Хĕрес хывнă хĕвел :: Иккĕмĕш сыпăк
— Совет влаçĕ тусем урлă каçса кунта çитеймен. Тытса пăхасчĕ кунти шкул кĕнекисене. Вĕсенче эпир чура мар, чура эпир мар тени пуррипе çуккине пелесчĕ хăть.
— Пăрахмалла та каймалла, — тенĕ Римма. — Ман çул укçи пур.
— Манăн та пур-ха вăл. Сыхлаççĕ. Аэродром карттуслисем вырăнти халăха хăратса çитернĕ. Ыйтсан та, пĕри те сан хутна кĕрсе ним те каламасть. Чукун çул станцийĕнче чей пуçтарнă вăхăтра Раççее каякан пуйăс çине билет сутмаççĕ. Хăйсен халăхне параççĕ-ха. Пире, чуралăха илсе килнисене, сăнран паллаççĕ.
Оля хастаррăн хăлаçланса илнĕ те шухăша путнă.
— Эс кунти йĕркесене пĕлсе çитнĕ. Колхоз-и кунта, совхоз-и?
— Опытлă хуçалăх теççĕ.
— Кам ертсе пырать вара ăна?
— Анах пĕлместĕп те, кантурĕ кунта мар, тахăш хулара тенине илтнĕ.
Риммăн Анзорпа тĕл пулас кăйттă шанчăкĕ те лапах сӳнсе ларнă.
— Уйăхра икĕ хутчен ĕç укçи пама шантарнă. Кăштах ĕçлесе пăхар-ха. Мĕн чухлĕшер панине пĕлер. Тен, ахалех тулашатпăр. Тен, чуралăх та мар, çăтмахах пулĕ.
Ку сăмахсене Оля Риммăна мар, хăйне лăплантарма каланă.
Вĕсен иккĕшĕн те хутаç çакса ярса çав пуç çĕклеми тăрмашакансен йышне явăçас килмен.
— Часах кăнтăрлахи апат кӳрсе килмелле. Унччен кĕрсе канар палаткăна. Тăсăлса выртар тӳшексем çине.
— Мĕн-мĕн параççĕ вара апата?
— Общепит апачĕ. Чĕкĕнтĕр яшки, çусăр лапша та пуç пӳрне пысăкăш котлет. Гарнирне улăштарсах тăраççĕ. Рис паркалаççĕ.
Оля хыпăнса ӳкнĕ пек пулнă. Сассине хиврелетнĕ.
— Эс мĕн, тус-тантăшăм, чура пуçпа патша апачĕ çиесшĕн-и? Выçă усраманшăн спаççип кала.
Чей пуçтарасси малтанах пĕрре те йывăр ĕç пек туйăнман. Эрнерен яра кун пуç чиксе ĕçленипе куçсем хĕрелсе тăма тытăнсан, пӳрне шăнăрĕсем турта-турта лартма пуçласан, пилĕк чике-чике кайма тапратсан Римма Шупашкарта пĕчченех юлнă хĕрне çине-çинех аса илнĕ те хурлана-хурлана кайнă. Чĕре йăшканă. Оля апат çитерме çӳрекен хура хĕрарăмпа, арçын сассипе калаçаканскерпе, пĕр чĕлхе тупнă. Арçынсем хĕрлĕ эрех ĕçме хăйсен палаткине кайса ларсан Оля арçын саслă хĕрарăмран хăçан ĕç укçи парассине ыйтса пĕлме тытăннă. Лешĕ ĕнтĕ, кунашкал апăршасене çуллен курса тăраканскер, чулланнă чунлă пек туйăнсан та, Ольăна кирлĕ канашсем панă. «Эсир Раççее тесе билет ан ыйтăр, Батуми еннелле кайăр. Лере канма килекенсемпе пĕрле явăçатăр, Батумире кунти пек чару çук», — тенĕ. Оля хăпартлансах кайнă.
