Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Анчах Лукарье тарăхăвне асамлани Анука нимле сиен те кӳмерĕ. Çитменнине, ӳте кĕнĕ-кĕменех Микула Анука качча илес хыпар сарăлчĕ. Лукарье пуçĕпех канăçне çухатнипе Ваçуххана ӳпкелерĕ. Лешĕ айапне хăй çинчен сиресшĕн: «Эпĕ асамлани нимĕн те тăваймарĕ пулсан, Анукпа Микула ăрăвĕнче манран та хăватлă вăй пур», — тесе ăнлантарчĕ. Çуркунне, Анукăн çӳç пĕрчисене тата кĕпинчен касса илнĕ татăка çăхан йăвине хурсан, вăл пурпĕрех пĕтессе ĕнентерме тăрăшрĕ.
Лукарье çуркуннене кĕтесшĕн пулмарĕ. Халех сиен кӳресшĕн урăхла меслетпе усă курма шут тытрĕ.
X
Ваçлипе ашшĕ хушшинче харкашу пулса иртнĕ хыççăн икĕ кунтан, Михха килте çук вăхăтра, Лукарье хăй патне Маврана чĕнтерчĕ те:
— Мавра аппа, — терĕ, — Микула Анука качча илес хыпар пур. Тем пулсан та чарасчĕ вĕсене. Эсĕ Анук ашшĕ-амăшĕ патне кай та Микула путсĕрри çинчен каласа ĕнентер. Эрех ĕçет, картла вылять те. Инçетри çулта çӳренĕ чухне сутăнчăк хĕрарăмсемпе явăçни çинчен каласа пар. Кунашкал йĕркесĕр пурнăçа вăл малашне те пăрахаймĕ, те. Çуркунне çитсен каллех Атăл çине кайма шутлать. Анук Микулана качча тухсан, унран телейсĕр хĕр те пулмĕ.
Мавра самантлăха иккĕленсе ларчĕ. Куçа-куçăн тумалла ĕç ирĕксĕрех намăслантарчĕ ăна. Асамăçланă япаласене Ануксен килне пыра-пыра пăрахнă чухне ку намăса туйманччĕ вăл. Çапах та Лукарье хушнисене мĕнле тумăн-ха! Вăл укçа панипе çеç Мавра ĕмĕрĕ тăршшĕнче малтанхи хут лайăх пурăнма пуçларĕ. Сасартăк Мавра пуçне пархатарлă шухăш пырса кĕчĕ. «Вĕсен юратăвне Ваçухха асамлани сивĕтеймерĕ, эпĕ сӳпĕлтетни те усси пулас çук. Юрĕ эппин... Кашкăрĕ те тутă пулĕ, сурăхĕсем те чĕрĕ юлĕç. Ман кăмăла та нимле кирĕк çаклаймĕ».
Тепĕр чухне пулсан, Мавра пырса кĕни Анук ашшĕ-амăшне тĕлĕнтермĕччĕ те. Вăл килкелесе çӳренине Сантăрпа Наçтик хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Паян вăл килни темшĕн пăшăрхантарчĕ. Энĕшкасси ялĕнче иккĕмĕш кун ĕнтĕ мĕн-пур халап Якур Кĕтерука вăрласа кайни çинчен пырать. Хăшпĕрисем Якур паттăрлăхне ырларĕç, теприсем Кĕтерука шеллерĕç. Сантăрпа Наçтик çак инкек хăйсен хĕрне те тивесрен хăрарĕç. Анука та вăрласа кайсан мĕн тумалла? Çакна ял тăрăх çĕнĕ хыпарсене пухса-сарса çӳрекен Мавраран лайăх кам пĕлтĕр?
— Мавра аппа, эпир тухсах çӳреместпĕр те, ним пĕлмесĕрех пурăнатпăр... Эсĕ такам патĕнче те пулатăн, ялти пур хыпара та илтетĕн, Каласа пар-ха, Кĕтерука мĕнле майпа вăрласа кайнă тата? — ыйтрĕ Наçтик.
