Хĕрес хывнă хĕвел :: Тăваттăмĕш сыпăк
Аврук васкамасăр çĕкленчĕ, кайма ирĕк ыйтма та чухлаймарĕ, сывă пулăр теме те манса кайрĕ, алăк еннелле сулăнчĕ. Коридора тухнă-тухман вăй тарма тытăнчĕ. Сулăна-сулăна кайрĕ. Хальччен кĕсьере кирлĕ самантра кирлĕ пулĕ тесе эмел чиксе çӳрес йăла пул-ман та, алăсем кĕсьесене хыпашламарĕç. Çăвар типсе ларнине те халь тин туйса илчĕ. Вара васкамасăр çаврăнчĕ те тин кăна хупнă алăк хăлăпне ярса тытрĕ.
— Каçарăр, — терĕ тинтерех кăна уйрăлнă аслă лейтенанта, — чăрмантармалла пулса тухрĕ. Ярса парăр-ха пĕр стакан шыв...
— Тархасшăнах, — хапăл пулчĕ аслă лейтенант.
Нихçан курман пек антăхса ĕçрĕ Аврук. Мухмăрпа асапланнă чухне çаплаччĕ. Мĕн чухлĕ ĕçсен те шыв ăша кантараймастчĕ. Халĕ те çавна туйса илчĕ Аврук. Анчах тепре ярса парăр-ха тесе ыйтаймарĕ. Хăюлăхĕ çитмерĕ. Кун пек сăн-питпе киле таврăнас килмерĕ. Кира мĕн нулнă та мĕн пулнă тесе анратса çитерессе пĕлчĕ. Лăпланам та, сăн кĕтĕр тесе шутларĕ. Анчах ăçта вăхăт ирттермеллине пĕлмерĕ. Вăрмана е пĕр-пĕр парка кайса уткаласа çӳрем тенĕччĕ. Алă сулчĕ те хула транспорчĕ чарăнакан вырăналла уттарчĕ.
Темиçе кун пулман гаражра кăмăл чăнах та урăхланчĕ. Усал-тĕсел шухăш çулăхасран тенĕ пек, аллине сулмаклă уçă тытрĕ. Пушă аллипе янах айне хыпашларĕ. Малтан шухăшĕ сикчевлĕ пекчĕ. Ларсан-ларсан вăл та тăрăлчĕ. Ăнман хĕрарăм кăмăлне пула тăван ачисем ашшĕ камне пĕлмесĕр пурăнни ырă япала мар тесе шутланă хыççăн пĕтĕм айăпа хăй çине илме хатĕрччĕ. Вăл, Аврук, хĕрарăм ăшшине эрех техĕмĕпе улăштарнă, вăл, Аврук, çуралнă чун чул хушшинче те ӳсет тесе пулĕ, ывăлне те амăшĕн аллине панă. Вăл, Аврук... Шухăш-ланăçемĕн пуçĕ усăнса та усăнса пычĕ. Пĕр тунă йăнăша ним туса та тӳрлетес çуккине пĕлнĕ хыççăн пуç усăнма пăрахрĕ. Кăлт çĕкленчĕ те енчен еннелле сулланма пикенчĕ. Ватти çитиччен пурăнса та хамăр çак тĕнчене мĕн тума килнине пĕлейместпĕр. Çуратнă та, пурăн-малла тетпĕр те çăкăр çĕртетпĕр. Çыннăн хăй хыççăн ырă йĕр хăвармалла иккен. Çав йĕре унăн ачи-пăчи такăрлатса тăмалла. Пулмарĕ-çке-ха Аврукăн çав ырă йĕрĕ. Такама та кирлĕ ăста аллисем те ăна савăнтараймарĕç. Кирек кам та пурнăçĕ ăнманшăн ашшĕпе амăшне айăплать. Аврукăн вĕсем те пулин пурăнмаççĕ. Хăйне кăна айăпламалла...
