Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
Иштерек тĕкĕрçе илме çул çитмен пĕртен-пĕр ывăлĕ çине пăхать те унăн пуласлăхĕ çинчен шикленсе шухăшлать. Ак нумай та вăхăт иртмĕ, ăна та тăван килтен аякка-аякка ăсатĕç, ун çамрăк аллине те çынсене вĕлерме хĕç тыттарĕç, выльăха пусма çавăтса кайнă пек, вăрçа хăваласа кайĕç.
Ахтупай ăна-кăна тавçăрмасть-ха, вăл пахчара çĕрĕн-кунĕн юпах тихапа йăпанать: çăвать вăл янавара, шăварать, çӳретсе пăхать, карта урлă сикме вĕрентет. Çав тери юратать-çке ывăлĕ хăйĕн утне, унпа пĕчĕк ачапа калаçнă евĕр калаçать, темле мыскара та туса хăтланать.
Ывăлĕ тихапа аппаланнине Иштерек чылайччен сăнаса тăчĕ, юлашкинчен каç пулса килнине сиссе Ахтупая сасă пачĕ:
— Çитĕ сана ĕç çукран ĕç тума. Тукай пыма хушнине манса кайрăн-им? — терĕ.
Мăрсана мĕн каламаллине вĕсем ĕнерех тĕплĕн сӳтсе явнă, çавăнпа та Ахтупай тек ыйтса та тăмарĕ, çăм шлепкине пусарах лартрĕ те кĕçĕн алăкран тухса та çухалчĕ.
Тукай ăна çиллессĕн кĕтсе илчĕ, Ахтупайăн саламлă сăмахĕсене хăлхана та чикмерĕ.
— Çамрăклах иртĕхме вĕренетĕн, йĕкĕт, — терĕ вăл, Ахтупай тухса тарасран хăранă пек, уçă хапхана тачă хупса хурса. — Эп хушмасăр киле тарма васканă. Ман саламата тутанса пăхман-им-ха эс?
— Ара, эп каламасăр кайман-çке, виçĕм кунах ыйтрăм, киле яр терĕм…
— Калани сахал, ирĕк ыйтса илмелле пулнă! Эп кай темесĕр витене пăрахса хăвармалла пулман.
— Мĕнле ыйтмалла тата манăн? Эсĕ пачах ярас мар тейĕн те…
— Ямасан — ĕçлетĕн!
— Ĕçлеместĕп, эп хамăнне ĕçлесе татнă.
— Мĕнле калаçатăн эс, йĕксĕк? Кам вĕрентнĕ сана кун пек калаçма?
— Кирек кам пултăр. Эпир санпа çулталăк ĕçлеме сăмах татнă…
— Ах, эсĕ… — куçĕсене чарса пăрахрĕ Тукай, çавăнтах унталла-кунталла çаврăнчĕ, ал айне пулнă патака илчĕ те унпа Ахтупая яра пачĕ — Ак сана!
Патак хуçăлса таçта çити сирпĕнсе кайрĕ. Ахтупай хăйне аран-аран тытса чарса ним чĕнмесĕр хапха патнелле пăрăнчĕ.
— Тăхта, — терĕ ăна мăрса. — Тăхта теççĕ сана!
Ахтупай пуçне пĕксе ун умне пырса тăчĕ.
— Лаша пăхма килĕшместĕн апла?
— Килĕшменрен мар, Тукай мăрса…
— Юрать. Апла эс тĕкĕрçĕ пулатăн. Кала аçуна: эпĕ сана Самук вырăнне хам пата илетĕп.
— Манăн çул çитмен, Тукай мăрса.
— Çитмен пулсан — çитерĕпĕр. Ав, кĕлеткӳпе эс кĕреш пек. Хирĕçленĕ ан пул, унсăрăн таканлатăп та Хусана ăсататăп!
— Тукай мăрса, ара…
— Калаçса ан тăр! Ку ман юлашки сăмах. Шăп тепĕр уйăхран килетĕн. Вĕçтер. Хăвна хам пата илнĕ тесе шутла.
