Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Пĕрремĕш пай
I
Çак таврара кĕркунне кăçалхи пек йĕпе те сивлек пулнине Укахви пачах астумасть. Иртен пуçласа каçчен, каç кӳлĕм пуçласа ирччен татти-сыпписĕр çумăр çăвать; пĕр самантлăха чарăнать те çавăнтах тепĕр хут пуçласа ярать; çывăхри вăрман хыçĕнчен çăра пĕлĕтсем йăтăнса тухсах тăраççĕ. Хĕвел эрни-эрнипе çынсенчен пытанса пурăнать, темĕнле айăпа кĕнĕрен вĕсен куçĕ умне курăнма именет тейĕн. Урамра çĕрĕн-кунĕн йăмрасем кашлаççĕ; кĕрхи çил вĕсен юлашки çулçисене тăпăлтара-тăпăлтара илсе каять, виçĕ ял хушшинчи кӳлле ăçти-çукпа тултарасшăн пулнă пек, шыв çине ывăçĕ-ывăçĕпе çулçă сапать.
Укахви хăйсен пахчи вĕçĕнче, çаврака кӳллĕн çурçĕр , кукăрĕнче тăрать. Унран инçе мар валашкалла чавса тунă кимĕ, пĕтĕмпех шывпа тулса, хăрах пуçĕпе юшкăна тăрăнса кĕрсе ларнă. Çулла шыва кĕнĕ чухне унта ачасем ишетчĕç, халĕ ĕнтĕ вăл никама та кирлĕ мар, ак хĕлле кӳлĕ шăнса ларĕ те, кимĕ çаплипех чалăшшăн пăр хушшине хĕсĕнсе юлĕ.
Çил хăваланипе çыран хĕрринелле çулçăсем вĕçĕмсĕр юхса килеççĕ, вĕсем Укахви ури патнех çите-çите чарăнаççĕ. Укахви вĕсене курмасть, хăй кунта мĕншĕн килнине манса кайсах вăл Тутаркас еннелле пăхать. Ун хăлхине çырма леш енчен вархан1 сасси килсе кĕчĕ те, халь ăна чунтан тĕмсĕлсе итлет. Мĕне пĕлтерет ку, кăнтăр варринче вархан нăйăлтатни? Хĕр кăна кам калать-ши тесе ыйтмасть, — вăл ăна чĕрен кашни хĕлĕхĕпе туйса тăрать, купăса çакăн пек кам ăста калама пултарнине ăна Укахви çеç мар, Атăлкассинчи, Турикасри, Тутаркассинчи пур çамрăксем те пĕлеççĕ. Хĕр чĕрине халь урăххи канăç памасть: камшăн калать çак вăхăтра Галимджан — хăй фронта каять-ши е юлташне ăсатать-ши?
Икĕ яла пĕрлештерсе тăракан карлăксăр кивĕ кĕпер урлă хĕр утса мар, чупса каçрĕ, урисем ывăннине туймасăр, тем çӳлĕш сăрта çăмăллăн хăпарса çитрĕ. Акă ĕнтĕ çырма хĕрринче ларакан Назиб пӳрчĕ те кая тăрса юлчĕ, умра Хаят инкен сăрланă чӳрече хупписем курăнса кайрĕç. Унталла çитес умĕн Укахви утăмне чакарчĕ, хăй сисмен çĕртенех пуçĕнчи тутăрне тӳрлетсе илчĕ те урамăн тепĕр енне каçрĕ.