Кира астутарсах тăман пулсан, турăшăн та, чуна вырăна лартма «аликрам» кайса янă пулĕччĕ. Ун валли кăна кĕсьере укçа та пур. Аврук хăй те куç вылятмасăр-тумасăр сăмах паракан пулнă та, Кирăна ним туса та улталас килмерĕ. Аллинчи пысăк уççа верстак çине хучĕ те гараж тăрăх утса кайрĕ. Хавхаланса, алăсене сулла-каласа утма гараж тăвăр пек пулчĕ. Урама тухас терĕ.
— Эп сана ĕçлеме пăрахнă тесе пурăнаттăм, çаплах çӳретне-ха кунта?
Сасси улшăннă та, кам калаçнмне тӳрех чухласа та илеймерĕ Аврук. Хăй патне Жора пырса тăрсан тин çăвар уçрĕ.
— Роберт ав пульницаран туха пĕлмест. Мана милици чĕнтерсех тăрать.
Мана та хут ярса пачĕç. Калап иккен эп вĕсене. Ак çакă кирлĕ мар-и? — Жора сылтăм аллине Аврук еннелле кăнтарчĕ. — Пӳрне хушши кăтартса хăвар тăм. Ним те каламарăм, ним те... Урăх ан чăрмантарччăр.
— Вероникăна кам хур тунине пĕлмелле-çке. Çавна шыраççĕ вĕсем.
— Мĕн шырамалли? Юрфак пĕтермен пулсан та, эпĕ пĕлетĕп камне.
— Эсĕ пĕлнине эпĕ те пĕлетĕп-ха.
— Ют çĕршыва тухса тариччен тытмалла та хупмалла. Тимĕр алăк хыçне лексен чĕлхине уçтараççĕ...
— Ман ывăл та унпа пĕрле ерсе кайнă иккен.
— Ан калаç! — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Жора. — Хăшĕ вара сан ывăлу?
— Олег ятли.
— Чăн ячĕпе ан кала. Хăйсем панă ятпа кала.
— Скинхед текенни.
— Скин-и? Апла иккен...
— Эс ăçтан пĕлетĕн тата?
— Эпĕ-и? Пĕлеп-и? Пĕлетĕп-çке... Тимоха мана хăйĕнпе пĕрле илсе каясшăн пулчĕ. Хăйне хураллатарасшăнччĕ-ши, пĕр-пĕр хуçалăха-и? Тӳрех каламарĕ. Хурал кирлĕ терĕ. Килĕшнĕччĕ малтан. Аванс ыйтрăм та, памарĕ. Эпĕ мĕн чухлĕ тӳленине пĕлесшĕнччĕ. Ун пек чухне тӳрех ыйтаймастăн.
— Ма ыйтаймастăн? Хă, укçаллă ĕçе вырнаçнă чухне чи малтан оклад-и, ставка-и мĕнле тесе ыйтатпăр-çке.
— Ку вăл вăрттăн тĕнче. Унта йĕркисем те хăйсен...
— Олегпа вара мĕнле тĕл пултăн? Халь ăçта пулма пултарать вăл?
— Тимохăпа пĕрле. Вăл, эпĕ ăнланнă тăрăх, унăн пĕр алли шутланать. Сулахаййи-и, сылтăмми-и? Ăна калаймастăп.
— Милицие пĕлтерем-и çакăн çинчен?
— Пĕлтер те, усси пулас çук. Вĕсем халь çĕршывран тухса кайма ĕлкĕрнĕ те пулĕ. Паспортсем улăштарнăччĕ. Килĕшнĕ пулсан мана та урăх паспорт памаллаччĕ.
— Халь Интерпол, темскер пур. Тытаççĕ те килеççĕ.
— Калатăп та-ха, мĕн тăвас теççĕ, туччăр. Ан хутшăн, ап хутшăн. Пĕлменнине-илтменнине ним те çитмест.
— Хама пĕлме кала апла пулсан.
— Те Вильнюсра, те Каунасра... Тен, пĕр-пĕр пĕчĕк портра кăна вăрттăн мастерской туяннă вăл. Çапăнса юрăхсăра тухнă машинăсене Америкăпа Канадăран кӳре-кӳре килеççĕ те, иккĕрен-виççĕрен пĕрре пуçтараççĕ. Машина докуменчĕсем пур. Вара çавсене çĕнĕ тесе Раççее киле-киле сутаççĕ...
