Хĕрес хывнă хĕвел :: Иккĕмĕш сыпăк
— Силантьев каланине илтнĕ пулĕ эсĕ те. Мĕн тет-ха вăл? Суя чупать çĕр çулпа, чăнни утать пĕр çулпа. Чăнни пырса тухиччен суя çын патне çĕр хут пырса çапăнать те, ăçта каймалла çыннăн?
— Ун пек мар, Роберт Алексеевич, — татса каларĕ Аврук. — Ун пек мар. Власть чăнлăха пытарса пурăнать, суяпа ултава ирĕке янă. Эпир вĕт чăнлăх мĕн тĕслине куçпа та курман. Çавăнпа çĕр тĕслĕ тумпа çӳрекен суяна чăнлăх тесе йышăнатпăр. Çĕр тĕсрен хăшĕ хитререххине кăна суйлатпăр.
Хаш-хаш сывларĕ те Аврук тарăхса алă сулчĕ.
— Усси пулас çук, — терĕ сывлăш çавăрнă хыççăн. — Кирлĕ-кирлĕ мар калаçса ĕçлес кăмăла та пăсар мар... Нумай кĕтмелле пулать-ши ку такамсене? Ильменевĕ таçта çӳрет тата...
Эх, алла тем тытас та шăл çыртсах ăна тăлпалас килсе тăчĕ. Пăхкаларĕ. Куç тĕлне ним те пулмарĕ. Машина сасси ун йӳçме пуçланă кăмăлне самантрах вĕçтерсе салатрĕ. Роберт тӳрех вырăнтан хускалчĕ те сасă еннелле чупсах кайрĕ. Тимĕр-бетон плитасем турттаракан КамАЗ мăраннăн вĕсем еннелле çаврăнчĕ. Роберт аллине çĕклерĕ те хастаррăн хăлаçланма пуçларĕ: «Кунта, кунта килĕр!..»
КамАЗ чарăннă-чарăнман ун хыçне автокран çитсе тăчĕ. Темрен хăранă пек, Аврук айккинелле пăрăнчĕ. Никам пĕр сăмах кăлармарĕ. Автокран хуçи кăна ĕштеленсе машина тавралла чупкаларĕ. КамАЗ кабининчен тухнă хĕрĕхсенчи арçын Роберт çумне пырса тĕршĕнчĕ те ыйхă мухмăрĕпе асапланакан пек тĕнсе тăчĕ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине каласа тăраканни Роберт пулчĕ.
— Машина тесе тимĕр купи тиесе килнĕ-çке кусем, — мăкăртатса илчĕ Аврук.
Хăй вара кран çĕклесе илнĕ машинăна куçран вĕçертмере. Унăн кашни пайне курса юлма хăтланчĕ. Анчах ним те сăнаса юлаймарĕ. Машина çĕр çине анса ларчĕ те ак çапла мăшкăл кăтартрĕç мана тенĕн енчен еннелле силленкелесе илчĕ. Роберт çумĕнче тĕнсе тăра-кан хĕрĕхри арçын та ыйхăран вăраннă пек пулчĕ.
— Тимĕр-тăмăра кăна кайса памалла мар-ши? — аран-аран çăвар уçрĕ хайхи.
— Пăхар-ха малтан, пăхар, — каласа хучĕ Роберт.
Вăл та мĕнрен пуçламаллине пĕлеймерĕ пулас. Автокранпа КамАЗ хускалса каясса та кĕтмерĕ, Аврук патне васкаса пычĕ.
— Эс мĕн, машина айне кĕрсе выртма ĕлкĕрнĕ те-и? — те шӳтлесе, те чăнласа каларĕ вăл.
Аврук ан чăрмантар-ха тенĕн сӳрĕккĕн алă сулчĕ.
— Эс машина хуçипе калаç, хаклаш. Хам ĕçе хамах пĕлем-ха...
