Симĕс ылтăн :: XIX пай
Хĕр юратăвĕ пек таса та илемлĕ ир. Пĕтĕм çутçанталăк аслă уяв тейĕн. Кун янкăр уяр. Тӳпе тăрна куçĕ пек тăрă, унта пĕр шурă пĕлĕт те курăнмасть. Улăхсемпе варсенчи çăра тĕтре хĕвел тухнă-тухман сирĕлсе пĕтрĕ, çул тусанне вырттарнă сывлăм та типрĕ, вăл сулхăнри çерем çинче кăна ахахăн-мерченĕн йăлтăртатать-ха, ешĕл курăка таптасан, нӳрĕ йĕр юлать. Выльăх кĕтĕвĕ хире ирех тухнă та çырма-çатра тăрăх саланнă, ешĕл çерем çинче путексем тăрст-тăрст сиккелесе çӳреççĕ. Хăвалăх хушшипе юхса выртакан Мăн çырма тăрăх кĕтӳçĕ пушши шартлатни илтĕнсе каять. Тӳперен куçа курăнман çĕршер пĕчĕк шăнкăрав çакса янă евĕр, ӳркенмен тăрисем ĕмĕрхи хаваслă юррине шăрантараççĕ.
«Ыран çанталăк ырă пулма кирлĕ, — терĕ ĕнер Урхи мучи, утартан таврăннă чух Валентина курсан. Ялта ăна, шӳтлесе, «чĕрĕ барометр» теççĕ. — Ирхине тӳпе тасаччĕ, кăнтăрла тĕлне кăтра пĕлĕтсем тухрĕç те каçалапа каллех саланчĕç. Малтан çил пурччĕ, каç еннелле лăпланчĕ, Кур-ха, тĕтĕм çӳлелле тӳп-тӳрĕ юпаланса хăпарать. Асту, каçхине сывлăм вăйлă ӳкет. Каларĕ тейĕн, çанталăк çитес кунсенче уяр тăрать. Шăпах тырăсем акса пĕтермелли вăхăт. Сана та, Валентин, хăмла лартса пĕтерме самай ырă пулать. Аçу шăпах çак вăхăталла лартатчĕ...» Вăрман хĕрринчи анлă уйра темиçе сеялка кăкарса янă пĕртен-пĕр трактор кĕрлет (ăна, Кузнецов çине тăнипе, МТС ярса панă). Тĕпрен илсен, çуракине лашасемпех тăваççĕ темелле. Вăйпитти арçынсемпе патвар хĕрарăмсем сухара, ача-пăча — сӳрере. Ваттисем тырă акаççĕ. Авă, çултан инçех мар çырма хĕррипе пĕр вунă çын, йăлтах стариксем, мăйран кунтăксем çакса янă та йĕркипе карталанса тăнă, аллисене пурте пĕр харăс сулса янăçемĕн малалла пĕрер утăм ярса пусаççĕ — вĕсем тырра авалхилле акаççĕ. Çурхи кун вăрăм та, анчах вăхăчĕ шутлă, ӳрĕк-сӳрĕк хресчене кĕтсе тăмасть вăл — акса юлма ĕлкĕрмелле. Çавăнпа ватти-вĕттипех хире хăпса тухнă. «Ĕçле: ĕçле-ĕçле-çи!» — шăрантарать тăри...
Çак савăнăçлă тăван сăнсене курса пыракан Валентин паян калама çук телейлĕ. Хăçантанпа вăл çакна курасшăн ют çĕрте чунпа çунса ĕмĕтленнĕ! Акă вăл та халĕ çак ирĕклĕ çĕр çинче — ирĕклĕ ĕçчен. Мĕн тери аван-çке хăвăн юратнă ĕçне ирĕккĕн тума!..
Хăмла пахчине питĕ хаваслă пырса кĕчĕ вăл. Кĕрсенех касăсем хушшинче урлă пуртăсемпе тăпра кăпкалатакан Нинăпа Наçтука тĕл пулчĕ.
— Иксĕр те эсир паян питĕ савăнăçлă сăнлă, курманччĕ-ха эп сире кун пеккине, — терĕ Наçтук кулкаласа. — Пăх-ха Нина çине: çăнĕ мĕнле ялкăшать унăн, çырла шывĕпе çăвăннă тейĕн!