Тукай сăмахĕсем Иштерекпе ун килĕнчи çынсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе пăрахрĕç — мĕнле-ха вăл çавăн пек çамрăк качча çар сехметне илме пултарать? Кил хуçи мăрсана куç хыçĕнче темĕн те пĕр каласа вăрçрĕ, ун пирки Хусана кайса каласа кăтартассипе хăратрĕ, çав вăхăтрах хăй арăмне пĕр чӳлмек шăратнă çу хатĕрлеме хушрĕ.
— Çу таврашĕ пама кирлех-ши? — терĕ Пинеç. — Темĕн-çке, усси пулайĕ-и? Питĕ кăра теççĕ те вăл Тукая. Шутланине тăватех пуль…
— Çапах та кайса пăхатăп, — терĕ упăшки. — Ахтупай калаçма пĕлмен курăнать. Мăрса умĕнче ытла тӳрккес тыткаланă пулĕ-ха. Тивĕçлĕ мар Тукай ун пек йĕркесĕр хăтланма.
Иштерек пырса çитнĕ вăхăтра мăрса утпа таçта кайма хатĕрленнĕччĕ. Вăл лашине хапха юпинчен кăкарчĕ, Иштерекпе калаçма пĕрене çине пырса ларчĕ. Хăй питех тĕрĕс туманнине сиссе пулас, вăл хальхинче тулхăрмарĕ, хупса лартассипе те хăратмарĕ, Ахтупай ашшĕне сăмахпа ӳкĕтлеме тăрăшрĕ.
— Эх, Иштерек, Иштерек! — терĕ мăрса ун сăмахне тĕплĕ итленĕ хыççăн, — эп сана ăслă çын тесе шутланăччĕ. Хăвăншăн мĕнле лайăхрах пулассине ăнланма пултараймастăн. Кунта сан ывăлу — ялан куç умĕнче, килти пекех. Теплере пĕрре манпала ăçта та пулин кайса килет те ытти чухне хăяккăн выртать. Хусана кайсан мĕнле пулать ун пурнăçĕ? Калама та кирлĕ мар-тăр сана, ху тĕкĕрçĕ пулса курнă.
— Çулĕ çитмен-ха унăн, Тукай мăрса. Ача кăна…
— Çул вăл — паян тухман, ыран тухакан япала. Вăрçă-мĕн пуçлансан ун пеккисене ним мар çара илеççĕ. Ырă сунса калатăп сана: ман пата килтĕр ывăлу.
— Тукай мăрса, тархасшăн, хĕрхен пире…
— Акă мĕн, — ура çине тăрса хĕç йĕнннне тӳрлетрĕ Тукай. — Эпĕ сăмахпа выляма юратмастăп. Ахтупайна тепĕр уйăхран ман патăмра тесе шутла..
Иштерек Тукай курăнми пулсан тин пуçне çĕклерĕ. Вăл сăхман арки çине Тукай лаши сирпĕтсе хăварнă пылчăка турпаспа хырса тăкрĕ те çу чӳлмекне йăтса килнелле лăкăштатрĕ.
Çапла Иштерек ывăлĕ Ахтупай мăрса хуралĕнче тĕкĕрçĕ пулса тăчĕ.
11. Чун савни
«Ан юлсам эс унран, тăванăм, ан юлсам, пăртак çеç йӳрĕкрех пул, — хистет хăйне хăй Эрнепи. — Урусем пакăлчак таран путлăха анса кайрĕç-и? Эппин, часрах тух та вăл хăрушă вырăнтан малалла ут».
Вăл урисене путлăхран туртса кăларать те лăстăр-лăстăр силлет, куçĕсемпе вара каллех хăйĕн умĕнче пыракан çынна шырама пикенет. Темшĕн ăна халь çак сĕм вăрманта куçран вĕçерĕнес пулсассăн, Ахтупай — ун ĕмĕчĕпе пурнăçĕ — таçта кайса кĕрессĕн, Эрнепишĕн ĕмĕрлĕхех çухалассăн туйăнать. Çук, Эрнепи ăна çухатмастех. Вăл, чăтлăхра хăйне валли икĕ аллипе те çул уçса пырса тата пуç çинчен ялан сирĕлме пăхакан тутăрне вĕçĕмсĕр тӳрлетсе малаллах талпăнать. Хăй утăм тумассерен ура айне пăхать — пĕр-пĕр тип шанкă çине пусса сасă тăвас марччĕ.