— Чăнах калатна? — аптăраса ӳкрĕ Аврук.
Ку пĕр-пĕр кино курнă та телевизорпа, çавă аташтарать иккен тесе шутларĕ малтан.
Жора кулма шухăшламарĕ те. Вăл пуçланă сăмахне çав сулăмпа малалла тăсрĕ:
— Манăн Тимохăна хуралласа çӳреме тивместчĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Çав машинăсене тиенĕ трейлерсене сыхласа çӳремеллеччĕ пулĕ тетĕп.
— Пăх-ха, кур-ха, — пуç пăркала-пăркала илчĕ Аврук. — Епле ăс çитернĕ...
— Хăйĕн ăсĕ çук-ха. Пĕр хĕрарăмпа паллашнă вăл Мускавра. Хĕрарăмĕ çав Балтика çĕршывĕсенчен пĕринче çуралнăскер, çавă аташтарнă Тимохăна.
— Ман Олег та çавсемпе пĕрле-и? — те хăйне валли каларĕ, те Жорăран ыйтрĕ Аврук.
17
Пульница картлашкипе аннă чухне Лариса чарăнса тăчĕ. Тем аса илесшĕн пек пулчĕ. Анчах Вероника ăна шухăшĕпе кăмăлне пĕр çĕре пуçтарма памарĕ, сĕтĕрсе тенĕ пекех аялалла туртрĕ.
— Анне килне леçсе ярăр мана, мунча хутса кĕртĕр. Ыран чиркĕве илсе кайăр...
— Мунча кĕме юранипе юраманнине врачран ыйтмаллаччĕ.
— Ыйтнă. Ирĕк пачĕ.
Вероникăн утти улшăннине чи малтан Роберт асăрхарĕ. Анчах вăл ним те шарламарĕ. Хускалса кайиччен Вероника пĕр вырăнта тăпăртатса илет, унтан вĕттĕн-вĕттĕн пусса утса каять. Хăрах урине сĕтĕрсе утать. Тимлесе пăхмасан хăшне сĕтĕререх утнине пĕлме те çук. Робертăн çакна пĕлес килмерĕ. Хăвăрт кăна куçĕсене айккинелле тартрĕ.
Япалусене пурне те илтĕне, ним те манса хăвармарăна тесе ыйтас килетчĕ Ларисăран. Пĕчĕк ача мар-ха, ăна-кăна хăех аван чухлать пулĕ тесе шухăшланипех çырлахрĕ.
Машинăна вырнаçса ларсан Робертăн пĕр сăмаха çине-çинех калама тиврĕ.
— Ăçталла çул тытатпăр çак?
Пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ те хĕрсем ним те шарламаççĕ. Роберт тепре ыйтсан та çавах.
— Каларăм-çке-ха, — тулашма пăхрĕ Лариса.
— Мана никам та ним те каламан, — татса хучĕ Роберт.
— Очкона терĕм.
— Темен, темен, — хиркеленсе илчĕ те Роберт машина моторне чĕртрĕ. — Очкона тăк Очкона.
Машина хускалса кайрĕ те Вероника кантăк витĕр пăхма пикенчĕ. Шупашкартах-и эпĕ, урăх хулара мар-и тесе иккĕленчĕ пулас. Тăван сăнсене курсан лăпланчĕ те пуçне чикрĕ.
— Вăт сана стриптиз, — терĕ сăмахсене тата-тата...
Вара тăван ялне çитиччен те çăвар уçмарĕ. Ăна калаçтарма Роберт та хăтланса пăхрĕ. Лариса Арлаççинче пĕрре кăна пулман, апла пулин те мунча пуррипе çуккине тӳрех аса илеймерĕ. Вероникăран ыйтни усси пулмасса пĕлсе ăна чăрмантармарĕ. Мунча çинчен шухăшласа пынăçемĕн Лариса çурăм çине тар тухнине сиссе илчĕ. Яланах, мунчана кайма пуçтарăнсан, çапла пулать унăн. Амăшне те каласа пăхнăччĕ, санăн мунча аса килсен çурăму тарлать-и тесе ыйтнăччĕ. «Санăн кăна мар, манăн кăна мар, пурин те çапла вăл», — татса хунăччĕ амăшĕ. Халь машинăра амăшĕ ларса пымасть, çурăм тарланине Роберта каласа пама тивет.
