Хуняма :: Пĕрремĕш пайĕ
Пĕрремĕш картина
Клуб умĕ, вăрман, улăх, Çавал шывĕ çуталса выртать. Туй юрри янрать, вăл çывхарса килет.
Туя туй пек тăвар-и,
Юртан шурă тăвар-и?
Туя начар тумашкăн
Пирĕн кĕрӳ начар мар.
Хир-хир урлă килтĕмĕр
Хĕрлĕ питлĕ хĕр илме,
Ял-ял урлă килтĕмĕр
Ялта ятлă хĕр илме.
Клубран васкаса Ира тухать, унталла-кунталла пăхать, кĕрсе каять.
Режиссёр. Стоп. (Клуб алăкне уçать, пирус туртса ярать.) Стоп! пулаймарĕ-ха, туй хăвачĕ çитеймерĕ. Туй, туй тесе çĕр çĕмĕрсе килтĕмĕр тенĕ пек. Çĕмĕрни сисĕнеймерĕ-ха. Туй кунĕ ялта лăпкă мар. Ача-пăча чупкалать. Хĕр-упраçĕ тумланать. Ял халăхĕ хумханать, туй кĕртекен килĕнче вара уйрăмах. Ашшĕ-амăш çăкăрпа тухать, хăйматлăхĕ сăрапа, ку хальхи саманари туй мар. Асаттесен аслашшĕсем авланнă вăхăтрах пулĕ, çĕнĕрен пуçлăр. Аякра параппан тӳплетни, шăнкрав сасси, купăс калани. Пуçларăмăр. (Параппан, шăнкрав сасси, юрă.) Шăппăн, шăппăн ӳстерĕр, ӳстерĕр, сцена çине герой чупса тухать. Ну, ну, ăçта вăл, ăçта Трахвим? Халĕ сцена çине тухмалла. Трофим, Трофим, ăçта?
Ира. Çук вăл, килмен.
Режиссёр. Килмен? Мĕнле килмен?
Ира. Килмен çав.
Режиссёр. Безобразие.
Ира. Мĕнле япала вăл? (Режиссер тухать. Кăшт вăхăтран каллех кĕрет.)
Режиссёр. Килмерĕ-и-ха?
Ира. Курăнмасть.
Режиссёр. Пĕлет-çке вăл, паян репетици пулмалла.
Ира. Пĕлмесĕр.
Режиссёр. Ку халăх театрĕнче пĕр йĕрке те çук, пĕри килет, тепри килмест, ĕçлеме пуçличчен кĕтсех пĕр-икĕ сехет иртет.
Ира. Ара, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ те, пĕри заводра, тепри — фермăра.
Режиссёр. Пĕри юнтарать, тепри кутăнланать, халь-халь премьера пулмалла, хуняма рольне выляканни чирлесе ӳкрĕ, ăçтан тупмалла хуняма.
Ира. Ара, чăн-чăн театр мар ĕнтĕ.
Режиссёр. Чăн-чăн театртан кая пымалла мар.
Ира. Эпир театр ĕçне вĕренмен, студи-институт пĕтермен те.
Режиссёр. Эсир тепĕр институт пĕтернинчен те нумай пĕлетĕр.
Ира. Çапла пуль, пирĕн нимĕн те пулмасть, эсир пурпĕрех мухтатăр.
Режиссёр. Сире пĕчĕк ачасене хавхалантарнă пекех йăпатса, мухтаса тăмасан... (Клубалла.) Тавай, тавай, татах юрлăр.
Авăт, куккук, хытăрах —
Çу иртесси инçе мар.
Макăр, кинĕм, хытăрах —
Уйрăласси инçе мар.
Паян пырас çĕнĕ кин
Малтан тарçă пулап тет,
Канран хуçа пулал тет,
Тапса кăна утап тет.
Аван юрлатăр, тата авантарах юрламалла. Эсир кăштах ĕçнĕ, савăнăçлă пулмалла.
Сасă. Ĕçтер-ха, вара мĕнле савăнăçлăрах пулăпăр.
Ира. Килет, килет.
Трахви кĕрет.
Трахви. Салам.
Режиссёр. Салам, эсĕ, мĕн, ачам, кĕттерен?
Трахви. Айăплă, Семен Алексейчă. Стадионта пултăм.