Хĕр ача туять: кăкăрта, тăнлавра, пĕтĕм çан-çурăмра темле шав кĕрлесе тăрать, — вăл кĕрхи вăрман шавĕ пек хăватлă, утма та, таврари сас-чĕвве те кансĕрлет.
Шăм-шак вĕриленсе, çăмăлланса каннă.
Эрнепин кăвак куçĕсем чарăлнă, пиçнĕ палан пек хĕрлĕ тути кулать.
«Ан юлсам эсĕ унран, йăмăкăм, ан юлсам. Пăртак çеç йӳрĕкрех пул».
Çав мĕшĕлти Ахтупая ялта чаплă сунарçă тесе шутлаççĕ. Илтмен мар Эрнепи, темиçе хутчен те илтнĕ: упана тĕл пулсассăн вăл пĕр-пĕччен çапăçăва кĕрет теççĕ. Унăн юмăç тухатнă ухă пур имĕш, çав ухă пенĕ япалана тивертменни нихçан та пулман тет. Темиçе кун каялла кăна-ха каччă Эрнепи куçĕ умĕнчех пĕр кăрăпчака вĕçсе пынă çĕртех персе ӳкерчĕ.
Ун пек сунарçăн куç-пуç акăш-макăш витĕр пулмалла ĕнтĕ, хăлхи те ыттисем илтмен япалана илтмелле. Анчах ку пĕрре те апла мар иккен. Ак Эрнепи йывăçсем çинчен хăйĕн умне вĕçсе анакан сарăхнă çулçăсене çĕре ӳкичченех яра-яра тытса мĕн вăхăтчен çамрăк сунарçă хыççăн пырать, лешĕ вара инçетре те мар çын пуррине нимĕн чухлĕ те туймасть. Кăна кура хĕр ачан кушак пек çемçен те сыхчуллăн пыма пăрахса малалла хыттăн чупса каяс, Ахтупая çурăмĕнчен хăрăк туратпа е хыр йĕкелĕпе перес килет, «Эй, эсĕ, каччă, утнă çĕртех ыйха путман пулĕ те?» тесе кăшкăрас килет.
Ĕнтĕ чăтлăх та пĕтрĕ. Умра йывăçсем самаях сайралнă пек пулчĕç, вĕсем хушшинчен кăвак пĕлĕтпе тăван уй-хир курăнса кайрĕç. Хĕр ачан хитре сăн-пичĕ çинче хуçăлнă кăмăл палăрчĕ: вăл яла тухиччен Ахтупая хăваласа çитеймерĕ иккен.
Паллах, кăшт васкарах утнă пулсан, тĕрĕсрех каласан, кăштах хăюллăрах пулнă пулсан вăл ăна хăваласа çитетчĕ ĕнтĕ, анчах темле туйăм, темле асамлă вăй хĕр ачана тăлласа лартнă пек тытса тăчĕ.
«Аван мар, — терĕ Эрнепи хăй тĕллĕн. — Ун пек чăрсăрланма юрать-и вара? Мĕн шутлатчĕ Ахтупай ун чухне ман çинчен? Юрать-ха вăл эпĕ пĕчĕк ачалла хăтланнине пĕлмерĕ».
Тепĕр тесен, Ахтупайпа курнăçса калаçмасан та май çук. Иртнĕ эрнере сунара кайсан ăнсăртран тĕл пулса пĕрле çӳренĕренпе Эрнепи тĕлĕкре те Ахтупая курать. Каччăн хăйĕн çулне кура мар тĕреклĕ те яштак кĕлетки, ват çынла кăшăлласа кастарнă сарă çӳçĕ, кулнă чухне сар çу пек ирĕлсе, çиçсе тăракан сăн-сăпачĕ самантлăха та куç умĕнчен кайма пĕлмест.
Паян Эрнепи Ахтупай сунартан таврăнассине вăрмана чылай шала кĕрсе юри сыхларĕ, телее, тĕлнех пулчĕ тата, çапах та ун умне сиксе тухса сăмах чĕнме хăват çитереймерĕ.
