Хĕçпе çурла :: 2
— Пире, — терĕ вăл, — çава-çурлана пăрахса хĕç-пăшал тытма тиврĕ. Кĕтнĕччĕ те, кĕтменччĕ те кунçул çапла улшăнасса. Мĕн тăвăн, сан çиме усал тăшман хаяррăн тапăнчĕ пулсан? Ăна хирĕç хăюллăн тăмаллах, унсăрăн вăл сана хăвна мăйран пăвать е пĕрре куç хупса иличчен персе пăрахать, тертпе çĕкленĕ килне-çуртна вут чĕртсе çунтарса ярать, юратса çуратнă ачу-пăчуна вута пăрахать, савнă арăмпа хăй патне илсе кайса хăрхăм чура тăвать. Хăш ĕмĕрте, çĕр çинче ăçта пĕр-пĕр усал тăшман хăй хĕрхенӳсĕр çĕнтернĕ халăха ырă кӳни пулнă? "Ку вара, çав ирсĕртен ирсĕр Гитлер, Германишĕн чура пулма юрăхлисене кăна вăхăтлăха хăварса, ыттисене пĕтерме хура ĕмĕт тытнă. Совет халăхне хирĕç ĕмĕрте пулман асар-писер хăрушă вăрçăпа килчĕ...
Çакăнпа ун чухне вĕсен сăмах пĕтнĕ...
Хирте çаплах çил шăхăрать, тăман тустарать, пĕлĕт пĕтĕмпех сирсе сирĕлми хупланнă. Батальон куç курми çил-тăман витĕр, юр ашса, хĕвеланăçнелле каять. Хĕвел-анăçнелле! Çакă савăнтарать, вăй парать салтака.
«Малалла!» — илтĕнет пек хăлхана каллех чĕре сасси.
Батальон тул çутăлнă-çутăлман пĕр пысăках мар яла пырса кĕчĕ. Малтан янă дозор ялта тăшман тавраш çуккине пĕлтерчĕ. Чăн та, перкелешӳ пулмарĕ. Тарăн юр айне путса кĕнĕ пек пӳртсемпе хуралтăсем шартлама сивĕрен хăраса хутланнăн туйăнаççĕ. Сас-чĕвĕ илтĕнмест, мăрьесенчен тĕтĕм тухни курăнмасть, — ахăртнех, çыннисем тăван ялне тăлăха хăварнă-мĕн. Мăнтарăн ял! Яла пырса кĕнĕ-кĕмен куç акă мĕн курчĕ: укăлча хапхи пулнă е вăл пулмалли тĕлте икĕ çӳллĕ юпа ларать, юпаран юпана кашта тăсăлать, çав каштаран икĕ çын çакăнса тăрать. Вĕсем çумĕпе иртсе пынă чух хăшĕсем — ваттисем пулас — сăхсăха-сăхсăха илчĕç. Çакнисен кăкăрĕсем çине хăма çапса тем çырнине витĕртерех куçлă çамрăк салтак вуласа тăрать: партизан, партизанка. Вĕсенчен пĕри арçын, тепри хĕрарăм... Акă пушă урама тем тустарнă пек, унта-кунта пӳртсене е хуралтăсене вут-çулăм хыпса илни курăнса кайрĕ. Батальон командирĕ рота командирĕсене хăй патне чĕнтерчĕ те, лешсем васкаса салтакĕсене урамсемпе ертсе кайрĕç. Игнатий Гурьянов хăйĕн боецĕсемпе пулеметне ял вĕçне хатĕрлесе лартма приказ илчĕ.
Пулемета ял хĕрринчи хытă кĕрт çине хăпартма, чехолне хывса, юрпала хупласа лартма вăхăт нумай кирлĕ пулмарĕ вĕсене. Шуçăм килни палăрайман ирхине, çаплах вĕçтерсе юр çунă вахăтра пулемета темле витĕр куç та виç-тăват утăмран асăрхас çук. Ун хыçне Гурьяновпа Савандеев ӳпне тăсăлса выртрĕç, ыттисем ик еннелле хăйсемшĕн «йăва çавăрчĕç» — отделени «хăнасене», пуçĕсене кăтартас пулсан, кĕтсе илме хатĕр, пĕри те кунтан хирелле тухса тарма ан пултарайтăр.