Ира. Миçен сана кĕтетпĕр.
Трахви. Хамăр цехшăн вылямалла пулчĕ те, эпĕ унта вратарь-çке.
Ира. Сансăр выляма пултарайман-и?
Трахви. Мансăр?
Режиссёр. Сансăр, мансăр, кайрăмăр.
Режиссер Трахвипе Ирăна çавăтса клуба кĕрсе каять. Кулюк кĕрет.
Кулюк. Чим-ха, чим, ман кĕрӳ пекех туйăнчĕ, кампа ыталанса кĕрсе кайрĕ вара вăл? (Клубра туй юрри илтĕнсе каять.)
Качча кайма шутлани
Çырла татма кайни мар,
Сӳтсе тĕртес саплăк мар,
Сутса ярас сурăх мар.
Кам туйĕ-ши вара кунта? (Чӳречерен пырса пăхать.) Ха-ха-ха! Çавах, Серахви упăшки. Арăмĕ килте пысăк хырăмпа ларать,упăшки туйра хĕрсемпе якăлтатса çӳрет. Мĕн чухлĕ каларăм качча ан кай çавна тесе. Итлемерĕ. Халĕ ĕнтĕ, чавса çывăх та — çыртма çук. Эпĕ ăна-и? Эпĕ ăна мĕнле те пулин уйратăпах çав йăкăлтинчен (чӳречерен пăхать). Ха-ха-ха, ой, намăссăр, ой, намăссăр, Серахви çакăнта пулайрасчĕ, хăйĕн куçĕпе курайрасчĕ. Ура ярса пусас мар тенĕччĕ те вĕсем патне. Нимĕн тума та çук, хам хĕрача, хам юн.
Режиссёр сасси. Халĕ вăйă сценине туса ирттерĕпĕр. Туй сценине тума халăх çитмест. Эсир хăвăра каччăсем-хĕрсем тесе шутлăр. Чухăн-и вăл, пуян-и, вăййа вăл типтерлĕрех тăхăнса тухнă. Вăйă пырать, каччăсем хĕрсем çине пăхаççĕ, юратса пăрахаççĕ, мăшăрланса карталанса юрлаççĕ. Унтан ташша çапаççĕ. Вара каччăсем юратнă хĕрĕсемпе çавтăнса саланса пĕтеççĕ, ăнлантăр-и?
Трахви сасси. Ăнлантăмăр та-ха.
Режиссёр сасси. Мĕн тата?
Трахви сасси. Ман савни текенни питĕ вăтанать.
Режиссёр сасси. Ку питĕ аван.
Трахви сасси. Аван та, тыттармасть, ыталаттармасть, вăтанать.
Кулюк. Ах, намăссăр!
Ира сасси. Вăл тӳрех ярса тытать те.
Режиссёр сасси. Эсĕ тӳрех ан ярса тыт. Кур, юрат, вара тин ытала.
Трахви сасси. Тухмасть ман.
Режиссёр сасси. Килте репетици ту арăмупа, вăл çук пулсан пуканпа.
Кулюк (чуречерен шаккаса). Килте арăму кĕтет! Намăссăр! (Урамалла тухса чупать.)
Режиссер клубран тухать.
Режиссёр. Кам ашкăнса çӳрет кунта? Мĕнле хулиган!
Трахви, Ира тата ыттисем клубран тухаççĕ.
Трахви. Хуса çитсе ĕнселес мар-и?
Режиссёр. Кирлĕ мар. Безобразие. Кайрăмăр. Юрласа саланатпăр.
Пурте клубалла кĕрсе каяççĕ.
Пат! Пат! Параппан,
Пат! Пат! Параппан.
Çак параппан мĕн калать?
Вуник туя кайрăм тет,
Вуник шăрттан çирĕм тет,
Кун пеккине курман тет.
Иккĕмĕш картина
Пĕр пӳлĕмлĕ хваттер, диван; «Старт» телевизор. Кухньăна кĕмелли алăк, шифоньер, урайне палас сарнă.