Ку ĕç çинчен вăл, чăн та, ыттисенчен лайăхрах пĕлнĕ. Анчах ял тăрăх хăлхине тăратса çӳренĕрен мар, Кĕтерука вăрласа кайма хăй пулăшнăран. Çав каç Мавра Кĕтерука Ваçли патне кăларса ячĕ те хăй Якура систерме чупрĕ. Лешĕ, Мавра патне Ваçлирен маларах çитсе, тутăр парнелесех Кĕтерука чĕнсе кăларма ыйтнăччĕ. Кун çинчен Мавра халиччен никама та шарламан, шарласшăн та пулмарĕ. Хăйне ним пĕлмен çын вырăнне хурасран çеç Наçтик хутне кĕнĕ пек ассăн сывларĕ:
— Тем курса ларăн, Наçтик кин... Кĕтерук пурнăçне пысăк инкек çапса хуçрĕ. Шухăшласан, хĕрĕн ăраскалĕ ним мар!.. Çав каçхине Кĕтерука çăмăл çуна кӳлнĕ лав хуса çитнĕ. Лавĕ çинче Павăлпа Якур пулнă. Хуса çитсенех, лашине чарнă та вĕсем Кĕтерука çуна çине йăтса пăрахнă. Çавăнтанпа Кĕтерук икĕ кун хушши чарăнайми куççуль юхтарать теççĕ.
— Турă сиртĕрех ку инкеке... — ахлатрĕ Наçтик.
Мавра, кил хуçисем хĕрне хĕрхеннине сиссен, Лукарье хушнисене пурнăçлас вăхăтне чухласа, хуйхăллă сассипе малалла каларĕ:
— Çын çинчи — йывăç çинчи тенĕ ваттисем, Наçтик кин... Сирĕн хăвăрăн та хĕр пур... Ăна усалсенчен упрама тăрăшмалла...
Ку сăмахсем Наçтик чĕрине пушшех хускатрĕç, Сантăр та сисчĕвленчĕ.
— Тен, сирĕн кăмăла хуçакан сăмах персе ярăп, ан çилленĕр, тархасшăн...
— Турă çырлахтăр, Мавра аппа, нимшĕн те çилленес çук. Мĕн пĕлнине пĕтĕпех кала.
— Ĕненĕр, Наçтик кин... Эсĕ те, Сантăр... таса чунтан калатăп: сирĕн Анукран лайăх хĕр ялта тупас çук. Анчах вăл хăйне тивĕçсĕр каччăпа çыхланнă.
Сантăрпа Наçтик пĕр-пĕрин çине çуйлăн пăхса илчĕç. Мавра ăна асăрхамасăр малалла каларĕ:
— Анука юратман, сире хисеплемен пулсан, ку сăмахсем ман çăвартан тухас çукчĕ...
— Мавра аппа, уçăмлăрах калама пулмасть-ши? Путсĕр каччăпа çыхланнă тени мĕне пĕлтерет вăл? — юлашкинчен тӳссе тăраймарĕ Сантăр.
— Халь те ăнланмаллах калатăп-çке. Сан хĕр Микулапа туслă. Ун çинчен усал хыпар çӳрет, — хăюллăн хуравларĕ Мавра.
Наçтик чĕри шартах сикрĕ. Хĕрĕ Микулапа туслине вăл тахçанах пĕлет тата ку туслăха ырă та сунать.
Мавра каласа пани Сантăршăн, чăн та, кĕтмен хыпар яулчĕ. Вăл арăмĕ çине сиввĕн пăхса илчĕ. Хĕрĕ çинчен тĕплĕрех ыйтса пĕлесшĕнччĕ, ют çын умĕнче аванмарланчĕ.
— Микула çинчен мĕнле усал хыпар çӳрет вара?
— Ял хушшинче çапла калаççĕ... — йăрăсла сăмах калас пек сассине пĕчĕклетрĕ Мавра. — Микула картла вылять. Атăл çинче ĕçленĕ чухне сутăнчăк хĕрарăмсемпе явăçнă. Эрех ĕçнине хам куçпа хам куртăм. Акă, çумра хĕрес пур, тĕрĕс калатăп. — Мавра сăхсăхса илчĕ. — Эрехе шыв пек ĕçет. Çӳçенсе пăхинччĕ хуть! Çуркунне каллех Атăл çине кайма пуçтарăнать. Унта унăн майра пур теççĕ. ― Мавра шухăшне яланхи сасăпа вĕçлерĕ: — Каллех йăлăнатăп, килсе сăмах тунăшăн ан çилленĕр. Куна эпĕ Микулана хаяр сунса мар, сирĕн хĕре юратнипе тата хăвăра хисеп-ленипе çеç калатăп, инкек сиксе тухасран астутаратăп.
