Хуняма :: Пĕрремĕш пайĕ
Трахви. Çук, кӳрентерместĕп. Анчах укçа-тенкĕ тытма вĕренеймест-ха.
Чĕшлук. Ку начар вара... Укçа-тенкĕ вăл, ывăлăм, арçын аллинче пулмалла. Килте хуçалăха арçын тытса пымалла. Пур чух пылпа, çук чух шывпа ан пултăр тесен укçана хăвăн тытмалла.
Трахви. Эпĕ çапла тăватăп та. Вăл халлĕхе укçине ман чухлех илеймест. Эпĕ икçĕр тенкĕ лартап, вăл çĕр вăтăр çех илет. Хăй çапах — инженер, институт пĕтернĕ.
Чĕшлук. Апла мĕн тума кирлĕ нумай вĕренни? Пилĕк-ултă çул сая яни çех.
Трахви. Техника, атте, техника. Халĕ рабочисен те инженер пек пĕлмелле теççĕ.
Чĕшлук. Пĕлмелле, пелмелле. Çапах те килте арçын хуçа пулмалла.
Трахви. Килте кам хуçа пулмаллине пĕлместĕп.
Чĕшлук. Эпĕ пĕлетĕп. Асаттепе атте те килти хуçалăха хăйсем тытса пынă. Арăма ытлашши ирĕке ямалпа мар, атту вăл эс мĕнлине пĕлсен ĕнсӳ çинех улăхса ларать. Иртĕхсе каять. Арăм тени вăл сан умăнта ташласа тăтăр. Атте каласа паратчĕ. Асатте унтан-кунтан килсен асаннене çĕнĕрен яшка пĕçерттернĕ, урисене ăшă шывпа çутарнă. Эсĕ халĕ хăв хĕрарăм вырăнне пулса юлнă. Пирĕн йăхра ун пекки пулманччĕ-ха.
Трахви. Çапах та шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест пулĕ.
Чĕшлук. Килĕштерсен-килĕштермесен те килте арçын хуçа пулмалла. Арçын! Арçын хуçа пулмалла! Çавăнпа килсе курас терĕм, кам тытса пырать сирĕн çурт тилхепине?
Трахви. Аванах пурăнатпăр, атте. Тилхепине пĕрле тытатпăр.
Чĕшлук. Пĕрле? Пĕри сулахаялла, тепри сылтăмалла-и? Хальхи çамрăксем ашшĕ-амăшĕсене питех итлесе тăмаççĕ çав...
Трахви. Аван канаш пулсан ма итлес мар?
Чĕшлук. Пурне те пĕлеççĕ, вĕрентеççĕ, тиркеççĕ, пурăнма çех пĕлмеççĕ. Институтне пĕтереççĕ, тем те пĕр кандидачĕсен ятне те илеççĕ, çын çех пулса çитеймеççĕ.
Трахви. Ун пеккисем те тĕл пулаççĕ.
Чĕшлук. Амăшĕ мирлешрĕ-и-ха сирĕнпе?
Трахви. Кам пĕлет ăна?
Чĕшлук. Вăл хĕрне магазин директорне çех паратăп тетчĕ. Рабочие вăл çын вырăнне те шутламастчĕ.
Трахви. Анчах хĕрĕ рабочие юратса пăрахрĕ.
Чĕшлук. Юратса пăрахнă тенĕрен, ман аттен юрату тавраш та пулман пулĕ.
Трахви. Ун пекки те пулать-и?
Чĕшлук. Йăмăкне кăтартнă та аппăшне лартса янă.
Трахви. Мĕнле апла тата?
