Хĕрес хывнă хĕвел :: Виççĕмĕш сыпăк
11
Çывăрма выртмаллаччĕ ĕнтĕ Робертăн. Салтăнчĕ. Тутлăн карăнса илчĕ. Ывăннă кӳлепи çемçе тӳшек ăшшине туйма тытăннăччĕ. Телефон кĕрлесе кайрĕ. Тытас килмен çĕртенех тыткăча ярса илчĕ.
Кам чăрмантарать-ши ку вăхăтра теес вырăнне тӳрккессĕн персе ячĕ:
— Итлетĕп...
Амăшĕ хăйĕн пӳлĕмĕн алăкне уçрĕ те пуçне кăларчĕ.
— Кам унта?
Сана мар тенĕн Роберт сӳрĕккĕн алă сулчĕ.
Трубкăра ӳсĕр сасă илтĕнсе кайрĕ. Ку сасса Роберт нимпе те пăтраштармасть. Хăнăхса çитнĕ. Анчах паян вăл калаçаканăн пыр тĕпĕнчен асапланса тухать. Ĕçки вăрăма кайнă ĕнтĕ кунăн тесе шутласа илчĕ те Роберт тутлăн анасларĕ.
— Мĕншĕн манса пурăнатăн эс мана? — илтрĕ тинех уççăн та ăнланса илмелле каланине. — Роберт, мĕншĕн манса пурăнатăн тетĕп?
— Пĕрре те манман, Тимоха. Санăн хăвăн ĕçӳ, манăн — хамăн. Çавă кăна. Кăнтăрла калама çукчĕ-и çакна? Ман çав тери çывăрас килет.
— Пурнăçна çывăрса ирттерсе ярасшăн-им? Ĕлкĕретĕн. Пурнăç хăй ырлăхне çĕрле валеçсе çӳрет. Çын телейне те. Пуринчен те çывăрса юлатăн ак...
— Çĕрлехи ĕç — вăрттăн ĕç. Эпĕ вăрттăн пурăнма пĕлместĕп.
— Пĕлменнине вĕрентетпĕр. Килсе кур. Машина ярса паратăп. Ярам-и машина? Эс тахçан курнă хваттер мар ман халь. Евроюсав тунă.
Трубкăра сасă çухалчĕ. Унтан хĕрарăмсем чакăлтатни, ихĕлтетни илтĕнсе кайрĕ.
— Машина ярас-и тетĕп? — йăвашшăн илтĕнчĕ хальхинче Тимоха сасси.
— Чирлĕ-ха эп, чирлĕ, — куç кĕрет суйрĕ Роберт.
— Чирлине сывататпăр.
— Тепĕр чухне... Юрать-и?..
Çакăн хыççăн Тимоха ирхине те, каçхине те шăнкăравласа тăракан пулчĕ. Сăлтавĕ те çук пек ĕнтĕ хăйĕн. Тĕл пулса калаçмалли пур тесен офисне пыма сăмах пачĕ. Хваттерне кайса çӳрес темерĕ. Ăна ыйхă вĕçтернĕ каçхине трубкăра илтĕнсе кайнă ихĕлтетӳ, чăнкăлтату хăратса тăчĕ. Тимоха хăй хваттерĕнче çĕрлехи клуб, тен, ăна кăна та мар, уçнине чухларĕ.
Офис тени кивĕ Пичет çуртĕнчи иккĕмĕш хутри пĕр пӳлĕм пулчĕ. Кунта евроюсав килсе тухайман кăна мар, урай шăлакан та эрнере пĕрре-иккĕ кăна пулкалать пулас. Те кĕнеке шкапĕ, те тĕпелте лармалли савăт-сапа шкапĕ, тăваткал тимĕр ещĕк тата ларусем ирттермелли вăрăм сĕтел кăна офис тенинче. Вăрăм сĕтел çумне хăрах ураллă çаврака сĕтел тĕртсе хунă. Тӳнсе каясран ăна вăрăмми çумне тимĕрпе тыттарнă. Пукан ларкăчĕсем, гобеленпа сăрнăскерсемех, тĕссĕрленнĕ. Пурте кивĕ хуçасенчен юлнăскерсем пулĕ тесе тавçăрчĕ те Роберт урăхран йĕри-тавралла пăхкаламарĕ.