Ларисăна итленĕ чухне мар, мунча хутнă чухне чăм шыва ӳкиччен тарларĕ Роберт. Ку чухне чăваш мунчисем те асаттесенни пек мар. Вероника амăшĕ те хăй пурăннă чухне мунчана тимĕр кăмака ларттарнă. Лапка еннелле тухакан тимĕр алăкран ăшши памалла, сылтăм енче кăмака çумне шыв савăчĕ çыпăçтарса хунă. Вĕри шыв юхтарма кран лартнă. Çав савăта шыв çĕклесе тултариччен Роберт чăм шыва ӳкрĕ. Вун икĕ витре кĕчĕ унта. Унсăр пуçне тата икĕ тимĕр савăта тултарма тиврĕ. Вĕсем те хула çынни мĕнлереххине тĕрĕслесе пăхма шут тытнă тейĕн. Тулма пĕлмесĕр тарăхтарсах çитерчĕç Роберта. Вутă çурса, вакласа тăма тивмерĕ. Темиçе çулхи шаршанран пĕр çĕклем илчĕ те мунча кăмакине чĕртсе ячĕ. Типĕ вутă пĕр-иккĕ шартлатса илнĕ хыççăн тӳрех кĕрлесе çунма тытăнчĕ. Кăмака алăкĕ лайăх хупăнать. Унтан хĕм сирпĕнсе тухас хăрушлăх çук. Ниçта пăрăнми сыхласа ларма тивмерĕ. Вара милĕк пирки шухăшлама пикенчĕ. Лупас хыçне тухса пăхрĕ. Хăй тĕллĕн ăçта милĕк касма пулнине тавçăраймарĕ, пӳрте кĕрсе Вероникă-ран ыйтма тиврĕ. Вăл хăй те ку таранччен милĕк касса курман пулас та, çухалсах кайрĕ. Тӳрех ним те калаймарĕ. Шухăшласа ларнă хыççăн кăна аллине сулса илчĕ. Ял вĕçĕнче тип çырма пур иккен. Ун урлă каçсан пысăк мар ката пур. Ял çыннисем унта кăмпа, çырла татаççĕ. Кĕтӳ кĕртмеççĕ. Çавăнта çитсе килме сĕнчĕ Вероника.
Роберт ку вăрман катинче хурăн ӳсменнине аякранах курса пĕлчĕ, анчах çитсех килме шутларĕ. Лартса ӳстернĕ вăрман пулчĕ ку. Хăрăк-харăка ял çыннисем пуçтарсах тăраççĕ пулас та, вăрманĕ тасаскер пулчĕ. Юманлăх шĕшкĕсĕр пулмасть тенине илтме тивнĕ. Чăнах та ку çаплах иккенне курса ĕненсен Роберт вăрман хĕррине тухрĕ. Шалти юман турачĕсене кармашса тытма çук, çӳлелле туртăнаççĕ вĕсем. Вăрман хĕрринчисен турачĕсем усăна-усăна аннă. Вĕсене турта-турта антарса çаратма луçларĕ. Пĕрер мăшăр хуçсан çитĕ тесе шутланăччĕ малтан. Çичĕ милĕк таранах çыхмалла пулса тухрĕ.
Роберт хыпарне Лариса хапăл пулмарĕ.
— Ниçта та пĕр хурăн та çук-им вара? Çапăнаймастăп эп юман милĕкĕпе. Шаплатнисĕр пуçне ним те çук унран. Хурăн милĕкĕн шăрши мĕне тăрать.
Çаврăнса утма тиврĕ Робертăн. Мунчана кĕрсе кăмакана тата виçĕ пуленке пăрахрĕ те ял урамне тухрĕ.
