Хĕрес хывнă хĕвел :: Виççĕмĕш сыпăк
Ним ăнланса-ăнкарса илеймерĕ Аврук, анчах аллисем пăтаран çакса янă çăра çыххине ярса тытрĕç.
— Кайса тăрар ав çавăнта, гараж хыçне, — терĕ те Жора Аврук алăк çăраласса та кĕтсе тăмарĕ, васкаса утса кайрĕ.
Гараж пуçне тĕршĕнсе тăрсан тин Жора нумай пулмасть хăй курса-илтсе пĕлнине каласа пама пуçларĕ:
— Троллейбус диспетчерĕсем ларакан çуртпа юнашар пысăк мар кафе пур-и? Роберт машинине чарсах унран çĕр грамлăх ыйтса илтĕм, çав кафене кĕтĕм те ăша пусартăм. Кунта никам та пуш кĕленче пуçтармасть.
Çавăнпа çӳретĕп унта. Пĕр рюкзак та икĕ сетка тултартăм. Кайма тăнăччĕ. Икĕ çамрăкпа пĕрле çак Тимоха текенни килсе кĕчĕ. Тӳрех çĕршер грамм ярса пама каларĕ. «Хам умра ташласа кăна çӳреме вĕрентетĕп-ха ăна», — терĕ ку сĕтел тавра виççĕн тăрса тухсан. Кам пирки каланине тӳрех ăнлантăм. Вара тухса шăвăнма шутларăм. «Маскăсем тăхăнăр та», — пăшăлтатса каланине илтрĕм алăк патне çитсен. Пуш кĕленче тултарнă рюкзакпа сеткăсене çул хĕрринчи тĕмсем айне лартса хăвартăм та чупсах килтĕм. Вĕсенчен маларах ĕлкĕрес тесе... Ак çитеççĕ вĕсем, пăхкаласах тăр...
Жора каласа та пĕтереймерĕ, гараж умне шоколад тĕслĕ «Опель» çитсе чарăнчĕ. Икĕ енчи икĕ алăк харăс уçăлчĕ, вĕсенчен хура маскăллă икĕ çамрăк сиксе тухрĕ те гараж алăкĕ патне пычĕ. Тимоха руль умĕнчех ларса юлчĕ.
Алăк çинчи çăрана курсан çамрăксем ăна урапа кĕрслеттерме пикенчĕç.
— Вăйне ниçта хураймаççĕ епле, — мăкăртатса илчĕ Жора. — Эс унта пулнă пулсан сана мунчала туса хăваратчĕç пулĕ.
— Мана хĕнеме килмен-ха вĕсем, Роберта...
— Ан калаç пустуя. Алă айне лекене пĕрне те тиркесе тăмаççĕ вĕсем. Хĕрсе çитнĕ. Кур, илт, епле кĕрслеттереççĕ алăка... Кайса чарас пуль...
— Мĕн, сана шеллесе тăрĕç тетнем? Ан аташ! Тăр вырăнтах!
— Манран хăрать вăл, Тимоха, — терĕ те Жора пытаннă çĕртен тухрĕ. Ним пулман пек лăпкăн утса кайрĕ. — Курмастăр-им? Алăк çинче çăра çакăнса тăрать, — терĕ те пĕр çамрăкне хăмсарса илчĕ.
12
Ку хутĕнче Вероника турткаланса тăмарĕ.
— Çуран тăк — çуран, «Ращана» тăк — «Ращана», — терĕ, унтан хушса хучĕ: — Анчах юлашки пултăр ку...
Тем пит кирлĕ сăмах пуçласшăнччĕ Лариса. Ĕлкĕреймерĕ. Тантăшĕ маларах хускалчĕ.
— Пĕрре те пулман эсĕ «Ностальжи» клубра. Нивушлĕ сан çамрăксен элитине курас килмест? Элита пуçтарăнать унта. Атя патшалăх экзаменĕсемччен тепре кайса килер. Эпĕ хам каятăпах. Унта кĕмелĕх кăна укçа пур ман.
— Манăн çук, — татса хучĕ Лариса.