Чӳрече умĕнче никам та курăнмарĕ. Ăна хăйне те асăрхамарĕç пулас: «пӳртрен нимле сас-чĕвĕ те илтĕнмерĕ. Кӳлĕ хĕрринче çĕкленнĕ пăшăрхану халĕ ĕнтĕ Укахвийĕн чун-чĕрипе ăстăнне пĕтĕмпех çавăрса илчĕ. «Чăнах та курса юлаймастăп-ши вара? Пĕр-ик сăмах каламасăрах, «сывă пул» тесе алă памасăрах тухса каять-ши вара?» Кăна унăн ĕненес килмерĕ, вăл каялла иртнĕ чухне те пулин Хаят инке патне кĕме хăюллăх çитерĕ тесе шанса пычĕ. Анчах хĕр именни куннинче те унăн шухăшĕпе ĕмĕтĕнчен вăйлăрах пулчĕ, вăл хĕр чăрсăрлăхне пĕтĕмпех çыхса тăлларĕ, Укахвие Галимджансен пӳрчĕ çине пăхтармасăр урампа вĕçĕмсĕр малалла хăваларĕ. Укахвийĕн тинех иккĕленӳ юлмарĕ: Галимджан килтех, ун патĕнче çамрăксем юрлаççĕ пулас, каччă аллинчи вархан ăсату кĕвви янратать. Кăна хĕр пӳрт умĕпе иртнĕ чухне лайăхах илтрĕ. Илтрĕ те, чарăнса тăрас вырăнне, такăнса ӳкесле кĕпер патнелле утрĕ, хăйне хыçалтан темиçе хутчен кăшкăрса чĕннине те хăлхине чикмерĕ.
— Агай, Агай тетĕп! — хăваласа çитсе хулпуççинчен тытса чарчĕ ăна Галимджан.
Укахви чарăнчĕ, Галимджан тухасса кĕтмен пек, Тутаркаса савнине курассишĕн килмен пек, каччă çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Э-э, Галимджан... Аван-и? — ним калама аптрарĕ вăл.
— Аван-ха, — алă тытрĕ ăна каччă. — Эсĕ ăçта унпекех чупатăн?
— Чупмастăп-çке.
— Ух, çил пек вĕçтеретĕн, аран хăваласа çитрĕм. — Çавăнтах каччă пачах урăх сасăпа каласа хучĕ:
— Агай, итле-ха, Агай. Эп çара каятăп вит, ман патăмра юлташсем...
— Хăçан каятăн? — ăна пӳлсе ыйтрĕ Укахви.
— Паянах... Кĕр интĕ ман патăма, эс нихăçан та кĕрсе курман вит.
— Çук, аван мар, Галимджан...
— Ну, пĕр минутлăха та кĕместĕн-и интĕ?
— Ан та чĕн, Галимджан, кĕместĕп. Кунта калаçнипе те çитĕ. — Укахви, темиçе утăм чакса, çул çинчен карта çумнелле пăрăнчĕ, Галимджан ун аллине вĕçертмесĕр хыçаларахран пычĕ.
Телейлисем вăхăта шутламаççĕ. Мĕн чухлĕ тăчĕç-тĕр хĕрпе каччă ял хĕрринчи карта çумĕнче — ăна калама йывăр. Вĕсен асăнмалăх калаçуне çулпа иртсе пыракан паллакан хĕрарăм, Марине, чарчĕ. Вăл, хĕрпе каччă алла-аллăн тытăнса тăнине курса, хыттăнах кăшкăрса ячĕ:
— Ай, ай! Левентее каласа* парăп!
Галимджан аптраса ӳкмерĕ.
— Кала, йинке, кала! — терĕ те, кулкаласа, ун умĕнчех Укахвие чуптуса илчĕ. Вăтанса кайнă Укахви, ун аллинчен вĕçерĕнсе, Марине патнелле чупрĕ.
— Тăхта, Марине, пĕрле каятпăр, — терĕ вăл…
Галимджан вĕсеяе иккĕшне те тытса чарчĕ.
— Чимĕр, чимĕр. Çара каякан çынпа çапла уйрăлаççĕ-и?
— Эсĕ çара каятăн-и вара? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Марине.
— Çара каять, — уншăн тавăрчĕ Укахви.
— Апла каçар эппин, апла Левентее каламастăп, — кулчĕ лешĕ.
— Эп унран хăрамастăп. Агай хăй кунтан иртсе пыман пулсан, Левентей куçĕ умĕнчех килне пыраттăмччĕ, — вăрăм та кăтра çӳçне каялла шăлса илчĕ Галимджан.
— Ну, кăна суятăн ĕнтĕ, — терĕ Укахви. — Киле пымастăнччĕ, пире пĕлтермесĕрех тухса кайнă пулăттăн-ха...
— Çук, пирĕн ял каччисем ун пек мар, вĕсем вăтанса тăмаççĕ. Пыраттăмччĕ, килне кĕрсех уйрăлаттăмччĕ.
