Хĕçпе çурла :: 2
Игнатий Алексеевич Гурьянов хăйĕн отделенийĕпе ăçта çитсе ӳкнине, йĕри-тавраналла тем тери тинкерсе пăхсан та, ниепле ăнланаймарĕ...
Вĕсем малтан, чугун çул çинчи пĕчĕк станцăран тухсан, машинсем çӳресе якатнă такăр çулпа сехете яхăн утрĕç. Батальон ун чухне пĕрлеччĕ. Тĕттĕм пулса çитменччĕ-ха, юр витнĕ шурă хир тăрăх куçа инçете ывăтма пулатчĕ, анчах ăна аяккарахри пĕр-пĕр ял, ун çумнерехри пĕчĕк вăрман кăна курăнкалатчĕ. Çывăхра е умрах вичкĕн çил вĕрнипе çара тĕмсем вĕлтлететчĕç, ыраттарнăран йынăшнă пек пĕр сӳлететчĕç, пĕр шăхăратчĕç. Кăчăрт-кăчăрт ура сасси хăлхаран каймарĕ. Хутран-ситрен хамăр самолетсем, сывлăшра вăрахă тăсăлакан шăй-шай та кĕрлев хăварса, аялтанах вĕçе-вĕçе иртрĕç. Таçтан аякран тупă кĕмсĕртетни илтĕнкелерĕ. Ытти чух — лăпкă, шăп. Халиччен фронтра пулса курман çынна кунта пĕрттех те вăрçăри пек туйăнас çук.
Çанталăк тĕттĕмленсе çитеспе колонна пĕчĕкленчĕ. Вăл ĕнтĕ пуçĕнчен тытăнса вĕçне çити куçа курăнакан пулчĕ. Кăна Гурьянов сержант та, уйăх маларах кăна окопра ларнăскер, тӳрех ăнланса илеймерĕ, ыйтас — çавна та пĕлмест теесрен именчĕ. Вĕсем çуна çулĕпе, икшерĕн юнашар тăрса, пĕр ял еннелле утса кайрĕç. Халь ĕнтĕ кăчăрт-кăчăрт ура сасси мар, салтаксем хашкаса сывлани илтĕнерех парать: ура чавтарса утма йывăр, вăхăт-вăхăт ӳпĕнсе талпăнма тивет.
Пӳртсемпе хуралтă пеккисем унта-унта çеç юлкаланă яла кĕрсен кăшт сывлăш çавăрса илетпĕр тесе ĕмĕтленнĕччĕ, анчах чарăнса тăма памарĕç. Ĕнтĕ тĕттĕм пулса çитрĕ, куç вун-вун пилĕк хăлаçран ытла курайми те пулчĕ, вĕсене ку таврана хăнăхса çитнĕ пĕр палламан боец ертсе кайрĕ. Çын кăна çӳренĕ сукмак пеккипе юр ашса тапаçланчĕç-тапаçланчĕç те умлăн-хыçлăн траншейăна пырса кĕчĕç.
— Çитрĕç! — илтĕнчĕ тĕттĕмре. — Çак сивĕ нӳхрепрен тухасса сунманччĕ. Иртĕр, тăванăмсем, шаларах. Килнĕшĕн тавтапуç!
Гурьянов тинех ăнланчĕ: вĕсем иккен кунта ыттисене, траншейăсенче пайтахранпа тăракансене, улăштарма килнĕ. Вĕсене те çапла, пĕр уйăха яхăн нимĕçсемпе çамкапа-çамка тенĕ пек траншейăра, сивĕре ĕнтĕркесе тăнă хыççăн, ыттисем килсе улăштарнăччĕ. Акă халь каллех кунта тăмалла. Вырăнĕ ĕлĕкхи мар, урăх çĕрти. Кунта тăнă салтаксем çав тери ывăннă пулмалла, аран-аран хускалаççĕ. Калаçмаççĕ.
— Асту, — терĕ çеç Гурьянова кунтан каякан отделени командирĕ, пулемет лартмалли вырăна кăтартса. Çийĕнчех карттă кăларса ăна çутатрĕ. — Нимĕçсем аквĕтлĕх кĕтессинчен ытларах переççĕ (пени хăрушă мар, кӳтнĕ пӳрне çамкаран çапаймасть). Çутăлсан хăвах курăн, ориентирсем — хут çинче. Халлĕхе пулеметăра пирĕнни пек лартăр.
