Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Мĕн? — тĕлĕнсе пĕшкĕнчĕ Марков руль умĕнче ларакана сăнаса.
— Герман! Хăвăртрах машинăна ларма ыйтатăп! — хыттăн каларĕ машина хуçи урине газ педалĕ çинчен илмесĕрех.
— Мэри! — терĕ те Герман ăмăрткайăк евĕр вирхĕнсе машинăна чăмрĕ. Вăл ăна-кăна ăнланса илнĕ çĕре çăмăл лимузин акăш пек ярăнса пасар еннелле утакан халăхран уйрăлчĕ те хула варринелле пăрăнчĕ, хĕвĕшекен автомашинăсемпе хутшăнса куçран çухалчĕ. Шурă автомашинăна Марков хăй ирĕкĕпе кĕрсе ларнине пĕртен-пĕр çын, Одессăран килнĕ Вагапов тутар, курчĕ; вăл çăлăнăç операцийĕ кăткăсланнине, ăна хăйĕнчен опытлăрах çынсем ирттернине ăнланчĕ.
Хăйсем кĕпертен пăрăннине асăрхасан машинăна чарма ыйтрĕ Герман.
— Ан пăшăрхан. Тĕрĕсех каятпăр. Арланов вариантне пăрахăçлама тиврĕ, — терĕ Мэри.
— Анчах та Вагапов аслă механик мана кĕпер леш енче кĕтет.
— Манăн вăхăт пачах çук пулсан та эпĕ пурĕ пĕрех Турцие санăн ывăлна пулăшма вĕçсе килтĕм. Юлташу та çаплах тăрĕ-тăрĕ те кĕтсе пăрахуг çине таврăнĕ, мĕншĕн тесен унăн çулĕ пĕрре — Тăван çĕршывне таврăнассн, — пĕр тикĕссĕн тата сăмахсене татса каларĕ Мэри автомашина рульне çирĕппĕн тытса пырса. Унăн сăмахĕнче, паллах, сивĕлĕх сисĕнчĕ. Çакна Марков тӳрех ăнкартрĕ пулин те хирĕç нимĕн те шарламарĕ. Тĕрлĕрен аçтахасемпе тата хăрушă им-çампа усă куракан лабораторире ĕçлекен тухтăр хăй те робот евĕрленсе этем туйăмне çухатма пултарни никама та иккĕлентермест, çавăнпа та хирург, ывăлĕ ăçтине пĕлесшĕн çунаканскер, хăй кăмăлне палăртмарĕ.
— Сиркеджи вокзалне çитейĕп-ши? — аллипе сулса ыйтрĕ Мэри юнашар чарăнса тăнă такси водителĕнчен. Акăлчанла унăн сасси питех те çепĕççĕн илтĕнчĕ. Тен, çавăнпах пулĕ, шукăль кĕпеллĕ арçын аллипе те, пуçĕпе те хăвăрт малалла сулса вокзал ăçтине кăтартрĕ, ырă çул сунчĕ.
Мэри васкасах газ педалĕ çине çăмăллăн пусрĕ, ытти автомашинăсемпе пĕрле тĕп урама тухрĕ. Тинех çул анлăланса ирĕкленчĕ, машинăсем пĕр-пĕрне кансĕрлемесĕр, ирĕккĕн малалла вирхĕнчĕç. Хĕрарăм йăл-л! кулса хаклă хăни çине йăпăрт пăхса илчĕ.
— Маттур! — терĕ Герман хĕпĕртесе, Мэри çамрăк чухнехинчен нимĕн чухлĕ те улшăнманнине курма питех те кăмăллă пулчĕ ăна. Ыйтрĕ: — Мана пĕр япала хытă пăшăрхантарать. Пултарăп-ши эпĕ ывăлăма тупса чикĕ урлă каçарма?
— Чим-ха, — чарчĕ ăна хĕрарăм çӳллĕ хăна çурчĕ енне аллипе сулса. Лимузинне васкаса сылтăмалла тытрĕ, тĕп çултан пăрăнса çуртпа юнашар ӳсекен лапсăркка та пысăк йывăç сулхăнне автомашинине вăраххăн пырса лартрĕ. — Пирĕн пӳлĕм чи çӳлти хутра, — терĕ. — Тархасшăн, унта çитиччен ним пирки те ан ыйт.