Ванчăк кантăксемпе лапчăнса, мăкăрăлса пĕтнĕ кузова пăхса та илмерĕ, тӳрех кукленсе ларчĕ те пуçне чалăштара-чалăштара кустăрмасемпе тĕнĕлсене, çаврăнакан шеçтĕрнесемпе тормоз таканĕсене пăхкаларĕ. Машина тавра темиçе хут çаврăннă хыççăн тӳрленсе тăчĕ те аллипе çăварне лап хупларĕ. Роберт асăрхаттарса калани аса килчĕ. Машина хуçи умĕнче тем персе ярасран тахçанах асăрхаттарса хунă ăна. Унтан пуçне ухса илчĕ. Пулать, пулать кускерне юсаса çӳремелле тума. Кузовĕ кăна пăхсан хăраса ӳкмеллех ванса пĕтнĕ. Çапăнса хытă айăпланман, çул хĕррине тӳнсе кайнă пулмалла та, ĕçлекен пайĕсем юрăхсăра тухман.
Хăй çумне Ильменев пырса тăнине те сисмесĕрех юлнă.
— Арефий Якимович, нумай кĕттернĕшĕн каçар-ха. Тупăнчĕ унта...
— Шăпах вăхăтлă çитрĕн, — терĕ те Аврук шухăша путнăн тăчĕ.
— Çул кĕскетсе ача сачĕ урлă килтĕм, пӳрт пуçĕпе çаврăнмаллаччĕ те транспорт чарăнакан вырăна тухмаллаччĕ. Пĕр арçын тытса чарчĕ, пулăшакан кирлĕ тет. Мĕн тумалла тесе те ыйтса тăмарăм, утрăм çакăн хыççăн. Леш иксĕмĕр телестуди умĕнче пăхса тăтăмăр вĕт-ха, çавă, леш минитрактор. Çавна грузовик çине тиеме тытăннă. Машинăн хыçалти бортне уçнă, хăмасем тăратса хунă. Тракторне вĕренпе кăкарнă. Çӳлтен пĕри туртать, аялтан тепри тĕртет. Çуррине çити хăпартаяççĕ, вăй çитереймеççĕ те каялла антараççĕ. Çавăнта вăхăт ирттерсе тăма тиврĕ.
Ку хыпар Аврука кăсăклантарсах ячĕ.
— Ăçта тиесе кайма шутланă вара?
— Санчăран хулине тенĕ пек ăнлантăм. Самар таврашне, апла пулсан.
— Кунта улталаса пурăннипе çитрĕ терĕç пулĕ, — пуçне пăркаласа илчĕ Аврук. — Самар тăрăхнех ухмах шырама каяççĕ... Хĕрӳллĕ калаçакан çамрăкне куртăна хăть?
— Вăл çукчĕ темшĕн.
— Пулăшса панăшăн çĕр грамлăх ыйтма пĕлтĕне вара?
— Тавçăраймарăм çав.
— Тавçăрмаллаччĕ. Вăл суя-суя ним айăпсăр çынсене çаратать пулать те, эпир ĕçленĕшĕн ыйтма именсе тăратпăр...
Татах тем каласшăнччĕ Аврук, шухăша татма тиврĕ. Роберт чĕнсе илчĕ ăна. Çаплах тĕннĕ пек тăракан машина хуçине кирлĕ пулнă иккен вăл.
— Ыран валли хăш-хăш пайне улăштармаллине çырса хатĕрле-ха, — тархасланă сасăпа каларĕ вăл. — Тупма май пуррисене хамах тупам...
Килĕшрĕ Аврук. Вăл çак самантрах мĕн-мĕн юрăхсăррине ним иккĕленмесĕрех каланă пулĕччĕ. Пăхса çаврăннă вăл çапăннă машинăна: аялтан та, çӳлтен те, умĕнчен те, хыçĕнчен те. Анчах Роберт Алексеевич хаклашма вĕрентет. Унран, Аврукран хăйĕнчен, хаклашасси-тăвасси пулмастех. Вăл чăннине чăнах тесе каламасăр тăма кăна пултарать.
8
Маларахри çулсенче пулсан Риммăпа ун çемйин хыпарĕсем хăлхана кĕнĕ-кĕмен тухса каяканччĕ. Халĕ кашни вак-тĕвек хыпар та аса пăраласах кĕрсе вырнаçакан пулчĕ. Роберт пĕлнине манăн та пĕлмеллех тесе шутлать-ши Аврук?