«Нивушлĕ пĕлет? Нивушлĕ ăна Нина йăлтах каласа пама ĕлкĕрнĕ? Тепĕр тесен, Наçтукран пытарма та кирлĕ мар: хамăр çын вăл», — шухăшларĕ каччă. Нина ун çине таса, çутă куçĕсемпе ăшшăн кулса пăхрĕ. Валентин вара çав ытарайми кулла асра тытса ĕçлерĕ.
Вăл хăйĕн плантацийĕнче те, Нина плантацийĕнче те сайралса юлнă касăсене хăмла ларттарчĕ, хитре шăтса тухнă хăмла аврисене пралуксем çине явтарчĕ. Канмалли кун пулнă пирки пахчасеяче аслă классенче вĕренекенсем те ĕçлерĕç. Валентин малтан Толика мĕнле ĕçлемеллине кăтартрĕ, лешĕ вара — тантăшĕсене. Вăл Паххунккă Куçми ывăлĕпе, Петтяпа, кăшт çеç çапăçса каймарĕ.
— Эсĕ, Пеття, мĕншĕн хăмла аврине сылтăмран сулахаялла çавăрса яратăн? Сана мĕнле явмаллине кăтартнă вĕт! — терĕ Толик. — Кур-ха, йăлт тĕрĕс мар яваласа тухнă...
— Пурпĕрех мар-им? — хирĕçлерĕ хĕрлĕ çӳçлĕ ханттар.
— Пурпĕрех пулсан, алăкран мар, чӳречерен кĕрсе-тухса çӳрĕччĕç... Хăмла хĕвеле майлă кăна явăнса ӳсет тенĕ вĕт сана?
— Тупăннă тепĕр... фриц ученикĕ, — мăкăртатрĕ мăран Пеття. Пĕрремĕш «фриц» ученикĕ» Актаев пулчĕ иккен.
Толик тӳрех Петтяна çухинчен ярса илчĕ. Юрать, вĕсене Нина çитсе уйăрма ĕлкĕрчĕ...
Каçхине Валентин тури касалла утрĕ. Урамра, ватă йăмрасем айĕнчи пĕрене купи çинче, çамрăксем пухăнса ларнă. Толик Атласкин аккордеон калать.
— Толик, — терĕ ăна Валентин, — ыран уроксем хыççăн ачасемпе пĕрле пĕр-ик сехетлĕхе хăмла пахчине тухаймастăр-и?
— Мĕн тумалла? — тӳрех ыйтрĕ купăсçă.
— Плантацисен хĕррипе, çурçĕр енчен те пулин, хӳтлĕх йывăç лартмалла. Тополь лартас тетĕп, час ӳсет... Хальтерех шăтăксем алтса хатĕрлес пулать... Тухас пулсан, ачасене кала эппин: кĕреçесемпех тухчăр.
— Юрĕ, тухатпăр! — хăвăрт килĕшрĕ Толик. «Куна вăл мана паçăр та калама пултарнăччĕ... Юри сăлтав тупса килнĕ», ăшĕнче кулса илчĕ Атласкин, хăй çапах Валентин килнишĕн савăнчĕ. Тен, Аристарх Михалч та япăх мар пуль те, анчах япшартарах...
Нина хапха умне тухса тăчĕ, çамрăксем патне урам урлă каçмарĕ. Кĕçĕр вăл хура пиншакпа, хура юбкăпа, тĕксĕм тутăрпа. Валентин çакна тӳрех асăрхарĕ те кулса илчĕ.
Çамрăксем клуб еннелле кĕрлесе кайрĕç Актаев урам урлă хĕр патне каçрĕ те, вĕсем крыльца картлашки çине юнашар ларчĕç. Телейлĕскерсем, пĕр хушă сăмах чĕнмерĕç.
— Толик сан кĕввӳне калать... Салтака кайиччен эсĕ çапларах кĕвĕлеттĕн, — терĕ Нина, сăмах пуçарса. — Халĕ мĕншĕн баянна илсе тухмастăн? Питĕ итлес килет...
— Купăс калама иртерех-ха мана, пуçăм çинчен хура пĕлĕтсем сирĕлсе пĕтмен-ха...
Нина ассăн сывласа илчĕ, салхуланчĕ.
— Валентин, эсĕ шкул ачисем умĕнче мĕнле фрица мухтарăн? Паххунккă Петти шкулта Актаев фрицсене питĕ мухтать, тесе калать, тет.