Арçынпа хĕрарăм часах хăна çуртне кĕрсе çухалчĕç.
* * *
Тап-таса çутă пӳлĕмре Мэри тӳрех сĕтел çинчи телефон аппарачĕ патне утса пычĕ, шухăшлăн Герман çине пăхса илчĕ.
— Эсĕ такампа калаçасшăн-и? — асăрханса ыйтрĕ арçын пулĕмри шăплăха пăсса.
— Калаçасшăн. Энтрипе, — каллех робот сассипе хуравларĕ Мэри.
— Халех çыхăнсамччĕ! — ун патнелле ыткăнчĕ арçын. Мэри телефон çыхăнăвне майлама хьшаланчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн, Эндрю? — акăлчанла ыйтрĕ вăл кĕçех. Хăй çав вăхăтрах телефон кĕпçине Герман хăлхи патне çывхартрĕ.
— Аванах, — ывăлĕн сассине тӳрех палларĕ Герман Марков. Куççуль тапса тухрĕ. Арçын телефон патĕнчен пăрăнчĕ те ваннăна кĕчĕ. Кĕске самантлăха калаçăва та илтмерĕ, пĕтĕм кĕлетки тăрăх темĕнле ырă туйăм куçнине кăна туйрĕ.
— Эпир санпала ултă сехетре Ахмадес мечечĕ умĕнче тĕл пулăпăр, — ăнланчĕ юлашки сăмахсене тăна кĕме тытăннă арçын. Чăтаймарĕ, куççуль татах та татах капланса килсе чăлт шурă раковинăна тумларĕ. Çапах та арçын кĕçех хăйне алла илчĕ, пит-куçне йĕркене кĕртсе пӳлĕме каялла тухрĕ, анчах куçпа темиçе хут пăхса çаврăнсан та Мэри кунта курăнмарĕ. Чӳрече умĕнчи çаврака сĕтел çинче çеç çул çӳремелли пĕчĕк саквояжпа юнашар çăмăл платье выртать, урайне сарнă кавир вĕçĕнче хĕрарăм пушмакĕ ларать. Çакна асăрхарĕ те Герман пӳлĕм стенине тĕпчеме тытăнчĕ. Пысăк шкап хыçĕнче стенапа пĕр тĕслĕ чаршав çакăнса тăрать иккен. Сасартăк çав чаршав хумханса илчĕ. Арçын шкап хыçĕнче çывăрмалли вырăн пулма пултарнине ăнланса чаршава уçрĕ те йăнăшмарĕ: куç умне тумтирне улăштарма ĕлкĕреймен çаппа-çарамас Мэри тухса тăчĕ.
— Каçар, — терĕ арçын хăюллăн та хавассăн пирĕшти илемĕ куçа шартарнăран тата ытла хумханнăран сăпайлăх çинчен манса.
— Кĕр, тархасшăн, — çапла каларĕ те хĕрарăм тӳрех арçын ытамне ыткăнчĕ. Темиçе çул хушши тунсăхласа кĕтнĕ тĕл пулу ытла та пылак иккен. Тутапа тута пĕр-пĕрне шыраса тупрĕç, шăлпа шăл перĕнчĕç, чĕлхепе чĕлхе тĕл пулса юратăва татах та тутлăлатрĕç. Юрату вăйне, паллах, нимĕнпе танлаштарма та, çырса кăтартма та йывăр...