— Турткалан ĕнтĕ, турткалан. Сана иккĕн тан тăрантарса тăраççĕ. Аннӳ пенси илет. Тăван мар аçу тата ĕçлет. Ыйтсан параççех ĕнтĕ.
— Ыйтса пăхман, — терĕ Лариса.
Çут çанталăкăн йĕрки пуриншĕн те — чĕр чуншăн та, ӳсен-тăраншăн та, çыншăн та — пĕрре. Çанталăк улшăнсан чи малтан çамрăк хунава тăм тивет, хĕвел ăшшине те вăлах, çамрăк хунав, чи малтан туйса илет те илĕхме пуçлать. Пурнăçри пăтăрмахсем те чи малтан çамрăк чуна амантаççĕ. Пĕр саманара вĕренме кĕчĕç Ларисăпа Вероника. Тепĕр саманара пĕтереççĕ. Пурте-пурте улшăнчĕ çак пилĕк çул хушшинче. Ача вĕрентекен те, библиотекăра ĕçлекен те ăмсанмалли çынсемччĕ. Çавсене ăмсансах ĕнтĕ, ăмсансах университетăн çак фа-культетне килсе кĕнĕ. Хале ача вĕрентекене те, кĕнеке управçисене те пĕр мăшăр атă туянмалăх та тӳлемеççĕ. Пурлăх тивĕçлĕхĕ пулмасан çыннăн ытти тивĕçлĕхĕ пирки калаçма та кирлĕ мар. Вĕренме кĕнĕ малтанхи çулсенче стипенди укçипех сыпăнкаласа пурăнма пулатчĕ. Халĕ вăл та мăшкăл укçине кăна тăрса юлчĕ.
— Мĕн ытармалла марри пур вара «Ностальжире»?
— Лия Чернова телеçăлтăр ирттерекен мероприятисем кăна мĕне тăраççĕ! Шик! Стиль! Модерн! Тата мĕнле сăмахпа ăнлантарас сана?
Трибуна çинчи оратор йăлипе Вероника кашни сăмаха татса каларĕ кăна мар, кашни хыççăн сылтăм аллине сула-сула илчĕ.
— Ăнлантăм, — хавассăр каласа хучĕ Лариса. — Кабарене чĕртсе тăратнă. Çапла-и? Пуçăрсене мĕнпе анрататăр вара?
— Пыр. Кур. Манран ыйтса ан тăр, — теме кăна ĕлкĕрчĕ Вероника.
Хула енчен чупса килекен спортсменсем вĕсене иккĕшне тротуарăн икĕ енне уйăрса тăратрĕç. Йышлăн пулчĕç тата чупакансем. Час иртсе пĕтмерĕç. Ларисăна çакă пĕрре те тулаштармарĕ. Вероника вара виçеренех тухса кайрĕ.
— Стадион мар ку! Стадион мар! — тулаша-тулаша илчĕ.
Спорт тумĕллĕ хĕрсемпе каччăсем çине пăхса тăнă май Лариса шоссе хĕррине шоколад тĕслĕ машина чарăннине те, унтан икĕ çамрăк васкаса тухнине те, иккĕшĕ Вероникăна икĕ хулран çавăтса машина еннелле илсе кайнине те асăрхаман. Темшĕн шоссе енчен мар, вăрман енчен хăйне: «Лара! Лара!» — тесе чĕнни тытамаклăн илтĕнсен пуçне çĕклерĕ те тантăшне вăйпа машинăна лартнине курах кайрĕ. Ăна-кăна ним те чух-лаймарĕ-ха, анчах темле вăй ăна вырăнтан хускатрĕ. Вăл шăп хăй тĕлне çитнĕ çамрăка футболкăран ярса тытрĕ.
— Ман тантăша вăрласа каяççĕ, — кăшкăрас вырăнне сӳрĕкреххĕн каласа хучĕ.
— Мĕн? Мĕн терĕн? — чупма чарăнчĕ çамрăк.
Лариса хускалса кайма ĕлкĕреймен машина еннелле тĕллесе кăтартрĕ.