— Ырă суннăшăн тавтапуç, Мавра аппа, — паçăрхи пекех хумханса каларĕ Сантăр.
Усал вăрлăх пулăхлă çĕр çине ӳкнине туйсан, кунта урăх ĕç çуккине кура, Мавра кайма хатĕрленчĕ.
— Мавра аппа, ăçта васкатăн? Ма лармастăн-ха? — чĕнчĕ Сантăр.
Наçтик чĕмсĕрленчĕ. Маврана çилленчĕ пулсан та, сăмах хушма упăшкинчен хăрарĕ. Сантăр та, шухашĕсене пĕтĕçтересшĕн самай хушă нимĕн те шарламарĕ. Юлашкинчен, çын инкекĕнчен савăннă пек пулса:
— Ав, Микула мĕнле каччă иккен! Картла вылять... Эрех ĕçет... Сутăнчăк хĕрарăмсемпе явăçать... Турă ан хуштăр унашкал качча киле кĕртме! — терĕ.
Наçтик çакна лайăх ăнланчĕ: Мавра сăмахĕсене упăшки ĕненсен, Анукпа Микула хушшинчи туслăх пархатарлă вĕçленес çук. Çавăнпа вăл Мавра суйине тăрă шыв çине кăларма шут тытрĕ:
— Суеççĕне ĕненмесен те пырĕччĕ.
— Мĕн ырлăхшăн суймалла ун?
— Уна-кунах пĕлместĕп те... Микула унашкал каччă маррине пурте пĕлеççĕ.
— Ун çинчен сана шарламасан та юрĕччĕ! — сиввĕн каларĕ Сантăр. — Ытла нумай пĕлекен пулнă эсĕ. Микула путсĕр каччи Мавра каламасăрах курăнать. Пуриншĕн те паллă, инçетри çулта тĕрлĕ çынсемпе явăçмалла, тĕрлĕ ăс илмелле. Унта картла выляма, эрех ĕçме, сутăнчăк хĕрарăмсемпе явăçма вĕрентекенсем те сахал мар пулĕ.
Витĕмлĕ сăмах каланă пек шутласа, арăмĕ йăлтах парăнасса шанчĕ Сантăр. Анчах парăнма мар, Наçтик çинерех тăрса хирĕçлеме тытăнчĕ:
— Юрĕ, Сантăр... эсĕ калашле пултăр тейĕпĕр. Микула ăçта çӳресе мĕн тунине эпир пĕлместпĕр... Апла Мавра ăçтан пĕлет-ха? Вăл, мĕн, Микуласемпе пĕрле кайса çӳренĕ-и? Эсĕ çав тăсмак чĕлхене ĕненсе ларнă? Унашкал иртĕхсе çӳренĕ пулсан, мĕнле майпа çавăн чухлĕ укçа ĕçлесе килтĕр вăл!..
— Микула укçа ĕçлесе килнипе килменнине ăçтан пĕлетĕн эсĕ?
— Ан култар, Сантăр, ял пĕлнине эпĕ ма пĕлмĕп-ши? Укçасăр çĕрне те каялла илеймĕччĕ.
Сантăр Микула укçа лайах ĕçлесе килнинĕ çеç мар, ун пирки ялта кĕвĕçсе калаçнине, çуркунне Микуласемпе Атăл çине каяс текенсем пуррине те пĕлет.
Çтаппан çирĕп хуçалăхлă хресченсенчен пĕри шутланнă вăхăтра Сантăр ăна хисепленĕ, тĕл пулсан — малтан çĕлĕкне хывса пуç тайнă. Унăн пурнăçне ăмсанса кĕвĕçнĕ. Çтаппана хыçа хăварса, хăй мала тухасшăн çуннă. Пурнăçра, ăнсăртран пулсан та, Сантăр ĕмĕтленнĕ пекех килсе тухрĕ: Çтаппан çирĕп хуçалăхлă хресченрен нимсĕр тăрса юлчĕ. Халь ĕнтĕ вăл малтан Çтаппан çĕлĕкне илессе кĕтрĕ.