Юлашкинчен, сывлăш пĕтсе çитнĕрен, хĕрарăм пуçне айккинелле пăрчĕ, аллипе арçыннăн кĕпе тӳмисене вĕçертме тытăнчĕ. Герман кăшт каярах чакрĕ, хăвăрт салтăнчĕ те Мэрие тепĕр хут хыттăн хăй çумне çупăрларĕ. Кăкăрпа тута, тутапа кăкăр пĕрлешрĕç ку хутĕнче, алăсем, пĕтĕм шăм-шака ирĕлтерсе ярас пек, пĕр вĕçĕм пĕр-пĕрин çара ӳчĕ тăрăх куçрĕç, ачашларĕç, туйăма хĕртсе çивĕчлетрĕç. Кăмăл тулса тăкăнас пек. Арçын арлăхĕ хăй çумне перĕннине пĕтĕм кĕлеткипе туйса илнĕ Мэри чăтаймарĕ, ахлатса ярса Германпа пĕрле вырăн çине ӳкрĕ...
Миçе сехет е минут пулчĕç-ши вĕсем пĕрле? Çакна татса калама питех те йывăр, мĕншĕн тесен хĕрарăм та, арçын та, çут тĕнчери чи вăйлă тата тутлă туйăмпа пĕрлешнĕскерсем, ачашран та ачаш, тарăнран та тарăн вырăнсене шыраса, пĕр-пĕрне чун тĕпĕнчен тухакан сĕткен сапа-сапа чылайччен киленчĕç, анчах та çутçанталăкра кашни япалан хăйĕн виçи пур иккен. Çак тапхăр вĕсем патне те çитрĕ. Шывран çыран хĕррине кăларса пăрахнă пулăсем пек мăш-мăш сывласа выртнă хыççăн Мэрипе Герман ваннăна кĕрсе ăшă шывпа чӳхенчĕç.
Саманран тин вĕсем, лăпланса çитсен, ресторана апат çиме анчĕç.
— Малашне хама каллех робот пек тытма тата калаçма тивет, — терĕ хĕрарăм лифтра.
— Мĕншĕн?
— Ара, Ахмедис мечечĕ патне Энтрие илсе пыракан çын эсĕ манпа юнашар ларнине курсан пĕтĕм ĕç путланĕ.
— Билл. Çавă-и Энтрие хураллаканĕ? — пăлханса ыйтрĕ Герман Мэри каланинче тата урăххине те ăнланса.
— Çавă. Ан кӳрен: мана та тĕрек кирлĕ-çке çĕр çинче пурăнма.
— Пирĕн çĕршывра чухне вăл сана пăвса вĕлерме хатерччĕ-çхе.
— Ăна Голдберг вырăна лартрĕ: мана тĕкĕнсен вăл хăй те пĕтет.
Энтрие Вагапов чикĕ урлă ăнăçлăн каçарса шхуна çине хăпартни çинчен хыпар илсен Герман таможня çуртне хирĕç тăракан автомашинăна Мэрипе юнашар кĕрсе ларчĕ, унăн аллине ачашшăн тытса çапла каларĕ:
— Шел, уйрăлу саманчĕ çывхарса пырать. Тен, санпа иксĕмĕр яланлăхах сывпуллашăпăр, тен, вăхăтлăха çеç. Стамбулта эпĕ çакна ăнлантăм: малашне сансăр пурăнма пултараймастăп.
— Эпĕ те çаплах. Вилетĕп, типетĕп саншăн тунсăхласа.
— Ытла та инçетре эпир пĕр-пĕринчен. Юмахри Асамат тимĕрçĕ хывнă кĕпер те пулăшаймĕ пире. Анчах мĕн те пулин шутласа кăлармаллах.
— Халĕ Раççейре самана улшăнчĕ, çавăнпа та санпа иксĕмĕр СШАра е урăх вăйлă аталаннă çĕршывра поликлиника е халăх сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлекен фонд уçса пысăк тупăш тума пултаратпăр.
— Питĕ аван, — Мэрие ыталарĕ Герман.
— Чим, — чарчĕ ăна лешĕ руль çине çирĕпрех таянса. — Эсĕ ман çума перĕнсенех ура вăйĕ пĕтсе килет, пĕтĕм шăм-шак çемселсе лĕпсĕрленет. Çак самант хăрушă, мĕн-шĕн тесен манăн автомашинăпа хăна çуртне çитмелле. Унсăр пуçне эпĕ порта тепĕр хут килесшĕн. Ывăлна кĕрсе курнă хыççăн эсĕ пурпĕрех хулана тухса мана шырама тытăнăн.