Унтан вăл телей сунчĕ те хăйĕн тытăнса юлкаланă салтакĕсене Гурьянов отделенийĕ килнĕ траншейăпа ертсе кайрĕ. Унтан взвод командирĕ çитрĕ, вăл боецсене ăçта-ăçта тăратнине тĕрĕслерĕ. «Пурте йĕркеллĕ пултăр, Игнатий Алексеевич, — терĕ вăл, Гурьяновран нумай çамрăкскер. — Шанатăп. Тата кăшт систерме те пултаратăп: кунта эпир нумай тăрас çук пек туйăнать. Чипер юл!»
Вăл кайсан Гурьянов сержант пулемет патĕнчи пусма-картлашка çинче пĕр вăхăт хушши тĕттĕмелле пăхса тăчĕ, кунта нихăçан та пулса курманскер, хăйсем ăçта «килсе ӳкнине», паллах, ниепле пĕлеймерĕ. Леш енчен пемеççĕ. Хутран-ситрен кăна ракета хыççăн ракета пĕлĕтелле шăхăрса вĕçет, вара хир пĕр самантра кăвак çутăпа çуталать, вĕтлĕхпе тĕмсем тата кукăр-макăр сăрт пек кĕрт курăна-курăна каять. Çутă сӳнсен, куç хуралать, таврара нимĕн курăнми пулать.
Отделенийĕн кăшт канса, ăшăнса илме блиндаж пекки пур иккен, ун варрине пĕчĕк тимĕр кăмака лартнă; вутти-шанкине, апачĕ-çимĕçне, хаçат-журналсемпе çырусене кашни каç кунтисем ялтан иле-иле килнĕ. Салтак кирек ăçти пурнăçа та хăвăрт хăнăхса çитег. Гурьянов пăртак канма-ăшăнма тесе блиндажа кĕчĕ, вут чĕртсе янă кăмака умне аллине тăснăччĕ ĕнтĕ, унта тăваттăн-пиллĕкĕн такамсем, çийĕсене шурă плащ-палатка уртнăскерсем, кĕрсе тăчĕç. «Разведчиксем», — шухăшларĕ сержант, анчах ыйтма ĕлкĕреймерĕ.
— Саперсем эпир, — терĕ пĕри, аллисене тӳрех тимĕр кăмака çине тытса. — Пурнăçра пĕрре йăнăшакансем. Сирĕн пата ĕçе кĕрĕшме ячĕç. Вĕсене малалла кайма çул кирлĕ, терĕç. Тĕрĕс. Çитет каялла чакма.
— Чакмалли çул та çук, — хушса хучĕ тепри. — Хыçра — Мускав!
— Тĕрĕс сăмах! — кукленсе ларнă çĕртен тăчĕ Гурьянов. — Шухăшăмăр пурин те пĕр: Мускав!
Унтан взвод командирĕ килсе кĕчĕ. Калаçса татăлчĕç. Саперсем траншейăран уçă хире тухаççĕ, нимĕçсемпе перкелешме тивсен, вĕсене пĕтĕм взводăн пулăшмалла пулать.
Акă, саперсем, бруствер урлă упаленсе каçса, пĕрерĕн-пĕрерĕн хире шуса тухрĕç, унталла-кунталла уйăрăлса кайрĕç, куçа курăнми пулчĕç. «Тĕлĕнмелле хăюллă çынсем! — шухăшларĕ Гурьянов сержант, каллех пулемет умĕнче тăраканскер. — Тăшман патнелле, вилĕм еннелле шăваççĕ, унта çынна вĕлерме, танксене тытса чарма вăрттăн хунă япаласене юр айĕнчен кăлараççĕ, йĕплĕ пралука касаççĕ».