Уйăх ĕçленĕ хыççăн тин хĕрарăмсен лагерьне çăмăл машина килсе çитнĕ. Унтан хут папка тытнă çамрăк хĕрарăм тухнă та янравлă сасăпа пурне те пуçтарăнма чĕннĕ. Часах черет йĕркеленсе çитнĕ. Оля унта чи малти пулнă. Риммăна та темиçе хут кăчăк туртнă, лешĕ пуçсăрланас темен, черет пĕрех çитет тесе вырăнтах тăнă. Оля ведомость çине яртлаттарса алă пуснă та алăран тыттарнă укçана шутлама пĕр-ик утăм чакса тăнă.
— Пенсионер укçи ку, — тенĕ пурте илтмелле.
Черетри хĕрарăмсем илтмĕше пенĕ. Вĕсенчен кашниех хăйсене ытларах тивĕçессе шаннă.
Кун вĕçленсен, кустăрмаллă цистернăри шывпа çăвăнса уçăлсан, хĕрарăмсем палаткисене кĕре-кĕре пытансан, мăйăхлă хуралçăсем хĕрлĕ эрех ĕçме пĕрер хĕрарăм çавăтса кайсан Римма Оля патне пынă та каварçă сассипе ыйтнă:
— Кĕçĕрех тухса шăвăнăпăр-и?
— Тытăнар пуçтарăнма. Хуралçă арçынсем лăпланччăр-ха малтан. Шавлама тытăннă кăна-ха... Вай-вай тени кăна илтĕнсе тăрать...
Чăваш çĕрĕпе утнă пулсан миçе çухрăм кайнине Римма чухламаллаччĕ. Кунта пĕрре нихçан анса çитмесле анаталла, тепре нихçан хăпарса çитмесле тăвалла пынă чухне çул вăрăмăшне вĕсем иккĕшĕ те чухлайман. Утнă та утнă. Енчен еннелле пăхма шикленнĕ. Ик енче те хуралса тăракан ту хысакĕсем, вĕсем çинчи йывăçсемпе тĕмсем хăнăхман куçсене юмах тĕнчин курăннă. Ăнсăртран такăнса ӳкес мар тенĕн ура айне пăхса пынă.
Ир енне чукун çул станцине çитсе ӳкнĕ. Тата утмалла пулсан иккĕшĕ те килĕшмен пулĕччĕç. Çĕр çине лап тăсăлса ӳкме хатĕрех пулнă. Тӳрех билет кассине шырама васкаман. Ăçта шыв тупса ĕçмелле-ши тесе шухăшланă иккĕшĕ те. Типсе ларнă çăварта чĕлхе çаврăнайман, çавăнпа иккĕшĕ те чĕмсĕр çӳренĕ. Пĕр-пĕрне мĕн те пулсан пĕлтермелле чухне алăсемпе хăлаçлана-хăлаçлана илнĕ. Газировка автомачĕ ĕçлемен. Туалетри кран-ран ывăçла-ывăçла ĕçме тивнĕ. Батумие тесен кассир кусене пĕр сăмахсăр билет тыттарнă. Тин çăмăллăн сывласа янă хĕрарăмсем.
Батумиех çитмен. Икĕ станци урлă виççĕмĕшĕнче анса юлнă та Баку урлă Мускава каякан пуйăс çине билет илнĕ.
Эрнерен тин тăван Шупашкара çаврăнса çитейнĕ.
— Пуйма кайнă вилсе килнĕ тени çакă ĕнтĕ, — чунтан тулашса çул чăматанне урайне пăрахнă Римма.
Ăна кун тăрринчи хĕвел пек çиçсе тăракан, пӳрне кăтартмасан та кулма хатĕрех çӳрекен хĕрĕ кĕтсе илнĕ. Çитменнине, пĕччен мар. Регинăран темиçе утăмра сарă майкăллă, шортăллă каччă тăнă.
— Гена ку. Эпир пĕрлешме калаçса татăлнă, — тенĕ Регина.
— Эс вĕренсе те пĕтермен вĕт-ха.
— Пĕтеретĕп.
— Çул çитмен тесе сире загс та çырмасть.
— Çырăнмасăр пурăнатпăр. Эсĕ килессе кăна кĕтрĕмĕр. Гена патне общежитие тухса пурăнатăп.