Ак ĕнтĕ Ахтупай хире тухнă та ялтан инçе мар ларакан пĕччен йывăçсем патне çывхарать, Эрнепи юпленсе ӳсекен хурăнран уртăнса хăй тупнă питех те хаклă япалана ăнсăртран шыва янă чухнехи туйăмпа шиклĕн малалла пăхса тăрать. Ĕнтĕ ăна Ахтупай çул хĕрринчи пĕр тунката умĕнче чарăнни те, вăл, пиçиххирен çакса тултарнă кайăк кăвакалĕсене вĕçерте-вĕçерте хурса унта канма ларни те савăнтармасть: Эрнепи пурпĕрех вăрмантан тухса ун патне пырас çук.
Çапах та мĕнле-ха Ахтупай унта канма лармашкăн хăрамарĕ: ку вырăн киремет карти шутланать-çке, ун çывăхĕнчи ватă йывăçсем пурте киремет йывăççисем пулса тăраççĕ.
Каччă ăна-кăна нимĕн те пĕлесшĕн мар, вăл ухă пĕкечине кутамас юман çумне таянтарчĕ те, çĕрелле пĕшкĕнсе, тем ĕçлеме пикенчĕ. Çитменнине, кăшт тăхтасан пуçĕнчи ялккасне те айккинелле хывса хучĕ.
— Инкек пулман пулĕ те ăна? Аманман-ши вăл? — сехĕрленсе вăрман хĕрринчи тепĕр тĕмĕ хыçне чупса каçрĕ Эрнепи. Çавăнтах питрен çуталса кулса ячĕ: ун хăлхине Ахтупай темле савăнăçлă юрă ĕнерни илтĕнсе кайрĕ.
Кур-ха ухмаха, киремет çывăхĕнче юрă юрласа ларать! «Çук, ăна систерес пулать. Сасă паратăп, тупата туршăн сасă паратăп».
Хĕр ача тĕм хыçне тата лайăхрах пытанчĕ те ал лапписене çăварĕ тĕлне карăк-сăрнай пек тытса кăшкăрма тăчĕ. Пырта тем хăрăлтатса илчĕ, анчах сасă тухмарĕ.
Ара, систермелле-çке çынна, унсăрăн ăна шалкăм çапма е мĕнле те пулин урăх инкек пулма пултарать! У-у, хăрушă вырăн вăл, киремет карти! Эрнепи ку вырăнтан яланах сывламасăр тенĕ пек иртет, пӳлĕхçĕсене кĕл тумасăр пĕр утăм та утмасть. Шăп Ахтупай ларакан çĕрте, ватă юман кутĕнче пулас, кашни çулах хĕп-хĕрлĕ хурăн çырли ӳсет теççĕ. Тинкеререх пăхсан, çав çырла çын куçне йăмăхтарса ярать тет, çын куçĕнчен вĕри куççуль юхма пуçлать тет.
Юлашкинчен, хĕр ача пĕтĕм вăйне пухрĕ те ал лапписене çăварĕ патне тепре майласа тытса икĕ хутчен куккукла авăтрĕ.
Ахтупай наччасах ура çине тăчĕ. Акă вăл юманран таянтарнă ухă пĕкечине алла илчĕ те ун çине ухă йĕппи хурса тĕллеме тытăнчĕ.
— Кам пур унта, тĕм хыçĕнче? Перетĕп! — илтĕнчĕ ун хулăнрах сасси.
Эрнепи сывлама чарăнса çĕр çумне кукленсе ларчĕ, унтан пĕр тĕмеске тупса ун çумне тĕшĕрĕлчĕ. Çав вăхăтра юнашар юмана ухă йĕппи килсе çапăнчĕ. Вăл хуçăлса та каймарĕ, çĕре те ӳкмерĕ, çат! çеç тăрăнса ларчĕ те хăйĕн хур тĕкĕ пек хӳрине чĕтретсе илчĕ.
— Тепре перетĕп, кам пур унта, тĕм хыçĕнче?
Кун хыççăн хăйне паллаттарма çуккине пĕлсе Эрнепи вăрмантан нумай вăхăт хушши тухмасăр тăчĕ. Ахтупай яла кĕрсе кайнине курсан çеç ассăн сывласа йĕри-таврана пăхса çаврăнчĕ.