Унăн шухăшне ракета татрĕ. Сержант, хăй ăçта тăнине манса, малалла куçне чарса пăхрĕ. Нимĕн те курăнмарĕ. Саперсем ăçта? Шурă хир, лешсем нумай пулмасть çутатнă чухнехи пекех, кĕртсемсĕр пуçне, тип-тикĕс курăнса каять. Ракетăсем сӳнчĕç те, хир паçăрхинчен ытла тĕттĕмленчĕ. Гурьянов палламан юлташĕсем çара хирте хырăмпа шуса çӳрени çинчен шухăшларĕ те чĕри хыттăн тапнине сисрĕ. Вăхăт чарăнса ларнăн туйăнчĕ. Акă тинех саперсем ура çинчех килни курăнса кайрĕ, пĕрин хыççăн тепри траншейăна сиксе те анчĕç. Сержанта чун кĕчĕ тейĕн.
— Çул уçă, — терĕ вĕсенчен пĕри взвод командирне. — Курăр ирхине: çул икĕ енне маяксем лартса хăвартăмăр. Вĕсенчен аяккалла пăрăнма юрамасть...
Вĕсем кайрĕç.
Унтан вара!.. Унтан вара, тул çутăлнă-çутăлман, сасартăк, пĕр харăссăн-харăс, хир-улăх, таçти вăрман, çĕрпе тӳпе — пĕтĕм йĕри-тавралăх хăрушшăн улама, хаяррăн шартлатма тытăнчĕ, унта та кунта ярăм-ярăм вутпуççисем (Гурьянова вĕсем çаплах курăнчĕç) çиçĕм пек хăвăрт таçталла вĕçеççĕ. Пĕтĕм ӳт-пĕве чĕтрентерекен хулăн-хулăн сасă, чуна кайса тивекен çухрав пуç çийĕнчех çакăнса тăнăн туйăнса каять.
Анчах умна, йĕри-тавраналла ним ӳкмест, çынна та нимĕн ураран ӳкермест кунта. Эппин, нимĕçсем мар, хамăрăннисем вĕсене хăйсене ăшалантараççĕ! Эппин, вăрçă хирĕнче вĕсем мар, эпир хыттăн калаçатпăр? Чĕре кăртлатать, анчах хăранăран мар, савăннăран.
Сисмесĕрех тул çутăлчĕ. Аялтан юхакан сăрă пĕлĕтсем таçта иртсе кайрĕç, сирĕлчĕç. Тӳперен хĕллехи шуранка хĕвел курăнчĕ, ун çутинче юр пĕрчисем ылтăнăн-кĕмĕлĕн йăлтăртатрĕç. Куç умĕнче таçтан инçетрен аслă хир алă тупанĕ çинчи пек курăнса выртать, аяккарах хура вăрман палăрать. Çĕршыв тени хĕл варринче те ытарайми илемлĕ!
Тахăш вăхăтра-çке Саша Казаков — отделенийĕн чи çамрăк боецĕ — бруствер умĕнче ларакан темле йывăç тăррине хăпарса кайнă та унтан аллипе сулкаласа кăшкăрать:
— Эх, эсир курмастăр! Сылтăмра хирпе танксем иртеççĕ. Хамăр танксем! Тем чухлĕн, вĕçĕ-хĕррисĕр! Эппин, тапрантăмăр!
Гурьянов ăна, анма хушса юнасшăнччĕ, анчах çав самантра Казаков хăй юр çине патлатса ӳкрĕ. Мĕн пулчĕ? Сержантăн сехри хăпса тухрĕ тейĕн. Нимех те мар иккен — çамрăк боец, турат хуçăлнăран çĕрелле чикеленнĕскер, йăл-йăл кулкаласа, аллисемпе хаваслăн сулкаласа, вĕсем патнелле пырать. Пурте ахăлтатса кулса ячĕç, анчах сасартăках тăп чарăнчĕç; сывлăшра пĕр тăтăш вăйлă кĕрлев илтĕнсе кайрĕ: хамăр самолетсем! Бомба тиенĕскерсем, вĕсем хĕвеланăçнелле вĕçеççĕ, çийĕнче сыхлавçисем вылянкалаççĕ, калăн, лĕпĕшсем! (Гурьянов хăйĕн танлаштарăвĕпе кăмăлсăр пулчĕ.) Лĕпĕшсем сана! Маттурсем! Çывăхрах тата пĕр çул çинче иртсе пĕтми машинсем курăнчĕç, çуран çарсем...