Тимоха вăрăм сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, таянчĕ, хăрах урине сĕтел кĕтессине хăпартса хучĕ.
Ку мĕне пĕлтернине чухласа та тăрас мар терĕ Роберт. Тимоха курнăçланма юратнине вăл питĕ лайăх пĕлет. Пĕрле вĕреннĕ çын умĕнче тем хăтлансан та юрать тесе шутларĕ-ши е ытти чухне те çак йăланах тытса пырать-ши тесе Тимоха çине куç айĕн пăхса илчĕ те пĕр пукан çине тĕршĕнчĕ.
— Тиркеме ан васка, — çăвар уçрĕ Тимоха. — Çукран та пур пулать, начартан та лайăх пулать. Ку вăхăтлăх офис кăна ман.
Роберт чĕнмерĕ-ха. Вăл Тимоха çинчен куç илми ларчĕ. Мĕн шухăш тытнă-ха ку, мĕн тесе çине тăрсах килме чĕнчĕ, çакна тĕшмĕртеймĕп-и тенĕн сăнарĕ. Тимоха та малтан шухăшласа хунине манса кайрĕ. Чĕлхи çине мĕн килнине пере-пере ячĕ.
— Каларĕ тесе калăн, Шупашкарта супермаркет уçатăпах, — терĕ лăпкăн кăна.
Ку ĕнтĕ сăмах ан вĕçтер-ха тесе татса хурасран сыхланни те, Тимоха сăмах çине тăма пĕлекен çын пулнине ĕнентерни те пулмарĕ, вĕçсе тухнă çерçи кăна пулчĕ. Çапах та Роберт чăнласах итлерĕ, итлерĕ те йĕплесе илмесĕр те тӳсеймерĕ.
— Супермаркетпах ан çырлах ĕнтĕ, гипермаркетах уç...
— Эсĕ те пулăшсан уçатăп, — терĕ Тимоха.
Хăрах урине сĕтел кĕтессинелле хурса ларни хăйне те килĕшмерĕ пулас та, турткаланса илчĕ. Пуканне вырăнтан хускатрĕ. Сĕтел çине чавсаланса ларчĕ.
— Пăрахар-ха пĕр-пĕрне ура хума, — терĕ Тимоха йывăррăн сывласа илнĕ хыççăн.
— Эпĕ никама та такăнтарман, такăнтармастăп та, — çийĕнчех хуравларĕ Роберт. — Хăвăн пирки калатăн пулсан ăна мана чĕнмесĕрех татса пама пултарнă.
— Сана урăххишĕн чĕннĕ-ха, — çаплах сăмах çыхăнмарĕ Тимохăн.
Яш! кăна сиксе тăчĕ. Курăни-курăнми ларакан тимĕр ещĕке уçрĕ те сĕтел çине тулли кĕленче кăларса лартрĕ.
— Ахальли мар ку, Смирнофф эрехĕ.
— Смирноффне те, Немироффне те тутанса курман, тутанассăм та çук. Пуçтарса хур. Ĕçлĕ сăмах унсăрах тупăнтăр.
Ку вара Тимохăна анратсах ячĕ.
— Эс, Роберт тусăм, хăш ĕмĕрте пурăнакан çын? Тĕлĕнтерсех пăрахрăн капла. Студент чухне укçа çуккипе ĕçмен. Ун валлилĕх укçа тăваятăнах ĕнтĕ халь.
— Мĕн кирлĕшĕн чĕннĕ эс мана? Ĕçлĕ калаçу пулсан ĕçлĕн калаçар. Вăрланă машинăсене сӳтсе тăма сĕнесшĕн пулсан, пĕлсех тăр, килĕшместĕп. Вăрă çулĕ нăрăм мар вăл. Пĕрле тумалли мĕн ĕç пултăр пирĕн?
— Пур, Роберт, пур. Эпĕ халĕ укçа çулĕ çине ӳкнĕ. Белоруссирен Европа машинисене кӳре-кӳре килме тытăнтăм. Çӳренĕ вĕсемпе, анчах татах çӳреме пулать. Компаньон кирлĕ мана.
