Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
— Анат çармăссем çĕр çын ытла Чалăмран тухса тарнă! — терĕ.
— Хăçан? Кĕçĕр-и? — тесе çеç ыйтма пултарчĕ Мамич-Бердей.
— Ире хирĕç.
— Хăвала! — çиллессĕн кăшкăрчĕ нуратдин.
— Ăçтан хăваласа çитетĕн калпайсене? Халь вĕсем сахалтан та çирĕм-вăтăр çухрăмра пыраççĕ. Тен, Атăл леш енче пулĕ-ха, — ним пулман пек, пĕр пăшăрханмасăр калаçрĕ Ахматек. — Чее хăтланнă çав таркăнсем: крепоçрен тӳрех ут кĕтĕвне чупнă. Пĕрер лаша тытса утланнă та — тӳрех вăрмана тапнă.
— Ай-ай-ай! — пуçне ик аллипе тытсах йынăшрĕ Мамич-Бердей. — Чи шанчăклă çынсем, хамăр çынсем тарма пуçларĕç. Эй, Кече ава!
— Кĕтӳçсем Алттыш çыннисем пулнă. Вĕсем те тарнă виççĕн.
— Утсемпех-и?
— Утсемпе ĕнтĕ. — Ну, айван та эсĕ, нуратдин, лаша кĕтĕвĕ кĕтекен çын мĕнле çуран тартăр тенĕ пек, хуравларĕ Ахматек.
— Пĕтерет мана хан кăна пĕлсен. Тытса кăшлать. Ху кайса пĕлтерместĕн-и, тусăм?
— Пĕлтеретĕп ара. Эс çав тăрпалтайран хăратăн-и? Вĕсем пирĕн пата виç çĕр утпа килнĕ, виç çĕр ут парса яратпăр киле кайма.
— Ун пек ан шӳтле, Ахматек! — татах кăшкăрчĕ Мамич-Бердей. — Эс те ун пек калаçма пуçларăн пулсан пирĕн ĕçсем пит начар вара. Пĕлетĕн-и, тата мĕнле хыпар илсе килнĕ Усеин-Сеит Хусантан?
— Кăштах илтнĕ, — терĕ Ахматек. — Ăна мăрсасем хаджи каламасăрах пĕлеççĕ. Нимле çар та килмест анатран пире пулăшма. Усеин-Сеитне ăна хăйне Крыма хăваласа ямалла. Кирлĕ мар вăл пире. Пире никам та кирлĕ мар. Эпир, çармăс мăрсисем, хамăр енне, сĕм вăрмана, шуйттан шăтăкне каятпăр. Унта тепĕр хула тăватпăр та пурăнатпăр хамăр тĕллĕн. Вăрманта пире никам та шыраса тупаймасть. Тупсан та пире çĕнтереймеççĕ...
Мамич-Бердей хăйĕн тусне çăварне карсах итлерĕ. Ав мĕн çинчен калаçаççĕ çармăс мăрсисем ĕçсĕр ларнă вăхăтра. Кам пĕлет, тен, тĕрĕс те шутлаççĕ пуль вĕсем. Ахматек, унăн чи çывăх тусĕ, вĕсен майлă ав. Кăкшамара темерĕ, сĕм вăрмана таратпăр, унта пире никам та шыраса тупаймасть терĕ.
Ĕнерхи кун йывăр килчĕ Мамич-Бердейшĕн. Паян вăл тата йывăртарах, канăçсăртарах пулмĕ-ши?
7. Вĕçленмен çапăçу
Тукай Шупашкар воеводи хăйне мĕн хушнине манса каймарĕ. Хĕнпе-асаппа та пулин темиçе çынна хула крепоçне тума кăларса ячĕ. Асли вырăнне вăл Ахтупая суйласа илчĕ. Килне чĕнтерсех калаçрĕ унпа.
— Сан аллу çăмăл пулакан, Ахтупай. Тата тепре çăл мана йывăр вăхăтра, — ӳкĕтлерĕ кăмака ăстине турхан, унпа халь вăрçса та харкашса ĕç тума çуккине пĕлсе тăраканскер.
— Тата мĕн тумалла-ши ĕнтĕ саншăн, Тукай ĕмпӳ? Ытла нумай ĕç хушатăн-çке эсĕ мана ĕмĕр тăршшĕнче, — ӳпкев сăмахĕпе тавăрчĕ Ахтупай.
