Хĕрес хывнă хĕвел :: Тăваттăмĕш сыпăк
Çав кун Ларисăн диплом çумаллаччĕ. Укçине хывнăскерех кафене каяс темерĕ. Вероникăпа пĕр тĕвĕллĕ пулас терĕ. Тантăшĕ патĕнче ĕçкĕ-çикĕ пуçлама каллех хăрарĕ. Ку ăна кӳрентерни пулассăнах туйăнчĕ. Мĕн тумаллине пĕлмерĕ. Çапах та пушаннă пек чухне Вероника патне çитсе килме шутларĕ. Роберт та хирĕç пулмарĕ. Хăш вăхăтра тата ăçта тĕл пулмаллине калаçса татăлчĕç. Лариса çак куна та уяв кĕпи тăхăнмасан юрамĕ тесе хăйне чи килĕшекен, Вероникăна çав тери ăмсантаракан кĕпине тăхăнса ячĕ. Ăна вăл «Бурда» журналтан ӳкерсе çĕленĕччĕ. Хăйĕнчен пĕр япала хушнăччĕ: аркă вĕçне шерепелентернĕччĕ. Ыттине журнал вĕрентнĕ пекех хăварнăччĕ. Алăк хăлăпне тытма тăрсан тăпах чарăнса тăчĕ. Çак кĕпепе пуçласа курнă хыççăн Вероника эрнене яхăн тарса çӳренине аса илчĕ те каялла хăйĕн пӳлĕмне таврăнчĕ. Çĕнĕрен тум суйлама пикенчĕ.
Робертăн ăна самаях кĕтсе тăма тиврĕ. Подъезд умĕнче тĕл пулма калаçса татăлнăран кĕрсе чĕнес темерĕ. Ларчĕ пусăрăнса, руль çине пуçне хурса.
Машинăра Лариса сасартăк çуталса кайнăн туйăнчĕ. Сумкинчен хуплашка кăларчĕ те Роберт еннелле тăсрĕ. Сас паллисем кутăнла пулсан та Роберт «диплом» сăмаха тӳрех вуласа кăларчĕ те сылтăм аллипе Ларисăна ытамласа илчĕ. Питрен чуптăвам тенĕскер хĕрĕн тутине перĕнчĕ. Каялла мар, малаллах туртăнчĕ Лариса та. Вăл Роберт çумне çыпçăнсах ларчĕ. Малтан иккĕшне те айккинчен такам пăхса тăнăн туйăнчĕ, анчах тутасем вĕриленсе пынăçемĕн асăрханулăха та çухатрĕç...
Халь ĕнтĕ пĕр-пĕринпе сăмах татнă пекех шутлама тытăнчĕç. Çавăнпах пулĕ Арлаççинче Вероникăпа иккĕшĕ кăна юлсан Лариса персе ячĕ. Хĕр тантăшĕ мĕн калать-ха тесе паллах.
— Роберт мана качча тухма сĕнет. Илтетне?
— Мĕн шутласа тăран тата? Çӳпçипе хупăлчи тупăннă чухне.
Лариса çакна пĕрре те кĕтменччĕ. Вероника тулхăрса каяссăнлахчĕ. Çавăнпах сăмахне тем хушă хăй ăшĕнче усрарĕ. Ак ĕнтĕ халь мĕн тавăрса каламалла тантăшне? Аптăрарĕ те ӳкрĕ.
Вероника мар, ун амăшĕ каланă пек туйăнса кайрĕ. Унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ Лариса. Пӳртре иккĕшĕ кăна иккенне тепĕр хут курчĕ те сăмахне малалла тăсрĕ:
— Чăнласах каларăм эп сана.
— Эп те чăнласах, — терĕ те Вероника ĕштеленсе ӳкнĕ çынла тыткалама тытăнчĕ хăйне. Алăк еннелле утса кайрĕ, каялла çаврăнчĕ, тĕпеле кĕрсе тухрĕ. Алли валли ĕç тупаймарĕ те пӳртрен тухса кайрĕ. Ун хыççăнах пӳрте Роберт кĕчĕ.
Мĕнле вăй хавхалантарса тăчĕ ăна çак самантра, Лариса пĕлеймерĕ, пĕлесшĕнех те пулмарĕ.