Спортсмен урăх нимĕн те ыйтса тăмарĕ. Юнашар чупакан юлташне тытса чарчĕ те, çаксем каялла, хула еннелле çаврăнчĕç. Малтанхи пек лăпăс-лăпăс мар, мĕнпур вăйран чупса кайрĕç. Машинăна хăваласа çитесшĕн кусем тенĕччĕ малтанах Лариса. Вĕсем, иккен, хуларан чупса тухнă чухне çул кукринче рациллĕ-жезллă инспекторсем тăнине курнă пулнă та çавсем патне васканă.
Лариса та пĕр вырăнта тăрас темерĕ, чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса хула еннелле васкарĕ. Утнă чухне çул ӳсĕннĕ пекех туйăнать, чупма тăрсан тата темшĕн малалла мар, каялла кайнăн туйăнма тытăнать. Вара уттине хăвăртлатать. Часах хăшкăлтăка ерчĕ. Сывлăш пӳлĕнмерĕ-ха, алă-ура шăнăрĕсем тӳртăнса ларнă та кашни хусканăва тăлла-тăлла хураççĕ. Аллисене хĕрӳллĕн сула-сула ярать, ураран тем çакланнă пек туйăннипе вĕсене енчен еннелле ывăта-ывăта илет. Юлашкинчен сĕлпĕрленсех çитрĕ те чарăнса тăрсах хаш та хаш сывласа илчĕ. Капла кăштах çăмăлрах пек туйăнчĕ. Вара ура-ран ура аран-аран ылмаштаркаласа утса кайрĕ.
Вăл çитсе тăнă пост умĕнче милици машини ларатчĕ. Ларисăна тӳрех унта ларма каларĕç. Спортсменсене те лартасшăнччĕ, лешсем турткаланчĕç, эпир пурпĕрех халь каланинчен ытла ним те пĕлместпĕр текелерĕç те, вĕсене кайма ирĕк пачĕç. Лешсем çаврăнчĕç те çăмăллăн утса кайрĕç, унтан чупма пикенчĕç. Лариса тав тума та ĕлкĕреймерĕ.
Ларисăна иккĕмĕш хутри пĕр тăвăр пӳлĕме илсе кĕчĕç. Ун варрине пĕр-пĕринпе перĕнтерсе икĕ сĕтел лартнă. Стена çумĕпе — ларкăчĕсем тĕссĕрленнĕ хыçлă пукансем. Стена çумĕнче хăй миçерине тахçанах маннă радиоприемник çакăнса тăрать. Пӳлĕмре сывлама çук пăчă. Çитменнине, пирус тĕтĕмĕ те сĕвĕрĕлсе çитмен.
Йăрă милиционер, вăтăрсем урлă каçнă арçын, васкаса килсе кĕчĕ те пушă пукан çине кĕрсе ларчĕ. Арăш-пирĕш сапаланса выртакан хутсем хушшинче темĕн шырарĕ. Темчченех ухтарчĕ хут купине. Тупрĕ пулас кирлине.
— Та-ак, — терĕ тăстарса, — тытăнăр калама мĕн-мĕн пулса иртнине.
Аптăрасах ӳкрĕ Лариса. Мĕнрен пуçламаллине пĕлменнипе мар, тем урăх сăлтавпа сасси тарса çухалчĕ. Кăххăмлатса темиçе те ӳсĕркелерĕ. Ку пулăшмарĕ. Ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут патшалăх çынни умĕнче лараканскерĕн шухăшĕ те арпашăнчĕ, сывлăшĕ те тăвăнчĕ.
— Калăр, калăр, çырма хатĕр эпĕ, — терĕ милиционер.
— Чиперех утса пыраттăмăр, — пуçларĕ Лариса.
— Ку кирлĕ мар-ха, — çийĕнчех пӳлчĕ çырма хатĕрленнĕ çын.
Ларисăн урăх сăмах пулмарĕ те çавнах тепĕр хут каларĕ.