— Эсĕ ман шухăша витĕр куратăн.
— Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен эсĕ манăн хĕрачан ашшĕ.
— Каçар. Тахçанах ыйтасшăнччĕ. Мĕнле пурăнать пирĕн Вера?
— Вера — манăн шанчăк. Вăл эпĕ тăрăшнипе çуралчĕ, эпĕ пулăшнипе çакă çутă тĕнчере пурăнать, çавăнпа та нимĕнле каçару та ан ыйт.
— Çапах та вăл пирĕн юратăвăн тĕп никĕсĕ.
— Килĕшетĕп, анчах та мĕскĕн хĕрача çак тарана çитсе те хăйĕн чăн ашшĕ камне пĕлмест. Мĕн пулĕ ватă Голдберг пирĕнтен уйрăлсан? Кам тытĕ Била хытă алăра? Эпĕ ăна шанмастăп.
— Апла Вера ăна хăйĕн ашшĕ тесе шутлать. Çапла-и?
— Çапла, мĕншĕн тесен Голдберг та, Стелла та, эпĕ те пуç ватса шутласан та урăхла вариант тупаймарăмăр. Çитменнине, ватăлнăçемĕн Билл, хăйен ĕмĕрĕнче никама та ача çуратгарайманскер, хĕрĕмĕре хытăрах та хытăрах килĕштерме тытăнчĕ.
— Пур-и хăть сан çумăнта Верăн сăн ӳкерчĕкĕ?
— Хăна çуртĕнче. Юриех хăвартăм, мĕншĕн тесен санăн чи малтан ывăлна шхуна çине вырнаçтармалла. Тата Энтри йывăр аманса тыткăна лекнĕ, çавăнпа та хытар кăмăлна, тусăм... Паянхи каç саншăн çăмăл пулмĕ.
— Апла шхуна çине таврăнма вăхăт çитрĕ.
— Анчах та сана çак вырăнтах тепĕр сехетрен кĕтетпĕр.
— Кампа?
— Паллах Верăпа.
— Апла вăл та Стамбулта! — савăннипе Мэрие хыттăн хăй çумне чăмăртарĕ Герман.
— Çапла.
— Чăн та, çăмăл пулмасть паянхи каç маншăн.
— Арçын хăмăтне тăхăнтăн пулсан чăтма тивет. Вера, ман шутпа, эсĕ унăн ашшĕ пулнине тахçанах ăнкарнă, мĕншĕн тесен вăл Голдберг архивĕнче сана Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче асаплантарнă чухнехи сăн ӳкерчĕксене тупнă та вĕсене кукамăшĕсĕр пуçне никама та памасть. Тен, Гарри пĕлтернĕ ăна чăнлăха, мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ питĕ туслă. Кунсăр пуçне Вера, кăçал университетри студентсемпе тата преподавательсемпе пĕрле Мускава стажировкăна пыраканскер, хăйĕн кукашшĕне курасшăн, çавăнпа та, тен, сан çинчен шавлама иртерех. Тен, эпĕ йăнăшатăп?
— Тӳрех татса калама та йывăр.
— Килĕшетĕп, анчах... — хумханнăран пулĕ, ӳсĕрсе илчĕ те хĕрарăм каллех пĕр тикĕссĕн те сиввĕн, робот пек, янравлăн сăмахне малалла тăсрĕ: — Тĕрĕслĕхе пур-пĕрех пĕлтермелле. Ман шутпа, пĕтĕм историе тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парсан Гюзель мана та, сана та ăнланĕ.
— Уйрăмах халĕ, Энтрие тупнă хыççăн тата Арлановпа Голдберг тĕрес-тĕкел чухне...
Германран уйрăлсан Мэри автомашинăсемпе, суту-илӳпе аппаланакан Раççей, Украина çыннисемпе тулнă урамран аран-аран шăвăнса тухрĕ те хула варринелле васкарĕ.
* * *
Шхуна çине хăпарсан Марков хăйĕн каютинче никама та тупаймарĕ, вара тӳрех аслă механик патне вĕçтерчĕ.