Анчах мĕн пулса иртет-ха ку ялта? Урамăн тепĕр вĕçнелли пӳртсем çинче, виç-тăватă тĕлте, çулăм ялкăшни-варкăшни уççăнах курăнакан пулчĕ. Çулăм пĕлĕте çапать, ун айĕнче çын мĕлкисем чупкалаççĕ.
— Ялта, хамăр батальонсăр пуçне, пĕр чĕрĕ чун та çук пек, кам, эппин, пӳртсем çине хĕрлĕ автан ывăтать? — хăйĕнчен хăй тенĕ пек ыйтрĕ юнашар выртакан Бурундуков.
— Эх, эпир унта мар, сăмах хушрĕ ун çумĕнчи Каримов айванла, — çанçурăма та пулин пăртак ăшăтнă пулăттăмăр.
— Хуп çăварна! — сиввĕн хирĕç тавăрчĕ тепĕр юлташĕ, сассинчен Ивасьев пулас. — Пушарта шӳтлемеççĕ, вăл яланах инкек. Тĕпсакайĕнче çуралса ӳснĕ-им, çавна та пĕлместĕн пулсан?
Гурьяновăн ку калаçăва хутшăнма вăхăчĕ пулмарĕ, урам леш вĕçĕнчен, пӳртсем ялкăшса çуннă енчен, сасартăк пăшал сасси, автомат тăрăлтатни илтĕнсе кайрĕ. Анчах перкелешӳ вăраха пымарĕ, тепĕр самантран ял каллех шăпланчĕ. Кăшт вăхăт иртсен вара Гурьянов отделенийĕ патнелле пӳртсем çумĕпе умлăн-хыçлăн темле хура мĕлкесем çывăхарни курăнчĕ. Чи малтан вĕсене çивĕч куçлă çамрăк Саша Казаков асăрхарĕ.
— Тем тесен те, нимĕçсем, — пăшăлтатрĕ вăл сержанта хăлхаран, тахăш вăхăтра ун çумне илтĕнми-курăнми шуса пырса, — Пĕрре... виççĕ... пиллĕк... Хыçалта татах пур-и. Тĕттĕм.
«Вĕсем ялтан тухса шăвăнасшăн, — шухăшларĕ хăй ăшĕнче Игнатий Гурьянов. — Хамăрăннисем пулсан? Çук! Тăшман! Мĕн тумалла? Перес — тĕл тума йывăр, перес мар — хамăра хупăрласа илме пултараççĕ. Тивсен тивĕ, тивмесен тивмĕ — сехрисене хăпартмаллах!»
— Чим, тăхтăр, сержант, — хальхинче хăлхара Савандеев сасси пăшăлтатрĕ. — Вĕсем тем шухăш тытнă пек туйăнать. Пăртак сăнар-ха.
Савандеев калас сăмахĕ вĕçне тухаймарĕ, улăм витнĕ пӳрт çийĕнче кĕлте пысăкăш çулăм курăнса кайрĕ, йĕри-тавралăх ялтăр çуталчĕ, çав самантрах вара урам тăрăх пулемет тăрăлтатнă сасă, пульăсем юра тустарса чăввăшлатни илтĕнчĕ, винтовкăпа автомат шатăртатрĕ, — хура мĕлкесем пĕрре куç хупса иличчен тенĕ пек таçта кайса кĕчĕç.
Гурьянов отделенийĕ нимĕçсем халь чĕртме тытăннă пӳрт умне тапса сикрĕ. Пӳрт умĕнче виçĕ виле выртать, сарай айнелле пĕшкĕнсе тараканнине Саша Казакоз картишĕнче юр ăшне тирĕнтерчĕ.
Пушара сӳнтерчĕç.
Ялăн тепĕр вĕçĕнче те çулăм куçран çухалсах пычĕ.
Тул çутăлса çитрĕ. Иĕри-тавралăх инçетрен курăнать. Çил чарăннă, юр вĕçтермест. Хапхасенчен çынсем тухкалаççĕ те ун-кун пăхкаласа илеççĕ, унтан кӳрши-аршисем еннелле, кĕрт урлă пĕç тĕп таран юр ашса, майĕпен-майĕпен утаççĕ.
— Сержант юлташ, пирĕн те пĕр-пĕр кӳрше, «хăта патне» шăмшака çемçетме кĕмелле мар-и? Ку çурчĕ пушă. Никам та çук çĕрте кичем, — командирăн кăмăлне хăй май çавăрасшăн пулнăран-и, кăштах шӳтлекелесе ыйтрĕ Бурундуков. Хăйĕн кăвакарнă тутисем чĕтреççĕ.