— Юрĕ, чиперех утса пыраттăр. Вара мĕн пулчĕ? Сисмен те, тренировкăна тухнă спортсменсене ирттерсе яма çул хĕррине пăрăнса тăнă тантăша икĕ çамрăк пырса та тытрĕç, çавăтса кайса машинăна лартрĕç. Хама чĕннине илтсе кăна пуçа çавăрса пăхрăм. Ахаль пулсан сисмесĕр-курмасăрах юлаттăмччĕ.
— Пĕтрĕ те-и?
— Аха, — терĕ те Лариса лаш сывласа ячĕ. Милиционер пуç тӳпине кăтăрт-кăтăрт хыçса илчĕ.
Унтан тута çыртсах çырма пуçларĕ.
— Вуласа тухăр та алă пусăр, — терĕ тем хушăран милиционер сĕтел хĕррине хут листи хурса.
Лариса вырăнтан хускалчĕ, кукăр-макăр сас паллисене курчĕ те вуласа тăмарĕ. Алă пусрĕ.
— Тухма юрать-и халь? Кунта ытла пăчă.
Милиционер шарламарĕ, яриех уçса янă форточка çине кăна пăхса илчĕ.
Коридорта çил вăркăшать. Икĕ вĕçĕнчи чӳречене те уçса хунă. Кăкăр тулли сывласа ячĕ Лариса. Вара тин кăна алăк хупса тухнă пӳлĕме хирĕç стена çумне сĕвенсе тăчĕ.
Çур сехет ытларахран Ларисăна тĕпченĕ арçын çулĕсенчи икĕ милиционер Вероникăна илсе килчĕç те тӳрех пăчă пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Мана та чĕнеççĕ-ши тесе Лариса алăк çывăхнерех куçса тăчĕ. Анчах тем кӳлĕм сĕнксе тăрсан та ăна чăрмантаракан пулмарĕ. «Милици» ятлă кантурта пуçласа пулнă Ларисăн чунĕ сӳлетсе кăна тăчĕ. Таçта тем кĕрслетсе илессĕн, тем шартлатса каяссăн туйăнчĕ. Çав вăхăтрах шăплăх та хăратрĕ. Урасем тĕнме пуçларĕç. Вероникăна илсе кĕнĕ пӳлĕмре пĕр-пĕр сасă илтĕннĕ пулсанах урăхла туйăм хускалмаллаччĕ пулĕ. Унта та шăпăртах.
Аранах пăчă пӳлĕм алăкĕ уçăлчĕ. Вероника пуçĕ курăнса кайрĕ.
Вăл темшĕн коридорта тантăшĕ кĕтсе тăнине манчĕ, тӳрех малалла утса кайрĕ. Пĕрремĕш хута илсе анакан картлашка патне çитсен кăна каялла çаврăнчĕ. Вара Лариса та ăна хирĕç утрĕ.
Урама тухрĕç. Пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те харăссăн пуç ывăтрĕç: ну, мĕн унта?
— Тăхта-ха, лăпланам малтан, — пăшăлтатрĕ Вероника. — Ай, мурсем, калас темен сăмаха калаттараççĕ. Чĕмсĕр лартмаççĕ. Чĕлхерен те туртма тытăнĕç кусем тесе хăрарăм. Атя-ха каяр ку çурт патĕнчен...
Çурçĕр пасарĕ патне çитиччен пĕри те сăмах кăлармарĕ. Хире-хирĕç тăчĕç те пĕр-пĕрин çине тĕсесе пăхрĕç.
— Мĕн пулса иртнине ним те ăнланмарăм, — сăмах пуçларĕ Лариса.
Йывăррăн-йывăррăн сывласа илчĕ Вероника. Пуçне çĕрелле пĕкрĕ.
Вăл хăй те пурне те тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмест. Чухлать, тĕшмĕртет кăна. Тем вăхăт шутласа çӳресен, кашни-кашни вак-тĕвеке пуç тавра çавăрса хак парсан вĕçне-хĕрне тухса çитнĕ пулĕччĕ. Ăмăртуллă вăйă пек пурте кĕске хушăра пулса иртрĕ.
— Каласа пар-ха ĕнтĕ. Ма ним те чĕнместĕн?
— Мĕн калас-ха, Лара. Хăпнă сехре халь те вырăнне лараймасть.