— Тусăм, — терĕ Вагапов, сĕтел хушшинче кофе ĕçсе лараканскер, Германăн аллине хыттăн чăмăртаса. — Саламлатăп. Пин хут саламлатăп, мĕншĕн тесен питех те пысăк ĕç турăн: Энтри ирĕкре! Пĕлетĕн ĕнтĕ, тĕнчипе паллă çынсем тата мĕн чухлĕ депутат тăрăшрĕ Афганистанра тыткăна лекнĕ салтаксене çăлма, анчах пултараймаççĕ-ха...
— Анчах та ăçта вăл, Энтри? Каютăра çук. Вăрласа каймарĕç пулĕ-çке ăна?
— Çук, вăрламан. Инкек таврашĕ ан пултăр тесе пытартăмăр ăна эпир. Сана та ыран тин, Хура тинĕсе тухсан кăна, кăтартасшăн.
— Темскер ăнлансах çитместĕп-ха.
— Паллах, эсĕ, ютра нумаях пурăнса курманскер, пур япалана та ăнланмастăн. Пирĕншĕн çăлăнăç операцийĕ вĕçленмен-ха, мĕншĕн тесен Афганистан моджахечĕсенчен, Пакистанри тĕрлĕ ăпăр-тапăр организацисенчен темĕн те кĕтме пулать. Кунта ун пек ушкăнсем çителĕклех. Энтри хăйсен куçĕнчен вĕçерĕнсен вĕсем темĕн тума та хатĕр.
— Энтри Пакистанран тахçанах тухса кайнă. Хальлĕхе хăрушлăх палăрмасть-ха.
— Çалла. Хальлĕхе лăпкă, мĕншĕн тесен эсĕ ăна США гражданĕсем пулăшнипе вĕсен автомашини çине лартса таможня çурчĕ патне илсе çитертĕн.
— Пĕр минутлăх та пулин курасчĕ, çупăрласчĕ ывăлăма, — хăйĕннех печĕ Марков аслă механика тархасласа.
— Çук. Эпĕ капитан приказне пăсма пултараймастăп. Каçхи апат çи те ирччен лăпкăн çывăр.
— Апла чăнласах та апат çимелле-тĕр, — ĕнсине хыçса илчĕ хирург механик çине салхуллăн пăхса. — Тата тепĕр ыйту, юлашки ыйту.
— Итлетĕп.
— Энтрие çăлакансем — вырăссем. Вĕсем хура çăкăр тата тăварлă пулă çиесшĕн. Пакистанра асăрхануллă пулмаллине каламаллах вĕсене, — чееленме тытăнчĕ Герман карап çинчен хулана тухма сăлтав шыраса.
— Вĕсене, паллах, хăналамалла. Анчах ăçта? Шхуна çинче юрамасть, — килĕшрĕ юлташĕпе Вагапов холодильникрен икĕ шурă эрех кĕленчи туртса кăларса. — Ил, тархасшăн, кирлĕ пулĕ.
— Эрехĕ пур-ха манăн, анчах пуллине...
— Тăварланă пулă та пур, — терĕ аслă механик Герман ăна тăсса панă хута пăхса. — Мĕн ку? Мана укçа таврашĕ кирлĕ мар.
— Хăна çуртĕнчи телефон номерĕ. Тен, кирлĕ пулĕ.
— Анлантăм. Чипер ларăр унта. Акă пулă, — тесе Вагапов Маркова каçхи Стамбула ăсатрĕ.
Тул çутăлас умĕн
Тул çутăлас умĕн пӳлĕмре сасартăк телефон сасси янăраса кайрĕ. Мэрипе Герман пĕр харăс вырăн çинчен сиксе тăчĕç.
— Ахăртнех, мана аслă механик шырать, — тесе арçын телефон еннелле утрĕ.
— Шанчăклă тус миллион доллартан та хаклăрах, — хăйпе хăй калаçса хĕрарăм чӳрече умне пырса тăчĕ. Аллинчи халата хăй çине уртрĕ, чӳрече каррине яри уçрĕ. Пӳлĕме тул çути кĕрсе сарăлчĕ. Хĕрарăм урамалла тинкерсе тăруçăнах Герман трубкăна телефон аппарачĕ çине хунине асăрхарĕ те çапла каларĕ: — Автомашина тĕрĕс-тĕкелех. Миçере каять-ши шхуна?