Чи малтан вăл саппун кĕсйинче çĕçĕ шыраса тупса Ахтупай пенĕ ухă йĕппине пĕр хуçмасăр вартаса кăларчĕ. Шăмă вĕçлĕ чаплă ухă пулнăран хĕр ача ăна хăйĕнпе пĕрле илчĕ. Унтан вăл сехĕрленсе пулин те каччă каннă юман патнелле çул тытрĕ.
Чĕрне вĕççĕн утса вăл хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут киремет картине кĕчĕ.
Ахтупай кунта кайăк кăвакалсен тĕкне татнă иккен, амăшĕ валли парне хатĕрленĕ. Куншăн Эрнепи качча ăшра хăтăрса та тăкрĕ: киле илсе каймалли мĕн чухлĕ тĕке çаплипех пăрахса хăварнă! Вăл ăна тирпейлĕн пуçтарчĕ те саппун аркипе çавăрса çыхрĕ.
Тункатапа юнашар, Ахтупай ларнă тĕлте, кĕрхи типĕ курăк çаплипех пусăрăнса тăрать. Эрнепи пĕшкĕнсе ăна аллипе тытса пăхмасăр та чăтаймарĕ. Ăна курăк Ахтупай ăшшинчен те сивĕнсе çитмен пек туйăнчĕ.
Çавăнтах тата хĕр ача тĕлĕнмелли тепĕр япала тупрĕ. Ахтупай тунката пĕр хĕррине çĕçĕ вĕçĕпе чĕрсе икĕ ана палли туса хăварнă: пĕри, чăх чĕрни, — Ахтупайсен, тепри, кĕреçе, — Эрнеписен.
Кăна асăрхасассăнах хĕр ача чĕринче сăмахпа каласа памалла мар ырă туйăм çĕкленчĕ. Эрнепи сисмесĕр тăма пултараймарĕ: Ахтупай çакăнта ларнă чухне никам çинчен те мар, ун çинчен шухăшланă-мĕн. «Ах, чунăмçăм, ман телейĕм, ман ăрăсăм, — терĕ Эрнепи кăмăлтан çуйкăнланса. — Ырлăха-ши ку, хурлăха-ши, пирĕн иксĕмĕрĕн те чĕресем пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ Эпĕ те утăм утмассеренех санăн ятна асăнатăп-çке. Пĕр-ик эрне хушшинчех эсĕ маншăн пӳлĕхçĕ вырăнне пулса тăтăн, ман чун-чĕрене яланлăхах кĕрсе вырнаçрăн, хальчченхи канăç-тăнăçа тĕп турăн. Паян ак хама хам та алла илеймерĕм, ăсран тайăлнă хĕр ача пек, сана кĕтсе илме тухрăм».
Аллинчи илемлĕ ухă йĕппипе вылякаласа Эрнепи сукмак еннелле пăрăнчĕ. Вăл нумай та каяймарĕ, çĕр çулхи йывăçсем хушшинче палланă çыннăн çав тери тăван пит-куçĕ курăнса кайрĕ. Хĕр ача аптраса ӳксе часрах айккинелле пăрăнчĕ те йывăç тĕмĕ хыçне пытанчĕ. Анчах унта вăхăтра чупса çитме ĕлкĕреймерĕ пулас, Ахтупай ăна асăрхаса инçетренех кăшкăрса ячĕ:
— Ан пытан ĕнтĕ, Эрнепи, пурпĕрех куртăм сана!
Вăтаннипе ниçта кайса кĕме пĕлмен хĕр ача Ахтупай тӳрех хăй патне пынине сиссен те йывăç хыçĕнчен тухмарĕ, питне ак аллипе хупласа каччă ăна йĕплĕ сăмахсемпе намăслантарасса кĕтрĕ.
— Эсĕ манпа тĕл пуласшăн та мар-и, Эрнепи? — терĕ Ахтупай ун аллине питрен хăйпăтма тăрăшса. — Эпĕ сана ним те усал туман пек-çке?
Унтан Ахтупай хĕр ачан хăрах аллинчи патак ухă йĕппи пулнине асăрхарĕ те пушшех те хăпма пĕлмерĕ.