— Ăна тупма йывăр мар пулĕ.
— Шанчăклă çын кирлĕ, пĕлетĕн-и, шанчăкли...
— Мана ан шан. Амбициллĕ çын мар эпĕ. Пысăка хапсăнма пĕлместĕп. Пурпа-çукпа çырлахма хăнăхнă.
— Каллех тĕлĕнтеретĕн. Аслă пĕлӳллĕ çын пек те мар эсĕ. Пуçра компьютер пулмалла хальхи çынсен. «Укçа— тавар—пысăкрах укçа» текен теорие нивушлĕ пуçа хывайман эсĕ вара?
— Тимоха, — тăсарах каларĕ Роберт. — Эсĕ вăл теорие те хăвăнла, «укçа—ултав—пысăкрах укçа» тесе ăнланатăн.
— Тĕрĕс! — кăшкăрсах ячĕ Тимоха. — Бизнесăн намăс-симĕс çук! Ăна тĕнче пĕлет. Эсĕ пĕлмĕше персе пурăнасшăн-и? Ун пек пулаймĕ. Шурă курак чĕппи çăмартаран тухсан ăна кураксем хăйсемех сăха-сăха вĕлереççĕ. Илтнĕ пуль ун çинчен? Хальхи пурнăçра та çавăн пекех пулса пырать. Курак йышĕнче пулас тесен тумна улăштар. Сăхма тытăниччен. Ăнланмаллах калатăп-и?
— Питĕ лайăх ăнлантăм. Иртнинчи пек гаража варалама шутлатăн пулсан... — Чыхăнса кайрĕ Роберт. Сăмахне вĕçлейменни лайăх та пулчĕ. Шăп çак вăхăтра унпа пĕр çуртра пурăнакан, юрист тесе пурне те хăратма пĕлекен арçын аса килех кайрĕ.
Пуçне мăнаçлăн каçăртрĕ, аллисене сарса пăрахрĕ. Халь-халь сиксе ӳкесле тăракан чĕр чуна аса илтерчĕ. Куçĕсем те çиçсе илчĕç. Тимоха çакна асăрхарĕ те йăмшакланчĕ.
— Эсĕ мана ĕçлеме ан чăрмантар. Илтрĕн-и? Атту мини-трактор ултавне тăрă шыв çине кăларма ыранах тытăнатăп. Манăн шанчăклă юристсем алă айĕнчех. Ĕненместĕн-и?
Калаçаймиех пулчĕ Тимоха. Роберт та çаврăнса утма васкамарĕ. Хăпмаллипех хăпмалла пултăр ку çынран тесе шутларĕ. Ун валли варне витмелли сăмах тупмалла та каласа хăвармалла. Сăмахĕ тупăнмарĕ. Вăл çаврăнса тухасса кĕтнĕ хушăра кăмăлĕ те улшăнчĕ.
— Килĕшмерĕн тĕк, ан килĕш. Пĕрле ĕçлеме кăна чĕннĕ эп сана. Эс пур, эс пур...
Тарăхнă-тилĕрнĕ чухне тӳрех «сволочь» текенччĕ. Çынни камне-мĕнне пăхса тăмасăрах. Паян темшĕн ун çăварĕнчен ку сăмах сирпĕнсе тухмарĕ. Ытти мар, çакă кăна шухăшлаттарчĕ Роберта. Нивушлĕ Тимоха ури çине те ĕне пуснă-ши? Ĕне пуссан пурте çын картине кĕрекенччĕ.
— Санпа эпĕ студент чухне те сасă çĕтичченех тавлашнă. Халĕ сăмах та сăвăрса тăрас килмест. Хăвăнсăр пуçне эсĕ никама та юратмастăн. Санпа пилĕк минут калаçса ларсан эсĕ пилĕк çынна, вунă минут калаçсан вунă çынна хăртса илетĕн. Çавна ху асăрхатăн-и,çук-и? Тимоха, санран ыйтатăп.
Пуçне чикрĕ те ним шарламарĕ Тимоха.
— Юлташ тени саншăн... Калас-и ячĕпех? Усă курмалли презерватив. Усă курсан тытатăн та перетĕн. Çавăнпа пĕрле ĕçлекенни кирлĕ пулсан хăв пеккине шыра. Мана чăрмантарнă ан пултăр.