— Ай, тĕнче! — чун хавалĕпе каланă та Римма алăк патĕнчи тенкел çине тĕшĕрĕлнĕ.
Тем кӳлĕмех хускалми ларнă. Çамрăксем ĕнтĕ ун çинчен манса кайнă та пĕр кĕтесе пытаннă.
Риммăн та пуçĕ тăрăлма тытăннă пек пулнă. Халь тин чарнин те усси пулас çук. Унран ыйтмасăрах Регина хĕртен арăм пулма ĕлкĕрнĕ. Ачи кăна йĕркеллĕ çын пултăрах тесе шухăшланă та çамрăксене чăрмантарам мар тесе шăппăн тăрса уткалама пикеннĕ. Çул çинче çӳренĕ тум-юмне улăштарнă, ваннăра çăвăнса тасалнă, тĕпеле кĕнĕ. Кунта вара урăх хуçа пулни пур енчен те курăннă. Газ плити кăна хăй вырăнĕнче ларнă. Ыттисем — сĕтел-пукан, шкапсем, холодильник таранах — вырăнĕсене улăштарнă. Чӳрече карри те пулин Римма çакни пулман. Çăвар типнипе хырăм выççине мансах хайхискер кĕрӳ темелли çынпа паллашма шутланă. Ятне кăна пĕлнипе çырлахасшăн пулман. Çамрăксем патне пынă вăл. Çамрăк çын еннелле аллине тăснă.
— Атя, апла, паллашар...
Унтан ашшĕ-амăшĕ камне, ăçта тата мĕн-мĕн ĕçпе пурăннине ыйтса пĕлме пуçланă. Гена хĕрелсе кайнă, малтанхи самантрах чĕлхи те такăннă. Йĕрки-картипе ним те калайман. Гена такăнсан Регина сăмах хуша-хуша хунă.
Гена Чулхулара строительство инженерне вĕренсе тухнă, ăна направленипе Шупашкара ĕçлеме янă. Ашшĕ-амăшĕ камне пĕлмест, ача çуртĕнче ӳссе çитĕннĕ. Çынсенчен илтнĕ тăрăх кăна ăна çуратса кун çути панă амăшĕ Кстово хулинче пурăннине пĕлет. Чĕрĕ-и вăл, ашшĕ-амăшĕ патне канăçма кайнă-и, ăна никамран та ыйтман.
Çакна илтсен Риммăн чунĕ çемçелсех кайнă. Малтанхи самантра «ай, тĕнче!» тесе тулашса илнĕшĕн кулянма та пăхнă. Хĕрĕпе те, кĕрӳ темелли каччăпа та ачашшăн та çулланарах калаçма тытăннă. Хĕрне айккинерех çавăтса кайнă.
— Туйне мĕнле тăвасшăн вара?
— Ун валли укçа çук пирĕн.
— Ăна ыйтмарăм-ха эп...
Римма хăй туй пĕркенчĕкĕ айне ларса курман, хĕрарăм пурнăçĕнчи çак телее пĕртен-пĕр хĕрне парнелесех килнĕ. Ывăннине те манса кайнă. Тумланнă-тирпейленнĕ те хăй ĕçленĕ кафене тухса чупнă. Унтан час таврăнайман. Директорне тем кӳлĕм кĕтсе ларма тивнĕ. Унтан бухгалтер пулман. Нимсĕрех таврăннă хайхискер. Таврăннă та çамрăксене сĕтел хушшине лартнă. Хăй вĕсене куçран вĕçертми пăхса ура çинчех тăнă.
— Кама-кама чĕнес тетĕр?
— Шутламан-ха кун пирки, — айшатăн каланă хĕрĕ.
— Ил хут татки. Çыр.
Унтан Генăна пӳрнепе тĕлленĕ.
— Эсĕ хăв енчен миçе çын пулмаллине çыр.
Хăй вара, столовăй апачĕ мĕн хак тăнине никамран лайăх пĕлекенскер, миçе çын пулсан мĕн чухлĕ укçа кирлине пуçра шутлама тытăннă.