— Вероника сана ним те каламарĕ-и?
— Çук-çке. Мĕн темеллеччĕ ун?
— Мана ĕнтĕ анратсах çитерчĕ. Ма Роберта качча тухмастăн тесе ыйтать те ыйтать. Тем каламалла?
Лариса чееленнине Роберт сисмерĕ те. Чăнах пулнă ку калаçу тесе шухăшларĕ. Тӳрех хурав пама кăна иккĕленсе тăчĕ. Шухăша путнипе пуçне йывăррăн çĕрелле усрĕ те пит шăнăрĕсем вĕрен пек хăпарса тухичченех шăлĕсене çыртса лартрĕ. Лариса васкатмарĕ. Вăл мĕн тумаллине турăм тесе шутларĕ те пули-пулми çинчен калаçма пуçларĕ.
Пурнăç çанталăк пекех. Хĕвеллĕ кун хыççăн çумăр килсе тухать. Кĕтмен-туман çĕртен çил кĕрлесе каять. Хĕлле пулсан кутсăр-пуçсăр тăман вĕçтерет, çулла вара пĕлĕт курăнми пуличчен тусан çĕклет. Ун хыççăн каллех хĕвел кулса ярать те, тин кăна хăратса тăнă асар-писер çанталăка манатăн та каятăн. Пурнăçра та çавах пулса пырать. Калама çук хăрушă инкек хыççăн пульницан чуна пусахласах лартакан сывлăшне сывлама тиврĕ, хăйсене йĕрке хуралçи текенсенчен юнаса, хăратса каланă сăмахсене илтмелле пулчĕ. Акă ĕнтĕ халь канлĕхлĕ самант çитрĕ темелле.
Лариса тахçанах асăрханă. Хытă ĕмĕтленнĕ чухне ĕмĕт яланах пурнăçланмасăр юлать. Хальхинче те çаплах пулать теменччĕ. Атăл леш енне, Криуша-и, урăх вырăна-и, çĕр каçмалла канма каяс тенĕччĕ. Шухăшне пĕлтерем-ха тесе Роберт патне шăнкăравларĕ. Лешĕ тӳрех турткаланма тытăнчĕ. Иккен, ун патне Вероникăн хĕреснамăшĕ пырса кайнă, Вероника хăйне Дивеевăна илсе кайма тархасласа ыйтнине пĕлтернĕ. Роберт хăй те Ла-риса патне шăнкăравлама шухăшласа хунă пулнă.
— Эпĕ те пыратăп, — терĕ тӳрех Лариса. Ыран ирех тухса кайăпăр тенипе Вероника Лариса патĕнче çĕр каçрĕ. Анчах хăйне темшĕн ют çын пекех тыткаларĕ. Хăй кунта пĕр хушă пурăннине йăлтах манса кайнă тейĕн. Лариса тантăшне куç илми сăнамарĕ пулин те, Вероника урăхланнине, улшăннине сисмесĕр тăраймарĕ. Çакна Кира та тӳрех асăрхарĕ.
Килĕнче пĕччен юлсан Вероника Турă телейĕллĕ çветтуйсем çинчен çырнă кĕнекесене вуланине Лариса та пĕлет. Çавсем майлă пулас тени улăштармасть-ши унăн тантăшне? Анчах Вероника Турă телейĕллĕ çветтуйсем çинчен калаçасшăн мар. Урăхран мĕн пăтратма пултарать пулĕ унăн ăсне те чунне? Çул çинче калаçăпăр тесе шухăшласа хунăччĕ.
Вероника калаçăва пĕрре те ухута пулмарĕ. Машина чӳречинчен пăхса пычĕ çул тăршшĕпе. Кашни кукăра, çул тайлăмĕсемпе тăвайккисене астуса юлам-ха тенĕнех алăк чӳречи çумне çыпçăнса ларчĕ.