— Эп чăнласах, чăнласах...
— Сан чăнлăху çил пек. Хăш енчен вĕрнине те пĕлсе юлаймастăн... Юлташла тепре асăрхаттарса калам та, çырлах çавăнпа. Хăвна кăна пуринчен те ăслăрах тесе шутлама пăрах. Сывă пул!
Роберт йăлăхтарнă кивĕ тумне хывса пăрахнăнах туйрĕ. Тимоха офисĕнчен тухнă хыççăн урамра çăмăллăн сывласа ярап тенĕччĕ. Шухăш пусса лартрĕ. Ăна кăна мар чĕннĕ-ха вăл хăйĕн офис текеннине. Такам-такам çумне çыпçăнасшăн та çын пайтипе юп курасшăн. Пылак юхнă чухне ĕмсе юласшăн, йӳççи юхма тытăнсан пăрăнать те тарать...
Турă сыхлатăрах Тимоха йышшисенчен тесе шухăшларĕ те машинăна кĕрсе ларчĕ. Кунта Тимоха чеелĕхĕн тепĕр вĕçĕ курăнса кайнăн туйăнчĕ ăна. Саккунсем улшăнсах тăраççĕ, йĕрке-карта çĕнелсех пырать. Пĕрле ĕçлĕпĕр тесе çынсене пĕр-пĕр аферăна явăçтармалла та унăн, право хуралçисем чакаланма-тума тытансан мĕнпур навуса тиесе хăварма çын кирлĕ ăна. Вăл хăй тарса çухалма та, пытанса пурăнма та пĕлет. Пит хĕретме пĕлмен çын суяять те, сутаять те.
Чăн-чăн философ пек, тишкерӳçĕ пек туйса илчĕ хăйне Роберт. Хăпартланса, çĕкленсе кайрĕ. Кун пек чухне такамăн та хура ĕçрен пăрăнас килмелле. Ĕмĕтпе таçта-таçта çĕкленсе, хăпарса каймалла. Роберт вара пач урăхла тыткаларĕ хăйне. Амăшĕ ялан асăнакан каларăш унăн пуçне ачаллах кĕрсе юлнă: «Ĕçпе, ачам, вăйăпа мар, пур ырлăх-пурлăх хушăнать». Хăй сисмесĕрех сăвă йĕрки пек янракан çак каларăша сасăпах каласа хучĕ те гаражалла çул тытрĕ.
Арефий Якимович пуç çĕклейми тăрмашнине курсан кашнинчех кăмăлĕ çуталса каять ун. Те ĕç кунĕ пуçланичченех килме ĕлкĕрнĕ. Ĕнер хушнине веçех пурнăçланă. Вăхăта сая ярас мар тесе туртма урапа ăсталама тытăннă. Ăна та вĕçлесе пырать.
Илтсен илттĕр, илтмесен ан илттĕр тенĕ пек шăппăн сывлăх сунчĕ те аллинчи сумкине кĕтесри сĕтел çине хучĕ.
— Итле-ха, Роберт, — çынсăр тунсăхласа çитнине пытармарĕ Аврук. — Ак çак ăçтиçука хăртакаласах алă çавăрса пурăнма пулать. Кустăрмисене кăна хам тăваймастăп. Шырамалла, тупмалла...
— Алă пĕлсен... — теме тăчĕ Роберт.
Пӳлес темесĕрех пӳлчĕ ăна Аврук.
— Алă, алă, — терĕ вăл тăстарса. — Алла усса ларма туман. Алăра ĕç пултăр та пуçра ăс пултăр тенĕ ваттисем. Пĕтет пуль тĕнче каплах пулсан. Халь ĕçлеме мар, ĕçме вĕрентетпĕр. Пуçсене ăс мар, темскер, те хывăх, те çӳп-çап тултаратпăр.
— Эс, Арефий Якимович, çапла тетĕн те, эпир, çамрăк ăрурисем, апла теместпĕр çавă. Эсĕ калаканнисене пурне те çитменлĕх теместпĕр, демократи çĕнтерĕвĕ тетпĕр.