— Ăçта лартса каясшăн пулнă вара вĕсем?
— Ăçта-и? Ним те чухлаймастăн-им? Словарьсенче çук сăмахсемпе калам-и? Айсарăм тума лартса кайнăччĕ-çке-ха. Халь ĕнтĕ юрату чури тума шутланă пулас. Эп милицире те çаплах каларăм. Ячĕпех, хушамачĕпех. Тĕрĕслетпĕр, тĕрĕслетпĕр текелерĕç.
— Кăнтăр варринче çын вăрлани... — теме тăчĕ Лариса, тантăшĕ çийĕнчех пӳлчĕ:
— Юристсенчен ыйтмалла мар, кашнин пĕлмелле ку чăнлăха. Çын юраманни урлă пĕрре каçса кайсан ăна урăх никам та, ним те тытса чараймасть. Ку çын юраманни урлă каçнă кăна мар, ăна таптаса çӳрет.
— Ой, хăрасах кайрăм, — çӳçенсе илчĕ Лариса. — Нивушлĕ бордель çынни пулаттăн вара? Унта хăйсен ирĕкĕпе пуçтарăнаççĕ пуль тетĕп. Юхăннă çынсем...
— Чипер пул-ха. Мĕнпур усал ĕçе суяпа ултав тăвать. Такам ырлăх тесе аташтарать вĕсене... Айта калаçар мар...
— Пĕлес килет-ха ман. Лартса кайнă çыннисене сăнран паллатăн-и хăть?
— Маскăпаччĕ. Пичĕсене курман.
— Сана тытнă чухне маскăсăрахчĕ пек.
— Машинăра тăхăнса ячĕç. Шоферне курман та. Ларкăч хыçне хăпартса хунă та, пуç тӳпи кăна курăнса пычĕ.
— Ăçта илсе каясшăнччĕ вара?
— Пĕлетĕп-им? Мускав проспекчĕпе пынă чухне кĕпер патне çитеспе хăвăрт кăна сулахаялла пăрăнчĕç. Тăкăрлăк майлă урампа митрополит çурчĕ патне илсе тухрĕç. Машинăна пĕр йывăç айне чарчĕç. Чиркĕве илсе кĕресшĕн мар-и кусем тесе шутласа та пăхрăм. Шоферĕ хускалкаларĕ. Мана-и, маскăллă юлташĕсене-и тем каласшăн пулчĕ. Унччен те пулмарĕ, машина хускалса кайрĕ. Мăнастир умĕпе иртсе храм çулĕ çине тухсан хăвăртлăхне ӳстерчĕ те ытти машинăсене хăвала-хăвала иртме тытăнчĕ. Такамран тарнă пекех туйăнса кайрĕ. Мунча тĕлне çитсен гаишника асăрхарĕç. Лешĕ васкаса çул варрине тухрĕ, çакна питĕ лайăх куртăм. Тӳрех йăрăмлă патакне çĕклерĕ. Тап! чарăнчĕ машина. Пĕр нимĕн кĕтменнипе чикеленсех каяттăм. Маскăллинчен çатăрласа та тытрăм. Лешĕ ман алла вĕçертрĕ те машинăран сирпĕнсе тухрĕ, тӳрех мунча хыçнелле, çырманалла вĕçтерчĕ. Ун хыççăн — тепри. Шоферĕ ăçталла кайнине курса юлаймарăм. Гаишник пынă çĕре машинăра пĕчченех лараттăм. Ăçта тартса пĕтертĕн бандитусене тесе ыйтрĕ те раципе калаçма пуçларĕ. Вунă минут та иртмерĕ пуль, икĕ милиционер килсе çитрĕç. Кусем те ăçталла кайрĕç тесе ыйтрĕç. Çырма еннелле тĕллесе кăтартрăм.
— Йĕрлесе тупнă-ши вара?
— Ăнах пĕлместĕп ĕнтĕ. Машина уççине хăварман та, урăххипе кăкарса кайрĕç, мана милици машинине лартрĕç. Ку «Аудие» тахçанах шыратпăр тесе калаçса пычĕç милиционерсем. Сӳтсе сутма ĕлкĕреймен текелерĕç...