Роберт ку çула аван пĕлет, Арзамас хулине çитсе пыраспа экскурсовод ĕçне хăй çине илчĕ. Чулхула, тинтерех кăна Горький ячĕпе пурăннăскер, авалхи хула пулнине пурте пĕлеççĕ тенипе кăна çырлахмарĕ, ăна 1221 çулта никĕсленине асăнчĕ. 1932 çулта ăна пролетари писателĕн ятне панă. Максим Горький хăй çакна ырламаннине пĕлтернĕ пулин те власть хăйĕн шухăшне улăштарман. Совет Союзĕ салансан, демократи ятлă пурне те аркатакан вăй пирĕн çĕршыва та килсе кĕрсен, ăна каллех малтанхи ятне тавăрса панă. Арзамас хулине хăçан никĕсленине тĕрĕс пĕлекен çук. Анчах летопиçсенче ăна пуçламăш хут 1366 çулта асăннă. Дивеево пирки ним те калаймарĕ. Унта вăл хăй те пуçламăш хут пулса курать. Мĕнпурĕ те кунта хĕрарăмсен мăнастирĕ пур тенине кăна пĕлет. Ăна амăшĕнчен илтнĕ.
Мăнастир курса çӳреме тытăниччен малтан кунта таса аттесенчен пил илмеллине амăшĕ каланă. Çитнĕ-çитменех машинăна шанчăклă вырăна лартрĕ те ытти хуласенчен автобуспа килекенсене пăхкалама тытăнчĕ. Çавсен ушкăнĕпе ерсе çӳренине ним те çитмĕ тесе шутларĕ. Хĕрсем унпа килĕшрĕç. Пуçĕсене тутăр çыхса ячĕç те Роберт хыççăн утса кайрĕç. Мăнастир хапхи умĕнче туристсен ушкăнне кĕтсе тăчĕç. Нумай кĕтме тивмерĕ.
Туристсен ушкăнĕпе пĕрле таса аттерен пил илчĕç те чиркĕве кĕчĕç. Ирĕлнĕ ăвăс шăрши, тĕлкĕшсе çунакан çуртасем, клирос енчен илтĕнекен хĕрарăм сасси, вăл калакан кĕлĕ сăмахĕсем пуринчен ытларах аманнă чунлă Вероникăна тăлласах илчĕç пулас. Алăк умĕнчен иртме хăранăн, Турă шывĕ юхтаракан савăт патĕнче чарăнчĕ те хытса тăчĕ. Тур амăш турăшĕ умне çитсе тăма ĕлкĕрнĕ Лариса кăкăрĕ умне хĕрес хывнă хыççăн çумĕнче тантăшĕ çуккине асăрхарĕ те йăлт-ялт пăхкалама тытăнчĕ. Вероника курăнмарĕ. Вара хăйĕнчен темиçе утăмра тăракан Роберт патне пычĕ. Лешĕ Лариса мĕн ыйтасса малтанах пĕлчĕ тейĕн, аллипе алăк умĕнчи Турă шывĕн савăтне тĕллесе кăтартрĕ. Лариса ун çумĕн-че тантăшĕ тĕнсе тăнине асăрхарĕ те каялла çаврăнчĕ.
Кунта, Турă çуртĕнче, никам та çавтăнса çӳремест, Лариса та, малтан тантăшне çатăрласах тытма ĕлкĕрнĕскер, аллисене вĕçертрĕ. Вероника хăй те тăна кĕнĕ пек пулчĕ пулас, вырăнтан хускалчĕ.
Шупашкар чиркĕвĕсенче хăйне ирĕклĕнрех тытаканччĕ-çке тесе шухăшласа илчĕ Лариса. Çул килсе ывăннă-ши, çавăнпа кунта, мăнастир чиркĕвĕнче, хăйне мĕскĕннĕн туять-ши? Çапла шутлама ĕлкĕрнĕччĕ Лариса, Вероника хуп-хура тумлă манашкăна курчĕ те ун еннелле яркăнса утса кайрĕ. Каллех куçран çухатрĕ ăна Лариса. Чиркӳрен тухсан курăп-ха тесе шутларĕ.
Те турист, те пуççапма килнĕ çынсем темелле вĕсене? Пĕр ушкăн чиркӳрен тухнă çĕре тепри ун çумне кĕпĕрленсе çитет. Пĕр-пĕрне кансĕрлес мар тесе хăйсене лăпкă тытаççĕ. Пĕр ушкăн тухса пĕтмесĕр тепри вырăнтан хускалмасть. Ларисăпа Роберт юри ушкăн хыçне юлчĕç. Пушаннă чиркӳре Вероникăна курăпăр терĕç. Анчах вăл ниçта та пулмарĕ. Чиркӳ умĕнче каллех курăнмарĕ.