— Хальхинче Шупашкара хула тума каймалла. Эпир халь Сĕве хулинчи воеводăсене пăхăнса тăмастпăр. Шупашкар воеводине пăхăнса тăратпăр. Пĕркун сан ывăлупа, Иливанпа, кайса килтĕмĕр те, воевода манран темиçе çын ыйтрĕ. Ял çыннисенчен суйлакаларăм та, никамах та çук-çке. Санах хăвалама лекет. Шел, паллах. Лайăх сунарçă эс, лайăх тимĕрçĕ, кăмака ăсти. Аллусем ылтăн ĕнтĕ, тем ĕçе те пултаратăн.
— Вара ман алăсем айăплă пулчĕç-и, турхан?
— Унта хӳме тума ăста çынсем кирлĕ, Ахтупай. Пĕр пилĕк-ултă çын ил те вĕçтере пар.
— Çыннисене хăвах тупса парăн-ха ăна, — терĕ кăмака ăсти. — Турхана тухаймарăм çав, никам та итлес çук эп каланине.
— Юрĕ, хамах каласа хурăп. Анчах, ĕлĕкхи пек, Ятламаспа Северьяна памастăп сана.
— Ма тата?
— Северьянĕ кунта кирлĕ. Вăл халь ухă йĕпписене тимĕрлет. Ятламасне эп тĕкĕрçĕ вырăнне хампа пĕрле илесшĕн. Ятламас, Иливан тата çич-сакăр çын манпа пĕрле пыраççĕ. Ытти ялсенчен те çавăн пек — çич-сакăршăр çын.
— Пăлхавçăсемпе вăрçма пуçлатăр апла? Кашни ялтан ун чухлĕ халăх илсен эсир вара чылай пысăк çар пуçтарасшăн.
— Чăн-чăн вăрçă пуçлатпăр, — ăнлантарчĕ турхан. — Вăхăт çитрĕ. Вырăссемпе пĕрле тапăнатпăр Чалăм крепоçне тата темиçе эрнерен. Ятламасне илмĕттĕм — вăл хăй кăмăл турĕ. Тахçан ĕлĕк вăл Мамич-Бердей ашшĕ патĕнче тарçăра пурăнса курнă иккен. Мамич-Бердей ывăлне хирĕç çапăçмалла пулсан эпĕ те пыратăп терĕ. Тытса парăр та, эп унпа хам калаçатăп тесе шăл йĕрчĕ.
— Тен, мана та ывăлпа пĕрлех илетĕн, турхан? — сĕнсе пăхрĕ Ахтупай.
— Çук, эс Данилăпа, Кĕпĕрьянпа тата темиçе çынпа пĕрле Шупашкара каятăн. Манăн воевода умĕнче те намăс курас килмест, — хăй шутласа хунинчен чакасшăн пулмарĕ турхан.
Хула тума каякансем апат-çимĕç пирки турханпа калаçса татăлаймарĕç. Тукай вĕсене хăй кĕлетĕнчен нимĕн те парасшăн мар иккен.
— Эсир пурсăр та воевода аллинче пулатăр, — терĕ хуçа. — Вăл тăрантарать сире, вăл улпутсене усранă пек пăхса усрать.
Воевода мĕнле пăхса усрассине пĕлчĕç-ха каякансем, апатне вара лере выçă вилес мар тесе хăйсен хутаççисене ытларах тултарчĕç.