Римма çамрăк чухне завод столовăйĕсенче ĕçленĕ. Паллă ĕнтĕ, хваттер валеçекен заводсене суйланă. Хваттерлĕ пулсан Мускав проспектĕнчи икĕ хутлă кафене ĕçлеме куçнă. Кăнтăрла ахаль столовăй пек кăна шутланнăскерĕнче каçсерен шавлă уявсем, туйсем, юбилей каçĕсем кĕрленĕ. Пĕр çулхине Шупашкарта «социаллă мероприяти» ирттернĕ. Çынсене эрех черкки еннелле алă тăсма пăрахтарас тесе Грузи чейне халăх хушшинче сарма шутланă. Чейне ун чухне реклама тумасан та тупса туянма йăпăр-япăрах пулман. Пысăк чиновник пуçне шухăш пырса кĕнĕ тĕк, турткаланса тăраймастăн. Шупашкара Грузирен ăсчахсем, кулинарсем, сутуçăсем тăххăрăнах килсе çитнĕ. Вĕсене Кипиани хушаматлă арçын ертсе çӳренĕ. Римма ĕçлекен кафере çаксем дегустаци текеннине ирттернĕ. Пырса кĕрекенсене пурне те тӳлевсĕр-мĕнсĕр тин кăна вĕретнĕ чей яра-яра панă. Чей ӳстерме вĕрентекен ăсчахсем, кулинарсем черетлене-черетлене чей усси çинчен кала-кала кăтартнă. Ăна мĕнле пĕçермеллине вĕрентнĕ. Вунă куна пынă Грузи чейĕн уявĕ. Çав хушăра Кипиани текенни хăна çуртĕнче мар, Римма патĕнче выртса тăнă. Каçсерен вара кафере Грузи чейне мана-мана кайнă та шавла-шавла вырăс пылне лĕрккенĕ.
Риммăн вун ултта пуснă хĕрĕ Регина амăшĕ палламан арçынпа пĕрле килсе кĕрсен мĕн тумаллине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Ним шарламасăр-тумасăр, шăв-шав хускатмасăр тухать те шăвать тантăшĕсем патне. Ку хутĕнче те çаплах тунă. Мĕн-мĕн сăмах калаçнă пулĕ савăшнă чухне, ăна Римма хăй те тахçанах манса кайнă. Ун пурнăçĕнче кунашкал тĕлпулусем пĕрре кăна пулман та, ку шăпа пĕрлештерни тесе нихçан та шутламан.
Хăнасем кайсан тепĕр виçĕ уйăхран Кипиани хăй пуррине тепĕр хут аса илтернĕ. Вăл Риммăна Кавказ леш енчи çĕршыва пыма чĕнсе çыру янă. Мĕн тума пымаллине темшĕн çырман. Пĕрле пурăнма чĕнет пулсан ăна каламаллахчĕ ĕнтĕ тесе шутланă Римма. Çынсем пурте пĕр пек мар та, тен, ку именчĕкскер-ши, пĕрле вырăн ăшăтса курнă хыççăн кунашкал сăмах вырăнсăр тесе шутланă-ши? Апла та, капла та пуç ватнă Римма. Вара такама мар, кафе директорнех, хăй пекех пĕччен хĕрарăма каласа кăтартма шутланă. Лешĕ яланхи йăлипе тута чăмăртаса итлесе ларнă, унтан хиркеленсе илнĕ, вара хăйне пăхăнса ĕçлекен çынна каланă пек мар, урамри çапкаланчăка хăтăрса тăкнă пек лаплаттарса хунă:
— Ун пек сволочь кунта тупаймастнам?