Виççĕн тăни иккĕн тăни мар. Хĕрпе каччă калас пек сăмахĕсене калаймарĕç. Кулчĕç, шӳт турĕç, Марине сисмелле мар майсемпе чĕрисенчи туйăмĕсене уçса пама тăрăшрĕç, çапах та пĕр-пĕринчен тахçан кĕтнĕ ăшă сăмах çăвартан тухаймарĕ.
Галимджан вĕсене ырă сунса алă пачĕ.
— Халĕ ĕнтĕ чипер юлăр. Ан кулянăр, эпир часах таврăнатпăр, — нумай çын ячĕпе каларĕ вăл. Унтан хăйĕн пăттăр кĕлеткипе мăнаçлăн сарăлса тăчĕ те, сылтăм аллине дирижер пек сулкаласа, хыттăн юрласа ячĕ:
Дан приказ: ему — на запад,
Ей — в другую сторону...
Уходили комсомольцы
На гражданскую войну...
Юрласа пĕтерсен вăл Укахвипе Марине аллине хыттăн чăмăртарĕ, вара, сарлакан яра-яра пусса, хăйсен пӳрчĕ патнелле утрĕ. Укахви, ун утăмне шутланă пек, вăл калинкке патне çитичченех пĕр хускалмасăр пăхса тăчĕ. Таçтан ăна асаттесемпе асаннесенчен юлнă сăмахсем асне килсе кĕчĕç. «Çаврăнса пăхать-и-ха, çаврăнса пăхать-и-ха, çаврăнса пăхать пулсан — юратать», тесе шухăшласа тăчĕ вăл. Анчах çăвăн пек вăхăтра Галимджан Укахви çине тепре пăхса илмесĕр ăçтан кĕрсе кайтăр-ха? Вăл чарăнчĕ, хĕрарăмсем еннелле пăхса тата чылайччен алă сулчĕ, вара, хăйĕн чунĕ хурланнине аякран та пулин кăтартас мар тесе, картишне кĕрсе çухалчĕ.
Марине çав-çавах вырăнтан пĕр хускалмасăр тăракан Укахвие хулĕнчен тытрĕ, вĕсем пĕр чĕнмесĕр Атăлкасси еннелле утрĕç.
— Эпĕ сана кансĕрлерĕм, айăп ан ту ĕнтĕ уншăн, эпĕ пĕлмен, — терĕ Марине яла çитеспе.
— Эс темскер ан шутла, хам та эпĕ ăна ăнсăртран çеç тĕл пултăм, — хушса хучĕ Укахви.
— Мĕн терĕн — кĕтетĕп терĕн-и? — тĕпчерĕ лешĕ.
— Ун çинчен калаçаймарăмăр та! — хирĕç хыттăнах кулса ячĕ хĕр.
— Ун çинчен калаçма та кирлĕ мар. Юрататăн пулсан — кĕтетĕн, юратмастăн пулсан — çук...
II
Фронтовиксене парне леçме кайнă Кăтра Михала таврăнасса колхозниксем çĕрĕн-кунĕнех кĕтрĕç. Тухса кайнăранпа ик эрне ытла иртрĕ ĕнтĕ, старик çав-çавах çук та çук. Ялти çынсенчен хăшĕ-пĕрисем Михала арăмĕ Кĕтерне патне киле те пыра-пыра кайрĕç. Мĕнле те пулин сăлтавпа пыраççĕ те тӳрех ун пирки ыйтаççĕ.
— Михала пичче халĕ те килмерĕ-и çак?
— Çук-ха.
— Ăçта çухалчĕ вăл? Нимĕçсемпе вăрçать-тĕр-ха!
— Килет пулĕ-ха, — тет вара Кĕтерне кашнинчех. Анчах вăл хăй те упăшкине самаях сехĕрленсе кĕтме тапратрĕ. «Фронта каякансенчен теприсем çапăçăва та кĕреймеççĕ тесе калаçаççĕ, çитичченех бомба айне пулса вилеççĕ, тет. Фронталла каякан эшелонсене нимĕç питĕ тапăнать, теççĕ. Михала тĕлне ан килтĕрччĕ ку», — пĕрре çеç мар шухăшларĕ вăл ăшĕнче.