— Мĕн сӳпĕлтетнипе çитĕ! Анук патне никам та хăтана килмен-ха. Килсен калаçăпăр! — ал сулчĕ вăл, калаçăва çивĕчлентересшĕн мар. Çавăнтах сассине хăпартса астутарчĕ: — Хĕрна упрама тăрăш. Эсĕ амăшĕ, хĕрӳ мĕнле сывланине те пĕлме тивĕç. Асту, мĕнле те пулин усал килсе тухсан, çивĕтне хăвармастăп!
XI
Хăй çутрĕç те Сантăрпа Наçтик апат çиме ларчĕç. Анчах ик-виçĕ кашăк сыпма çеç ĕлкĕрнĕччĕ, кĕтмен çĕртен Çтаппан килсе кĕни пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр намăслантарчĕ вĕсене.
Энĕшкасси çыннисем мĕн авалтан кӳршĕ-кӳпе те тăван-хурăнтăш патне çеç кайса çӳренĕ. Çтаппан Сантăрсен кӳрĕшĕ те мар, тăван та тивмест. Вĕсем кăмăллă пурăннă пулсан та, пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çӳремен.
Çтаппан, ун-кун çинчен ним туйманскер, çĕлĕкне хывса сăхсăхрĕ те:
— Салам! — терĕ кăмăллăн. — Апачĕ тутлă пултăр!
— Тавтапуç, Çтаппан! — тăна кĕрсе хуравларĕ Наçтик. Сĕтелĕн пĕр кĕтессине кашăкпа çăкăр чĕлĕ хучĕ: ―Çтаппан, кил-ха! Пирĕнпе пĕрле апат çиме лар!
— Тавтапуç, Наçтик... Эпĕ тин çеç çисе тухрăм, пĕрре те выçман...
— Чăнах, кил-ха, Çтаппан! — арăмĕн хутне кĕрсе сăмах хушрĕ Сантăр.
Апат тĕлне пулни тата вашаватлăн йышăнни Çтаппана ырра пĕлтернĕ пек туйăнчĕ.
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, çăкăр-тăвартан аслă пулма хушман ваттисем, — Терĕ те Çтаппан, çĕлĕкне хывса хурса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
Сантăр, аша виçĕ пая уйăрса, пĕр пайне Çтаппан умне хучĕ. Наçтикпе иккĕшĕ те хутран-ситрен Çтаппана çиме сĕнсех ларчĕç, анчах апатланни вăйăн-шайăн пычĕ: Сантăрпа Наçтике сĕтел хушшинче Çтаппан пурри кансĕрлерĕ. Çтаппан, килтен лайăх апатланса тухнăскер, яшкана темиçе кашăк сыпкаларĕ те какайне тутанса пăхмасăрах сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Ара, Çтаппан, ма çимерĕн? Ытла та-çке, какайне те тĕксе те пăхман!
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Наçтик, салма яшки калама çук тутлă. Çисе тăранмалла мар, — терĕ Çтаппан сăхсăхса кил хуçисене ал панă май. Унтан юриех пăрăсран иртсе сак çине ларчĕ.
Çтаппан хыççăн кил хуçисем те нумаях лармарĕç, çинĕ-çименех сĕтел хушшинчен тухрĕç. Анчах сăмах пуçараймасăр чĕмсĕрленсе ларчĕç. Сантăр, Çтаппан мĕн ĕçпе килнине тавçăрнă пек пулса, вăл пуçарасса кĕтрĕ. Ахальтен-и Çтаппан уяв чухнехи пек тумланнă: çĕнĕ сарă кĕрĕк, çитсă кĕпе, пасар пуставĕнчен çĕленĕ шăлавар, уринче — çăматă. Пăрăсран иртсе ларни те çавнах пĕлтерчĕ.