Хальхинче кама та пулсан чарсах ăçта хурăн милĕкĕ касма пулнине ыйтас терĕ. Ăнлантарчĕç ăна. Хулана каякан çул хĕрринче çамрăк хурăнлăх пур иккен. Пĕр-икĕ çухрăмах утмалла тенипе Роберт машинине чĕртрĕ. Вăл таврăннă çĕре Лариса кӳршĕ хĕрарăмне чĕнсе каçма ĕлкĕрнĕ. Халĕ мунчара вăл хуçаланать. Ларисăпа иккĕшĕ мунча пуçĕнчи пĕчĕк пахчана кĕрсе кайрĕç.
— Акаç аппан ун тем-тем тĕрлĕ курăк та ӳсет. Кăвак матрӳшке шăршине туятăн-и? Вăт-вăт. Авă вăл. Татса ил пĕр-икĕ туна. Хир пĕтнĕкĕ ун лупас хыçĕнче. Матрӳшкепе пĕрле иккĕшĕ ӳсесшĕн мар, пĕри тепĕрне пĕтерме тăрăшать. Ăна та татăпăр. Пахча вĕçне кайсан мулкач курăкĕ, апчху курăкĕ, анчăк курăкĕ татăпăр. Милĕк пĕçернĕ çĕре çавсене ярас. Акаç аппа анăс курăкне те яраканччĕ. Ăна татма юманлăх леш енне кай-малла.
Лариса çавăнтах Роберта кăшкăрса чĕнме тытăнчĕ. Турткаланса тăмарĕ Роберт. Анчах Лариса хăй тĕллĕн анăс курăкне паллаймасран хăрарĕ.
— Çӳллĕ анăс тесе тем татса килĕп, — терĕ именчĕклĕн.
Кӳршĕ хĕрарăмĕ ăнланчĕ. Турткаланмасăрах машинăна кĕрсе ларчĕ.
Таврăннă чухне лавкка умĕпе иртсе килмелле пулчĕ те, Роберт никам аса илтермесĕрех Суворов каларăшне персе ячĕ.
— Мунча хыççăн пир тăла сутмалла ан пултăр, кĕрсе илем мар-и пĕрерĕшне?
Лариса та, кӳршĕ хĕрарăмĕ те шарламарĕç, Робертăн хăйĕнех тавçăрулăх çитермелле пулчĕ.
Пулман мар Роберт мунчасенче. Кану çурчĕсенче те, завод пуçлăхĕсем валли тунисенче те. Кун пек техĕмлĕ мунча курма тӳр килмен. Ут-пӳ киленсе канать. Лапка çинчен анас та килмест. Хурăн милĕк шăршипе пĕрле тĕрлĕ-тĕрлĕ курăк шăрши мунча сывлăшне калама çук техĕм кӳреççĕ. Юлашки кунсенче чунра купалансах ларнă, чĕпĕтсе, ыраттарса тăракан хурлăхпа шырлăх туйăмĕ тем самантра пăсланса пĕтрĕ. Алă-урапа пĕрле чун та канма тытаннине туйса ларчĕ лапка çинче. Мĕнпурĕ те пĕр канăçсăрлăх пулчĕ унра. Кӳршĕ хĕрарăмĕ халь-халь килсе алăка шаккассăн та кăшкăрса калассăн туйăнса тăчĕ: «Тух часрах, хальччен мунча ăшши килчĕ пуль...»
Хĕрарăмсен сеансĕ вара чăнах та вăрăм пулчĕ. Руль умĕнче пулмалла тесе Роберт эрех-сăрашăн ĕштеленмерĕ. Чей те ĕçмерĕ. Пусă шывне алтăр хыççăн алтăр пушатрĕ. Машинăн икĕ енчи алăкĕсене те уçса пăрахрĕ те ларкăч çине месерле выртрĕ. Чĕре таппине сисмерĕ. Ӳпке канса сывланине туйса выртрĕ. Куç харшисем йывăрланса та йывăрланса пычĕç те, урăхран асаплантарам мар вĕсене терĕ. Куçĕсене хупрĕ кăна, сăмса шăхăрма тытăнчĕ те. Лариса пырса вăратман пулсан хăçанччен çывăрнă пулĕччĕ, ăна калама та пултараймĕ. Карăнса илчĕ те Лариса хыççăн пӳрте кĕчĕ. Чăлан çумĕнчи диван çине Вероника тăсăлса выртнă. Пуç айне виçĕ минтер таранах хунă. Пуçне пульницари пек шур пусмапа мар, чечеклĕ тутăрпах чĕркенĕ. Хăрах куçĕ, çур сăмси, çур çăварĕ курăнать. Ларисăна кăчăк туртса илчĕ. Пăшăлтатса калаçнă хыççăн Лариса пăлханса ӳкрĕ. Ĕштеленсе çӳреме пуçларĕ. Вара мунча хутма пулăшнă кӳршĕ хĕрарăмне кăчăк туртрĕ те, апат сĕтелне диван çумне куçарса лартрĕç. Роберта ĕç хушса чăрманмарĕç. Хăйсем сĕтелĕн икĕ пуçне вырнаçрĕç. Робертăн хăйĕн вырăнне хăйĕнех тупмалла пулчĕ, вăл Вероникăна хирĕçле ларчĕ.