— Мăнастире каяс тесе сăмах туман-и вăл? — ыйтрĕ Роберт Ларисăран.
— Манпа калаçман. Хĕреснамăшне пĕлтернĕ пулинех. — Çавăнтах тата хыпăнса ӳкрĕ Лариса: — Пĕр манашкăпа калаçнине куртăм-ха. Апла пулсан çав шухăшпа çӳрет.
— Çул килнĕ чухне пырса кĕнĕ пуль ку шухăш пуçне...
— Темĕн çав.
Урăхран сăмах тупăнмарĕ вĕсен. Чиркӳре пĕрле çӳренĕ туристсенчен тăрса юлчĕç. Лешсем мăнастир çывăхĕн чи йышлă çăлкуçсем патне кайрĕç. Кашниех хăйсемпе пушă савăтсем илсе килнĕ. Вĕсене таса шыв тултарма, астивме, ăш кантарма тытăнчĕç. Робертпа Ларисăн вара çаплах Вероникăна кĕтмелле пулчĕ. Малтанах вĕсене халь-халь хăйсен умне пырса тăрассăнах туйăнатчĕ. Чăтăмпах кĕтрĕç. Чи малтан Роберт чăнласах канăçсăрланма пуçларĕ.
— Атя-ха шыраса тупар матушкине. Ыйтар унран. Мăнастире килес тет пулсан Вероника ун патĕнче пулма тивĕç.
— Матушкинчен мар, манашкисенчен те ыйтса пĕлме пулĕ. Ăçта шырамалла-ха вĕсене? Кельясене пире кĕртмеççĕ.
— Атя-ха тепре чиркĕве. Кунта ĕçлесе тăракансенчен те пулин ыйтса пĕлĕпĕр.
Никам та пулăшаймарĕ, никам та Вероника ăçтине калаймарĕ. Аптăранă енне Робертпа Лариса машинăна кая-кая ларчĕç. Вероника та вăл ăçта тăнине пĕлет, унта пырĕ терĕç. Пымарĕ.
Хырăм выçнине, шыв ĕçес килнине ирттере-ирттере ячĕç. Вероникăсăр апатлансан хитре пулмĕ терĕç.
Вероника тупăннă пулсан ку вăхăтра каялла кайма çула тухмаллаччĕ.
Туристсемпе пуççапма килнисен йышĕ чаксах çитсен Роберт мăнастир картишне шăлакан манашка патне пычĕ. Ятарласа çӳп-çап пăрахмаççĕ пулсан та çавăн чухлĕ çын хыççăн картиш çӳпĕленетех çав.
— Пулкалать çав кунта унашкалли, — терĕ манашка.
Ку мĕне пĕлтернине Роберт тӳрех чухласа илеймерĕ.
— Милицие пĕлтерĕр, — тесен тин вĕсем тĕллĕн тепĕр инкек йăтăнса аннине туйса илчĕ.
Тӳрех айккинче тăрса юлнă Лариса патне чупса кайрĕ. Манашка сăмахĕсем ăна пушшех хăратса пăрахрĕç.
Милици пунктне шыраса вăхăт ирттермелле пулмарĕ. Участокри милиционерăн ĕç кунĕ вĕçленнĕ пулнă, çавăнпа вăл хысна тумне улăштарма ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те инкеклĕ çынсене итлемесĕр тăмарĕ.
— Ку ĕнтĕ виççĕмĕш çын пулчĕ. Темле секта хуçаланать-ха кунта. Виççĕмĕш çын тесе милицие килсе пĕлтернисене кăна калатăп. Чылайăшĕ пире хыпарламасть.
Вероникăн ятне-хушаматне, ашшĕ ятне, килти адресне, миçерине ыйтса çырнă хыççăн Робертпа Ларисăна ăçта тата мĕнле шыраса тупмаллине пĕлесшĕн пулчĕ. Роберт хăйĕн килти телефонне пачĕ. Ан иккĕлентĕр тесе визитка тыттарчĕ.