Лариса сасартăках пăлханса ӳкрĕ. Хăй те пĕлмерĕ мĕншĕнне. Вероникăна алăран ярса тытрĕ.
— Татах чĕнтереççĕ-ши пире? Татах тĕпчеççĕ-ши? Ух, пĕрре те каяс килмест ман унта. Аран-аран тӳскелесе лартăм. Хăçан пĕтет, хăçан пĕтет ку тĕпчев тесе кăна шухăшларăм.
— Ку таранччен унашкал кантур пуррине илтнĕ кăна. Айта, блин, ман та кай...
Вероника хăнăхнă аллипе сумкинчен «Иех!» пачкине кăларса йĕри-тавралла пăхса илчĕ.
— Мăкăрлантарса яр та пĕрне, чун лăпланать, — терĕ те зажигалка хыпашлама пикенчĕ.
Хăлаçланса илчĕ Лариса, тути-çăварне илемсĕрлетрĕ.
— Миçе каламалла, пăрах-ха çав йăлуна...
Вероника ăна итлемерĕ, антăхса темиçе хут ĕмсе илчĕ те «Nextne» атя каяр тесе тантăшне хулран çавăтрĕ.
Çав кунах йĕрке сыхлавçисем Шупашкар варринчи пĕр çуртăн пĕрремĕш хутне пысăк йышпа пырса тухнă. Вĕсене алăк умĕнче Вероникăна кĕтсе илнĕ хĕрарăмах уçса кĕртнĕ. Кĕтмен хăнасем удостоверени кăтартнă та кăнтăр кунĕнче те чӳрече каррисене хупса тăракан пӳлĕме кĕрсе кайнă. Пĕри алăк умĕнче хĕрарăмпа калаçса юлнă.
Çаврака сĕтел тавра ларса тухнă çурма çарамас виçĕ çамрăк хĕрарăм хысна тумĕллĕ çынсене курсан тытамаклăн çухăрса янă та вырăнтан харăссăн хускалнă. Таврара мĕн пуррине виççĕшĕ те манса кайнă, çара ӳте пытарма алă айне мĕн лекнине урта-урта янă. Пĕри диван вителĕкне туртса антарнă та унпа пуç урлах витĕннĕ, тепри чӳрече карри хыçне кайса пытаннă. Виççĕмĕшĕ вара куçĕсене хаяррăн çиçтерсе арçын умне пырса тăнă.
— Мĕн чăрмантарса çӳретĕр, ĕçсĕр аптăранă çынсем? Тытăр урамри йăх-яха...
Каласа пĕтерттермен ăна хысна тумĕллĕ çын.
— Паспорт пур-и? Пар-ха кунта...
— Кунта паспорт сĕтелĕ мар, — ӳксе юлман хĕрарăм.
— Шăплан-ха, — хушнă пекех каланă арçын. — Тумлан та алăк патне кайса тăр. Кирлĕ çĕрех лартса кайăпăр. Унта чăркăшса тăраймăн, унта... Тумланăр ыттисем те!
Хупă тăракан пӳлĕме пирус, эрех шăрши тулса ларнă. Ăна духи те, дезодорант шăрши те хуплаймасть. Хăнăхнă сăмсашăн ним те мар пуль те, тин килсе кĕнĕ милиционерсем хăйсем сисмесĕрех сăмсисене пăра-пăра илнĕ.
Милиционерсем тепĕр пӳлĕме куçнă. Кунта шăла-варне тӳмелесе тăракан арçынна курсан вĕсем харăссăн кăшкăрса янă:
— Вай-вай, тарса çӳрекенсене шырама кунта кăна килмелле иккен!
Вăтăрсенчи арçын, çӳçне кĕске кастарнăскер, сарă футболка тăхăннăскер, милиционерсене тĕрткелесе алăк патнелле сулăннă.
— Чим, чим, — тытса чарнă ăна, — хальхинче сана хамăртан хăвармастпăрах. Сергей! Ионова кăларса ан яр! Никама та ан кăлар!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...