Итле-ха, çамрăк ăрури, итле, — хĕрсех кайрĕ Аврук. — Ак машина юсанă чухне шерĕпсене пурне те шăл çырта-çырта хытаратпăр-çке. Тепĕр чухне алăсем хĕрелсех каяççĕ. Пурнăçăн шерĕпĕсене те çавăн пекех хытармалла, унсăрăн тепĕр кукăра çитичченех пурте шăлтăр кăна саланса каять. Патшалăха мĕн тесе тунă? Çав пушаннă шерĕпсене хытарсах тăма. Ĕлĕкрен-авалтан çапла пулнă та, паян урăхла пулмалла мар.
— Тĕнче стандарчĕпе пурăнатпăр халь.
— Тĕнчен стандарчĕ çук, пулма та пултараймасть. Тĕнче хуçи пулас текенсем вара çуралсах тăраççĕ. Çĕр-шыв пуçлăхĕсем сутăнсан та халăх сутăнмасть. Пуçлăх пӳлĕмĕнче ларакан кирек кам та хăй хам ырлăх курса юлам тенинчен малалла шухăшласа каймасть. Ĕлĕк те çавах пулнă, паян та ним те улшăнман. Çавăнпа пурте хуçа пулма талпăнаççĕ. Шупашкарта пурăнакансене пĕрне сиктерми пуçлăх пуканĕ сĕнсе пăх-ха интересшĕн. Пурте хапăлах сиксе ӳкĕç. Пултарайăп-ши тесе иккĕленекенни темиçен тупăнма пултарать, манăн ĕç мар вăл, эп пуçлăх пулма çуралман текенни тепĕр иккĕн-виççĕн тупăнĕç. Пурин те, пурин те кампа та пулин хуçаланас килет. Çемьере пуçланать те çав йĕрке тĕнче шайне çитиех хăпарса каять. Мĕншĕн вăрçă хыççăн вăрçă тухса тăрать тетĕн? Тĕнче хуçи пуласшăн çунакансем хускатсах тăраççĕ вĕсене.
— Сан, Арефий Якимович, тĕпчевçĕ шăнăрĕ пур, пурнăçри пулăмсене сортла-сортла хума пĕлетĕн.
— Пурнăç вĕрентет, — терĕ те Аврук шăпланчĕ.
Тепĕр чухне вăл хăй те хăйĕнчен тĕлĕнет. Килсе тухать те пуçа пĕр-пĕр шухăш, тытăнать ăна сăвăрса аллама. Тасатса çитермесĕр те чарăнаймасть. Хальхинче те шухăш сăвăрма хирĕçех марччĕ вăл, анчах Роберт чăрмантарчĕ. Пач кĕтмен ыйту пачĕ те, тĕнчепе тĕнче тытăмĕ пирки хускалнă шухăшсем тĕвĕленеймесĕрех саланса кайрĕç.
— Лариса сан хĕрӳ мар-им?
Роберт мар, урăх çын ыйтнă пулсан сан мĕн ĕç пур тесе кăна хумаллаччĕ. Халĕ кăмăлне тулаштарса пулин тее хăйĕн ăнман пурнăçĕ çинчен каласа пама тиврĕ. Ачалăхĕпе яшлăхне сиктерсе хăварчĕ. Мĕн çисе, мĕн ĕçсе ӳснине вăл халь хăй те маннă ĕнтĕ. Ун чухнехи вăхăт татăкăн-татăкăн, сыпăкăн-сыпăкăн кăна асра юлнă. Чăн-чăн пурнăçĕ хĕрес хывнă хĕвел курăннинчен пуçланчĕ тесе шутлать вăл. Вăл мĕне пĕлтернине кăна ним чухлĕ те чухлаймасть. Тĕлĕк мĕне те пулсан пĕлтерет пулсан, хĕрес хывнă хĕвел те ним сăлтавсăрах курăнман. Пĕрремĕш арăмĕ ăнмасса малтанах систерсе хунă иккен тесе тĕшмĕртет те малалла шухăшласа кайма хевте çитереймест. Сăпса сырăннă арбуз хуппине шлепке пек тăхăнтараканни Римма пулнине пĕлсен Роберт çăварне карсах пăрахрĕ. Вăл-çке Тимоха кукамăшне Аврукран та лайăхрах пĕлет. Хăйĕн пурнăçĕнче пуçласа астивнĕ черккене те Римма Васильевна ярса панă. Тимоха тантăшĕсем хăйсем студент пулса тăнине паллă тума пуçтарăннăччĕ Римма Васильевнăн пĕр пӳлĕмлĕ хваттерне. Çавăн чух-не Роберт çĕрĕпе лĕкленсе ларчĕ, килне таврăнсан ахлата-ахлата хăсма тытăнчĕ. Амăшĕ йĕрмешнине паян та манаймасть.