Вĕсене çара ăсатнă пек ăсатнă хыççăн тĕкĕрçĕсем те çула тухрĕç. Тукай юлан учĕсем иртекен çул çинче кашни ялта шуйхану тăчĕ, кун пек шуйхану вырăссемпе пĕрле Хусана илме тапраннăранпа та пулманччĕ-ха. Çар йĕкĕчĕсене кĕтсе илекенсем те, тăванĕсене ăсатакансем те Ар-Сĕнтĕр те Ар-Сентĕр тесе çеç калаçрĕç. Пĕр çулталăк хушшинче, çав усал крепоçе пăлхавçăсем йышăннăранпа, пурте пĕлсе çитрĕç вăл ял ятне. «Кăнтăр кунĕнчех темиçе хĕр ачана вăрласа кайнă. Кам вăрланă? Ар-Сĕнтĕрте алхасса пурăнакан пуçтахсем». «Яла вут тĕртнĕ. Кам вут тĕртнĕ ăна? Ар-Сĕнтĕр вăрă хурахĕсем». «Çав ялта ĕне çухалнă. Кам илсе тухса кайнă? Нухайсем!» Ар-Сĕнтĕр, нухай, Мамич-Бердей, çĕнĕ хун сăмахсем пек хăлхана йĕрĕнтернĕ сăмах çук халь Ту енче. Хан ятне хура халăх асăнсах та каймасть. «Çĕнĕ хун» теççĕ анчах. Хăш-пĕрисем, ăна-кăна чухлакансем, хушса хураççĕ: «Хунĕ çĕнĕ пулĕ те-ха, ĕçĕсем пĕрре те çĕнĕ мар-çке. Ун пеккине эпир, Хусан ханĕсем пуç пулса пурăннă вăхăтрах курса тăраннă». Çавăнпа Ар-Сĕнтер крепоçне аркатма каяççĕ тесен халăх хĕпĕртерĕ кăна.
— Э-э, уншăн пуçтарăнаççĕ пулсан пит лайăх вара.
— Сĕнтĕр туне аркатма эп хам та кайма хатĕр.
— Ĕçĕ ăнăçлă пултăр çав.
— Тукайпа Алттыш ертсе каяççĕ тет. Вĕсем пултараканччĕ-ха...
Çапларах калаçрĕç урам хушшинче юлан утсене кĕтсе илекенсемпе хăйсен тăванĕсене ăсатакансем. Пире мĕн ĕç, çапăçчăр вырăссем хăйсем тĕллĕн тесе калакан пулмарĕ.
Малтанхи каç Тукайпа ун çыннисем Алттыш çĕрпӳ тĕп ялĕнче — Мăн Сĕнтĕрте çĕр каçрĕç. Ирхине ушкăн пысăкланчĕ: Тутаркассинчен, Шашкартан, ытти ялсенчен çĕнĕ йыш хутшăнчĕ. Юнкă хĕрринче отряд çармăс мăрси Ковяж ушкăнĕпе пĕрлешрĕ. Пурте курчĕç, пĕчĕк йышран пысăк çар пулса тăчĕ. Ĕнтĕ çапăçăва кĕриччен вырăссене шыраса тупасси çеç юлчĕ.
Вĕсене шырама кирлĕ пулмарĕ: Ту енчи халăх хăйсене пулăшма килнине пĕлсен Сĕнтĕр тăвĕ çывăхĕнче вырăссем тупăсенчен пеме пуçларĕç. Ту енчи çĕрпӳсен утлă çарĕ вăрмантан тухса крепость патнелле ыткăнчĕ.
Иливан шутланă тăрăх, çармăс мăрсисенчен тахăшĕ вырăссемпе малтанах калаçса татăлнă пулас: çарсем питех те килĕшӳллĕн çапăçрĕç. Вырăссем тупăсенчен пенĕ хушăра Ту енчи мăрсасен утлă çарĕ вăрманалла каялла чакать, пеме чарăнсан пăлхавçăсем хăйсене хирĕç тухассине сыхласа крепость çывăхне пырать.
Али-Акрамăн та çар пĕчĕк мар иккен: пăлхавçăсем темиçе хутчен хапхасенчен кĕпĕрленсе тухрĕç, утлă çарпа та, çуран та тапăнса пăхрĕç, вырăссемпе Ту енчи мăрсасен çарĕсене сиен туса кашнинче хăвăрттăн каялла чакрĕç.
«Хусана хӳтĕленĕ чух тутарсем çапăçнă пекех çапăçаççĕ кусем, — шутласа илчĕ хăй тĕллĕн Иливан. — Пире ытларах сăтăр тăвасшăн, хăйсен çыннисене сахалтарах çухатасшăн».
Вырăс тупписем валли йĕтре пĕтрĕ пулас, вĕсем пеме пăрахрĕç. Утлă çаршăн ĕç нумайланчĕ. Халь ĕнтĕ юланутсем каялла чака-чака канаймарĕç. Пăлхавçăсен те тупă сахал пулас çав, пур пеккисем та тĕлли-паллисĕр çеç печĕç.