— Ашшĕ юрринех юрлать иккен, шăнттарай. Улми йывăççинчен аякка ӳкес çук... Эпĕ фрицсене мухтас çуккине ху та пĕлетĕн. Кураймастăп вĕсене, ылханатăп! Эпĕ Фритц Франтишек ятлă чеха мухтаса асăнтăм. Çавна урăхлатса каланă эппин.
— Кам вара вăл чех? Мĕнлескер?
— Нумай калас пулать.
— Каласа пар. Ман пĕлесех пулать эс мĕн пĕлнине.
— Эп тыткăна мĕнле лекнине, унта мĕн тӳснине пĕлетĕн вĕт? Сана ун çинчен Урхи мучи те, Кузнецовсем те каласа панă.
— Çапла, пĕлетĕп... Анчах мĕнле хăтăлса тухрăн вăл тамăкран?
Актаев йывăррăн сывласа ячĕ, пирус чĕртрĕ. Вăраххăн калама пуçларĕ.
— Каласан — питĕ нумай калас пулать. Çапах санран нимĕн те пытармалли çук ман. Итле эппин...
Шăпам таçта та илсе çитерчĕ мана. Саксонире эпĕ чулçă пултăм. Тусем хушшинче çĕр тĕпĕнчен чул кăлараттăмăр. Чĕр тамăк пекех туйăнатчĕç известняк карьерĕсем. Пăчăччĕ, шăрăхчĕ, çаппа-çарамасланса ĕçлеттĕмĕр. Чул тусанĕ тарлă ӳте çиетчĕ, куçа кĕретчĕ, шăл хушшинче качăртататчĕ. Выçăпа касăхса çитнĕ çынсем çавăнтах ӳксе е йывăр чул аине пулса вилетчĕç. Чă-таймарăм эпĕ, пĕррехинче карьерта, пысăк чулсем хушшинче, пытанса юлтăм... Мана йытăсемпе шыраса тупрĕç... Йытăсем тулланă сурансем халь те çанталăк пăсăлас умĕн сурма тытăнаççĕ... Унтан мана Тюрингие, тата хăрушăрах режимлă лагере, ăсатрĕç. Кунта пушшех тискер пулчĕ. Кашкăртан тарнă — упана çакланнă тенĕ пек. Хими заводне лекрĕм... Çынсем газпа сарăхса кайса вилетчĕç. Бараксенче халăх кĕрхи шăна пек тăкăнатчĕ. Пĕррехинче заводран лагере кайнă чух тарса пытанма пултартăм. Анчах ют çĕршывра, ют халăх хушшинче, чĕлхе пĕлмесĕр, документсăр инçех тараймăн, тăванăм. Каллех тытрĕç мана. Вĕлерес пек хĕнерĕç те смертниксен лагерьне — Регенсбурга ăсатрĕç. Анчах вĕлереймерĕç... Хĕрлĕ Çар ун чухне нимĕçсене вăйлă хĕссе пыратчĕ, Днепр урлă каçса государствю чикки патне тухнăччĕ. Германире тотальнăй мобилизацисем тăватчĕç, çын çитместчĕ. Çавăнпа. пур йывăр ĕçе те тыткăна лекнисене тутаратчĕç... Кунтан хăтăлса тухаймастăпах пуль тесеттĕм. Вилме кайнă — пуйса килнĕ тенĕ пекрех пулса тухрĕ. Ну, паллах, пуясси пирки тĕллĕнмелли те çукчĕ. Пурнăçа, чĕрĕ юлнине пуянлăх тесен кăна апларах калама юрĕччĕ. Ку шăпах тăватă çул каялла, 1944 çулта çуркунне пулчĕ. Хальхи пек куратăп. Пĕррехинче пире лагерь картине кăларса строя тăратрĕç. «Кам сирĕнтен хресчен, хăмла ĕçне чухлать — вунă утăм малалла!» — тет пире эсесовецсен офицерĕ. Эпĕ, ннмĕн шутласа тăмасăр, хăвăрт тухса тăтăм. Темле чунăм сисрĕ: ку маншăн — ырă хыпар. Эпĕ чĕрĕ юлатăпах, мĕншĕн тесен хам юратнă ĕçе пуçăнатăп тетĕп хам ăшăмра. Пире, стройран тухса тăнисене, уйрăм командăна пĕрлештерчĕç те — тӳрех хире, хăмла плаитацине. Эх, унта плантацисем, тăванăм! Пирĕнни пек хĕсĕк пахчасем мар, уйĕ-уйĕпе, талккишпех сарăлса выртаççĕ, вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Плантацийĕсем пирĕн хуласенчи парксенчен темиçе хут тасарах, ниçта çӳп-çап, çум курăк е ытлашши япала кураймăн. Нимĕç типтерлĕхе, йĕркене юратать çав. Анчах çакна йăлтах пирĕн вăхăтри чурасен аллипе — фашистсен тыткăнне лекнĕ çынсен аллипе тунă. Пнншер çын тарĕпе, юнĕпе шăварăннă çав хăмла плантацийĕсем... Регенсбург — авалхи хула — Мюнхенпа Нюрнберг хушшинче, Дунай шывĕ хĕррине вырнаçнă. Бавари облаçне кĕрет. Бавари сĕм-авалтан хăмла туса тĕнчипе чапа тухнă. Ун сăрине нимĕçсем пĕтĕм тĕнчипех сутнă. Сăра тунисĕр пуçне, чи малтанах, хăмла — хими промышленноçĕнче питĕ кирлĕ чĕртавар. Гитлер чунилли, паллах, çакна асра тытнă, вăл хими вăрçи пуçарас ĕмĕтпе пурăннă...
