Симĕс ылтăн :: XIX пай
Танксем çинче — хамăр Ивансем... Пакунсемпе. Пакунĕсене те пуçласа куратăп. Пирĕн вăхăтра çухасем çинче петлицăсем кăначчĕ... Пĕтĕм халăх «наздар» кăшкăрать (чехсем çапла саламлаççĕ). Эпĕ кашни тĕл пулан салтака ыталатăп, «тăванăм», «чунăм» тетĕп, хĕпĕртенипе макăратăп...
Актаев калаçма чарăнчĕ, пырне тулнă куççульне çăтса ячĕ. Çывăхри чие тĕмĕсем хушшинчен шăпчăк юрри илтĕнчĕ.
— Çавăн чухпе Прага урамĕнче хамăр Федор Иванч та пулнă-мĕн. Куна эпĕ халь пĕлтĕм... Анчах ăçтан тĕл пулăн унта, тен, юнашарах та сĕртĕнсе иртнĕ пуль... Çавăн чухне хĕвĕшекен халăх хушшинче эп хамăн Франтишека çухатрăм. Çын йĕп пек çухалчĕ. Ăçта шырама пĕлес?.. Ну, эпĕ тепĕр кунне хамăр çар комендатурине кайрăм, хам çинчен йăлтах каласа патăм. Çапла-çапла. Апчах ман нимле документ та çук. Мана военнопленнăйсен пунктне ăсатрĕç. Ну, паллах, «фильтр» унта... Вăхăчĕпе эпĕ те хамăр çĕршыва таврăнтăм, анчах тӳрех киле ямарĕç... Виçĕ çул Воркутара çĕр кăмрăкĕ кăлартăм, — терĕ те Актаев, куççульне çăтса, чылайччен чĕнмссĕр ларчĕ.
— Мĕншĕн çыру çырмарăн? Аннӳ патне те пулин çырмаллаччĕ хуть санăн, — сăмах хушрĕ Нина çурма сасăпа.
— Мĕн тесе çырасчĕ манăн? «Эпĕ Тăван çĕршыв умĕнче йывăр айăпа кĕтĕм» тесе-и? Карчăк чунне тата тепре ыраттарасчĕ-и? Вĕсем мана вилнĕ тесе, тахçанах лăпланнă пуль ĕнтĕ, чĕре суранне тепĕр хут араслантарас темерĕм. Тăван çĕршывăм, халăхăм каçарчĕ мана. Ак эпĕ таврăнтăм. Халь эпĕ хама иккĕмĕш хут çуралнă пек туятăп...
— Франтншек йĕрне çухатрăн-и вара? Ун патне те çырмарăн-и? — шăппăн ыйтрĕ Иина.
— Ăçта çырмаллаччĕ? Мĕнле пĕлем эп ун адресне? Пулсан — Прага университетĕнче пулма кирлĕ вăл, çавăнта таврăнма ĕмĕтленетчĕ. Унăн арăмĕ, Густа Фритц, çавăнта ĕçлет тетчĕ вăл.
— Çырас пулать сан ун патне, Валентин, ху партизан отрядĕнче унпа пĕрле çӳрени çинчен кăтартса хут туса ятăр вăл сан патна.
— Кама кирлĕ ун пек хут?
— Кирлĕ кунра кирлĕ пулĕ...
Актаев нимĕн те шарламарĕ, пуçне усса темĕн шухăшларĕ.
Шуралса килекен шурăмпуç çутинче унăн тăнлавĕсенчи шурă пĕрчĕсем палăра пуçларĕç. Нина çав пĕрчĕсене ачашшăн сĕртĕнчĕ, куштăрканă аллипе шăлса якатрĕ.
— Чăнах та эс, Валентин, çĕр çинчех чĕр тамăк курнă, ху та вилсе чĕрĕлнĕ çын пекех, — терĕ вăл, каччăн пысăк та вăйлă аллине чăмăртаса.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...