Ку сăмах Римма иккĕленĕвне тĕппипех сирсе ямалла пекчĕ ĕнтĕ. Риммăн халат кĕсйинчи çырăва кăлармаллаччĕ те çурса кăна пăрахмаллаччĕ. Кафе директорĕ кӳр, хам лӳчĕркесе пăрахам тенĕн аллине те тăснă пулнă. Римма чунĕ сасартăк чăхăмлама тытăннă. Вăл пĕр банкет вăхăтĕнче авланас, качча каяс пирки шӳт-пӳт хускалсан сĕтел пуçĕнче ларакан директор ура çине сиксе тăнине, те чăнласах, те шӳтлесе каласа хунине: «Эпĕ те пĕччен хĕрарăм, хам качча тухмасăр пĕрле ĕçлекенсене пĕрне те качча памастăп...» — тенине аса илнĕ. Еплерех кĕвĕçет ку тесе шухăшланă та Римма Кипиани патне каймах шутланă. Çав кунах çыру çырса янă. Анчах çырăвне мĕн сăмахпа пуçламаллине пĕлмесĕр пайтах асапланма тивнĕ. Малтан «Хаклă Анзор», унтан «Юратнă Анзор» тесе çырса пăхнă. Ку сăмахсене унăн, хĕрарăмăн мар, арçыннăн хăйĕн каламалла тесе шухăшласа илнĕ те «Анзор» тенипех çырлахнă. Çыру вĕçĕнче Мускавра Тбилиси пуйăсĕ çине билет илсен телеграмма çаптарма шутланине пĕлтернĕ. Чăмтарнă кăна çырăва почта ещĕкне, куçĕ умне Регина тухайса тăнă. Хыпăнса ӳкнĕ хайхискер. Пĕртен-пĕр хĕрĕ пĕчченех тăрса юлать мар-и? Епле пурăнкалĕ амăшĕсĕр? Енчен те Анзор мăшăр кирлипех чĕнет пулсан... Каятăп та килетĕп тесе шантарма та çук-çке Регинăна.
Пуçне чиксе килне таврăннă. Амăшĕ пăшăрханса тем шухăшланине тӳрех сиссе илнĕ хĕрĕ. Амăшĕн хыпарĕ ăна савăнтарсах янă. Хĕр упраç, арçын ачасемпе танлаштарсан, хăвăртрах çитĕнсе çитет тенине Римма та илтнĕ, пĕлет. Хăй кăна юлсан мĕнле те мĕнле майлашăнса пурăнмаллине каласа ăнлантарма тытăннă. Регина вара амăшĕн кашни хушăвне пĕр сăмахпа пӳле-пӳле лартнă: «Пĕлетĕп, каламасăрах пĕлетĕп».
Ĕçрен кăларма ыйтса çырса панă. Ĕç укçипе пĕрле илнĕ отпуск укçипе кăна çырлахас темен, перекет кас-синче усракан сых ятне те тĕкĕнме тивнĕ. Пуçтарăнса тухса кайнă вара инçе çула. Уйрăлас умĕн хĕрне çине-çинех астутарма манман: «Укçуна акки-тăкки ан пĕтер, тирпейлĕ пул...» Каллех çав сăмахах пулнă хĕрĕн: «Пĕлетĕп, каламасăрах пĕлетĕп...»
Аякри çулçӳревсенче пулса курма тӳр килмен те хальччен, чунĕ çӳçенкелесех тăнă. Мускава çитсен, унта Тбилиси пуйăсĕ çине билет илсен, телеграмма çаптарсан тин çӳçенчĕк туйăм сирĕлнĕ. Хавхалануллă, ĕмĕтлĕ туйăм хускалса килнĕ. Тата хальччен курман тавралăх, урăх çут çанталăк ăна килентернĕ. Кавказ тăвĕсем курăнса кайсан телей тĕнчиех-ши ку тесе хăпартланса кайнă.
Тбилиси вокзалĕнче ăна чăнах та Анзор Кипиани хăй кĕтсе илнĕ. Анчах темшĕн кĕтнĕ хĕрарăма курнăшăн савăнса кайман, пырса ытамламан. Тӳрех Римма чăматанне çĕкленĕ те утса кайнă. Риммăна пĕрле пыма кăчăк туртса хăварнă. Вокзал умĕнче вĕсене сенкер «Волга» кĕтсе тăнă. Вĕсем пынă çĕре шофер багажник уçса хунă. Римма чăматанне унта вырнаçтарнă, хăйне шоферпа юнашар ларма каланă. Шоферпа Анзор хăйсемле темиçе сăмах перкелешсе илнĕ те, машина хускалса кайнă. Нимĕн те чухласа илеймен-ха Римма. Анзор мĕншĕн пĕрле ларса пыманнине те, хăйне ăçта лартса кайнине те пĕлме пултарайман. Шăлне çыртнă та чĕмсĕр ларса пынă. Шоферĕ те хăй пекех чĕмсĕрскер пулнă. Пырсан-пырсан кăна Анзор Кипиани чей ӳстерекен опытлă хуçалăха ертсе пынине пĕлтернĕ.