Михала пиччен фронта колхоз председателĕ Левентей вырăнне кайма тиврĕ. Йăмшакрах сывлăхлă Левентей хăйне районтан чĕннĕ кун вырăнпах выртатчĕ. çавăнпа делегаципе кайма Кăтра Михалава чĕнсе илчĕç. Ун чухне колхозниксем район центрне каякан çул хĕрринче пахча-çимĕç пуçтаратчĕç. Михала пичче фронта каять тенине илтсенех вĕсем пурте çул çине чупса тухрĕç те старике вăрçа каякан çынна ăсатнă пек чысласа ăсатрĕç. Çынсенчен уйрăлас умĕн такăшĕ унран парса яма çырусем çырасси çинчен сăмах хускатрĕ, вара темиçе колхозник çавăнтах çыру çырма ларчĕ.
— Ан ухмахланăр, Михала пиччене ахаль тытса ан тăрăр, — ятларĕ вĕсене тăлăх арăм Марине. — Вăл сирĕн тăванăрсене ăçтан шыраса çӳретĕр ĕнтĕ?
— Фронтрисем пуриншĕн те тăвансем, колхозран килнĕ ăшă сăмахшăн вĕсем савăнсах кайĕç, — терĕ пĕри.
Васкаварлă çырнă çырусене Михала тутăрпа тирпейлĕ чĕркерĕ те тарантас ларкăçĕ айне чиксе хучĕ.
Парне леçме хăйсен çынни кайни колхозниксене ĕнер е виçĕмкун ăсатнă тăванĕсем çинчен ытларах шухăшлаттарчĕ, чун-чĕрене вĕсенчен мĕнле те пулин ăшă хыпар илтме хĕтĕртсе шанчăк парса тачĕ.
Кăтра Михала килне шăпах хăйне кĕтмен сехетре — тул çутăлсан çитрĕ. Çемйи ирхи апат çисе ĕçе кайма хатĕрленнĕччĕ, çав хушăра алăк уçăлчĕ те, пӳрте çул çинче ывăнса халран кайнă Михала кĕрсе тăчĕ.
— Ак çухалнă çын çитрĕ, — терĕ арăмĕ.
— Çухалнă çын тетĕн? Эсир мана çухатнăччĕ-и?
— Ара, эпир сана тахçанах вилнĕ тесе шутлатпăр. Миçе кун иртрĕ те ĕнтĕ...
— Апла эсир мана асăнса икерчĕ те пĕçерсе çирĕр пулĕ? — кулчĕ Михала.
— Паян пĕçерес тенĕччĕ-ха.
— Ак ĕнтĕ, пăх та кур: эпĕ, кусем маншăн çунаççĕ пулĕ-ха тесе, çĕрхута килтĕм, кунта мана асăнса икерчĕ çиме васкаççĕ.
Вĕтсен хĕрĕсем, Укахвипе Анушка, ашшĕпе амăшĕн яланхи пекех шӳтлĕрех тухакан калаçуне пӳлмесĕр итлесе тăчĕç. Хăй сăмах хускатман пирки вĕсем ашшĕнчен фронта мĕнле кайса килни çинчен нимĕн те ыйтма хăяймарĕç-ха. Çитменнине амăшĕ тата ĕçе васкать.
— Тăхта-ха ĕнтĕ, çунмасть пулĕ унта, ĕлкĕрĕпĕр, — самаях çиллессĕн каласа хучĕ вăталăх хĕрĕ Анушка.
— Карчăк, ăçта хăвалатăн вĕсене? Тăччăр ĕнтĕ тепрер сехет, кăнтăрла та çитмен вĕт-ха, — тĕртсе илчĕ ашшĕ.
— Ара, эпир санран пĕр-икĕ сăмах илтесшĕн, — лăпкăн каларĕ текех чăтса тăрайман Укахви, ашшĕн йĕпе пиншакне кăмака çине çакса.
— Ĕç вăхăтĕнче эпĕ сире фронта кайса килни çинчен иксĕре доклад туса паратăп тетрем? Вĕçтерĕр ĕçе, пĕлесси вăл сиртен тармĕ.