— Тапрантăмăр!
Хăлхана те илтĕнчĕ, те илтĕнмерĕ çак команда, анчах пурпĕрех ăна чун илтнĕн туйăнчĕ...
Вĕсем «вăхăтлăх чикĕ» урлă каçса кайнăранпа — çамрăккисене урра! кăшкăрмасăр каçни кӳрентерчĕ — кун иртрĕ.
— Тăшманпа курнăçса «калаçмасăр» кун иртрĕ, — терĕ тахăшĕ, анчах çав кулăша, çанталăк каллех ахăрма тытăннăран, никам та илтеймерĕ.
Батальон лăпкăнах тенĕ пек малалла çул тытрĕ. Анчах унăн командирĕ малтан та хыçалтан, сылтăмран та сулахайран килекен хыпарсăр пĕр самант тăмасть тейĕн: разведкăпа дозор яланах çивĕч хăлхаллă, витĕр куçлă.
Гурьянов сержант та çавна лайăх чухлать, çавăнпа унра шиклев-мĕн çук. Çунашка çинче унăн ăшă чехол тăхăнтарнă «Максимĕ» лăпкăн ларса пырать.
Çеçенхирте, такама е темĕне çилленнĕ пек, урса кайса çил вĕрет, юра арçури пек арăш-пирĕш тустарать, куç курми тăман вĕçтерет. Ура çул хыттине пăртак туйсан, пуçа пĕшкĕртсе те пулин малалла тапаçланатăн-ха, çултан кăшт пăрăнсанах, пĕç тĕп таран юр ăшне путатăн, вара çак тамашара, пăтăрмахра — кутсăр-пуçсăр çил-тăманра, чуна сехĕрлентерсе, таçта амака аташса каяс хăрушлăх куç умне килсе тухать. Юрать-ха, юлташусем чавсапа чавса тенĕ пек ху çумăнтах, вĕсем сана тĕттĕм те сивĕ тамăка пăрахса хăварас çук. Юрать-ха, сире туллатнă кĕске кĕрĕк, пуçунта асар-писер çил-тăман витерейми хăлхаллă çĕлĕк, урунта ăшă кăçатă, аллу çăм алса ăшĕнче — шăнса хытса выртас хăрушлăх çук. Хырăм тутă. Пуçра пĕртен-пĕр шухăш: çĕнтерсе каясчĕ! Эппин, малалла!
Йывăрне пурпĕрех калама çук йывăр. Винтовка е автомат хулпуççие пуснăçем пусать, ăпăр-тапăр тултарнă хутаç çурăма пĕшкĕртнĕçем пĕшкĕртет, пĕчĕк кăна патронташ е диск, е тата пĕçĕрен çапса пыракан мур кĕреçи — мĕн кăна тиемеççĕ салтак çине! — йывăрланнăçем йывăрланаççĕ. Чăтăмлă çамку санăн хирĕç çапса çăвакан юрпа мар, тарпа йĕпенет, хутран-ситрен, аллуна алсаран кăларса, питне-куçна шăлса илме тивет.
Пĕлĕт кăштах уяртинччĕ, уйăх çути пулинччĕ! Çук, вăл халĕ кирлĕ мар кунта. Тĕттĕмлĕх вăхăтлăха лайăх, малалла утма шанчăклă. Хир куçлă, теççĕ. Ют куçсем сана çутăра аякранах асăрхама пултараççĕ, пуçу çине бомбăсем тăкăнма тытăнаççех вара. Халĕ пĕлĕтпе тавралăх шăп. Çил шăхăрни нимех те мар вăл, чуна çӳçентермест, тĕттĕме куç хăнăхать ăна, çывăхрине куратăн, çынна кĕлеткинчен, сассинчен паллатăн. Эппин, васкар!
— Сержант, — илтĕнчĕ шăппăн, — тыттар кантрине, пар хам сĕтĕрем малалла. Ывăнтарать, мур илесшĕ!
— Мур илесшĕ мар вăл, юта чикелентересшĕ. Сăмаха ăна, пуля пекех, тĕрĕс персе ярас пулать, тăванăм... Çывăхрах сăрт пулмалла, унта улăхса çитсен, çуна çине ларатăн та, ассăр ача чухнехи пек, вĕçтере паратăн анаталла. Çапла-и? Эсĕ чее иккен, ху ярăнасшăн.