— Мунча ăшшине çумасан юрамасть. Пире ваттисем каçармаççĕ ăна тумасан...
Кӳршĕ хĕрарăмĕ хăех кĕленче пăккине уçрĕ, хăех черккесем тултарчĕ.
— Ан хиркелен, — терĕ Лариса Роберт тулли черккене айккинерех куçарма тăрсан. — Паян руль умне лармастăн. Кунтах çĕр каçатпăр...
Мунча ăшшине тав туса виçĕ черкке пушатсан кӳршĕ хĕрарăмĕ Вероникăна пуçласа тин курчĕ тейĕн, мĕн пулнă сана тесе ыйтма пуçларĕ. Вероника хăй вителĕк айне тĕплĕнрех пытанчĕ те шăпăртах выртрĕ. Хуравне Ларисăн шырамалла та тупмалла пулчĕ. Çухалса тăмарĕ вăл.
— Халь кашни утăмрах авари те авари. Лекрĕ-ха çав Вероника та.
Ку таранчченех ятне-шывне пĕлмен хĕрарăм Ларисăшăн çывăх çын пекех пулса тăчĕ. Вăл ахаль кӳршĕ кăна та мар, Вероникăн хреснамăшĕ пулах кайрĕ. Вара хĕр тусĕ хыççăн Лариса та ăна хĕреснанне тесе чĕнме пуçларĕ.
— Айтуру, — ассăн-ассăн сывласа илчĕ Вероника хĕреснамăшĕ. — Мĕн патне çитсе тухăпăр капла?
Çамрăксен çамрăкла калаçу пулмаллине шута та илмерĕ хайхи, тытăнчĕ ялти пăсăлса та пăсăлса пыракан йĕркесене хăртма. Унта ят тивменни йытăпа кушак кăна юлчĕç пулĕ. Ыттисене, пĕрне ятне-шывне каласа, тепĕрне ытарлă ятпа асăнса пурне те ятласа тухрĕ. Пушă ларакан пӳртсен кăмакисене сӳте-сӳте кайни çинчен калама тытăнсан Роберт тӳссе лараймарĕ.
— Ун патнех çитеймен пулĕ-ха...
— Çитеймен-и? — вырăнтан сиксе тăчĕ Вероника хĕреснамăшĕ. — Ĕненмесен атя илсе кайса кăтартам. Атя, ӳркенместне?..
Вероника хĕреснамăшне пула çамрăксем те пăсăлнă саманана ятлама кĕрсе кайрĕç. Ун валли вĕсен хăйсен сăлтавĕ пур.
— Тытас тесен тахçанах тытса хупаççĕ, — терĕ ăшри сасăпа Вероника. — Тытмалла мар та, тытмаççĕ, хупмалла мар та, хупмаççĕ.
— Темиçе çул пытанса пурăнсан та, лекеççе-çке-ха, — хушса хурасах килче Ларисăн.
— Кун алиби пур теççĕ.
— Кам калать ăна, Верона? Кам?
Эрех хăвачĕпе хастарланнă Лариса тантăшĕн сăмахĕсене чăнласах ĕненесшĕн пулмарĕ. Хăйне лăплантарма хăй шухăшласа кăларнă ăна тесе шухăшларĕ.
— Эсĕ палласа илни çитмест-им ментсене? Тата мĕнле алиби шырамалла?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...