Виççĕн тан тăнлава пӳрне вĕçĕпе кăтăртаттарса шутласа ларни кăлăхах пулнă. Строительство трестĕнче çамрăк специалист Шевницын авланма шутланине пĕлсен комсомол организацийĕн ертӳçи малтан парткома, унтан директор патне чупса кайнă. — Комсомолла туй тумалла! — кăшкăрашса çӳренĕ вăл.
Çамрăксен кăмăлне пĕри те пăсас темен. Укçа та уйăрма май тупнă, пĕр пӳлĕмлĕ хваттер те тупăннă. Ун уççине туйра çĕкленӳллĕ лару-тăрура пама директор хăй килĕшнĕ.
Кавказ леш енчен Кипиани мăшкăлне тиесе таврăннă Римма малашне еплерех пусăрăнса пурăнмалла-ха тесе пăшăрханма тытăннă кăна пулнă, ун тĕллĕн хăй те шутламан, пĕрре те кĕтмен савăнăç йăтăнса аннă та мĕнпур кӳренĕве пач мантарнă. Тепĕр савăнăçĕ те нумай кĕттермен: Регина ывăл çуратса панă. Ача ятне темшĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсем парасшăн пулман. Кукамăшĕнчен мĕн ятлă хурар тесе ыйтнă. Риммăн чĕлхи çине Тимоха тени килсе тухнă та, çав ята персе янă.
9
Çĕр ĕçне тума техника çитменнипе строительствăра йӳнĕ ĕç вăйĕпе усă курнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Шупашкарти институтсенче вĕренекенсенчен бригадăсем йĕркеленĕ. Çавсене ĕç хушса тăма ĕнер кăна хăй те студент пулнă Шевницын прораба хушнă.
Ĕçне пĕлсех пĕлнĕ-и çамрăк прораб, анчах унăн пĕр ăсталăхне пуçлăхсем тӳрех асăрханă. Питĕ те питĕ пĕлсе наряд хупма пултарнă. Студент халăхĕ укçаран иртĕхнĕ çынсем мар та, уйăх стипендийĕнчен тăватшар-пилĕкшер тенкĕ ытларах тыттарсан та каçсах кайнă. Тăваткал метрсене те пит лайăх шута илсе пынă прораб. Студентсен тăррине вара ăçта хурам-ха тесе пуç ватма тивмен. Тарам укçа еннелле алă тăсакансем йĕркеренех пулнă. Çамрăк прораб вара пĕлсе валеçнĕ. Шевницын тĕллĕн карьера картлашки çинче чăрмав-мĕн пулман. Ĕçлесе татмалли малтанхи икĕ çулĕ кăна шараçлăрах пулнă. Унтан ĕçĕнче çӳллĕрех пукан хыççăн çӳллĕреххи сĕнсех тăнă. Комсомол хăйĕн хастарне ялав туса хунă. Ăна та, кăна та сĕнсех тăнă. Сĕннĕ чухне турткаланакансем пит нумаййăн мар. Çав нумаййăн маррисен шутне кĕмен çав вăл. Канашлусемпе пухусен президиумĕсенче ун валли яланах вырăн пулнă, сумлă делегацисен йышĕнчен ăна пĕрре те сиктерсе хăварман.
Тимоха çуралсан хевтесĕр пепкине Регина хăйĕн амăшне леçсе панă. Декрет вăхăчĕ вĕçлениччен кăна кăкăр сĕчĕ панă ăна. Унтан упăшкипе пĕрле пурнăç çаврăнăçне кĕрсе кайнă. Теплерен пĕрре пепки аса килсен Регина ӳркевлĕн алă сулнă кăна: «Анне пур, анне ӳстерет...»
Çĕршывăн чи чаплă курорчĕсене путевка тивĕçсех тăнă. Çул сиктерсе тенĕ пекех турист путевкипе ют çĕр-шывсене кая-кая килнĕ. Унтан пилĕк çуллăха Монгол Халăх Республикине ĕçлеме кайнă.