Тĕттĕм пуласпа çапăçу чарăнчĕ. Пăлхавçăсем тек крепоçрен тухмарĕç.
Çĕрпӳсем хăйсен çыннисене темиçе çухрăмри вăрмана вырнаçтарса малаллахи ĕçсем пирки канашлама Петр Морозов воевода патне Атăл хĕррине кайрĕç.
Тукайпа пĕрле вăрмана таврăннă чух Иливанпа Ятламас çакна пĕлчĕç: ыран вырăссем пăлхавçăсем тапăнмасăр çапăçăва кĕмеççĕ, вĕсем Атăл тăрăх Васильев-Новоградран йĕтресем, ытти çар хатĕрĕсем турттарса килессе кĕтеççĕ.
Чăннипе вара ĕç урăхларах пулса тухрĕ. Йĕтре тиенĕ пысăк кимĕсем Ар-Сĕнтĕр çывăхне тепĕр кун мар, виççĕмĕш кунĕнче çеç çитрĕç.
Тупăсем кĕрлеме пуçласан вăрманта кĕтсе тăракан çĕрпӳсем крепость патне йăртăх ячĕç те тĕлĕнмелле хыпар илчĕç: Ар-Сентĕр крепоçĕ пуш-пушах, Али-Акрампа ун çыннисем аманнисене пăрахса хăварса Кăкшамара куçса кайнă.
8. Мĕн çинчен юрлатăн, Какшан?
Пĕр кун кунĕпе — иртен пуçласа каçчен — çĕр чĕтренĕ чухнехи евĕр кисренсе тăчĕ Ар-Сĕнтĕр крепоçĕ. Чулпа кирпĕч ванчĕ, тăпра-çерем сирпĕнчĕ, вăхăтăн-вăхăтăн куçа уçмалла мар тусан мăкăрланчĕ, çапах пăлхавçăсем чăтрĕç. Йĕтре çурăлма пăрахсан вĕсем вăрăм сăнă, хăрт, анкар йăтса е юман чукмар, ухă хиври тытса крепость тулашне туха-туха кĕчĕç. Вырăссене, вĕсене пулăшма килнĕ Ту енчи çынсене юлан утпа темиçе хутчен тапăнса пăхрĕç. Тинех курса ĕненчĕ Кĕркке — хăравçă халăх пуçтарăнман кунта. Хăйĕн тăшманĕ, чун илли Мамич-Бердей мĕнле çапăçнине те куç илмесĕр сăнаса тăчĕ хан савнийĕ. Уйрăммăнах ăна çитмĕл çулхи Усеин-Сеит князь тĕлĕнтерчĕ. Старик урса кайнă тейĕн, хĕççипе хăлаçланса чупкаласа кăна çӳрет. Тем кăшкăрашать, такама вăрçать, çынсене çапăçăва хăвалать. Утне вун çичĕ çулхи каччă евĕр яшт кăна сиксе утланать, чĕлпĕрне кăрт туртать те Мамич-Бердейпе юнашар пырса хапхаран сиккипе тухса вĕçтерет.
Пĕр хăравçă çынна çеç асăрхарĕ Кĕркке вăл кун. Ку хăравçă ун «упăшки» Али-Акрам хан пулчĕ. Малтан крепость тулашĕнче, варарахпа йышлă картишсенче йĕтресем çурăлма тапратсан хан кăвакарса кайрĕ, пусма çинчен анма та аптраса тăчĕ. Ыттисем патне тухсан вара чăннипех те пĕчĕк ачалла хăтланчĕ: хăйĕн çывăх çыннисем умĕнче мĕскĕннĕн курăнас мар тесе хĕççине пĕрре йĕннинчен кăларчĕ, тепре каялла чикрĕ.