Чĕшлук. Çаплах. Хамăр ялта хĕр тупайман та, ют яла вунвиçĕ çухрăмри Пăвакассине хĕр шырама кайнă. Каçпа чĕп куçпе йăмăкне кăтартнă. Алă тытнă, çураçнă, хальхи пек электричество пулман. Ӳсĕр пуçпа йăмăкĕ вырăнне аппăшне тăлăп тăхăнтарнă та лартса янă. Киле çитнĕ, каллех чĕп куçпе выртса çывăрнă. Арăм тунă. Ирхине тăраççĕ: чиперкке вырăнне — чĕмеркке. Вăт çапла та пулать, çавăнпа каçхине авланма хушмаççĕ. Халĕ тем тĕслĕ путăр-мутăрне сапса тултарать те, сăрне тем тачкăш сĕрет те, пĕл вара: те карчăк вăл, те пике.
Трахви. Ман арăм япшар, хитре. Характерĕ çех кĕске турталлă.
Чĕшлук. Туртине тӳрлетме пулĕ-ха ăна. Питех чĕрре кĕмесен авăнать те тӳрленет. Чĕрре кĕрсен — хуçăлать.
Трахви. Хуçăласран ан хăра, атте. Эпĕ куçа хупса авланман, пĕрне-пĕри пĕлетпĕр.
Чĕшлук. Апла аван-ха, кăмăлласа пурăннине мĕн çиттĕр? Тăхлачă килсе куркалать-и сирĕн пата?
Трахви. Сайра хутра пулкалать.
Чĕшлук. Хĕрĕн пĕр япалине те памастăп тетчĕ.
Трахви. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн Серахви илсе килет. Авланнă чух пĕр чăматан тупрапа çеç килчĕ. Халĕ туянатпăр. Шифоньер та пур, телевизор та, пурăна киле, тен, çăмăл машина туянăпăр-ха.
Чĕшлук. Тĕрĕс, мĕн тума çынсенчен кая юлмалла?
Трахви. Пурнăç майлашать те-ха, анчах хуняма питĕ усал. Эпĕ çак тарана çитсе те ун патĕнче пулса курман вĕт.
Чĕшлук. Эпĕ те пулман. Вăл та ман кил-çуртра пулса курман. Пĕр-пĕрин патне хăнана çех çуремелле те, мĕн тăвас тен. Кутăн, куштан тавраш пулнă вĕт. Каçăрăлса çех çӳретчĕ. Тепĕр тесен, ун мăшкăлĕ пулмалла-и? Эп ăна пĕрре хытă ятлатăп та-ха.
Трахви. Хуппа-хушша ан кĕр, атте. Серахвипе юратса мирлĕ пурăнсан вăл нимĕн те тăваймасть.
Чĕшлук. Апла эпĕ каям-ха. Анчах ан ман эпĕ каланине.
Трахви. Тăхта, атте, халех яшка пиçет. Серахви те килет пулĕ.
Чĕшлук. Нумай ларсан килте карчăк мăкăртатма тытăнать, юнĕ пăсăлать.
Трахви. Сăра ĕçсе кай.
Чĕшлук. Сăра ĕçсен йывăрлатать, сывлăш тухми пулать.
Трахви. Ача çуралсан ача ĕçки тăвас тетĕп. Аннепех килĕр вара.
Чĕшлук. Килĕпĕр. Унччен тăхлачăпа курса калаçасах пулать. Асту эппин, пĕлсе пурăн. Килте хăв хуçа пул! (Тухса каять.)
Трахви (каллех репетици тума пуçлать). Пĕрне-пĕри юратса...
Хĕрĕ хыткан тееççĕ,
Ăçтан хыткан пулас мар —
Качча кайса килнĕскер,
Ик-виç ача тунăскер.
Хĕрĕ сарă тееççĕ,
Ăçтан сарă пулас мар —
Ялта никам пăхманскер,
Сакăр каччă курнăскер.
Кĕтĕмĕр-çке лавккана
Çут чей чашки шыраса,
Çут чей чашки пулмарĕ,
Шăтăк витре тупрăмăр.
Килтĕмĕр-çке çак яла
Чипер хĕре шыраса.