Регенсбург лагерĕнче, тĕрĕссипе, хăмла плантацийĕнче ĕçленĕ чухне, пĕр чăн-чăн çынпа паллашрăм. Вăл та пирĕн лагерех лекнĕ-мĕн, анчах хăй çар çынни мар, граждански çын, чăннипе студент пулнă. Чех çыини, Пльзень хулинчен, вырăсла чипер калаçать. Фритц Франтишек ятлă, вăтăрта. Франтишек фашистсен концлагерьне 1939 çултах, нимĕçсем Чехословакие оккупацилесен, лекнĕ. Ун чухне вăл Прага университетĕнче вĕреннĕ, студентсен пăлхавĕсене, демонстрациĕсене активлă хутшăниă, тĕрĕссипе, çав демонстрацисене ертсе пыракансенчен пĕри пулнă. Темле киревсĕр ăна сутать те фашистсем çамрăк патриота тĕрмене уйрăм камерăна хупаççĕ. Сăлтавĕ кунта демонстрацисем туни кăна мар пулнă: çак тăлантлă студент хăмла лартмалли машина шутласа кăларнă-мĕн, анчах чертежсене пытарма ĕлкĕрнĕ, фашистсем темле хĕстерсен те, çамрăк ученăй хăйĕн талантне, чунне сутман. Чертежсем шанчăклă çĕрте упраннă... Çав машина пирки вăл мана сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултаратчĕ, унăн схемине хăйăр çине патакпа ӳкерсе кăтартатчĕ те çавăнтах шăлса тăкатчĕ. Паллах, куна вăл лагерьте чухне мар, кайран, лагерьтен тухсан çапла тăватчĕ... Франтишек хăйне Прага тĕрминчен куçарса кайнă чух çул çинче тарса хăтăлнă. Анчах ăна тепĕр уйăхран тытнă та, таркăн салтак тесе, концлагере ăсатнă. Тĕрлĕ лагерьсенче асапланнă вăл, юлашкинчен Регенсбурга килсе çакланнă. Хăй камне пĕлтерес мар тесе, ют хушамат йышăннă вăл... Пльзень — тĕнчипе паллă хăмла ăстисен центрĕ. Унта, Баварири пекех, хăмла плантацийĕсем хăватлă. Франтишекăн ашшĕ те, аслашшĕ те çакăнта йăхран йăха пыракан ĕмĕрхи хăмлаçăсем пулнă, ку та çав çулпах кайнă. Вăл мана хăмла лартмалли машина çеç мар, хăмла татмалли комбайн шутласа кăларма ĕмĕтленни çинчен те калатчĕ... Пĕлместĕп, мĕн пулса пĕтрĕ-ши унăн? Хăмла лартмалли машинĕ халь чехсен чăнах та пур. Вăл — Франтишек шутласа кăларниех пуль тетĕп... Вăл Прагăна сывах таврăнчĕ вĕт, эпир унпа Прагăна пĕрле пырса кĕтĕмĕр... Мĕнле паллашрăмăр тетĕн-и? Регенсбургри плантацисенче ĕçленĕ чух вăл пирĕн группăра асличчĕ, надзиратель те, учителĕ те вăлахчĕ тес пулать. Ну, паллах, пире пурне те эсесовецсем хураллатчĕç, ытлашши ирĕк паман. Çапах та уйра ĕçлетĕн вĕт, çĕр тĕпĕнче мар, хими заводĕнче те мар. Сăмах май каласан, эпĕ Тюрингире ĕçленĕ хими завочĕ те çĕр тĕпĕнчеччĕ... час-часах взрыв пулкалатчĕ унта, çынсем çунса каятчĕç... Ну, кунта — уçă сывлăшра, таса хирте, хăмла пахчинче... Хам ачаран пĕлнĕ хăмла шăрши сăмсана кăтăклать, ӳсĕртет, пĕр савăнтарать, пĕр хурлантарать (кунта тăван ял, аттепе