Трахви (кухньăна чашăк йăтса чупать, пукан илсе тĕрлĕ çĕре лартса пăхать). Капла мар-ха, капла та мар. Партнер çук пулсан пуканпа калаç тет пирĕн режиссер. Пуканĕн куçĕ те çук, чĕлхи те çук, чунĕ те çук. Манăн унпа савнипе калаçнă пек пулмалла. (Кухня еннелле пăхса.) Э-эй, яшка тăкăнать пулмалла. (Кухньăна чупать.) Яшка та вĕресе пĕтет, вăл çаплах çук. Паранкине янă-ха, суханне çеç ямалла. Калăпăр, эс ман савни пулатăн, ăш çунтармăш. Çук-ха, пуканпа мар, пуканепе. Куçĕ те пур, тути те пур, чунĕ çех çук. (Пуканне лартса, пукане тытать.) Юратнă савни, чун çунтармăш. (Пуканене ыталаса чуптăвать, ташлать.)
Ах, ăçта-ши сана курмалла,
Лăпланма, кăмăла уçмалла?
Тух, тух ман пата курнăçма,
Виç сăмах чĕререн калаçма.
Тӳпере тулли уйăх шăвать,
Тем ыйтасшăн, пĕлесшĕн шырать.
Вăл курасшăн пире юнашар.
Килсе кай, кĕçĕрех тĕл пулар.
Чĕшлук. Ман килес.
Трахви (асăрхамасăр). Савăнса çех пурнăпăр. Ĕмĕр ырă курăпăр.
Чĕшлук. Кайăк пек пурăнас тетĕр пулĕ. Кампа калаçан çакă эсĕ?
Трахви. Атте-çке, лар. Хам савнипе калаçатăп-ха.
Чĕшлук. Хам савнипе тетĕн?
Трахви. Хам савнипе çав. (Каллех выляма пуçлать.) Пĕрне-пĕри юратса, йышлă çемье тăвăпăр.
Чĕшлук. Эсĕ, мĕн, ачам, чирлемен пулĕ те?
Трахви. Çук-çке, ма апла калатăн?
Чĕшлук. Ахалех, аташнă пек туйăнчĕ те...
Трахви. Э-э, ку ман роль, çĕнĕ роль.
Чĕшлук. Мĕнле роль тата?
Трахви. Халăх театрне çӳретĕп эпĕ, атте. (Кухньăна чупать.)
Чĕшлук. Э-э, артиста тухрăн апла? Завод мĕнле?
Трахви (кухньăран тухса). Унта та ĕçлетĕп, пушă вăхăтра театра çӳретĕп.
Чĕшлук. Ялта чух эпĕ хам та драмкружокра спектакльсенче выляттăм. Артист пулмалла пулнă та манăн... Арăм кĕвĕçме пуçларĕ те, кайма пăрахрăм.
Трахви. Анне те çапла кĕвĕç пулнă-и вара?
Чĕшлук. Алхасма пухăнатăр тетчĕ, ăнланмастчĕ. Сан арăму хăть институт пĕтернĕ. Кĕвĕçӳ тавраш çук пулĕ-ха?
Трахви. Ăçта юрату, çавăнта кĕвĕçӳ теççĕ те. Сиссех кайман.
Чĕшлук. Кин хăй ăçта кайнă тата?
Трахви. Магазина тухса пăхас терĕ. (Кухньăна чупать.)
Чĕшлук. Яшка хăвах пĕçеретĕн-им?
Трахви. Хамах пĕçеркелетĕп, атте.
Чĕшлук. Кĕпе-йĕмне те хăвах çăватăн пулĕ?
Трахви. Пулăшкалатăп хăш чух.
Чĕшлук. Арăма пулăшни аван пулĕ те-ха вăл. Анчах хăмăт тăхăнтарса ан ятăр вăл сана...
Трахви. Мĕн эсĕ, атте...
Чĕшлук. Вăл — инженер, эсĕ — рабочи.
Трахви. Вăл мана юратать, пирĕн часах ача пулать. Сан мăнук пулать, атте.
Чĕшлук. Эпĕ сирĕн ача пулнă тесе, йăтса çӳрен те...
Трахви. Ку — пукане çеç, пирĕн чăн-чăнни пулать. Сан сухалунтан туртаканни.
Чĕшлук. Мăнукĕ аван-ха вăл. Эсĕ апла арăмна ан кӳрентер. Ан пăлхантар. Ачу сывлăхлă пултăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...