Чипер хĕрĕ пулмарĕ,
: Инке арăм тупрăмăр.
Серахви кĕрет.
Ма час килмерĕн? Яшка вĕресе типет.
Серахви. Магазинта çын нумай пулчĕ те. Французски духи илтĕм.
Трахви. Хаклăскер пулĕ-ха.
Серахви. Пулин. (Кӳхньăна кĕрет.)
Трахви. Чунăм, тух-ха кунта. (Серахвие кухньăран çавăтса тухать.) Эсĕ манăн савни пулатăн.
Серахви. Халĕ кам вара эпĕ санăн?
Трахви. Халĕ арăм.
Серахви. Хăшĕ хаклăрах вара саншăн?
Трахви. Арăм ылтăн, савни ахах пĕрчи. Вылямалла çех, пĕр минутлăха çех савни пул, хамăра пахчара тесе шутлăпăр. Шăпчăксем юрлаççĕ. Эпĕ сана савни тесен, эсĕ мана тусăм тесе ытала.
Серахви. Эсĕ манран артистка тăвас тетĕн-и?
Трахви. Эсĕ итле, савни. (Серахвие ярса тытать.) Ну, тусăм тесе ытала.
Серахви. Сĕт лартнă эпĕ, вăхăт çук.
Трахви (юрласа).
Пĕрне-пĕри юратса
Йышлă çемье тăвăпăр;
Юрлăпăр та ташлăпăр,
Савăнса çех пурнăпăр.
(Серахвие ыталаса.) Ну, пĕрле юрла.
Чечекпе сана танлаштаратăп,
Чечек пек хитришĕн кăмăллатăп.
Эп сана тĕл пултăм та пĕрре,
Тем хускатрăн манăн чĕрере.
Серахви. Чăнах-и? Суймастăн-и?
Трахви.
Сывлăшпа сана танлаштаратăп,
Сывлăш пекех кирлĕ эс — туятăп.
Пĕр-пĕрне нихçан çухатар мар,
Пĕрле мар чухне те манар мар.
Серахви. Ирĕлсех каятăп, сар çу пек.
Трахви.
Хĕвелпе сана танлаштаратăп,
Хĕвел пек эс ăшă — савăнатăп.
Иксĕмĕрĕн пултăрччĕ тату,
Ĕмĕрех упрантăр юрату.
Ну, пĕрле юрла.
Трахвипе Серахви (аллисене тытса, куçран куçа пăхса).
Пурнăçпа сана танлаштаратăп,
Пурнăç пек эс пысăк — ăмсанатăп,
Сансăр эп курмастăп ырă кун,
Санпа çех телейлĕ манăн чун.
Серахви. Мана халĕ ташлама юрамасть, хăв пĕлен. Ай-яй, сĕт вĕресе тухрĕ ĕнтĕ. Шăршă тухрĕ. (Кухньăна чупать.)
Трахви. Апла эпĕ пуканпа ташлăп, вăл — ман савни. (Пукан илсе ташлать.)
Сарă хĕрĕн тупри çук,
Ăçта кайса кĕрес-ши?
Хура хĕрĕн сăнĕ çук,
Мĕнле хĕре илес-ши?
Серахви.
Манăн савни пăру пек,
Милĕк кăна чăмламасть.
Киле ăсатма пырсан
Ураран çеç çулламасть.
Трахви.
Мана савни тиркерĕ,
Хăйне тиркекен те пур,
Савни пек хура качака
Иртнĕ пасарта та пур.
Серахви.
Балалайка кивелчĕ,
Унăн струни татăлчĕ.
Манăн савни ватăлчĕ,
Малти шăлĕ катăлчĕ.
Трахви.
Савни, мĕнле пултăн-ши?
Шурă хурăн хулли пек?
Кама кайса çунăн-ши?
:Кăмакари вутă пек?
Серахви.
Атя, савни, мунчана,
Кăвар çине пустарап,
Эсĕ мана илмесен
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...