Хĕрĕсем ăнланчĕç: ашшĕ халĕ вĕсене нимĕнех те каласа парас çук. Вăл ывăннă, сасси те унăн, шăнса пăсăлнипе пулас, хăрăлтатса çеç тухать, тата старик питĕ хытă тарăхнă пулмалла. Ун пек чухне вара ăна калаçтарма ан та тăрăш.
— Юрĕ, эпир кайăпăр, — упăшкин кăмăлне пĕлсе çемçен калаçма тăрăшрĕ Кĕтерне. — Эсĕ ларса çи-ха. Ак кунта тенкĕле пур. Çывăрма сивĕрех пулсан, витĕнме утиял ил.
— Тăр кăнтăрла çывăрса выртас-и ĕнтĕ манăн? — ал сума пикенчĕ Михала.
— Ывăннă хыççăн çывăрмасăр? Пăртак кан ĕнтĕ...
— Тавах ыр сăмахшăн.... Санăн хăвăн унта ман вырăна кайса килмеллеччĕ, вара эсĕ çывăрасси çинчен калаçман пулăттăн.
Анушка ашшĕн ку сăмахĕсенчен тата вăл çак сăмахсене калана май çаврăнса амăшĕ çине сивĕреххĕн пăхса илнинчен тĕлĕнсех кайрĕ. «Çук, ку ывăннипе мар, атте темле ывăнсан та кун пек калаçакан марччĕ, — терĕ вăл. — Ун кăмăлĕ фронтри йывăрлăхсене курнăран пăсăлнă пулас». Кăна вăл хăйĕн ăсĕпе çапла ăнланчĕ: вăрçă пĕтесси курăнмасть-ха, фронтра ĕçсем начар, савăнăçлă хыпарсем кĕтме иртерех-ха.
Хĕрарăмсем яракуна ĕçре ирттерчĕç. Амăшĕ фермăра кĕтӳрен юлнă темиçе пăрупа айкашрĕ, хĕрĕсем вĕтлĕх çумĕнче çĕрулми кăларчĕç.
Кăтра Михала килтисем тухса кайсанах çири тумтирне хывса ĕç тумтирĕ тăхăнчĕ, унтан апат çиме лариччен малтан каллех кăмкан патне пычĕ. Вăл сисет ĕнтĕ, ăна, икĕ талăк ытла чипер çывăрманскере, ыйăх пусмăрласа çитернĕ, çавăнпа ыйăха сирсе ярас тесен унăн лайăх кăна çăвăнас пулать. Старик пуç тăрăх темиçе курка сивĕ шыв ячĕ, вара кăшт кăвакара пуçланă çӳçне пӳрнисемпе туранă пек якатса, шывне сăрăхтарма пикенчĕ. Пӳрте Марине бригадир кĕнĕ хушăра вăл шăп кăна йĕпе çӳçне тирпейлесе тăратчĕ.
— Ак тата, фронтовик пӳртре мунча кĕме шут тытнă! — çăмăллăн каларĕ Марине. — Арăму хутса памарĕ пулать ĕнтĕ…
— Халлĕхе юрĕ-ха. Мунчине ăна каçхине те кĕме пулĕ. Кăтра Михала аллине шăлса типĕтрĕ те хĕр пек çиçсе тăракан Маринене алă пачĕ. — Мĕнле сирĕн ĕçсем?
— Чиперех-ха. Эс мĕнле кайса килтĕн? Çĕнни мĕн пур?
— Çĕннине авă паян радиопа каларĕç. Пирĕннисем татах пĕр хула хăварнă. Илтрĕн-и?
Михала хăй те туйрĕ, ун сасси çиллессĕн тухрĕ, кăна илтсен Марине сасартăках сăнран улшăнчĕ те сак çине ларма тăнă çĕртен каялла ура çине тăчĕ.
— Эпир санран ырă хыпар кĕтнĕччĕ, — тăсарах сăмах хушрĕ вăл. — Халĕ те чакаççĕ-и вара?
— Чакаççĕ, Марине. Чун ыратать, чакаççĕ: Çавăнтах Михала бригадира хăйне ыйту пачĕ:
— Сан бригаду мĕн тăвать?
— Çĕрулми кăларать.
— Эсĕ, бригадир, мĕн туса çӳретĕн?
— Ара, эпĕ сан пата кĕрсе тухас терĕм... Халь çавăнта каятăп-ха.