— Э-э, йăмăкăм, паçăр вăрманта пытанса тăраканни эсĕ пулнă иккен-ха! Чăнах, ку манăн ухă йĕппи. Кала-ха, мĕнле чакаласа кăлартăн эсĕ ăна?
— Ара, эпĕ ăна çĕртен тупрăм, — терĕ Эрнепи ун çине пӳрне хушшинчен пăхса. — Ну, санăн пулсан илсем эппин ăна.
— Çук ĕнтĕ, тупнă япала хăвăнтах пултăр. Юрать-и? Асăнмалăх.
— Чăнах та, — самаях хăюланчĕ Эрнепи. — Унпа эсĕ мана тĕллесе пенĕ, вăл манрах пулмалла. Çапах та çынсене хĕрхенместĕн эсĕ, Ахтупай, шăмă вĕçлĕ ухăпа перетĕн! Тивертнĕ пулсан вĕлереттĕн-иç?
— Ара, эп сана тĕллемен, юри юмана петĕм, — именчĕ Ахтупай.
— Халь мĕншĕн каялла килтĕн-ха апла? Çак ухă йĕппине шырама-и?
— Анне хăваласа ячĕ. Кăвакал тĕкне çакăнта татнине каларăм та, кайса ил, тĕке кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте тăккаласа ан çӳре тесе вăрçса тăкрĕ.
— Часрах кайса ил, унсăрăн ăна пĕр-пĕр хĕр ача тӳшек валли пуçтарать, — кулчĕ Эрнепи.
— Эсĕ мана кĕтетĕн-и вара, Эрнепи? — тĕмсĕлсе ыйтрĕ Ахтупай. — Кĕт, юрать-и, эп халех чупса килетĕп, вăл ак кунта юнашарах. Е, эппин, иксĕмĕр кайса килер, эс мана тĕк пуçтарма пулăшăн. Айта, айта, — каччă ăна алăран тытса сĕтĕрме пикенчĕ.
Эрнепи Ахтупайран вĕçерĕнчĕ те йывăç çумне кайса тăчĕ. Лешĕ, тем ăнланасшăн пулнă пек, ун çине ытараймасăр пăхрĕ.
Эрнепи пуçне кĕрен тутăр çыхнă. Уринче — сап-сарă хурама пушăтĕнчен тунă пĕчĕк пуçлă çăпатапа чăлт шурă тăла. Улача кĕпи кĕскерех пулни вун ултă çулхи Эрнепие пĕве çитмен хĕр ача пек кăтартать. Сулахай аллинче унăн кĕмĕл сулă, кăкăрĕ çинче — вĕтĕ çеçтенкĕллĕ мăй çыххи. Эрнепин хура куç харшийĕсем хĕп-хĕрлĕ сăн-пите темле тирпейлĕх, çирĕплĕх тата вăй парса тăраççĕ.
Юлашкинчен Ахтупай куçĕсем Эрнепин пилĕк çумне хутаçла çавăрса çыхнă саппунĕ çине ӳкрĕç. Вара каччă каллех хĕр ача патне ыткăнчĕ.
— Э-э, йăмăкăм, эсĕ манăн тӳшекĕме пуçтарса илме те ĕлкĕрнĕ иккен! Ав мĕншĕн кулатăн эс манран!
Эрнепи Ахтупая тем каласшăн пулчĕ, анчах лешĕ итлеменнине кура ăна хыттăн тĕртсе ячĕ. Ку мĕншĕн пулнине каччă каялла çаврăнса пăхсан тин ăнланчĕ — шĕшкĕ тĕмĕсем хушшинчен вĕсем патне киремет картине пăхса тăракан мучавăр арăмĕ, таврара пурте пĕлсе тăракан юмăç карчăк Сахвине, кăштăртатса тухрĕ.
Аллине вăл чукмар пысăкăш патак тытнă. Сахвине чарăннă-чарăнманах çав патакпа çĕре темиçе хутчен таклаттарса илчĕ те чашкăракан сасăпа:
— Мĕн туса тăратăр эсир кунта, эсреметсем?! — тесе кăшкăрчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...