— Ывăнтăн пулĕ тесе каларăм, сержант. Пулемет лартнă çунашка мар, ывăнсан пушăлла та йывăр. Кун пек çанталăкра аслă çул çине тухнă вăрă-хураха хĕрхенĕн.
— Пурне те йывăр. Леш аçа çапмансене çăмăл тетĕн-им пуç каснă пек тарма? Вĕсем пули-пулми вăрă-хурахран çĕр хут тискер. Вĕсене те хĕрхенмелле-и?
— Вĕсем тесен — çăва тĕпне! Анчах вĕсен илĕртекен тутлă шанчăк пур: килнелле васкаççĕ.
— Пĕлме çук, çитсе ӳкейĕç-ши? Енчен, вĕсенченех хăш-пĕрисем тăван арăмĕсен кĕпи аркине курсан, эпир те часах хамăр мăшăрсене ыталăттăмăр.
— Маншăн пулсан, вĕсенчен пĕри те çитсе ан ӳктĕрччĕ килне, кунтах юр айне пултăр. Çав тери кураймастăп!
— Кам юраттăр! — Аçа çаптăр. Çук, хамăр çапатпăр!
Шăпланчĕç. Сăмах пине çитрĕ теççĕ кун пек чух. Анчах каламан шухăш та — сăмах. Пулемёт хунă çунашкине талпăнса туртса пыракан Гурьянов сержант та, Иван Петрович Савандеев та — хĕллехи уй варринче вĕçĕ-хĕррисĕр колоннăра ыттисемпе пĕрле тăрăшса утакансем — харкам хăй шухăшĕн ытамне кĕрсе ӳкеççĕ.
Иван Петрович - ăна, çулне шута илсе, хисеплесе, юлташĕсем çапла чĕнеççĕ — тăван ялĕпе килĕ-йышĕ çинчен шухăшлама пăрахнăн туйăнать, вĕсене калаçура асăнсах каймасть. Вĕсем çухрăмпа та, вăхăтпа та инçете тăрса юлнă. Хăй вăрçă çулĕ çинче мĕн тӳсни-курни вара асĕнчен тухмасть. Акă халĕ те вăл çунашкине мекĕрленсе туртса пыраканскер, нумай пулмасть иртнине тепĕр хут асне килчĕ. Çук, нумай пулмасть мар, иртни пĕр ĕмĕр туйăнать ăна. Куç умне вăрçăн малтанхи хăрушă кунĕ, пĕрремĕш тытăçу, хăра-хăра хамăр еннелле чакни е тарни — вăл та пулчĕ-çке! — Днепр, хĕрӳллĕ çапăçусем, хăюллă юлташĕсем, вĕсемпе пĕрле, Николай Гурьянов ертсе пынипе, тăшман ункинчен тухса, Мускав патĕнче хамăрăннисемпе пĕрлешни — пĕтĕмпех куç умне киле-киле тухрĕç. «Тĕлĕнмелле! — терĕ вара вăл хăй ăшĕнче. — Унта та Гурьяновчĕ, кунта та Гурьянов. Кĕтмен-туман çĕртенех тем те килсе тухать иккен пурнан пурнăçра. Хамăр енне каçнă-каçман, командирсене таçта ăсатрĕç, пире çавăнтах окопа тăратрĕç. Эпĕ ак Игнатий Гурьянов сержант отделенийĕнче пултăм тăтăм. Гурьяновсем иккĕш те маттур та ырă çынсем иккен. Шăпа вĕсен пурнăçне сыхласа хăвартăрах, вăрçă иртсен пурсăмăрăн та хамăр енче тĕл пулмалла пултăрах».