— Чăн та, — юлташĕн хутне кĕчĕ Каримов, — ӳтре юн пăрланса ларчĕ пулас, ура хускалмасть, шăла шăл перĕнмест.
Вĕсем, пулеметне каллех çунашка çине лартса, йĕркеллĕрех пӳрт шырама ял варринелле çул тытрĕç.
— Пире хирĕç пыракан фрицсем, сехрисене хăпартса, ăçта тарса пытанаççĕ-ши? — пуринчен те тенĕ пек ыйтрĕ Саша Казаков. — Мана пиллĕкĕн пек курăнчĕç вĕсем. Мĕншĕн шыраса тупса çав мĕскĕнсене ентешĕсемпе пĕрле ăшăнма леш тĕнчене ăсатмарăмăр?
— Салтакăт куçĕ витĕр курмалла, хăлхи çивĕч пулмалла тесе вĕрентмен-им-ха сире? Тул çутăлчĕ, вĕсем хăйсем те, сасси те çук. Авă, сулахайра, хапха умĕнче, икĕ виле, пĕри картишĕнче выртса юлчĕ. Пульăсем пирĕн сая кайман. Ыттисене мĕншĕн шыраса çӳрес? Ăçта кайччăр вĕсем? — ӳркевлĕн калаçрĕ Гурьянов.
— Ларччăрах пĕр-пĕр аслăк айĕнче шăнса, чĕтресе, — хушса хучĕ Савандеев. — Ялтан тухса тарма пурпĕрех çул питĕрĕннĕ. Ларнă çĕрте шăнса хытмасан, хăйсемех йăраланса тухĕç.
Ашшĕ-амăшĕ килне пурпĕрех çитес çук, — терĕ тахăшĕ.
— Кăннисене ухтармаллаччĕ пирĕн. Тен, вĕсен сехет тавраш тата мĕн те пулин пуртарах çумра? — терĕ, вилесем еннелле çаврăнса пăхса, Бурундуков.
— Цыц! — хыттăн пӳлчĕ ăна Гурьянов. — Эпир вилесене тăпăлтаракан çăхансем мар. Урăхран ун пирки çăвар ан уçнă пултăр!
Лешĕ мăштах пулчĕ.
— Чимĕр! Авă, пытанма ĕлкĕрнисенчен пĕри хамăра хирĕçех килет! — савăннă чухнехи пек кăшкăрсах пĕлтерчĕ Саша Казаков.
Вĕсене хиреç, чăнах та, пĕр ĕмĕлке тапăлтатса пырать. Иккĕн-виççĕн пулсан татахчĕ, ку пĕчченех. Камсене хирĕç куçа-куçăн пынине курать-çке вăл, мĕншĕн чарăнса тăмасть, шикленни-хăранине палăртмасть?
— Вăл ăсран тайăлнă, — терĕ Ивасьев. — Пăшал пере-пере анăратнă, хупăрласа илнĕ тискер кайăксем çапла пулаççĕ тайгара.
— Сержант юлташ! Ирĕк пар çав кашкăра юр çине тăрăнтарма, — темле çилленнĕ пек те, вĕçкĕнленнĕ пек те каласа хучĕ Казаков.
— Юрамасть. Вăл ĕнтĕ кашкăр мар, ĕнтĕркенĕ чĕпĕ çеç.
— Мĕншĕн аллисене çĕклемест? Тен, ун кĕсйинче е хĕвĕнче граната пур? Вара...
— Хендэ хох! — кăшкăрса ячĕ çакна илтсе Юрий Петренко.
Лешĕ тăпах чарăнчĕ, ик аллине харăсах вĕлт кăна çĕклерĕ, унтан пичĕ çинче — ак тамаша! — йăл кулли палăрнă пек пулчĕ, шурă шăлĕ курăнчĕ, вара Петренко ун патне пычĕ те кĕсйисене, хĕвне тĕрĕслерĕ.
— Нимĕн те çук, — терĕ вăл темле кăмăлсăррăн. — Чăн та, ăсран тайăлнă тăмсай. Салтак мар, алла вĕрентнĕ упа пек, тупата. Ариец! пĕр сăмахпа каласан.
Гурьянов сержант юлташĕсене, нимĕçе те хăйсенчен хăвармасăр, тĕрĕс-тĕкел юлнă пӳрт патнелле ертсе кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...