— Васкатăн. Тулĕ çутăлма кăна тытăннă-ха, мана карап çине хăвалатăн.
— Кашни япалан вĕçĕ пур. Хăçан каять шхуна?
— Паян, кăнтăрла иртсен.
— Апла Верăна ирхи апата чĕнĕпĕр, анчах та чăнлăха пĕлтерме темшĕн чунăм туртмасть. Тен, хăй хускатсан кăна.
— Килĕшетĕп, — терĕ те Герман кресло çинче выртакан кĕпи-йĕмне илсе тăхăнасшăн пулчĕ.
— Чим. Ĕлкĕрĕн. Манăн ыйтмалли пур, — çапла каласа Мэри савнине вăйпа тенĕ пекех пушă кресло çине лартрĕ, хăй унăн чĕркуççийĕ çине вырнаçрĕ. Герман вара юратнă çыннине хăй çумнерех çупăрларĕ, ачашларĕ, çине-çинех чуптурĕ, уйрăлу çывхарса килнишĕн кулянса ассăн сывларĕ...
— Мĕнле общество тăвать вырăс халăхĕ? — тӳррĕн ыйтрĕ Мэри кăштах лăплансан.
— Кĕскен каласан, çитмĕл çул хушши тунă хуçалăха аркатать, — ун пекех кĕскен хуравларĕ Герман.
— Мĕншĕн?
— Хăшĕсем социализм системине тĕрĕс мар йĕркеленĕ, теприсем ăна вăçне çитиччен туман теççĕ. Патшалăх секторне вăйсăрлатасшăн.
— Тен, мул тĕнчине тепĕр хут тавăрасшăн пулĕ. Çапла-и?
— Çапла.
— Социализмпа капитализмран эсĕ хăшне ытларах килĕштеретĕн?
— Паллах, социализма.
— Мĕншĕн?
— Социализм тапхăрĕнче кашни çыннăн ĕç тата хваттер пур, ачасем шкулта вĕреннĕшĕн укçа тӳлемеççĕ, ватăлсан — пенси параççĕ. Асăннă ырлăха пĕтерни ĕç çыннине тĕп тунипе пĕрех.
— Анчах та, эпĕ ăнланнă тăрăх, Раççейре талантлă, ĕçре пултаруллипе пĕрлех чи юлхавлисем те пĕр тан ĕç укçи илеççĕ. СШАра пачах урăхла. Ĕçлесен пуян çын пулатăн, кахаллансан — чухăн.
— Паллах, çитменлĕхсемпе кăлтăксем нумай. Чи киревсĕрри — диктатура йĕрки. Çавăнтан аран тасалать халĕ пĕтĕм общество.
— Диктатура, калăпăр, пĕр сăлтав, анчах мул тĕнчинчен çӳлерех шайра пулма кирлĕ обществăна мĕншĕн пĕтерет-ха халăх? Эпĕ çакна ăнланмастăп.
— Эпĕ хама та, халăха та ăнланмастăп.
— Тен, сирĕн пуçа такам минретнĕ? — сасартăк Германа çивĕч куçĕпе пăталарĕ Мэри.
— Кам пĕлет? Тен, космосри цивилизаци витĕм кӳрет? Нимĕн калама аптăратăп, мĕншĕн тесен çĕршыври улшăнăва пĕтĕм халăх чăтăмлăн тӳсет.
— Вăрттăн пайăркасем, чăн та, хăйсен ĕçне тăваççĕ иккен, — персе ячĕ хĕрарăм сасартăк пăлханса, хăйĕн туйăмне арçынран пытарма васкарĕ. Ытамран вĕçерĕнсе ура çине сиксе тăчĕ, Герман валли çул апачĕ — холодильникри тутлă апат-çимĕçе хутаçа хума тытăнчĕ, ăпăр-тапăр япалана пĕчĕк чăматана пуçтарчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...