатаççĕ ун тутисем.
Çын пĕрре хăйсен ялĕ еннелле, тепре Атăл çинелле пăха-пăха илет. Хăй ĕнтĕ Атăл хĕрринчи чи чăнкă вырăна çитнĕ. Кунтан шыв темиçе çухрăм тăршшĕ курăнса выртать. Унпа юнашар, Атăлăн сулахай енĕпе, хитре сатин тăрăхĕ çумне çĕленĕ симĕс пусма пек, Йăлăм вăрманĕ тăсăлать. Ку енче унта та кунта лапамсене, çырма кукăрĕсене ларса тухнă ялсем курăнаççĕ.
Вăл ытарма çук картинăна киленсе пăхса тăрас терĕ пулас, çурăм çинчи кутамккине вĕçертрĕ те, çерем çине выртса канма хатĕрленнĕ пек, хăйĕн умне хучĕ. Унтан картусне хывса çутă та сарлака çамкине алтутрипе шăлса типĕтрĕ.
Çапла чылайччен тăрсан, сасартăк вăл пĕлĕт çинелле пăхрĕ. Хăй пăшăрханнă пек пулчĕ, мĕншĕи тесен хĕвеланăç енче тӳпе тĕксĕмленме тытăннине асăрхарĕ, йĕри-тавра шурă пĕлĕт тăрăхĕсем шăваççĕ. Йалăм çинче çумăр пĕлĕчĕсем, çунă хыççăн типме тухса çакнă кĕпесем пек, йывăррăн çакăнса тăраççĕ. Кун пăсăласса сиснĕ пек, Атăл та тĕсне улăштарнă. Паçăр вăл çӳлти кăвак тӳпе пекех лăпкăн юхатчĕ, ун кăтра хумĕсем çыран хĕрринче çеç кăшт палăратчĕç, халĕ ак Атăл варринче кĕреш пек хумсем йăваланаççĕ, шыв йӳçсе чылай çӳлелле çĕкленнĕ тейĕн.
Çын кутамккине алла илчĕ те васкамасăр малалла уксахларĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл час-часах хăйĕн хыçнелле, çумăр пĕлĕчĕсем йăсăрланса килекен еннелле пăхма тытăнчĕ. Вăл çумăр пуçланиччен тăван килне çитсе ӳкме васкарĕ пулас.
Тăршшĕпех çуран утнă пулсан, вăл, тен, çумăр айне пулнă та пулĕччĕ, анчах ун телейне часах çула май лав тупăнчĕ. Тăван ял çинчен, ывăлне кĕтсе тăракан ватă амăшĕ çинчен шухăша кайса пыракан çар çынни хăйĕн хыçĕнче урапа сасси илтрĕ. Урапа çинче хĕрарăм ларса пырагь. Малтан тилхепине турткаласа чуптарса килекенскер, вăл çул çинчи çын тĕлне çитсен лашине хăвалама пăрахрĕ, хăйĕн умĕнчи çын çине тинкерсе пăхрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне иккĕш те пĕр тăруках палларĕç.
— Ятман!
— Кĕтерне инке!
— Ятман, эс киле таврăнан пулĕ-çке?
— Киле таврăнатăп, Кĕтерне инке, — терĕ Ятман.
— Çапла уксахласа килмелле пулчĕ-и ĕнтĕ?
— Çапла килмелле пулчĕ...
— Лар, лар часрах. Ха, эп чуть çеç чуптарса иртсе кайман.
Вăл лашине тăратрĕ те Ятмана вырăн хатĕрлесе пачĕ. Леш хăпарса ларсан, малтан саппун аркипе шăлса илсе, ăна алă тăсрĕ.
— Аван-и?
— Аван-ха. Хăвăр мĕнле пурăнатăр? — Алă пачĕ ăна Ятман.
— Эпир мĕн? Пурăнатпăр эпир килте. Пирĕн кунта бомба пăрахакан çук. Эс пристаньрен килтĕн пулĕ-ха? Мĕншĕн телефонпа чĕнсе илсе лав ыйтмарăн?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...