Гурьянов сержантăн отделенийĕнче, хăй калашле, кам кăна çук! «Миçемĕш Интернационал-ши эпир?» — тет вăл, кулкаласа, тепĕр чух. Авă, «йĕлтĕрччĕ кунта, йĕлтĕрччĕ!» тесе тарăхса юр ашакан çĕпĕр вырăсĕ сарă мăйăхлă Иван Ивасьев. Хушамачĕ çепĕç, хăй юман пек патвар. Нежин хулипе унти кил-йышне çăлăнăç кӳме васкакан украинец, хитре кĕлеткеллĕ Юрий Нестеренко. Тутар республикинче çуралса ӳснĕ сарлака хулпуççиллĕ Миша Бурундуков вырăспа çинçерех те йăрăс Юсуп Каримов тутар. Вĕсем пĕрне-пĕри янташсем теççĕ, пĕр-пĕринчен хăпмаççĕ. Вĕсем хушшинче Саяхинов хушаматлă уйгур та пурччĕ, анчах вăл çав шартлама сивĕре чăтаймарĕ: питне, алли-урипе тăм илтерсе пĕтернĕскере госпитале ăсатмалла пулчĕ.
Кампа кăна паллашмастăн фрюнтра.
Çак пĕчĕк ушкăнра тата тепĕр салтак пырать. Вăл — чи çамрăкки, Саша Казаков. Чăп-чăмăр питлĕ, кулса-çиçсе тăракан куçлă, пĕвĕ-сийĕпе лутрарах та çинçешкерех, хăй питĕ вăр-вар. Игнатий Гурьянов хăйĕн юлташĕсене, вĕсемпе нумаях та пулмасть тĕл пулнăран, пĕлсех каймасть, пĕр-пĕринпе калаçса ларма вăхăт та пулман вĕсен. Казаков çинчен кăна, хăй ачи пек туйăннăран-и, кăшт-кашт пĕлкелерĕ вăл. Саша иккен сакăр класс çеç пĕтернĕ, вăрçă пуçлансан килĕнчен тухса тарса, тепле майпа фронта çитнĕ çитнех. Ăна тытнă, çар училищине яма шутланă. Çук, Саша килĕшмен, унăн, халех алла пăшал тытса, тăшмана хирĕç çапăçас килнĕ. Гурьянов унпа мухтанать те, хĕрхенет те ăна...
— Саша! — кăшкăрать Савандеев. — Лар «Макçăм» пиччӳ çине. Кан.
— Кӳр, хам сана туртса пырам! — илтĕнет Казаковăн хаваслă сасси.
Вĕсенчен пĕри те, Савандеевсăр пуçне, халиччен çапăçура пулса курман, тăшманпа куçа-куçăн тăман. Анчах Гурьяновăн Савандеевпа тăраниччен калаçса ларма вăхăт тупăнмарĕ те тупăнмарĕ. Ун чухне хаçатсем çине те сайра хутра çеç пăхкаланă. Пĕрре, каннă вăхăтра, вĕсем хушшинче тăшман ирсĕрлĕхĕ çинчен сăмах тухрĕ.
— Тĕлĕнетĕп, — терĕ хаçат тытса ларакан Бурундуков. — Вырăспа нимĕç салтакĕсем пĕрне-пĕри çапса е персе вĕлерни ĕмĕртенпех паллă. Мĕн тăвăн, вăрçи тăшмана вĕлерме хушать, тейĕпĕр. Анчах ак кунта çырнă пек, айăпсăр ачасене мĕншĕн вута пăрахмалла?.. — Çав тискерлĕх ниепле те вырăнаçасшăн пулман унăн çамрăк пуçне.
Ку сăмахсене илтсен, Петренко таçталла пăрăнчĕ, чĕри ыратса кайрĕ: унăн ашшĕпе амăшĕ, вĕсен çамрăк кине тăшман çавăрса илнĕ вырăна юлнă.
— Мĕншĕн хуласемпе ялсене, пĕтĕм пурлăха çунтармалла? Хăйĕнчен хăй пек тарăхса ыйтрĕ Ивасьев.
— Манăн ĕненес килмест! — пат татса каларĕ Бурундуков.
— Курăн-ха! — Савандеев ун енне пăхса кăшт кулса илчĕ. — Калаçма çăмăл. Чĕлхен шăмми çук, теççĕ.
Тен, çавăнпах-и, малалла сăмах вакласшăн пулмарĕ. Халь ĕнтĕ Гурьянов — отделени командирĕ кăна пулсан та, асли-çке! — чĕнмесĕр ларма пултараймарĕ ун чухне.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...