Ăна Каспи ятлă хулана илсе çитернĕ. Ку ята Римма тӳрех астуса юлнă та таçта инçе мар тинĕс пулмалла тесе пăхкалама тытăннă. Тинĕс мар, тусем кăна курăннă. Ăна хăна çуртне вырнаçтарнă. Темиçе вырăнлă пӳлĕме.
Çул килсе ĕшеннĕ пулсан та, Римма канлĕн çывăрайман. Пуçра шухăш хĕвешме пуçланă. Мĕн пулса тухнине, мĕн пулса иртнине вăл ниепле те тĕшмĕртме пултарайман. Тепĕр кун вăл вырнаçнă пӳлĕме мăйăхлă, вăрăм сăмсаллă, хура карттуссем тăхăннă икĕ арçын кĕрсе тăрсан, вĕсем шăпах ун патне килнине пĕлсен пушшех те аптăраса ӳкнĕ. Ыйтмасăр та тӳсеймен:
— Кипиани ăçта вара?
— Пушă мар вăл, — татса хунă мăйăхлă арçынсем. Ытлашши сăмах вакламасăр, ăна-кăна ăнлантарса тăмасăр пĕри кравать пуçне лартнă Римма чăматанне ярса тытнă, тепри кайрăмăр тесе кăчăк туртнă. Хальхинче «Волгăна» мар, хăлтăр-халтăр УАЗ çине ларма каланă. Ăна ку хутĕнче тусем хушшипе илсе кайнă. Арçынсем хăйсемле тем калаçнă, Римма хăйле уйласа-кулянса пынă. Чунĕ сиснĕ, туйнă ун. Машина чӳречинчен пăхсан ытарайми тавралăх талккăшĕпех сарăлнă, анчах вăл пуç пăркалама та хал çитереймен. Пуç шухăш тулнипе йывăрланнă.
Ăна чей ӳсекен уя илсе килнĕ. Кунти анасем ачаран курса ӳснĕ чăваш хирĕсене аса илтермеççĕ. Кунта сывлăш та урăхларах пек, унта сăмса хăнăхман шăршă тăрать. Арçынсенчен пĕри Римма чăматанне ретпе лартса тухнă палаткăсенчен пĕрне леçсе хунă та, машина хускалса каялла кайнă. Хăра-хăра Римма палаткăна кĕнĕ. Кунта никам та пулман. Икĕ енче икĕ кивĕ тӳшек сарса хунă. Палатка варринче хут курупка тăрать. Унта алюмини кашăксемпе чашăксем курăнаççĕ. Курупкапа юнашар шыв тултарнă кĕленче савăтсем лараççĕ. Аптăраса кăна мар, хыпăнсах ӳкнĕ Римма. Лĕпсĕрленсе кайнă. Ура çинче тăма ура вăйĕ пĕтнĕ, тĕршĕнсе ларма вырăн тупăнман. Тăнă-тăнă та çапла палаткăран тухнă. Каçăхса кайса кулакан хĕвел çине пуç çĕклесе пăхас та килмен, çӳçе, пуçа сĕртĕнсе ачашланакан çил ăна тулаш тарнă кăна. Хăра-хăра йĕри-тавралла пăхкалама пикеннĕ. Таçта, куç виçи çитнĕ çĕрте, кĕтӳ çӳренĕ пек туйăнса кайнă. Тинкеререх, тĕсерех пăхнă та çĕрелле чикĕннĕ çынсем пулнине уйăрса илнĕ. Лешсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кунталла шунă. Чылайран кусем мăйран хутаç çакса янă хĕрарăмсем чей çулçисене татнине чухласа илнĕ. Ĕçĕ мар-ха, ултавĕ хăратсах пăрахнă ăна. Чăваш хĕрарăмĕ ĕç умĕнче пилĕк авма нихçан та турткаланса тăман. Çырса пĕлтермелле пулман-и-ха Анзорăн? Çырăвĕнче мĕн тума чĕннине те пулин шахвăртман. Эй, хĕрарăм телейĕ... Сутăн та илесшĕн ăна, ултавпа та. Халех çаврăнас та пĕлнĕ çулпа каялла вашлаттарас килсе кайнă. Анчах çулне те пĕлмест, хăш еннелле мĕнпе каймаллине те чухламасть.