Тимоха ача садне çӳремелле пуличчен Риммăн ĕç пăрахса пурăнма тивнĕ. Çавăн чухне çамрăксенчен укçа ыйтнă. Лешсем хăйсем ăна та тавçăрма пултарайман.
Римма малтан хăй çывăхри ача садне апат пĕçерсе тăма кĕрĕшнĕ. Унтан мăнукне вырнаçтарнă.
Шевницынсем хăйсен виç пӳлĕмлĕ хваттерне пĕр çамрăк çемьене килĕшӳ çырсах парса хăварнă. Лешсен коммуналлă хуçалăха хваттер укçи тӳлесе тăнисĕр пуçне Шевницынсене те памалла пулнă. Çав укçана Римма илсе тăнă. Сыпăнкаласа пурăннă çапла.
Ача садне çӳрекен пепкесене куçран вĕçертме çук, халăх каланă пек, вĕсене хӳререн тытса çӳремелле. Риммăн та пуçра пĕр шухăш та чунра пĕр канăçсăрлăх кăна пулнă.
Хăйĕн хĕрне мĕнле пăхса ӳстернине маннă ĕнтĕ вăл. Кускерне нимрен те татăк хăварас мар тесе тем те, тем те тума хатĕр пулнă. Тимоха вара хăйне пуçран та, çурăмран та ачашласах тăнине хирĕç тӳрккесленме, çуршар сехет тапкаланса макăрма пĕлнĕ. Тепĕр чухне ним çукранах юнтарма пуçлани тата килĕшмен апата тытса урайне пени кукамăшне уйрăмах хытă тарăхтарнă. Чăтма та тӳсме тивнĕ унăн.
Контракт вăхăчĕ иртсен хĕрĕпе кĕрӳшĕ Шупашкара таврăннă. Пĕр хуйхăран хăтăлатăп тинех тесе шутланă Римма. Асту сана, Тимоха ашшĕпе амăшне шарт та март йышăнман. Кукамăшĕ çумнех çыпçăна-çыпçăна ларнă.
— Çуратăр хăвăра валли тепĕр ача, Тимохăна хамах ӳстерсе çын тăватăп, — тенĕ Римма.
Ку сăмах пуринчен ытла Регинăна килĕшмен. Амăшĕ ун ачине хăй патĕнче хăварасшăн юри ун пуçне анратать тесе шухăшланă. Иккĕшĕн хушшинче хирĕçӳ тухса кайнă. Хĕрарăмпа хĕрарăм хирĕçнĕ чухне пĕр-пĕрне чи ыратакан çĕртен чĕпĕтес йăла пур-çке. Регина ку тарана çитсе те хăйĕн ашшĕ камне пĕлмесĕр пурăннине чи малтан аса илнĕ, уншăн амăшне тем-тем сăмахпа кӳрентерме тытăннă, лешĕн вара тӳрех пуçне чикме те шăлне çыртма тивнĕ.
Гена çак хирĕçӳ вăхăтĕнче айккинерех пăрăнса тăма май тупнă. Ним çукран хĕмлене-хĕмлене каякан хирĕç тăру нихçан та вĕçленмессе чунпах сиснĕ вăл. Вара иккĕшĕ кăна юлсан арăмне каланă:
— Çĕршывра ударлă стройка хыççăн ударлă стройка пынă чухне мĕн хĕсĕнсе ларатпăр кунта? Ăçта каяр? Тухăçалла-и, Балти тинĕсĕ еннелле-и? Кала та, ыранах министерствăна çитетĕп. Аслă пĕлӳллĕ строительсем таçта та кирлĕ.
Совет Союзĕн карттине сĕтел çине сарса та хунă Шевницын.
— Кил-ха, — чĕнсе илнĕ мăшăрне. — Ак Карагандаран инçе мар Тимертау хули пур. Унта пысăкран та пысăк металлурги комбиначĕ çĕклеççĕ.
— Палаткăсенче пурăнмалла-и вара унта?
— Специалистсене унтах усрамĕç-ха. Комсомолецсемех мар халь эпир.
— Атомлă электростанци тунă çĕре кăна илсе ан кай. Темшĕн хăратăп атом сăмахран.