Кĕрккене вăл пӳлĕмрен ан тухнă пул тесе хăварчĕ, аталыкне ăна сыхлама хушрĕ-ха тата. Асту, çакăн пек хĕрӳ самантра Кĕркке чул нӳхреп пек пӳлĕмре сехĕрленсе ларать пуль. Вăл ватă аталыка тĕртсе ячĕ те картишне анчĕ. Уншăн халь пур пĕрех: вилсен — вилет, вилмесен — шăпа çапла. Пурнăç пĕтнĕ, пурнăç сая кайнă, ăна хĕрхенмелли çук. Тепĕр тесен çакăнта йĕтре айне пулни шыва сиксе вилнинчен лайăхрах та. Ĕнтĕ вăл çак çулталăк хушшинче вилĕм çинчен пин хут шутланă. Вăхăт çитмен пуль çав, ăшра çилĕ тулса çитеймен пуль — пӳлĕхçĕ татăклă утăм тăвасран чарса тăрать-ха ăна, кашнинче кăшт тăхтама хушать. Паян çут тĕнчепе сыв пуллашма кунĕ пит майлă ĕнтĕ. Мамич-Бердейпе Али-Акрама чиксе пăрах та хăвна мăйран хĕçпе сĕр. Хăрушă-тăр ун пек вилме, анчах урăх çул çук.
Крепость çине тупăран персе тăнă хушăра Кĕркке ялан турра кĕл турĕ: пулăш вырăссене хăвăн хăватупа, çӳлти турă, ним юлми аркатса тăкчăр вĕсем Ар-Сĕнтĕр крепоçне, ханĕ те, Мамич-Бердейĕ те, Усеин-Сеичĕ те чул купи айне пулччăр, мана та ан хĕрхен, эп те çак тамăкран чĕррĕн тухам мар терĕ. Илтмерĕ пулмалла çав çӳлти турă вăл кĕл тунине. Унăн чи хаяр тăшманĕсем виççĕш те чĕрĕ юлчĕç. Ăна та пулин, çылăхлă хĕрарăма, пĕр ухă та, пĕр йĕтре муклашки те килсе çапмарĕ-çке чĕререн. Хĕр ача кĕл тунă пек, тӳпе те пуç çине йăтăнса анмарĕ, çĕр те çăтмарĕ.
Çапăçу кунĕ Кĕркке вĕçĕмсĕр ашшĕ çинчен шутларĕ. Сисрĕ вăл: Ту-çи енчи мăрсасем вырăссене пулăшма килнĕ пулсан ун ашшĕ те пур ĕнтĕ вĕсен хушшинче, вăл та аркатать хăйĕн çыннисемпе Ар-Сĕнтĕр крепоçне. Хапха умĕнче сыв пуллашнă чухнех аса илчĕç пулĕ-ха хăйсен ăраскалсăр хĕрне ашшĕпе амăшĕ. Мĕн тесе шутлаççĕ-ши ун пирки килтисем? Мамич-Бердей вăрласа кайрĕ те, çавăн арăмĕ пулса тăчĕ теççĕ-ши е ăна çармăс мăрси мĕнле мăшкăл тунине пĕлтерекен тупăнчĕ-ши? Тупăнчĕ-тĕр, ун пек хыпар халăх хушшине час сарăлакан. Нумайăшĕ йĕрĕнсе урайне лач сурчĕ пуль ун ятне илтсен. Сурмасăр, Кĕркке, Мамич-Бердейĕн çураçса хунă хĕрĕ, хан арăмĕ пулса тăнă! Ĕçсе-çисе иртĕхсе кăна пурăнать, упăшкине кĕсле каласа савăнтарать теççĕ пулĕ çав. Кĕтсех тăр, савăнтарать сана. Çак ирсĕр çынсем патне килнĕренпе алла кĕсле тытман. Вăл «упăшкине» хăй кĕсле калама пĕлни çинчен шарламан та.
Вырăссемпе Ту енчи мăрсасен крепоçе тĕппипех аркатса тăкма вăй çитеймерĕ пулас, куншăн Кĕркке кулянчĕ, анчах ханпа ун çыннисен, чи малтан Мамич-Бердейĕн сехрине хăпартнăшăн чунтанах хĕпĕртерĕ Алттыш хĕрĕ. Пĕр кун чул тăва кунĕпе кисретнĕ хыççăн пăлхав пуçлăхĕсем çапăçăвăн иккĕмĕш кунне тарăн шăтăкра ларакан ăтăрсем пек кĕтрĕç. Çавăн пек тепре тапăнса килсен крепоçрен мĕн юлĕ-ши терĕç пулмалла. Вырăссем крепость патĕнчен вунă çухрăма чакни çинчен пĕлсен кунтан часрах тухса тарасси пирки канашлама пикенчĕç. Али-Акрамĕ, шанчăкне пачах çухатнăскер тата хăрамаллипех хăраса ӳкнĕскер, нимпе те кăсăкланмарĕ, кирек мĕн тăвăр тенĕ пек ал сулчĕ те аллине шакă ярса тытрĕ, çула тухма хатĕрленнĕ чухне пĕтĕм ĕçе Мамич-Бердейпе Ахматек ертсе пычĕç. Ватă усалĕ, Усеин-Сеит, никамран малтан Атăл леш енне — Галич çулĕ çине тухса вĕçтерчĕ. Пĕтĕм япалана хатĕрлесе çитерсен (ытлашши тем япали пур ĕнтĕ чул крепоçре выçлă-тутлă пурăнакан çарăн — пĕр тупă та темиçе йĕтре, ая сармалли улăм тӳшек те кашни çийĕнче çĕтĕк сăхман, çын пуçне пĕрер ухă такмакĕ те пĕрер мăшăр çăпата), хан таçта вăрман варринче тытакан выльăх кĕтĕвне аса илчĕ.
— Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле илсе каясшăн эс Кăкшамара, нуратдин? — ыйтрĕ вăл Мамич-Бердейпа пĕрле кимĕсем патне ансан. — Эп халлĕхе пĕр ĕне те, пĕр сурăх та курмастăп-ха. Ту енчи ялсенчен хăваласа килнĕ тихасем ăçта санăн?
Нуратдинăн чăннине чăннипех калама тиврĕ.
— Пирĕн кĕтӳсене пĕтĕмпех Ту енчи мăрсасем хăваласа кайнă, — терĕ вăл суйма хăват çитереймесĕр.
— Вара эс Кăкшамарта çара мĕнле тăрантарса усрасшăн?
— Выльăхĕ пулĕ-ха вăл, аслă Али-Акрам хан. Какайсăрах лармăпăр...
— Мĕнле асаппа пуçтартăмăр та, çавăн чухлĕ выльăха Тукайпа Ковяжа парса хăваратăн апла? Хамăр тăшмансем валли хăваратăн?
— Вăл кĕтĕве шыраса çӳреме вăхăт çук пирĕн, аслă Али-Акрам хан. Эп вăрмана кăнтăрлах темиçе юлан ут ятăм. Вĕсем пушăлла таврăнчĕç, пĕр выльăх та тупайман.
— Кăкшамара çитсен эп сана панă нуратдин ятне каялла илетĕп, пултараймастăп эсĕ, — кĕтмен çĕртен каласа хучĕ хан.
— Кăкшамара çитсен куç курать унта. Тен, хăвна ханран кăларса сирпĕтетпĕр, — тусĕшĕн тавăрчĕ Ахматек.
— Мĕн терĕн эс, йĕксĕк? Тепĕр хут кала-ха, мĕн терĕн? — хĕççине туртса кăларчĕ Али-Акрам.
— Мĕн илтрĕн, çавна каларăм, — вырăнтан та хускалмарĕ çармăс мăрси. — Ма эс Мамич-Бердей мăрсана вырăнсăр тапăнтăн? Темиçе кĕтӳ выльăха Ту енчи мăрсасем хăваласа кайнăшăн вăл пĕччен айăплă-им? Эс ху ăçта пулнă? Шакăлла выляса лартăн-и? Е çемçе тӳшек çинче çав бикенчипе ыталашса выртрăн-и? — Ахматек темиçе утăмра тăракан Кĕркке еннелле кăтартрĕ. Лешĕ ку сăмаха илтсен алăкран каялла кĕрсе тарчĕ.
— Ахматек, чĕлхӳне чар, çитет, — терĕ Мамич-Бердей.
— Çитмест! — çухăрса ячĕ Али-Акрам. — Калас пеккине йăлтах калăр. Кунтах пĕлем: ман туссем-и эсир, ман тăшмансем-и?
— Тусусем, паллах, аслă Али-Акрам хан, — йăпатма тăчĕ Мамич-Бердей. — Вырăссемпе мĕнле лайăх çапăçрăмăр иккен те, халь çав кĕтӳшĕн вăрçатпăр-и вара? Лере, анат çармăсра, унтан пысăк кĕтӳ пуçтаратпăр. Пирĕн васкамалла, тавлашса тăрар мар, Ахматек, пысăк киммине хатĕрле унта, эпир ханпа, Кĕрккепе халех пыратпăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...