Çапах та çав каç кунта, Дивеевăрах, çĕр каçма шутларĕç. Ирччен Вероника тупăнассăнах туйăнчĕ иккĕшне те. Анчах вăл килсе тухмарĕ.
19
Йывăр хырăмпа çӳремелли икĕ уйăх пек юлсан никам кĕтмен-туман çĕртен Вероника тупăнчĕ. Каçа хирĕç кăна Шупашкара çитнĕ пулин те, кунта çĕр выртас темерĕ. Ларисăн Роберта шыраса тупмалла пулчĕ. Малтан хваттерĕнчи телефон шарламарĕ. Тепĕр икĕ хут шăнкăравласан телефон кĕпçине Роберт хăй тытрĕ. Вăл ĕçрен таврăнсан амăшĕпе пĕрле лавккана тухнă пулнă иккен. Вероника тупăннă тесен ни савăнма, ни пăлханма пĕлмерĕ. Лăпкăн кăна ыйтрĕ:
— Ăçта çӳренĕ вара ку таранччен? Хăй калать-и?
— Эпĕ ыйтма ĕлкĕреймен-ха. Очкона леçсе яма васкатать...
Роберт килĕшрĕ. Вăл килессе кĕтме Ларисăпа Вероника подъезд умнех тухрĕç. Сарă тĕспе сăрланă сак çинче ларнă чухне телефонпа Роберт ыйтнине Вероникăран хăйĕнчен пĕлес терĕ.
— Ăçта çӳрерĕн вара çак хушă? Эпир ăсран тухаттăмăр сана çухатнă хыççăн. Кашни эрнерех Дивеевăна кайса тăнă. Унта участковăй сăмах панă пулин те, пĕрре те шăнкăравламарĕ. Ун сăлтав пулман-ха. Дивеевăрах пулнă-и? Ытти çĕрте-и?
Вероника еннелле çаврăнчĕ те вăл мĕн каласса кĕтме пуçларĕ.
— Блин! — кăшкăрса ячĕ Вероника. — Хăп-ха манран!
— Хăпиччен малтан çыпçăнмалла-ха, — шӳтлеме пăхрĕ Лариса.
Ку тантăшне хытăрах тарăхтарчĕ кăна.
— Блин! — паçăрхинчен те хытăрах кăшкăрчĕ Вероника. Хальхинче шăл çыртса.
— Илтнĕ, илтнĕ сан «блинна». Унпа тĕлĕнтерейместĕн...
Яшт сиксе тăчĕ Вероника.
— Тепре çăвар уçатăн тăк пăрахатăп та каятăп. Машинăна вырнаçса ларсан Вероника лăпланнă пек пулнăччĕ.
Арлаççине çитсен, тем вăхăтах пушă ларнă пӳрте уçса кĕрсен, хĕресне хĕрĕ таврăнасса чӳречерен куç илми кĕтсе тăнă хĕреснамăшĕ хăшăлтатса пырса кĕрсен Вероника, тем шырама тăнăскер, сасартăках тулхăрса кайрĕ:
— Кам хуçаланать ку пӳртре?
Хĕреснамăшĕ еннелле мар, темшĕн Лариса еннелле пăхса каларĕ ку сăмахĕсене...
— Улăштарма ĕлкĕрнĕ иккен кун нервисене, — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ те Лариса тухса кайиччен те урăхран çăвар уçмарĕ.
Роберт та хăйне ку йыша ăнсăртран килсе çакланнă пек туйрĕ.
Ларисăпа иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те харăс каласа хучĕç:
— Эпир кайрăмăр...
Вероника та, хĕреснамăшĕ те ку сăмахсене илтмĕш пулчĕç.
Кун пек пулса иртнĕ хыççăн та Лариса хăйне ирĕклĕн туяймарĕ. Унсăр Вероника пурăнаймастех тесе шухăшлама çаплах пăрахаймарĕ. Амăшне те канăç памарĕ. Йывăр çын юнтармăшран та юнтармăш ача пекех пулса кайнине çынран илтсе пулин те пĕлет вăл. Вероника юнтармăшне кунĕлетме ун çывăхĕнче кам та пулин пулмаллах. Лариса ним туса та унпа пĕрле пулаймасть. Халь ĕнтĕ вăл та ĕçлĕ çын: диплом илнĕ хыççăн эрнеренех Шупашкарти ача çурчĕн методисчĕ пулса тăчĕ.