— Бригаду ĕçлет пулсан, неччу чупса çӳреме. Халь çимĕк вăхăчĕ мар...
Марине, Кăтра Михаларан çакна пĕрре те кĕтменскер, ун умĕнче пысăк айăпа кĕнĕ пек хĕрелсе кайрĕ, ку сăмахсем çине тăруках ним тавăрса калама та пултараймарĕ. Вăл, хăйĕн умĕнче чăнах та Кăтра Михала тăнине ĕненмен пулнă пек, ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Çавах, тепĕр тесен, вăл та мар. Çавăн кăтра çӳçех, ав кăтри çунă хыççăн та пĕтмен, çавăн илемлĕ çамкиех, анчах сăнĕ, сасси, кăмăлĕ пачах урăх çыннăн.
Эп килнĕ чухне çула май кĕрсе тухрăм унта. Сан бригадун çĕмелĕсене шыв каять. Мĕншĕн асăрхамастăн çавна? Эс бригадир вĕт?
Марине куçĕсене чарса ун çине тата тĕлĕнерех пăхрĕ. Кам калать кăна, Кăтра Михалах-и? Мĕн пулнă ăна чăнах та? Вăл нихçан та кун пек калаçакан марччĕ-çке, мĕнле те пулин кăлтăк пулсан ялан тăрăхласа, сăмахпа айккинчен тĕртсе систерекенччĕ.
Акă вăл килнĕ çынни хăех хăналать, Маринерен иртсе алăк патнелле утать.
— Левентей килтех-и?
— Çук, вăл тул çутăличченех тырă леçме кайрĕ.
— Ак тамаша. Хай кайрĕ-и?
Марине Михала сассинче килнĕренпе пĕрремĕш хут халичченхи кулăшларах сасса илтрĕ. Старик каялла пĕр-ик утăм турĕ те пĕшкĕнсе кровать айĕнчен пуртă илчĕ. «Апла правленине каймасть, тӳрех итем çине пырать, — вĕçрĕ шухăш Маринен. — Лекет паян ман бригадăри тырă çапакансене! Куран, нихçан вăрçма пĕлмен Михала пичче те хаярланса таврăннă».
Бригадир шутлани тĕрĕс пулчĕ, Кăтра Михала кун каç енне сулăничченех итем çинче ĕçлерĕ. Вăл ытла вăрçмарĕ, хăй мĕн курни çинчен каласа кăтартнă май унăн вăрçма вăхăчĕ те пулмарĕ темелле, анчах çынсем унтан унчченхи пек кулăшла сăмахсем те илтеймерĕç. Каçалапа Михала килне таврăнчĕ те урăх ниçта та тухмарĕ. Вăл канма тесе вырăн çине таянса пăхрĕ, анчах ăна çывăрма памарĕç, часах ун патне пĕрерĕн-икшерĕн ватăсем пырса тулчĕç. Кăтра Михалан варçă умĕн çеç тунă çĕнĕ хапхи мĕн çерле пуличченех чĕриклетсе уçăлса хупăнма чарăнмарĕ.
Каçхине Михала кăмăлĕ кăшт çаврăнчĕ темелле. Вăл апата ларас умĕн те, сĕтел хушшинче те нумай калаçрĕ. Çапах та çемьере вăл хăйне нихçан шӳт туса курман çын пек тытрĕ. Хĕрĕсене ашшĕ куçĕнче халиччен нихçан курăнман çутă тĕлкĕшсе çунакан туйăнчĕ. Упăшки никам çине те куç хывмасăр питĕ ĕçлĕ калаçса ларнине кура, сăмах ваклама юратакан Кĕтерне те ытлашши шарласах каймарĕ. Ачисем вара, мĕн те пулин ыйтсан ашшĕ кĕскен çеç тавăрса каланине туйса, хăйсене айăплă пек тытрĕç. Вĕсем ашшĕ сĕтел хушшинчех хыттăн хăтăрса тăкасса, пĕр-пĕр ĕçшĕн ятласса кĕтнĕ пек ларчĕç. Мĕншĕн айăпа кĕнĕ вĕсем ашшĕ умĕнче, мĕншĕн ятламалла унăн — кăна вĕсем хăйсем те каласа парайман пулĕччĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...