Мĕн ĕçпе килнине каласа пама нимĕн те мар пек туйăнатчĕ Çтаппана килте чухне. Халь, патне çитсен, тивĕç сăмах тупайманнипе хăйне хăй ӳпкелерĕ. Анчах шарламасăр ларни аван маррине чухласа:
— Çанталăк татах сивĕтет пулмалла... Çăлтăрсем куçне ытла та чарса пăрахнă, — терĕ.
— Турă шыва кĕнĕ тĕлелле яланах çавнашкал пулакан, — сăмах хушрĕ Сантăр.
Калаçу каллех татăлчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Сантăр... Наçтик... — терĕ вăл юлашкинчен. — Хăвăр пĕлетĕр, эпĕ юптарса калаçма вĕреннĕ çын мар, тӳррĕн пуплеме хăнăхнă. Тата пирĕн хамăрăн кăмăл-шухăшсене пĕр-пĕринчен пытарма та кирлĕ мар тесе шутлатăп...
Çтаппан тинех мĕн ĕçпе килни çинчен сăмах тапратнине Сантăр çав самантрах сисрĕ. Анчах ытла мăка чĕлхепе пуçарчĕ пек сунса, ăшĕнче кулса илчĕ.
Çтаппан мĕн каласшăнне Наçтик те чухларĕ. Ку саманта вăл тахçанах кĕтетчĕ. Ĕнер Мавра халапĕсене илтнĕ хыççăн упăшки сӳрĕкленни çеç кăшт кӳрентерчĕ. Çапах Çтаппана хирĕçлемерĕ:
— Куна тĕрĕсех каларăн, Çтаппан. Чăнах, пирĕн пĕр-пĕрин хушшинче кăмăл-шухăшсене пытарма сăлтав та çук.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Наçтик, — хавхаланса каларĕ Çтаппан. ― Пĕрле тенĕ пекех ӳснĕ-çке хамăр. Çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче пурăнса ирттернĕ. — Каллех чарăнса сывлăшне çавăрчĕ те: — Вăт... ман ывăл та ӳсрĕ... — тесе ячĕ. Вара хăюлана пуçларĕ, хăйне шансарах калаçма тытăнчĕ, — Ăна ырласшăн мар эпĕ. Ан тив, ман ывăла çынсем хак паччăр. Вăл ялйыш умĕнче, сирĕн умăр-та ӳснĕ. Ĕçрен хăрамасть. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕç туса пуçтахланса çӳремест. Пӳлĕхçĕ кашнинех ман ывăл пек ача ӳстерме пулăштăр... Сирен, Сантăр, Наçтик... çитĕннĕ хĕр пур. Ăна та мухтаса тăмастăп. Вăл та пирĕн умра ӳссе хĕр пулчĕ. Çакна çеç калама пултаратăп: пӳлĕхçĕ кашнинех сирĕнни пек хĕр ӳстерме пулăштăр. Вĕсем иккĕшĕ çӳпçипе хупăлчи... Çавăншăн сирĕн пата хăтана килтĕм... Вăт... Пирĕнпе хурăнташланас кăмăлăрсем пулсан, хĕрĕре ман ывăла парăр.
Çтаппан чĕлхинче мĕн пуррине каласа пĕтерчĕ те чарăнчĕ. Хăтана килни ăнăçлă иртессе шанса, Сантăрсем мĕн каласса лăпкăн кĕтрĕ.
Наçтик ăшĕнче пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Унăн шухăшĕпе туйне мĕнле туса ирттересси, хулăм укçи çинчен татăлма та нумаях мар пек туйăнчĕ. Каччи ытах вăй çитереймесен, пĕчĕкрех туй тунипех çырлахма пулать. Хулăм укçи ытлашши пысăках ыйтма кирлĕ мар. Анчах малтан-хи сăмах ашшĕне тивнипе шарламасăр ларчĕ.