— Кам шутласа кăларнă-ши çав шĕвеке? Унсăрăн та пурăнма пулать-çке. Çав шуйттан шĕвекĕ çамрăксене илĕртет тата! Эпĕ хам кăна пулсан нихçан та çăвара варалас çук. Çынна курса, çынна пăхса аташатпăр... Ывăлăм, тархаслатăп, тархаслатăп, ан пăх ун еннелле урăхран. Манса ан кай паянхине...
Екки ярса калаçма вĕсене ялан кам та пулин чăрмантарать. Халь кăна мар, кашнинчех çапла пулать. Сăмах килĕшсе кăна каять, пăлханса ӳкмелли ĕç тупăнать те. Гараж умне машина килсе чарăннине иккĕшĕ те илтрĕç. Тӳрех хускалмарĕç-ха. Алăк урлă çын пуçĕ курăнсан кăна харăсах сиксе ӳкрĕç.
— Автоюсав çакăнта-и? — хыпăнса ыйтрĕ çамрăк сасă.
— Çакăнта-çке, — маларах хуравларĕ Аврук.
— Шевницын каласа ячĕ. Питĕ васкавлă ĕç пур. Пулăшатăр-и?
— Шевницын Тимоха-и? — кăшкăрнă пекех ыйтрĕ те Роберт çамрăк çын «аха» тенĕ-темен алă сулса ячĕ. «Çук, çук» теесси вырăнне темиçе хутчен хастаррăн алă сулчĕ те тухса кайма тăчĕ. Аврук еннелле çаврăнчĕ. Анлантăн-и тенĕн ун çине пăхса илчĕ. — Манăн банкра пулмалла, — терĕ те пуç чиксе тухса кайрĕ. Çамрăк çын Аврука тархаслама пикенчĕ.
— Çав тери васкавлăн юсамалла, çав тери... Ыран ир валли. Укçине мĕн чухлĕ ыйтатăр, çавăн чухлĕ паратпăр... Пĕлетĕр-и? Çав тери...
Аврука урăхран ăнлантарса тăма кирлĕ пулмарĕ. Тепĕр машинăна пырса çапăннă. Патшалăх инспекторĕсене улталамалла. Эпĕ мар, ак манăн машина чип-чиперех темелле. Кунашкал тархаслакансене те курман мар Аврук. Теприсене пулăшнă та. Тимоха ятне илтнĕ-илтмен Роберт алне сулса ячĕ пулсан Аврук ним туса та хăй çине ку çылăха илмĕ. Тимоха тени уншăн та таса мар тенипе пĕрех пулма тытăнчĕ ĕнтĕ.
— Шупашкарта мастерскойсем нумай. Урăххине шырăр, — терĕ те Аврук çамрăк çынна кайма пултаратăн тенĕн çурăмпа çаврăнса тăчĕ.
Яланхи йăли хускалнăччĕ кăна, хăйне чĕннине те, ют сасса та илтми пулнăччĕ, хĕрсе кайсах хăйăрлă хутпа тимĕр таткине çутататчĕ. Хăйне такам пырса тĕртнине те сисмен.
— Хăлхасăр-им эс? — тарăхсах кăшкăрчĕ Жора.
— Мĕн пулнă? Мĕн пулнă? — хыпăнса ӳкрĕ те Аврук алсишне хывса верстак çине хучĕ. Халхисем уçăлнă пек пулчĕç те, тепĕр хут хыпăнса ыйтрĕ: — Мĕн пулнă?
— Пуçтарăн часрах, тух та кунтан гаражна питĕр. Маскăллă çынсем кунта килеççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...