Тепĕр темиçе çуллăха кайса çухалнă Тимоха ашшĕпе амăшĕ. Ывăлĕ вун тăваттă тултарнă çĕре каялла таврăннă. Халь ĕнтĕ вăл юнтармăш ача кăна пулман. Пĕлсе, ăнланса кутăнланма пĕлнĕ. Икĕ ама ĕмекен çура майлах хăтланнă. Ăçта ăшăрах, ăçта тутлăрах, унта кайма ăна никам та чарман. Чарман кăна-и? Пĕри те пĕри илĕртнĕ. Кукамăшĕ пĕр сив сăмах каласан е килĕшменрех мĕн те пулсан тусан ашшĕ-амăшĕ патне тара-тара кайнă. Кунта ăс пама пикенсен кукамăшĕ патне вĕçтернĕ. Икĕ килте пĕр пекех хуçаланнă Тимоха. Ашшĕпе амăшĕ те, кукамăшĕ те пĕртен-пĕр ун кăмăлĕшĕн пурăнмалли çынсем кăна тесе шутланă.
Ку таранччен йĕппи хыççăн çиппи юлманччĕ-ха. Иккĕшĕн валли те пĕр çĕртех ĕç тупăнса пынă. Генăна пуçлăхăн е ун çумĕсен пуканĕ тивĕçнĕ. Регина йышăну пӳлĕмĕнче-и, кадрсен пайĕнче-и хут çырса ларнă. Хальхинче Регинăн урăх кантура вырнаçма тивнĕ. Генăна ĕнтĕ карьера чикмекĕ çӳлеллех туртнă. Строительство трестĕнче тĕп инженер вырăнĕ пушă пулнă та, çав вырăна сĕннĕ. Пуçлăхăн пенсие тухма нумай юлманнине темиçе хутчен те астутарнă.
Пĕрре те такăнса курмасан çын асăрханса утма мансах каять. Шевнидынăн такăнни кăна мар, ура сулнăка кайни те пулман-ха. Тĕрĕсех яркăнса пыратăп тесе ĕненсех лартнă вăл. Çакă унăн куçне йăлхах карнă. Ыттисем тытса пыракан ăс-хакăл килпечĕпе мар, хăйĕннипе, хăйне кирлипе, хăйне тивĕçтерекеннипе пурăнма тытăннă. Ыттисем уякан саккуна мар, хăйне кăна тĕрĕс пек туйăнаканнине маларах хунă. Вăйăра хĕрсе кайнă чухне пĕртен-пĕр çĕнтерӳ кăна кирлĕ пек, пурнăç хĕрӳлĕхĕ те пĕртен-пĕр ырлăхшăн кăна астарать. Ку чăнлăх çинчен шутлама Шевницынăн пушă вăхăт пулман. Пенси хучĕсем хатĕрлеме тытăннă пуçлăх ăна хăй вырăнне те чуптарнă. Пĕр канашлуран, пĕр пухуран юлма тӳр килмен. Тата те çынсем хăйсем, те пурнăçĕ ĕçкĕ-çикĕ çине ĕçкĕ-çикĕ шухăшла-шухăшла кăларнă. Ыррине те, усаллине те черкке çĕклесе паллă тăвас йăла бетонлансах ларнă трестра. Трестра кăна та мар, республикăра, унта кăна та мар, аслă çĕршывра. Шĕкĕр хулана каймалли тупăнсах тăнă. Ăсатса яракансем пуйăспа ларнă-ларман ырă çул сунса кĕленче уçнă, кĕтсе илекенсем чипер таврăннă ятпа черкке сĕннĕ. Пуçлăх пуканĕ çине куçса ларсан вара хăйне пӳрнепе юнакан çуккине туйса илнĕ те картне вĕçертсех янă.
Юраманни урлă пĕрре каçсан çынна усал çавăтса çӳреме тытăнать. Шевницын та лекет ун аллине. Пур нăç ырлăхне какăричченех тутанса пăхас килни те усал астарни пулнине пĕлме пăрахать. Мĕн вара? Вăл кăна пĕччен-им ун йышши? Юрла, ташла, такмакла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...