Çтаппан ытла тӳррĕн, уççăн калаçни Сантăра самантлăха çухатса ячĕ. Хăтана килекен евчĕ сăмахĕсене юптарса та тавраран çавăрса пырасса кĕтсе тăратчĕ вăл. Ун пек чухне хăвăн шухăшна пытарма та, ĕçе татăклă тăвасран пăрăнма та çăмăл. Сăмах çук, Çтаппан çулталăк маларах хăтана килнĕ пулсан, Сантăр ним пăркаланмасăрах хĕрне Микулана пама килĕшĕччĕ. Халь килĕшес килмерĕ унăн. Çтаппан малашне те ура çине тăрасса шанмарĕ. Çавăнпа пĕрлех Мавра халапĕсем ун пуçĕнчен тухса ӳкеймерĕç. Анчах мĕнле хуравламалла-ха? Çтаппан кăмăлне хуçасран шикленчĕ. Кирек мĕнле пулсан та, Энĕшкасси ялĕнче Çтаппан паян кунчченех чи тӳрĕ те хисеплĕ хресчен шутланать.
— Чăнах, Çтаппан, сан сăмах çине ним калама аптратăй. Лармаран таврăнтăр-ха, амăшĕпе иксĕмĕр ун шухăшне пĕлсен татса калама та çăмăлрах.
Çтаппан, «йывăç пĕрре кассах йăванмасть» тенине асра тытса, Сантăр сăмахĕсенче качча парас мар шухăш пуррине сисмерĕ.
— Сан хĕрӳ лармарине пĕлетĕп, Сантăр. Вăл таврăнсан, пурин çинчен те тĕплĕн калаçса татăлăпăр. Паян сирĕн кăмăлсене пĕлесшĕн килтĕм. Пулĕхçĕм çырлахтăр. Сантăр... Ачасен пуласлăхĕ пирĕн ирĕкрен, эпир вĕсене тӳрĕ çул кăтартса панинчен килет.
— Тем каласан та, Çтаппан, эпĕ хам хĕршĕн тăшман пулмăп. Унашкал ашшĕ пулма манăн вунă хĕр мар. Хăвах шухăшла, эпир иксĕмĕр Анука Микулана качча парас тесе шут тăвăпăр... Е вăл килĕшмесен? Вара мĕн курăпăр? Акă лармаран таврăнĕ те, вара калаçăпăр. Унччен кĕтмех тивет...
Сантăр хирĕçле шухăшлине Çтаппан каллех сисеймерĕ. Кунта тухса кнлнĕ чухне ывăлĕ хăйне Анук тиркеменни çинчен каланине аса илчĕ те ун çинчен Сантăрпа Наçтике пĕлтерме шут тытрĕ.
— Хĕрĕ килĕшĕ-ха, уншăн пăшăрханмастăп. Эсир килĕшни кирлĕ мана.
Сантăр труках авăкланса кайрĕ. Çтаппан ун хĕрне пăсăлнă çын вырăнне шутласа калаçнă пек туйăнчĕ ăна.
— Ашшĕ-амăшĕ кăмăлне пĕлмесĕр мĕнле килĕшме пултарать вăл?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Сантăр... Сирĕн кăмăла пĕлмесĕр килĕшĕ тесе каламастăп эпĕ. Çамрăксен хăйсем майлă кăмăл-шухăш пулма пултарать тесе çеç калатăп. Вĕсем пĕр-пĕрне юратаççĕ.
— Пĕр-пĕрне юратаççĕ?
— Ия, Сантăр. Вĕсем хăйсен ăраскалĕсене пĕрле тĕвĕлеме те хатĕр. Ун çинчен мана Микула хăех каласа пачĕ. Эп йăлтах астăватăп.
— Микула каласа пачĕ тетĕн?.. — Сантăр сăмахĕнче ырă мар шухăш пурри сисĕнчĕ.
Упăшки авăкланни Наçтик чĕрине çуйлантарчĕ. Çтаппанпа иккĕшне мирлештерме шут тытрĕ.
— Эй, тупнă сак эсир кирлĕ марри çинчен тавлашса ларма! Ывăлĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне ашшĕне каласа панишĕн мĕнех пулать-ши? Ман шутпа, ашшĕ ачисен кăмăл-шухăшне пĕлни аван...
— Эсĕ! Эсĕ хăвăн хĕрӳ мĕн шухăшлине пĕлетĕн-и? Вăл Микулана качча тухма килĕшет-и?
— Ма килĕшмест-ши? Вăл Микулана тиркес çук. Наçтик упăшки килĕшессе кĕтрĕ. Анчах йăнăшрĕ. Сантăр килĕшме мар, тилĕрсе кайрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...