Хĕн-хур айĕнче :: Улпут хресченĕсем патĕнче
Çеремлĕ васан. Сайра йывăçсем.
Васан варринче пĕр шывлă çыран.
Çыран хĕрринче — хăва тĕмĕсем.
Кунта кĕр-кĕрлет пĕр япăх арман.
Çерем çийĕнче, тĕмсем хушшинче,
Каçхи тĕттĕмре çиçет вут çути.
Васан кай енче, тăвайкки çинче,
Ларать ешĕрсе ват юман кати.
Сиксе çунакан кăвайтă тавра
Лараççĕ сĕнксе выртма çыннисем.
Çӳçе-хăваллă çерем-курăкра
Хăрт-харт! тулхăраççĕ вĕсен лашисем.
Кусем — кульцавсем1, кашни каçхинех
Лаша çитерме анаççĕ кунта.
Çитернĕ чухне, вутне чĕртсенех,
Лараççĕ вара халап-юмаха.
Улпут уйĕнче тертленнĕ çынсем
Имшеррĕн, майпе пуплеççĕ вĕсем;
Пуплеççĕ куллен мĕн туни çинчен,
Тар-шур юхтарса ĕшенни çинчен.
Унтах хăшпĕри, — туйса кăна ил, —
Майпе юптарать сăмахĕсене:
— Тепре çĕкленсен вĕри çавра çил,
Паллах, тустарать улпут кил-çуртне...
—Час иртрĕ вăл, — тет тепри, ăнланни.
Курса ĕлкĕрме пулмарĕ ăна.
Пулмарĕ пирĕн кĕтни, хапсăнни.
Ак халь хирĕç çил туллать таврана!
— Пĕлетре, пирĕн терлĕ халăхпа
Аван пурăнма тăрăшас пулать.
Улпут вăл чее... Пире, тем шутпа,
Ялан чăваша хирĕç тăратать.
— Вĕсен уй-хирне кĕтӳсем кĕртет,
Тырра тĕшĕртет, вăрçма хĕтĕртет...
— Мĕне кирлĕ ку?.. Ку вăл — путсĕр ĕç!
Улпут çеммипе — ташла кĕлĕмĕç!..
Ак халь те вĕсем, ытти чух пекех
Сиксе хĕмленен вут тавра ларса,
Пуплеççĕ текех, анчах хĕрӳрех.
Унтах ак Косуль ларать палкаса.
Косуль хыçĕнчех, çерем çийĕнче,
Выртать алсене тăлланă Чакка.
Сӳсленнĕ çĕтĕк кĕпе ун çинче,
Çара пуç вĕçне тĕкĕлет каска.
Выртма çыннисем — ватти те вĕтти —
Юмах-халапа çапнă хушăрах
Сăнаççĕ пăхса Чаккана тĕппин, —
Хăшĕ уççăнах, хăшĕ вăрттăнрах.
Калаçу
— Ку кам-ши вара? Ай, типнĕ, ырхан!
— Пахом çынни мар-и? Яр ăна, Çтаппан:
Косуль (Çтаппан)
Яма юрамасть!.. Илнĕ хам çине.
Ыран ак улпут ярать кантура.
Тĕпчеççĕ унта вăл кам иккенне.
Хуть кам пулсан та — кăнтаççĕ вара.
Сассем
— Эй, хăрăк çуркам!
— Ăçтисем эс? Кам?..
Чакка
Эп — килсĕр этем... Вĕри чунлă çын:
Пур пусмăр-хурра тӳссе тăманскер...
Ак çавăн пирки пур пуçлăх, пур чин
Йĕрлеççĕ мана. Ман пурнăç синкер...
Чаккан юлашки сăмахне илтсен,
Шăпланчĕç çынсем:
— Пахом çынниех!..
— Тавай-ха тĕпчер, — теççĕ мужиксем.
Пыраççĕ пурте Чакка патнерех.
Анчах ак Косуль пуçлать кăшкăрма:
— Калап улпута!— тет, чарать калаçма.
Çур каç тĕлнелле. Сӳнет тул çути.
Тӳлек те тĕттĕм — тĕнче хĕррипе.
Тăпах, сикленмест ват юман кати.
Çĕр пин çăлтăрпа чалхăрать тӳпе.
Лăпланнă çĕршыв канлĕн тĕлĕрет.
Çывраççĕ ĕнтĕ выртма çыннисем.
Улт-çичĕ çын çеç выртман-ха, пуплет.
Темскер, шăппăн çеç шутлаççĕ вĕсем.
Ак кĕç çĕкленет пĕр çамрăк мужик,
Пырать вăл Чакка патне йăпшăнса,
Калать вăл ăна: — Эй, тус... нимле шик
Пулма кирлĕ мар пиртен хăраса...
Косуль çывăрать хыт ĕшеннĕрен...
Пĕлтерччĕ пире эс хăвăр çинчен:
Ăçта халь Пахом? Пĕлетне ăна?
Чакка
Пахом?.. Пахома пĕлеп...
Анчах мĕн тума вăл кирлĕ сана?
Мужик
Маттур вăл, паттăр. Ăна хисеплеп.
Чакка
Эс тĕрĕс!.. Пурте Пахом пек пулсан,
Ниçта та, никам чура пулас çук...
Мужик
Аçта-ши вăл халь çĕмрен-утаман?
Ăна чухăнсем кĕтетпĕр чунтан.
Пĕтетпĕр эпир улпут ĕçĕпех.
Ак, çимĕк çитет, — эпир акарах!
Кантур таврашне çĕмрекенскерех
Кольцов улпута ма вăл манчĕ?.. Ах...
Чакка
Пахом — аслати, хăватлă тĕрек!
Анчах паллă мар вăл халĕ ăçти.
Пăлан хыçĕнчен арăслан хăвнă пек,
Хăвать халь ăна апшур каманти.
Мужик
Кунтах пуль... Леш каç кантур патĕнче
Вĕлернĕ вĕсем ик-виç салтака.
Чакка
Ăна Пахом мар. Пахом халь инçе;
Кунти ĕçсене тăвать-тĕр Чакка.
Мужик
0, паттăр Чакка! Вĕсене мĕнле
Пĕлен эс йăлтах? Е эсĕ пĕрле?
Чакка
Эп хам вăл — Чакка.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...