Палатка умне ура явса ларнă та анра-сухра пулнăшăн хăйне хăй ята кĕртме тытăннă. Чĕлхе çине мĕн усал сăмах килнĕ, ăна пурне те хăйĕн çине тиенĕ. Чăт, чăт. Шăл çырта-çырта вăрçнă хăйне.
Хăй умне тулли ӳтлĕ майра пырса тăнине те сисмен.
— Тепĕр хăрхăм кӳрсе янă кунта, — илтнĕ Римма юнашарах калаçнине. — Хăш çĕршывран вара эс? Хăлхасăр çын пултăн-им? Ма чĕнместĕн?
Римма тинех хăйне чĕннине туйса илнĕ.
— Ма чĕнместĕн тетĕп? Хăш çĕршывран?
— Чăвашран, — аран сасă кăларнă Римма.
— Эп Воронеж облаçĕнчен. Юлташ суйнипе килсе лекрĕм кунта. Ухмахсем эпир, Раççей хĕрарăмĕсем. Вăрăм сăмсаллă арçын хыççăн шыва сикетпĕр. Хамăрăннисем... Эй, мĕн калаçатăп? Кама кирлĕ эп сӳпĕлтетни? Сана та çаплах ултавпа илсе килнĕ пек туйă-нать. Çапла-и? Йăнăшмастăп-и?
— Улталарĕç çав, — ассăн сывланă Римма.
Лартса килнĕ мăйăхлă арçынсем çулăхмарĕç-и-ха? Ман патăма малтанхи куннех пычĕç. Ав çав хĕрринчи палаткăна çавăта-çавăта кĕреççĕ. Пĕри пилĕкрен ярса тытрĕ те, тӳрех мĕн шухăшлине ăнлантăм. Шутласа тăмасăр та-апрăм, кăвапаран аяларах лектертĕм те, хутлансах ларчĕ. Ман патăма халĕ çывхарма та хăраççĕ. Сана манпа пĕр палаткăна вырнаçтарнă. Çулăхтармастăп эп вĕсене.
Пĕр инкеклĕ çынсен шухăшĕ те самантрах пĕрпекленнĕ. Сăмахĕ те пĕр кӳлеке кĕнĕ.
— Оля ятлă эпĕ, — сассине йăвашлатнă хĕрарăм. — Ачаранах пĕрле ӳснĕ Катя пасарта çак вăрăм сăмсасем кӳрсе тăракан улма-çырлана сутать. Ĕçмен упăшки пурçинчех пĕринпе ерĕшкеленсе пурăнать. Сасă ан тухтăр тесе пулĕ çакна манран та пытарнă. Айта чей пуçтарма каяр тесе мана нумай ӳкĕтлерĕ. Унта лайăх тӳлеççе тенипе килĕшрĕм. Вăл, иккен, упăшки ан систĕр тесе çапла хăтланнă. Халь леш вăрăм сăмсипе тинĕс хĕрринче савăшаççĕ ĕнтĕ. Мана Тбилисирех пăрахса хăварчĕç. Çак аэродром карттуслă çынсен аллине пачĕç те тарчĕç. Таврăнсан упăшкине тĕпĕ-йĕрĕпех кала-кала кăтартатăп-ха. Кун пеккишĕн каçарма çук.
Риммăн та çав ултав вăлтиех пулнă, анчах хăй ăна мĕнлерех çакланнине каласа парса мĕскĕнленес килмен. Оля хăйĕнпе юнашар вырнаçса ларсан хăйĕн тăрлавсăр пурнăçне аса илме çăвар та уçнă пулнă. Оля маларах ĕлкĕрнипе кăна сăмахне пуçласа ярайман.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...