Вероника тупăнни уйăх çитсен ун хĕреснамăшĕ ир-ирех вĕçтерсе çитрĕ. Лариса вырăн çинчен те тăманччĕ-ха. Пĕрремĕш рейспа çула тухнă пулас хăй. Кира алăк уçса кĕртсен ĕштеленсе калаçма пуçларĕ:
— Мĕн тумалла тесе канаш ыйтма килтĕм. Ялти тăвансем те аптраса ӳкнĕ. Шупашкара кай-ха, унтисем пĕлерех параççĕ пулĕ терĕç.
— Мĕн пулнă вара? Хыпса каяс патнех çитнĕ ху...
Алăк патĕнче мăкăртатса калаçни çывăракан Лариса хăлхине те пырса кĕчĕ. Утнă май чечеклĕ халатăн тӳмисене çаклатса пырса тăчĕ амăшĕ çумне. Кира капла мар-ха, алăк патĕнче тăрса мар, сĕтел хушшине ларсах калаçмаллине пĕлчĕ пулин те, килнĕ çынна иртсе лар-ха тесе калама тавçăраймарĕ. Ăна Лариса турĕ.
— Ларсах калаçар мар-и? — терĕ вăл.
Кира хыççăн Вероника хĕреснамăшĕ те тĕпеле кĕчĕ, шăппăн кăна пукан çине тĕршĕнчĕ.
— Сана курман та хальччен, мĕнле чĕнмеллине пĕлместĕп, — калаçу пуçларĕ Кира.
— Марье. Аттепе анне ят шыраса пуç ватман. Пирĕн касра манпа пĕр çулта пилĕк хĕр ача çуралнă, пиллĕкĕшне те Марье ят панă. Эпир çамрăк чухне пирĕн урама Маръе касси тетчĕç.
— Чей вĕретем-ха. Лариса, эс аппалан-ха апла плита патĕнче...
Кира Марьене хирĕç кĕрсе ларчĕ те, лешĕ пуçра çĕр çывăрттарми пăтраннă шухăшĕсене йĕркене кĕртме тытăнчĕ:
— Вероника таврăннă хыççăнах таçтан икĕ çамрăк персе те çитрĕç. Чăрсăрскерсем хăйсем. Акаç çуртне такам çине çыртарасшăн калаçаççĕ. Вероника хăй хирĕç ним те шарлаймасть. Вара ăнлантăмăр. Кускерне хăратса çитернĕ иккен терĕмĕр.
— Туйрăмăр çав, сисрĕмĕр. Роберт та çавнах калать. Дивеевăра ăна темле секта çыннисем çавăтса кайнă. Унти милиционер та çаплах шутлать. Мĕнле сектине кăна каламасть. Мĕнле çăлмалла ăна?
— Хĕрарăмшăн ача пурнăç усси пулса тăрать, тен, çуратсан урăхланĕ, — терĕ лăпкăн Кира.
— Çапла шутлас килет те... Ытла ăнланмалла мар хăтланакан пулчĕ-çке, — тарăннăн сывласа илчĕ Марье.
— Психиатр патне леçмелле, — татса хучĕ Лариса.
— Асту-ха, врачсем тесен урсах каять. Илтесшĕн те мар вĕсем çинчен. Ачи сывă çуралтăр тесе кĕлтăватăп Турра...
Марье куçĕсем шывланма пуçланнă пек туйăнчĕç Кирăна. Вăл сиксе тăчĕ те хăйсен пӳлĕмĕнчи комодран таса ал шăлли илсе килчĕ, ăна Марье чĕрçийĕ çине хучĕ. Лешĕ ал шăллине илчĕ те ку мĕн тума кирлĕ-ха мана тенĕн хăйĕнпе юнашар пукан çине пăрахрĕ. Ун епле пулсан та чунне пушатмалла, капланса çитнĕ сăмахĕсене кăларса пĕтермелле.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...