хăмла пахчинче ĕçлени пĕрмай куç умĕнчех тăратчĕ)... Эпир çĕр чаваттăмăр, шăвараттăмăр, пĕр сăмахпа каласан, хăмла ӳстереттĕмĕр. Калатăп-иç, çĕр шăтăкĕнче чул касни мар, тăванăм! Концлагерьтипе танлаштарсан — рай! Эпĕ хам юратнă ĕçе, ыттисем пек мар, пĕлсе те хаваслансах тăваттăм пулмалла — çакна Франтишек тӳрвх асăрхарĕ. «Эс Российăран-и? Вырăс-и?» — тесе ыйтать çак манран. «Российăран, чăваш», — тетĕп вырăсла. Университетра вырăс чĕлхине, Россия историне ятарласа вĕреннĕскер, вăл чăваш мĕн иккенне те чухлать иккен. «Я есть из Пльзень, потомственный хмелиевод», — терĕ вăл кулкаласа. Эпĕр вара хăвăртрах туслашса кайрăмăр. Чăн-чăн савăнăçчĕ унпа пĕрле ĕçлеме... «Эс, Актай, ытла хытă ан тимле, ĕçленĕ ятне кăна ту. Ку хăмла йăлтах фашистсен пулать вĕт. Хăмла тымарĕсене каснă чух ытларах муталама, маткине амантма тăрăш», — тетчĕ вăл. Çав хушăрах хăй мана эп пĕлмен меслетсене кăтартатчĕ, тĕслĕхшĕн эпир хăш-пĕр йăрансем çинче питĕ вăйлă хăмла ӳстереттĕмĕр. Манăн университет пекех пулчĕ Франтишекпа пĕрле ĕçлени... Анчах эпир кăнтăрла, плантацире кăна, тĕл пулаттăмăр. Каçсерен пире каллех концла гере илсе кайса хупатчĕç, эпĕр каллех çав чĕр тамăка лекеттĕмĕр. Лагерь картишĕнче вилнĕ çынсене шаршанĕ-шаршанĕпе купалатчĕç, пытарма е çунтарса яма ĕлкĕрейместчĕç... Бараксенчи çынсене пурне те виле сăнĕ çапнăччĕ... Август вĕçнелле эпĕр хăмла татса пĕтертĕмĕр те, пире плантациен урăх кăлармарĕç. Эпĕ Франтишека çухатрăм. Ку маншан чи пысăк çухату пулчĕ. Пире, ура çинче çирĕпрех тăракансене, каллех известняк карьерĕсенче чул кăларма илсе кайма тытăнчĕç. Ну, хальхинче чĕррĕн юлаймастăпах тесе шутларăм. Халь те ĕнтĕ ку вăхăтчен мĕнле хăтăлса пынинчен тĕлĕнмеллеччĕ вĕт. Каласан — ĕненмелле те мар. Малтанхи хут Саксонире тарма тăнăшăн мана смертниксен баракне хупрĕç, ман карточка çине пĕр саспалли — «К» çырнă пулнă. «Кугель» — нимĕç сăмахĕ — «пуля» тенине пĕлтерет. Мана чăннипех темле тĕлĕнтермĕш çăлса хăварчĕ. Хама персе пăрахма илсе каяс умĕн пирĕн баракра пĕри вилсе выртрĕ. Юлташсем ăна ман çи-пуçа тăхăнтарса ман вырăна хучĕç, эп ун çи-пуçне тăхăнса, ун вырăнне йышăнтăм. 107189-мĕш номертен 103124-мĕщ номер пулса тăтăм. Хушаматăм та, ятăм та, çук — çын мар, пусма палăртнă выльăх... Çав çын карточкипе ăсатрĕç мана Тюрингие. Карточка çине «Фернихтен» — «пĕтермелле» тесе çырнă пулнă. Куна эпĕ чылай кайран, военнопленнăй пулнă хамăр çынтан пĕлтĕм, — вăл пирĕн баракри штубендисчĕ, йĕркене асăрхаса тăраканни... Ăна эпĕ Прагăра, хам «фильтра» лексен тĕл пултăм... Халь шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: çавăн чухлĕ вилĕмрен мĕнле майпа чĕрĕ юлса пынă эпĕ? Чăн та, пурăнас туртăм вăйлăччĕ манра. Эп çăлăнас шанчăка пĕрре те çухатман. Питĕ таврăнас килетчĕ çуралнă çĕр-шыва, сире пурне те курас килетчĕ... Çав пысăк ĕмĕт та мана тӳсĕмлĕх, вăй парса тăчĕ пуль... Питĕ вилес килместчĕ, мĕншĕн тесен эпĕр вăрçă часах пĕтессе пĕлеттĕмср ĕнтĕ. Хĕрлĕ Çар Румыние, Чехословакие, Венгрие, Югославие ирĕке кăларма тытăнни çинчен эпĕр хамăр вилĕм лагерĕнче хыпар илтрĕмĕр... Чăн-чăн пысăк савăнăç — çăлăпăç кунĕ маншăн 1944 çулхи ноябрĕн çиччĕмĕш кунĕ, Октябрь уявĕн кунĕ çитрĕ. Пире, хайхи «хамлаçăсене», авиазавод çывăхĕнчи плангацие шпалерсем пухма кăларчĕç. Çакăнта эпĕ, хам кĕтнĕ пекех Франтишекпа тĕл пултăм. Вăл, специалист пек пулса, пире ĕçлеттерет, юри нимĕçле кăшкăрса командасем парать, усал сăмахсемпе вăрçать. Эсесовецсем ăна, хамăр хушăра асли тата вырăс маррине курса, ытларах шанатчеç пулас. Вăл мана ушкăнран айккинерех, тĕмсем çывăхнерех, ĕçлеме тăратрĕ. «Паян пирĕн мĕн пулсан та тарасах пулать, Актай. Лагере пĕр лексен, тепре тухасса ан шан. Туссем пĕлтернĕ тăрăх, гитлеровецсем пире кунтан таçта куçарса кайма е пурне те персе пăрахма хатĕрленеççĕ. Хĕрлĕ Çар çывхарса килет», — терĕ. Эпир унпа хамăр кĕтесри часовоя вĕлерсе тарма кавар турăмăр... Ĕçлетпĕр çапла, кăнтăрла та çитрĕ, иртрĕ — ниепле те майлă самант тупаймастпăр. Конвоир пирĕн çинчеи куçне илмест е ун патне ытти эсесовецсем пыра-пыра каяççĕ. Пирĕн ĕнтĕ, пăлханнипе, шăнăрсем карăнса хытнă, чĕресем сиксе тухасла тапаççĕ. Эпĕр Франтишекпа пĕрре хурал çине, тепре пĕр-пĕрин çине пăхса илетпĕр те каллех ĕçленçи тăватпăр... Çапла асапланнă хушăра сасартăк хулара та, хула тулашĕнче те çĕршер зенитка — туппи-пулемечĕ пĕр харăс пени илтĕнсе кайрĕ. Пур енчен те сиренăсем хăрушшăн, тискеррĕн улани хупларĕ. Эпир пурте, шак хытса, пуçсене çӳлелле каçăртса хăватлă кĕрлев илтĕннĕ еннелле пăхрăмăр: хĕвелтухăç енчен питĕ çӳлтен карти-картипе самолетсем капланса килеççĕ. «Хамăрăннисем! Вырăссем, тăвансем!» — тесе кăшкăрни унтан та кунтан илтĕнчĕ. Эсесовецсем чупкалама, кăшкăрма, савăнса ӳкнĕ çынсене автоматсенчсн сăптăрма тытăнчĕç. Эпĕ çӳлелле пăхса хытнă та çаплипех тăратăп. Франтишек мана вăхăтра туртса ӳкерчĕ: çав самантрах эсесовец пульлисем пуç çийĕн вĕçсе иртрĕç... Ну, пуçланчĕ вара ахăр самана! Хĕрлĕ çăлтăрлă пысăк самолетсем пирĕн çиренех вĕçсе иртрĕç те авиазавод çине бомба тăкма пуçларĕç. «Хытăрах кисретĕр чуниллисене! Пĕр чул катăкĕ юлми аркатăр, тăвансем, туссем!» — тесе кăшкăратăп эпĕ, анчах пысăк кĕрлевре хам сасса та илтейместĕп. Темиçе бомба плантаци çинех ӳкрĕ. Тавралăх тĕтĕмпе, тусанпа хупланчĕ, кун çути хуралса килчĕ. «Вăхăт, Актай! Ман хыçран!» — терĕ те Фраитишек тӳрех тĕмсем хушшинелле ыткăнчĕ. Эпĕ — ун хыççăн. Бомбежка чарăниччен эпир çывăхри вĕтлĕхе çитсе ӳкме ĕлкĕртĕмĕр, унтан хура вăрман та инçех мар... Çăлăнăç! Вăрман хĕрринче сывлăш çавăрма чарăнсан, эпĕр хула çине пăхса илтĕмĕр: авиазавода, вокзала талккишпех çулăм хыпса илнĕ, пĕтĕм Регенсбурга хура тĕтĕм хупланă... Эпĕр кăшт сывлăш çавăрса илтĕмĕр те вăрманалла чупрăмăр... Франтишекăн тăван хули Пльзень Регенсбургран пĕр икçĕр çухрăма яхăн, Чехословаки чиккине çитме — утмăл çух-рăм. Икĕ талăкра эпĕр чикĕ патне, тусем хушшине, çитсе тухрăмăр... Кунта вăрманлă ту чакăлĕсенче эрне майлă тискер кайăксем пек пытанса пурăнтăмăр: çулсем çинче, айлăмсенче фашистсем хĕвĕшетчĕç. Франтишек çĕрлесерен çывăхри ялсене тухса ĕçме-çиме илсе килетчĕ. Часах эпĕр партизансене шыраса тупрăмăр. Пире отряда илчĕç. Çуркунн«ччен вара эпĕ интернационаллă отрядра партизан пулса çӳрерĕм. Нимĕçсен пĕчĕк отрячĕсене, обозĕсене аркататтăмăр, кĕперсене сывлăша çĕклеттĕмĕр. Апрель пуçламăшĕнче пирĕн отряда карательсем çавăрса илсе йăлтах пĕтерчĕç. Франтишекпа иксĕмĕр, разведкăна кайнăскерсем, хăтăлса юлтăмăр. Пльзень инçех те марччĕ ĕнтĕ, çавăнпа Франтишек питĕ килне çитсе курасшăн пулчĕ. Унта ун ашше-амăшĕ, йăмăкĕ юлнă. Анчах кураймарĕ вăл вĕсене. Апрелĕн 25-мĕшĕнче американецсен бомбардировщнкĕсем Пльзеньри Шкода завочĕсене, станцие аркатнă чух вĕсен килне те ним юлмиччен пĕтернĕ, пĕтĕм кпарталĕпех чул купи çеç юлнă... Ача пек макăрчĕ çавăн чух Франтишек, фашистсене мĕн виличчен тавăрма тупа тупĕ. Унтан эпир Прага еннелле çул тытрăмăр. Эпĕр çитнĕ çĕре Прагăра оккупантсенехирĕç восстани пуçланнăччĕ. Ну, паллах, эпĕр те турех повстанецсен ретне тăтăмăр. Çапла эпĕ Прага урамĕсенче, баррикадăсем çинче, фашистсемпе çапăçрăм. Çавăнтанпа пăшал тытни юлашки пулчĕ ман. Гитлеровецсем хулара питĕ йышлăччĕ, вăйлăччĕ. Ытти çĕрте вăрçă чарăнчĕ, тĕнчене Германи парăннă, Гитлер хăй наркăмăш ĕçсе вилнĕ тесе пĕлтерчĕç, анчах кунта, Прагăра, çаплах вăрçă пырать... Питĕ хаяр пулчĕ çав юнлă çапăçу. Фашистсем повстанецсене хĕстерсех çитернĕччĕ ĕнтĕ — юлашки самантра тенĕ пек, майăн тăххăрмĕшĕнче, хулана совет танкĕсем çĕмĕрттерсе кĕчĕç. Çăлăнăç çитрĕ... Пĕлесчĕ сан эп хамăр танксене курсан мĕнле савăннине! Çĕнĕ, пысăк танксем — ун пеккисене эп пуçласа куртăм,
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...